Çавраҫил :: Пӗрремӗш сыпӑк
Пăр тапранчĕ
Аслă Палас шывĕн енĕпе Яшма ялĕсем вырнаçнă. Пĕринче, çырман сылтăм енче, чăвашсем, сулахай енче тутарсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялĕсене те Чăваш Яшми, Тутар Яшми теççĕ. Чăвашсем сад ĕрчетме, йывăç ӳстерме юратаççĕ. Вĕсен ялĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех лапсăркка ватă хурамасемпе, мăнаçлă топольсемпе, çатрака туратлă йăмрасемпе хупланнă. Çуркунне çав йывăçсем çинче темĕн чухлĕ курак йăва çавăрса чĕп кăларать. Нумай çын пахчинче тĕрлĕрен улмуççи, чие, слива, хурлăхан ӳсет, çырласем пиçеççĕ.
Аслă Палас Чăваш Яшмин çурçĕр енĕпе авкаланса иртет. Унăн сылтăм çыранĕ тăрăх, ял хĕрринчен пуçласа мĕн вĕçне çитиех, тăват-пилĕк çухрăм та пулĕ, йăвă ӳсекен йăмрасем акăш-макăшшăн кашласа лараççĕ.
Аслă Паласăн сулахай çыранĕ те, Тутар Яшми те вара çап-çара пекех: тутарсем йывăç лартса çитĕнтерме юратсах каймаççĕ.
Паласкас урамĕ çырма хĕррине çитиех тăсăлса анать. Ун вĕçĕнче, сылтăм енче, тимĕр витнĕ икĕ крыльцаллă, йĕри-тавра решеткеллĕ карта тытса çавăрнă капăр çурт ларать. Çурт çумĕнчи вырăсла хапхапа юнашар алăкĕ урам еннелле уçăлакан пысăк кĕлет. Ун умне хăмăрпа сăрланă вăрăм чикмек таянтарса хунă. Пӳрт крыльци, ултă чӳречеллĕ, тĕрлĕ сăрсемпе сăрласа эрешленĕ ытармалла мар çурт, лавккана кĕмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алăк, —малалла вара, мĕн шыв хĕррине çитиех, çӳллĕ решетке тăсăлса каять. Ун çумĕпе, урам енче, ытама кĕми ватă йăмрасем ӳсеççĕ. Решеткен тепĕр енче, пысăк пахчара, çĕре яхăн улмуççи çитĕнет. Çулла кашни йывăçĕ айĕнче пекех, пĕчĕк кăна тăпăл-тăпăл пӳртсем пек, вĕллесем курăнса лараççĕ.
Сад вĕçĕнче, çырма хĕрринчех, шурă мунча пур. Ку енчен, çулсеренех темелле, хуçисем сисиччен вăрттăн пусма ларнă ик-виçĕ чăх мамăк çăмхи пек чĕпписене киле ертсе таврăнать.
Çакăнта пурăнать хăйĕн çемйипе Захар Петрович Озеров. Ял халăхĕпе кӳршĕ ял çыннисем ăна «Сахар лавккаçă» теççĕ.
Захар Петровича хирĕçех, урам урлă, виçĕ чӳречеллĕ лутра кивĕ пӳрт лăпчăнса ларать. Çил хапха витĕр картишĕнче мĕн пурри те йăлтах курăнать. Пӳрт хыçĕнче кивĕ улăм витнĕ пĕчĕк кăна вите, алăкĕ хăрах тăпси çинче çакăнса тăракан çатан сарай. Кил хушши пеккинче виç-тăватă сурăх та пĕр ырхан качака, çич-сакăр чăх. Пахча вырăнĕн хăрах енĕпе, Палас çыранĕ хĕррипе, йăмра кашласа ӳсет. Çак хăрăк-харăк килте чухăн хресчен Хветут хăйĕн çемйипе пурăнать.
