Çавраҫил :: Пӗрремӗш сыпӑк
Чылайччен аппаланчĕç вĕсем çапла. Тара ӳкичченех ĕçлерĕç. Ниçта пĕр шăтăк хăвармарĕç. Ĕçе пĕтернĕ хыççăн Энтрей чĕлĕмне кăларма çеç ĕлкĕрнĕччĕ — хапха айĕнчен картишнелле шыв сăрхăнса кĕре пуçларĕ. Хуçа йăпăр-япăр унта ыткăнса пычĕ. Хапха айĕнчи хăмана туртса кăларчĕ — шыв палкасах юхса кĕме тытăнчĕ: ейӳ кунтах сарăлса çитнĕ иккен.
Энтрей хапха ай хăмине пусма çумне таянтарса хучĕ, унтан, картлашка çине ларса, чĕлĕмне тивертсе ячĕ те, пак! пак! паклаттарса, ĕмме пуçларĕ. Ытла та çăвар тути пек туйăнать пуль çав ăна чĕлĕм йӳççи.
Антун та ашшĕпе юнашар пырса ларчĕ, нимĕн те ăнланманнипе кукшине кăтăртаттарма пикенчĕ.
— Атте, мĕне пĕлтерет ку япала?
— Курмастăн-им, Паласран ейӳ йăтăнса тухнă. Кун пек пысăк ейӳ вăл вунă-вун пилĕк çулта та пĕрре çеç пулать.
Ывăлĕн тем пекех пĕлес килчĕ пулин те, ашшĕ ăна хăй мĕн шухăш тытнине шарламарĕ: те ĕç тухать-ха унăн, те çук.
Сылтăм аллине куçĕ тĕлне тытса, Ульха тухрĕ.
— Энтрей, Энтрей, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Ну, мĕн пулчĕ тата? — ун еннелле çаврăнса пăхмасăрах ыйтрĕ хуçа.
— Эпĕ, тем, шыв шавланă пек илтетĕп.
— Шавлать пулсан, паллах, илтетĕн.
— Мĕн, ейӳ тапса тухнă-им?
— Ейӳ çеç мар, часах иксĕмĕре те пĕрле юхтарса кайĕ.
— Апла ачасем ăçта-ши? —пăшăрханса ӳкрĕ Ульха.
— Анне, эпĕ кунтах, — пĕлтерчĕ Антун.
— Уля, Уля ăçта тата?
— Ăçта пултăр-ха. Сахарсем патĕнче ĕнтĕ вăл. Унта шывпа мар, вутпа та пĕтес çук.
— Э-э, апла ан калаç эсĕ. Вутпа шыв пĕрех вĕсем. Унта пулсан, хăрамаллах мар та-ха эппин, — тесе лăпланса, Ульха каялла тăнкăлтатса кĕрсе кайрĕ. Картишĕнче шыв тулсах пычĕ.
Пулă сĕрни
Сахарпа Петĕр тата хуçа ывăлĕсем лавкка крыльци çине тухса тăнă. Картлашка çинче шап-шурă мăнтăркка кушак аçи хӳрине выляткаласа ларать.
— Атте, тинĕс çакăн пек пулать-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Вова, вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса кайнă шыв çине кăтартса.
— Тинĕс-и? Тинĕс вăл ай-ай мĕнле пысăк. Унăн вĕçĕ те, хĕрри те курăнмасть.
— Мĕнле курăнмасть? Апла вăл çĕр çинче мар-им?
— Ара, ăçта пултăр-ха тата? Çĕр чăмăрĕ çинче тинĕсрен пысăкки те пур, ывăлăм, океан теççĕ ăна.
— Çĕр вăл чăмăр-и, атте? — куçĕсене чарса пăрахрĕ Вова.
— Чăмăр çав, ывăлăм, чăмăр. Тата кашни талăкра хăй тавра пĕр хут çаврăнать.
— Çаврăнать? Мĕнле çаврăнать?
— Акă çапла. — Ашшĕ ывăлĕ пуçĕнчи карттуса хывса илчĕ те ун умне тытрĕ. — Акă, эпир халь çак тĕлте тăратпăр, — карттус сăмси вĕçне тытса кăтартрĕ вăл. — Çур талăкран вара, тепĕр вун икĕ сехетрен, акă çакăнта пулатпăр. — Сахар карттус сăмсине пуçхĕрлĕ тытса кăтартрĕ. Вова хăраса ӳкрĕ.