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Палас питĕ хăвăрт улшăнса пырать. Малтан ăна хупласа хунă юр ирĕлсе пĕтет, ун айĕнчен çаралса тухнă пăр кĕленче пек йăлтăртатма пуçлать. Вăл, çӳлтен çӳле хăпаракан хĕвел урисем ăшшине парăнса, кунсеренех шăтăклана-шăтăклана шупкалса пырать. Кĕçех çыранăн икĕ енĕпе те шыв хĕсĕнсе тухать. Çĕрпӳрт, Чăвакай текен çырмасенчен, çавăн пекех ытти çырма-çатрасемпе вар-улăхсенчен те çурхи шыв анма пуçласан, пăр хăвăрт кӳпчесе хăпарма пуçлать, юлашкинчен, çиллине шăнараймасăр, унтан та кунтан çатăртата-çатăртата çурăлма пикенет.
Çакăн пек вăхăтра чăвашсем те, тутарсем те, ватти-вĕтти-мĕнĕпех, Палас хĕррине тухаççĕ —пăр тапраннине курса юлма тăрăшаççĕ.
Кун пек чухне Сахар лавккинче те çын пулмасть.
Хальхинче те акă вăтам пӳллĕ, пĕчĕк мăйăхлă, тĕм-хура çӳçне çурма полькăлла кастарса тап-таса хырăннă хуçа тавар сĕтелĕ умĕнче тăракан ывăлĕ патне пычĕ те:
— Сергей, вун тăваттă çапрĕ. Халь-халь Палас пăрĕ хускалмалла. Тухса курар, — терĕ.
Выляса-кулса тăракан сеп-сенкер куçлă çамрăк пуçне сĕлтрĕ, çавăнтах, тавар сĕтелĕ тавра йăпăр-япăр чупса çаврăнса, ашшĕ патне пырса тăчĕ. Ашшĕ ăна, хăй çумне чăмăртаса, çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ, кăлкан пек çӳçне шăлкаласа çупăрларĕ. Ытла та юратать Сахар хăйĕн çак иккĕмĕш ывăлне. Сылтăм алли вырăннех хурать ăна.
— Чăнах та, маттур эсĕ, Сергей. Халĕ сана Пăвара çеç мар, Хусантисем те пĕлеççĕ ĕнтĕ, — ăшшăн калаçрĕ ашшĕ ывăлĕпе.
— Атте, эпĕ халиччен те Хусанта пулса курман-çке. Ăçтан пĕлччĕр унта мана? — тĕлĕненçи пулчĕ Сергей.
— Пĕлеççĕ çав. Пăварисем каласа кăтартнă. Кăçал акă сана хампа пĕрле Хусана тавар патне илсе çӳреме пуçлатăп. Вун çиччĕ тултартăн ĕнтĕ, каччă пӳне çитрĕн... Мĕнле калас-ха сана, Пăварисем вĕсем пирĕн пурнăç çулĕн çурринче тăракан хуçасем кăна-ха. Малашне таварсене тӳрех Хусантан кӳрсе килме пуçлатпăр. Тупăшĕ те ытларах пулĕ. Куратăп-ха, ĕçлеме пултаратăн эсĕ, ывăлăм. Кĕçех шăллусем те çитĕнĕç. Вĕсем те сана пăхсан...
Ку сăмахсене Сахар лавккана чупса кĕнĕ икĕ кĕçĕн ывăлне курсан каларĕ. Иккĕшĕ те вĕсем каснă-лартнă Сергей сăнлă — унашкалах выляса-çиçсе тăракан сенкер куçлă, ыраш улăмĕ пек сарă çӳçлĕ. Сахар ывăлĕсем сăнĕсемпе пурте амăшне пăхнă. Пĕртен-пĕр хĕрĕ çеç, Сергей хыçĕнчи, йăлтах ашшĕ урапи çинчен ӳксе юлнă. Тен, çавăнпах-и, Сахар халăхра: «Хĕрача ашшĕне, арçын ача амăшне пăхсан, телейлĕ пулаççĕ» тенине аса илет те, ачисем çине пăхса йăл кулать.
Вĕсем тăваттăшĕ пĕрле крыльца çине кĕпĕрленсе тухма хатĕрленнĕччĕ çеç — лавккана пӳртри алăкран Сахарăн кĕçĕн шăллĕ Петр Петрович Озеров кĕрсе тăчĕ. Вăл тетĕшĕнчен чылай çӳллĕрех, яштака кĕлеткеллĕ, тăн-тăн çирĕп хул-çурăмлă. Вĕр-çĕнĕ хăмăр костюмĕ айĕнчен чăлт-шурă кĕпе тăхăннă, мăйне хура «лĕпĕш» çыхнă, вăрăм хура çӳçне хыçалалла тураса вырттарнă, мăйăхне сăмси тĕлĕнче икĕ çинçе йĕр хăварса хырнă.
— Сывă-и, тете? — тесе, вăл малтан Сахара, унтан Сергее алă тытрĕ, пĕчĕккисене пуçĕсенчен ачашласа илчĕ. Сахар ун çинелле аялтан çӳлелле тинкерсе пăхрĕ. Юратать вăл ăна. Тетĕшĕ каласан, тем тума та хатĕр
харсăр çын вăл Петĕр. Кĕлеткине пăхма çеç мĕне тăрать. Ялта кăна мар, таврара та çук ун пек ятуллă, пĕрре тинкерсех темле хытă кăмăллă çынна та çӳçентерме пултаракан вичкĕн куçлă çын. Унăн пĕр енĕ çеç питех кăмăла каймасть Сахара: мулне кура мар лайăх тăхăнса çӳреме, çынсем умĕнче ытларах вĕçкĕнленме юратать шăллĕ. Çапах та ятламасть те вăл ăна уншăн. Ара, çавнашкал патвар кĕлеткеллĕ чипер çыннăн, тепĕр тесен, мĕншĕн-ха тата капăр тумланса çӳремелле мар? Петĕр кирек кампа та куçран чăр пăхса калаçать, ăна тӳрех тыткăна илет, тетĕшĕ пекех кĕнеке-хаçат вулама та юратать, çавна пулах-и, кампа мĕнлерех калаçмалли «сăмах хутаçĕ» те унăн туп-туллиех.
— Аван-ха. Пăр кайнине тухса курас терĕмĕр те... атя эсĕ те пĕрле, — тавăрчĕ тетĕшĕ.
— Хам та çавăнпа тесех килтĕм.
Вĕсем лавкка крыльци çине тухрĕç. Урам вĕçĕнче, Палас хĕрринче, темĕн чухлĕ халăх хĕвĕшет. Хăшĕ кĕреçе, хăшĕ рычак е пакур тытнă. Шухă ача-пăча унталла та кунталла чупкалать, çыран хĕрринех пыра-пыра пăхать. Инкек-синкекрен шикленсе (ун пекки кашни çуркуннех. пулать), çавăнтах амăшĕсем ыткăнса çитеççĕ, ачисене аллисенчен çатăрласа тытса, çыранран аяккарах сĕтĕрсе каяççĕ.
Пăр çаплах-ха хĕл ыйхинчен вăранса çитесшĕн мар. Кăлтăртатать, çатăртатать-шăтăртатать, тĕллĕн-тĕллĕн тайăлкаласа та илет вăл, çапах та вырăнтан хускалса каяймасть: хĕл каçа çырма тĕпне тарăн тымарсем янă та, çавсем тытса тăраççĕ тейĕн.
Акă пăр айĕнче сасартăк темĕнле асамлă вăй ашкăнма пуçларĕ. Малтан пĕр тĕлте, унтан тепĕр тĕлте шавласа-ахăрса илчĕ вăл. Çав самантра метр хулăнăш пăра чун кĕнĕ пек пулчĕ: вăл пĕрре çӳлелле çĕкленчĕ, тепре лаштах аялалла анса кайрĕ, ахлатса-мĕхлетсе вакланма пуçларĕ, анчах асамлă вăй таçта пăчланчĕ те, вырăнтан тапранаймарĕ-ха.
Тутарсем чăвашсем çине, чăвашсем тутарĕсем çинелле кăн-кăн пăхкалаççĕ, пуçĕсене сулкаласа илеççĕ. Çак вăхăтра Сахарпа Петĕр, Сергейпе икĕ шăллĕ çитсе тăчĕç. Сахарпа Петĕр ял-йыша сывлăх сунса енчен енне пуç тайса илчĕç. Сахар тутарсене пуçĕнчи кăшăллă карттусне хывса саламларĕ. Акă унăн куçне шерте пек вăрăм Нурулла тĕл пулчĕ.. Лешин çăварĕнче, яланхи пекех, ача чавси тăршшĕ чикарккă, аллинче — хăйĕнчен те вăрăм шерте.