— Апла кутăн тăратпăр-и эпир? Мĕнле-ха çĕр çумĕнчен татăлса ӳкместпĕр?
Çак самантра крыльца картлашки çинче ларнă кушак ялт! çеç тăрса малти сылтăм урипе шыва шап! тутарчĕ те вăрăм чĕрнисене çакланнă шит тăршшĕ уланкă пулла туртса та кăларчĕ.
— Атте, атте, кушак пулă тытрĕ!— тесе, Вова унта анма тăчĕ, анчах çав хушăра ăна Сергей аллинчен ярса тытрĕ.
— Тытрĕ пулсан, ан тивĕр, хăй çитĕр. Кашнин хăйĕн ĕçлесе хăйĕн çимелле, —терĕ Сахар. Ашĕнче вара: «Пуянăн кушакки те пулă тытать тесе чăн каланă иккен ваттисем», — тесе шутларĕ те, пичĕ хаваслă кулăпа çуталса илчĕ.
Анчах самăр кушакĕ тăруках çиесшĕн пулмарĕ-ха. Çатăлтатакан пулла шăл хушшине хĕстерсе, хуçа патне илсе хăпарчĕ, ун урисем патне хучĕ, хуллен мăр та мăр мăрлаткаласа илчĕ.
— Маттур, маттур, çи, çи, — тесен тин кушак пулла кĕтесе илсе кайрĕ те шатăртаттарса çиме пуçларĕ.
Петĕр тӳсеймерĕ, кулса ячĕ.
— Тете, сана кушаку та хисеплет иккен.
— Çын çеç вăл чĕлхипе çăвать те чĕринче çĕçĕ тытать.
— Çапла, пур çав ун пеккисем, — тетĕшĕпе килĕшрĕ шăллĕ. — Тете, санăн атма пурччĕ вĕт-ха? Тавай крыльца çинченех сĕрсе пăхар. Халиччен ял пурнăçĕнче пулман япала!
Сахар шăллĕ çине кăн! тинкерсе пăхрĕ. «Унăн ялан яла тĕлĕнтерес шухăш», — терĕ хăй ăшĕнче, анчах сасăпа çапла каларĕ:
— Чăнах та-çке! Сергей, атмана пӳрт тăрринчен пăрахса пар-ха эппин, — теме çеç ĕлкĕрчĕ ашшĕ, ывăлĕ лавккинелле кĕрсе те кайрĕ. Часах пӳрт çинчен:
— Тытăр!— тенĕ сасă илтĕнчĕ. Атмана Петĕр илчĕ.
— Тете, сĕрсе пăхам-и эпĕ?
— Сĕрех. Аллу çăмăл пулакан-ха санăн.
Петĕр атмана силлекелесе илчĕ те, пĕр картлашка аяларах анса, май пур таран инçерех тăсса пăрахрĕ. Унтан, аллисене аври тăрăх ерипен ылмаштарса, хăй патнелле туртма пуçларĕ. Пурте атма шывран мĕнле тухасса куç сиктермесĕр кĕтрĕç. Кăларсан — тĕлĕнсех кайрĕç: темĕн чухлĕ пулă лекнĕ! Уланкă, çутти, ыраш пăтри... Вова, витре илсе тух хăвăртрах!—хушрĕ Сергей шăллĕне.
Ача лавкканалла çил пек вĕçтерсе кĕрсе кайрĕ те кĕçех пысăк витре илсе тухрĕ. Пулă суйлама пуçларĕç. Пĕрре сĕрсех çур витре: тĕлĕнтермĕш япалана курма Ольăпа Уля та, Тарье хăй те тухрĕç.
Петĕр каллех атмине ывăтрĕ. Хальхинче малтанхинчен те ытларах туртса кăларчĕ.
— Сергей, пушă пичкесем йăвантарса тухас. Тăварласа типĕтетпĕр те, сутмалăх та пулĕ, — мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ Сахар.
Çапла вĕсем вăрах аппаланмасăрах икĕ пичке пулă тултарчĕç.