— Э-э, Нурулла! Палас пăрĕ сансăр тапранасшăн мар пулас-ха. Хускатса яр ăна!—кăшкăрчĕ Сахар.
—Лешĕ пулать-и, Сахар абзы?!— тавăрчĕ Нурулла, табак тĕтĕмĕпе сарăхнă типшĕм пӳрнисемпе янах айне шаклаттарса илсе.
— Мĕн калаçмалли? Паллах, пулать!— хавхалантарчĕ лавккаç.
Вăрăм Нурулла çавăнтах çăварĕнчи чикарккине пăр çине ывăтрĕ, унтан, шерти çине таянса, хăй те ун хыççăн сикрĕ. Акă вăл шертине малтан пĕр çурăка пырса хĕсрĕ, унтан тепĕр çĕре пычĕ. Нурулла хăюлăхĕпе хавхаланса, ыттисем те пĕрин хыççăн тепри пăр çине сике-сике кĕчĕç. Хăшĕ пакурпа, хăшĕ рычакпа. Чăвашсем те, тутарсем те пур кунта. Пĕрисем пĕр çĕртен, теприсем тепĕр çĕртен ăмăртмаллах хиреççĕ таткаланса пĕтнĕ пăра.
Çыран хĕрринчисем те, пăр çинчисем те сиссе юлаймарĕç — шаларахри хулăн кӳмерккесем шавласа-шатăртатса илчĕç те, пĕтĕм Палас чашлатса хускалчĕ. Пăр çинчи тутарсем леш енчи, чăвашсем ку енчи çырансене сикме пуçларĕç. Нурулла çеç анаталла шăвакан пăр çинче, ним пулман пек, пăлханмасăр кĕсйинчен хаçат, унтан енчĕк кăларчĕ те вăрăм кăна чикарккă чĕркесе-тивертсе ячĕ, сăмсипе çăварĕнчен тĕтĕм кăларма пуçларĕ.
Арçынсемпе ача-пăчасем çыран хĕррипе Нурулла хыççăн чупаççĕ, хĕрарăмсем, пĕççисене шарт! çапа-çапа илсе, шăй-шай çуйăхса ахлатаççĕ.
— Сик часрах, Нурулла, сик!
— Асту, кукăра çитсен, пăр айне пулан!
— Мĕн ухмахланатăн?! Сик теççĕ сана!— кăшкăраççĕ ыттисем те.
Нурулла йĕри-тавралли пăр катăкĕсем е малалла, е айккинелле юха-юха кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ пĕр катрам çинчен теприн çине çитме те май çук.
Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕрарăм хăрушă сасăпа:
— Ара, хăмăр пӳлĕнсе юлатпăр-çке! Авă, шыв ăçтан тапса тухрĕ!— тесе, шари! кăшкăрса ячĕ, виç-тăватă çулхи ачине çĕклесе, урам тăрăх чупма пуçларĕ.
Çынсем, Нурулла мыскарипе йӳпсĕнсе, Палас тулса пынине те, Хветут хыçĕнчи кукăрта пăр капланнипе шыв Упа авăрĕ тĕлĕнче çыранран тухса урама шăп çурмалла татса кайнине те сисмесĕрех юлнă. Кăшкăрашу, шăв-шав пуçланчĕ, Паласкас вĕçне пуçтарăннă халăх мĕн вăй çитнĕ таран тăвалла чупрĕ. Хăшĕсен çăпата кантăри, теприсен чĕркуççи таран сарăлнă çурхи шыв урлах шапăртатса каçма тиврĕ.
Сахар килĕ-çурчĕпе тепĕр вунă-вуникĕ хуçалăх халĕ утрав çинчи пек тăрса юлчĕç. Кунта, урам вĕçĕнче, Палас тулса-сарăлса пырать, лере, çӳлтерехре, ейӳ шывĕ ахăрашать.
Шăв-шава илтсе, сехри хăпнă Тарье крыльца çине вăркăнса тухрĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ, упăшки ывăлĕсене чиперех ертсе килнине курсан тин лăштах пулчĕ...
— Анне, анне!
— Мĕн тата, ачам?
— Вăрăм Нурулла пăрпа юхса кайрĕ!— пĕлтерчĕ Вова, ыттисенчеи маларах чупса çитсе.
— Пире вутă çурса паракан Нурулла-и? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ амăшĕ.
— Ара, çав.
Пурте крыльца çине улăхса тăчĕç.
— Чăнах калать-и Вова? —мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Тарье.
— Вилмест. Пĕрре çеç юхса курман вăл, — теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ Сахар, çак хушăра тутарсен улăхĕ енчен, хĕвел анăçĕнчен, темле хытă шавланă сасă илтĕнсе кайрĕ. Пурте унталла пăхрĕç.
Ку улăх Паласăн пысăк кукăрĕнче таçта çитиех сарăлса выртать. Çулла унта пĕç кăкĕ таран утă, майра кĕпçи, кăшкарути, вăкăр хӳри тата ытти тĕрлĕ çимелли курăксем ӳсеççĕ, темиçе çĕрте лăк-тулли пулăллă тĕпсĕр кӳлĕсем (çынсем вĕсене çапла калаççĕ) йăлтăртатса выртаççĕ. Халĕ çав улăх çийĕн талккишпех шыв кĕрлесе юхса килет. Пĕр си хыççăн тепри, унтан тата... тата тепри...
— Çуркунне шухă килчĕ кăçал, шыв нумай пулать. Сыхă пулмалла, — терĕ те Сахар шухăша кайса, арăмĕ еннелле çаврăнса ыйтрĕ. —Шăнтăмăр-ха кăштах. Чей пурччĕ-ши санăн?
— Тин кăна вĕретнĕччĕ-ха, кĕрсе ĕçĕр, — тавăрчĕ мăшăрĕ.
— Апла аван. Атя, кĕрер, Петĕр. Малалла мен пуласси курăнĕ унта, — тесе, Сахар кĕçĕн ывăлне аллине илчĕ, тепĕрне Петĕр çавăтрĕ. Вĕсем пурте малтан лавккана кăшăлтатса кĕчĕç, унтан тĕпелти пӳлĕме тухрĕç.
Сахар кӳрши
Хăйне майлă кил-йыш Сахар кӳршин Энтрейĕн. Арăмĕ, Ульха, сĕм-суккăр хĕрарăм. Ывăлĕ, Антун, кукша. Хĕрĕ, Уля, Сахар хĕрĕпе, Ольăпа, пĕр çулта — иккĕшĕ те тата пĕр кунах çуралнă. Вăл ытармалла мар чиперкке ӳсет, çак кил-йышра çуралнă тесе калама та чĕлхе çаврăнас çук. Вылясса та вăл Ольăпа çеç вылять. Выляссинчен ытла Тарье вĕсене иккĕшне та яланах мĕн те пулин ĕç тупса парать. Чашăк-тирĕк çумалла-и унта, сăмавара çап-çутă пуличчен тасатмалла-и, урай сĕрсе каймалла-и... «Ĕçле, ĕçле, Уля. Ĕçлени çыншăн пулсан та, вĕренни хăвăншăн», — час-часах хавхалантарать Тарье кӳршĕ хĕрне. Чăн та, Уля килне çывăрма кăна каять.
Энтрей хăй те тĕлĕнтермĕш çын. Хĕлле те, çулла та вăл çĕлĕкпех çӳрет, ăна сĕтел хушшинче те, çывăрнă чухне те хывмасть. Темшĕн-çке вăл паян Палас хĕррине, халăх пуçтарăннă çĕре, тухмарĕ, çĕлĕкне пусарах лартрĕ те кил хушшинче чакаланма пуçларĕ. Ун кил картишĕнче йĕри-тавра хуралтă. Пӳртне шултăра пĕренерен купаласа тунă, çине чус витнĕ, хăмисем час ан çĕрччĕр тесе, шăратнă сăмала шĕвекĕпе витернĕ. Кĕлечĕ те пысăк. Ун ăшне картишĕнчен те, алкумĕнчен те кĕме пулать. Икĕ вите (пĕрне саман кирпĕчрен тунă). Çӳллĕ хапха, картишĕнчех пусă. Лаша, ĕне, пилĕк-ултă сурăх тытать. Пĕр сăмахпа каласан, вăтам пурăнакан хресчен вăл Энтрей.