— Эй турă, капла та пулать иккен тĕнчере, — пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса калаçрĕ Тарье.
— Кăçал чĕр пулă шӳрпи çисе курманччĕ-ха. Тарье, астăватăн-и, пĕлтĕр сана пĕр писатель пулă шӳрпи мĕнле пĕçерни çинчен вуласа панăччĕ. Манман-и? — ыйтрĕ Сахар арăмĕ çине хавассăн пăхса илсе.
— Манман.
— Эппин, шăпах çав Тургенев манерлĕ хатĕрлеме тăрăш-ха.
— Юрĕ, халех. Хĕрĕмсем, атьăр-ха эппин эсир те. Сире те пулă шӳрпи пĕçерме вĕрентем, — тесе, Тарье тулли витрене шалалла çĕклесе кĕрсе кайрĕ. Ун хыççăн Ольăпа Уля та юлмарĕç.
Çăлăнăç
— Пулăшă-ă-ă-ăр! Пĕтетпĕ-ĕ-ĕр! Пулăш-ă-ăр, ял-йыш!— йăлăнса тархасланă сасă янăраса кайрĕ çывăхрах.
Пурте унталла пăхрĕç — курчĕç те, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç: Хветут пӳрчĕ тăрринче сехри хăпнă çынсем кĕрмешеççĕ. Хуçи, çил вĕçтерсе каясран, хăрах аллипе хăлхаллă çĕлĕкне çулса тытнă, тепринпе мăрье çине таяннă. Унăн кивĕ сăхман аркипе сайра сухалне çурхи ашкăнчăк çил хаяррăн лăскать. Пӳрт тăрринче аран-аран тытăнса тăракан ырханкка ашшĕ шыва сирпĕнсе каясран ăна вун çичĕ çулхи хĕрĕ Хрестук тĕкĕлесе тытнă. Хĕрĕн пуçĕнчи тутăрĕ мăйĕ çине анса ларнă та, çурма кăтра çӳçĕ çилпе вĕлкĕшет. Чарăлса кайнă сенкер куçĕсем Сергей еннелле тĕмсĕлсе пăхаççĕ. Çакна лавккаç ывăлĕ çийĕнчех асăрхарĕ —чĕри кăртах сиксе илчĕ, инкеке лекнĕ хитре хĕре хăвăртрах пулăшма хистерĕ. Ахаль чухне, урамра-мĕнре тĕл пулсан, çак кăмăллă хĕр Сергей çинелле пăхма хăймасăр иртсе каять, халĕ вара çăлтăр пек çунакан куçĕсемпе ун çине тилмĕрсе пăхать, вăл пулăшасса кĕтет. Йĕкĕт çакна чунтан туять, юнĕ вĕреме пуçланине те сисет, анчах çак хăрушă вăхăтра, çутçанталăкăн чи вăйлă виçĕ хăватĕнчен пĕри çын сехрине хăптармалла урса кайнă чухне, мĕн тума пултартăр-ха вăл?..
Хĕр хыçĕнче Нурулла тутар майлах çинçешке те вăрăм тетĕшĕ Мăçтук хутланса ларать. Вăл вăрăм урисене пӳрт тăррин икĕ еннелле тăсса янă та, начар тĕве çине утланнă мĕлке майлăрах курăнать. Хăй икĕ аллине те çĕкленĕ те çине-çинех:
— Çăл-ă-ăр! Çăлă-ăр!—тесе çухăрать.
Сахар çемйи чей ĕçсе ларнă хушăра Хветутăн пӳрт чӳречисенчен шыв кĕрсе тулнă-мĕн. Халĕ шалта урай хăмисем, пукансемпе ытти ăпăр-тапăр ишсе çӳрени курăнать.
Мăçтук çаплах кăшкăрать-ха:
— Пĕтетпĕр-ĕр! Пулăшăр! Ялйыш, çăлăр!
Анчах çакнашкал илес-мелес хăрушă самантра кам мĕнле пулăшма пултартăр-ха ĕнтĕ вĕсене? Таврари пурăнаканнисен пӳрчĕсене те шыв илнĕ, кашни-пĕри хăй çăлăнса тăрассишĕн тĕрмешет.
Çак самантрах мал енчен пăр катăкĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе капланса килни курăнма пуçларĕ. Вĕсем Паласран йăтăнса тухнă та пахчасем урлах кунталла çывхарса килеççĕ. «Йăмрасене епле ватса тухма пултарнă-ха? — пăшăрханса ӳкрĕ Сахар. — Ах, мĕн чухлĕ каламан пулĕ çав уксах Услине. Хам йăмрасенех касса шултрисене ларт, Палас хĕррипе йывăç стена пулмалла теттĕмччĕ. Çук вĕт-ха, итлемерĕ, хулăсем кăна чике-чике лартрĕ. Пĕлнĕ ĕçĕ те атă-пушмак юсасси кăна. Атту пулсан, выçă вилет имĕш апăрша», — тарăхрĕ Сахар.
Уксах Усли Хветутпа кӳршĕллĕ пурăнать. Чăнах та çав, атă-пушмак юсанисĕр пуçне, урăх ним ĕç те пĕлмест темелле. Çулла пĕтĕм ял пушмакне юсать, хĕлле çăматă тĕплет.
Пăрсем умлăн-хыçлăнах çывхарса килеççĕ. Вĕсем Сахара патша вăрçинче курнă акăлчан танкĕсем майлах туйăнаççĕ.
Сахар йăпăр-япăр крыльца карлăкĕ урлă сиксе каçрĕ, пӳртум хăми тăрăх пускаласа, лавкка стени çумне вырнаçтарса хунă пакурсене илме пуçларĕ.
— Петĕр, ме, тыт эсĕ куна. Сергей, акă ку сана, —текелесе, Сахар икĕ пакур тăсса пачĕ, виççĕмĕшĕ çине таянса, хăй крыльца çине сиксе хăпарчĕ. — Эсир, вĕтĕр-шакăр, пӳрте кĕрсе ларăр. Кунта ан чăрмантарса çӳрĕр, — терĕ.
— Атте, пирĕн курас килет.
— Чӳречерен пăхăр. Кама калатăп?!
Пĕчĕккисем, тутисене тăсса, пӳрте кĕрсе кайрĕç, кĕçех, куçĕсене чарса, чӳречесенчен пăхма пуçларĕç.
Виçĕ арçын, пакурĕсене малалла тăсса, çывхарса килекен пăрсемпе кĕрешме хатĕрленчĕ.
Акă, малтан шуса килекенни, самаях пысăкскер, Услипе Хветут хушшинчи вĕрлĕк картана хăй айне тĕркелесе чиксе, урамалла йăтăнса тухрĕ, çĕре чĕрмелесе хуралнă сăмсине çĕклесе чӳхенсе илчĕ те ку еннелле сулăнса шăвăнчĕ. Сахар инкек-синкеке курса тăнă пекех çуртне лайăх хӳтĕленĕ, анчах, апла пулин те, шикленет, чĕри сӳ! те сӳ! туса илет.
Кĕçех хулăн пăр катрамĕ пӳрт умĕнчи тачка вулăллă йăмрана пырса çапăнчĕ те, йăмра чĕтренсе илчĕ. Пăр виç-тăватă катăка пайланса кайрĕ. Сахарпа Петĕр тата Сергей вĕсене пакурсемпе тĕрткелесе урама майăн Паласалла юхтарса ячĕç.
Пăр катрамĕсем умлăн-хыçлăнах шăва-шăва килеççĕ, анчах Сахарăн тĕреклĕ йăмрисене çапăнса ванаççĕ те, çулĕсене улăштарса, аяккалла юхса каяççĕ. Çакна кура Сахар лăштах сывлать. «Йывăç тенин усси пурах çав. Çулла пылне, сулхăнне, уçă сывлăшне парать, вут-кăвартан хӳтĕлет, тем пысăкăш пăрсене те сирсе ывăтать ав», — шухăшлать вăл, çӳллĕ йăмрасем тăрăх йĕрлесе пăхса.
Крыльца çине каллех ачасем чупса тухрĕç.
— Атте, анне чир-чĕре хăвалăр тесе каласа ячĕ.
— Пирĕн чирлес килмест, атте...
Сахар ачисене куçĕпе çупăрласа кулса илчĕ.