Лаши те тĕлĕнмеллескер унăн. Кӳлсе тăратсан, ниепле те хапхаран тухмасть. Хăть тилхепе вĕçĕпе хăмсар, хăть çурăм тăрăх чăпăрккапа турт — хăнк та тумасть. Тилхепепе турткалама пуçласан, малалла каяс вырăнне каялла чакма пуçлать. Энтрей унăн йăлине хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, çавăнпа апла та, капла та муритлемест вăл ăна.
— Антун!— тесе кăшкăрать те, ачи, йăпăр-япăр ывăспа сĕлĕ илсе тухса, янавар умне пырать. Вара, ăна илĕртсе, кутăн утса, хапхаран тухать, сĕллине урамра çитерет, çав хушăрах хапхине те хупма ĕлкĕрет. Лаша малтан пĕр еннелле, унтан тепĕр еннелле пуçне пăрса пăхать, вара тин ерипен малалла утса каять. Пушă-и урапа, тулли-и, вăл пĕрех хăй еккипе утать.
Энтрей алла пушă-качка тытмасть. Хăнăхнă вăл çакна. Хĕрхенет. Ялтан тухсан, тилхепине ӳречерен çыхать те, чĕлĕмне паклаттарса, урапа хыççăн ирĕклĕн сĕнкĕлтетсе утать. Лăпкă. Канăçлă. Ут та ут. Чĕлĕмне паклаттар та паклаттар. Анчах киле каялла таврăннă чух вара Энтрей чĕлĕмне йĕм кĕсйи тĕпнех чиксе хурать: унсăрăн вăл сирпĕнсе юлма та пултарать-çке. Энтрей урисемпе урапа пуçне тĕревлет, тилхепине икĕ аллипе явкаласа тытса каялла туртать, анчах янаварĕ пĕрех, халь-халь ĕрĕхсе каяс пек, ташласа çеç пырать: тилхепене кăштах лăнчăлатсанах малалла тапса сикет. Пушă-и урапа, тиевлĕ-и, уншăн пĕрех. Вăтăр пăт тиенĕ лавпа Энтрей лашине аран-аран чарса пынине курсан, ял çыннисем тĕлĕннипе çăвар карсах пăхса тăрса юлаççĕ. Амăшне кур та хĕрне ил, хуçине кур та выльăхне туян.
Анчах мĕн тăвать-ха паян Энтрей? Шыв хĕррине тухса шӳт хыççăн шӳт каласа та халăха култармарĕ, пылпа çу пек пурăнакан мăшăрсене хирĕçтерсе ярса та ятлаçтармарĕ, ывăлне чĕнсе кăларчĕ те:
— Картишĕнче чăх-чĕп çӳреми кăна мар, шăши хĕсĕнсе тухмалла мар шăтăк та ан хăвар, —терĕ, ăна тимĕр кĕреçе тыттарса.
Антун, ашшĕ сăмахĕсене тавçăраймасăр, ун куçĕнчен пăхрĕ, çуланса-хуралса пĕтнĕ карттусне кăштах çĕклесе, шĕвĕр пӳрнипе кукшине кăтăртаттарса илчĕ.
— Юрпа тислĕкпе мар, пӳрт никĕсне купаланă тăпрапа питĕр. Кайран лайăх кăна таптаса хытар. Ăнлантăн-и?
—Ăнлантăм-ха, атте. Анчах мĕншĕн питĕрмелле-ха вĕсене? — тĕлĕнчĕ Антун. — Чăхсем епле тухса çӳрĕç?
— Кайран каллех уçатпăр.
— Каллех уçатпăр пулсан, мĕншĕн питĕрмелле-ши вара?
— Ан калаçса тăр. Çăмарти чăххине вĕрентмест. Мĕн хушнине ту.
Энтрей ывăлĕпе тек калаçса тăмарĕ, никĕс çумĕнчи тăпрана пĕр кĕреçе чавса илчĕ те вите еннелле утса кайрĕ, ывăлĕ те çаплах турĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...