— Ну, аннĕр каларĕ пулсан, хăвалăрах эппин. Тĕкне-çăмне те ан хăварăр.
Ачисем пĕри те пĕри шыва çӳп-çап ывăтма пуçларĕç.
— Кай, кай, чир таврашĕ...
— Пирĕн пата ан кил, ан çулăх пире!
— Хăвăн çулупа çӳре... — чĕвĕлтетрĕç вĕсем амăшĕ вĕрентнĕ пек.
Çак вăхăтра тепĕр пăр катрамĕ, хăяккăн-хăяккăн сулăнкаласа, Хветут картишĕ еннелле пăрăнчĕ, мăн кăкăрĕпе вĕрлĕксемпе çил хапхана çăмăллăнах лучăркаса ватса, темле кăна пӳрт кĕтессине ватмасăр, урама йăтăнса тухрĕ, йывăррăн çаврăнкаласа илчĕ, унтан, Сахар хуçаран сехĕрленсе ӳкнĕ пек, кăмăлсăррăн Паласалла шуса кайрĕ.
Пӳрт тăрринчи çынсен чунĕсем ура тупаннех çитрĕç пулас, самантлăха сăмах чĕнеймесĕр шак хытса тăчĕç, тинех пĕтрĕмĕр терĕç-тĕр ахăр. Пурнăç улăм пĕрчи çинче çеç тытăнса тăнă вăхăтра Хрестук мăйĕнчи тутăрне салтса çӳлелле çĕклерĕ, ăна çил çинче вĕлкĕштерсе, макăрас пек сасăпа çухăрса ячĕ:
— Турă пулăр, çăлăр мĕнле те пулин, Сахар тете! Ĕмĕр манмăп!
— Ах, куратпăр-çке те çав. Мĕн тума пĕлĕпĕр-ши? Хамăршăн та хăрушă. Ав, мĕн пысăкăш пăрсем йăтăнса килеççĕ!—ним тума аптăраса хуравларĕ Сахар.
— Сире турă курать, пулăшăр, тархасшăн, Сахар тете. Пĕр эсир çеç çăлма пултаратăр пире!— ăша кайнă сасăпа ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ хĕр.
Сахар, аллисене сарса ярса, пĕрре кĕреш пек шăллĕ, тепре ывăлĕ çине пăхса илчĕ.
— Чим-ха, атте, аслăк хыçĕнче кимĕ пур вĕт пирĕн, — çавăнтах аса илчĕ Сергей.
Сахар пĕр хушă ним калама та аптăраса тăчĕ. Вăл, шухăша кайнă пек пулса, пĕрре ывăлĕ, тепре шăллĕ, унтан пӳрт тăрринче çăлăнăç кĕтсе тилмĕрекенсем çине пăхрĕ.
— Кимми пур-ха вăл. Сăмах унта мар. Мĕнле-ха çавăн пек пăрсемпе хумсене хирĕç пĕччен кайăн. Ним мар çавăрса çапать, — терĕ вăл. Петĕр еннелле çаврăнса ыйтрĕ. — Эсĕ мĕнле шутлатăн?
— Захар Петрович! Мĕн пулать те мĕн килет — каяр. Чипер пулсан, пиртен пĕтĕм ял, пĕтĕм çын тĕлĕнĕ.
— Хăтланса пăхăр эппин. Анчах астăвăр, — килĕшрĕ Захар Петрович. Çав хушăрах хăй ăшĕнче çапла та шутларĕ: «Петĕршĕн кама та пулин тĕлĕнтерсе, чапа тухса пултăр. Ку çыннисем хамăра малашне кирлĕ пуласси çинчен асне те илмест. Çапах та хăюллă, маттур этем вăл пирĕн Петĕр...»
Кĕçех Петр Петровичпа Сергей кимĕпе урама тухрĕç. Паласкас урамĕн çӳлти кукăрĕнче, ейӳ сарăлса çитнĕ тĕлте, тем чухлĕ çын пухăнса тăнă. Вĕсем шăри-шари кăшкăрашни, хĕрарăмсем ӳлесе йĕни илтĕнет. Урама, шыва хирĕç кимĕпе ишсе тухнине курсан, пурте чĕлхисене çыртрĕç, малалла мĕн пуласса кĕтрĕç.
Пăрсем хушшипе Петĕрпе Сергей кимĕпе ишсе пынине курсан, крыльца çине Тарье вăркăнса тухрĕ.
— Сахар! Турăçăм! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Ухмаха ертĕн-им? Ывăла пĕтерес килчĕ-и? — питне саппунĕпе хупласа йĕме пуçларĕ вăл.
Сахар çиллессĕн ӳсĕрсе илчĕ те: — Кĕр! Илтрĕн-и, кама калатăп?!
Тарье хăй ĕмĕрĕнче упăшкипе чĕрре кĕрсе ятлаçса курманскер, ăна пăхăнма хăнăхнă, пыр тĕпне капланса хăпарнă темле хытă япалана çăтса ячĕ те çав самантрах мăшт пулса тăчĕ, унтан, шывланнă куçĕсене саппун аркипе шăлса, пӳрте кĕрсе кайрĕ. Чĕри кăкăрĕнчен кĕç-вĕç сиксе тухас пек хыттăн кăртлатса тапрĕ. Кимĕ пăр катăкне çапăнса кăштах чалăшнине асăрхасан, çавăнтах куçĕсене хупрĕ, ирĕксĕррĕн кăшкăрса ячĕ:
— Пĕтрĕ! Иккĕшĕ те пĕтрĕç! Ах!
Çапах та кимĕ Хветутăн алкум алăкĕ патне чип-чиперех çитсе чарăнчĕ.
— Анăр! Ыттисем тата ăçта? — хулăн сасăпа ыйтрĕ Петр Петрович, пӳрт тăрринелле тинкерсе.
— Ыттисем ейӳ сарăлма пуçласанах кайрĕç, — шăнса хытăрканипе пĕтĕм кĕлеткипе чĕтресе тавăрчĕ Хветут.
— Сирĕн мĕн тата ухмаха супса юлмалла пулнă?
— Ухмах çав ĕнтĕ, ухмах. Каплах пулмĕ терĕмĕр те... — мăкăртатрĕ Хветут, кимĕ çине ларса. Ун хыççăнах Мăçтук та майлашăнчĕ. Хрестук, шиклĕн те хăюсăррăн каччă алли çине таянса, урипе кимĕ тĕпне пусрĕ, шăнса кăвакара пуçланă пичĕ хуллен хĕрелсе тĕлкĕшме тытăнчĕ. Халиччен Сергей çине куç çĕклесе пăхма та вăтанса пурăннă хĕр, ăна чи пуçласа çапла питĕ çывăхран курнипе, намăсланнăран ĕнтĕ, çак самантра çĕр тĕпне анса кайма та хатĕр пулчĕ. Çакăн пек инкек килсе тухман пулсан, вăл, тен, ĕмĕрне те çак ытармалла мар сенкер куçлă каччăпа пĕр кимĕ çинче çапла юнашар тăрасси çинчен сунман пулĕччĕ.
— Астăвăр, ан чӳхентерĕр кимме. Атту пурсăмăр та шыв тĕпĕнче пулатпăр, — асăрхаттарчĕ Петр Петрович.
— Çук, çук...
Кĕçех вĕсем урам варринелле ишсе тухрĕç. Урамăн ту енче хĕрарăмсем аллисемпе, арçынсем карттуссемпе е çĕлĕксемпе сĕлтнине курчĕç, Петр Петровичпа Сергее ырласа кăшкăрнине илтрĕç:
— Тавах турра, пĕтме памарăр çынсене!
— Нимĕн те калаймăн, чăнах та маттур!
— Ял халăхĕ ĕмĕрне манмĕ куна!
Çак сăмахсене илтнипе Петр Петрович чунĕ пĕлĕте çити хăпарса кайнă пек пулчĕ. Сергей чĕрине те ăшă хум пырса çапрĕ. Шыва май йывăç кĕреçесемпе ишме те кирлĕ мар, киммине çеç чипер тытса пымалла. Ăнсăртран хĕрпе каччăн сенкер куçĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулаççĕ те, çавăнтах, темрен хăраса ӳкнĕ пек, пĕр-пĕрне курмăш пулса, аяккалла пăхма тытăнаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...