Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
Вĕсем моторлă кимĕ çине вырнаçрĕç.
— Ăçталла çул тытма хушатăр? — ыйтрĕ моторист, вĕсем вырнаçса ларсан.
— Çак йĕкĕт кăтартнă çĕрелле! — терĕ Клавье.
— Эсир мĕн калăр, çамрăк çын?
Ванюк çухалса кайнă пек пулчĕ. Ун çине ытла та пысăк шанăç тиенĕн туйăнчĕ.
— Акă мĕн, шереметсем! Араскалавăрсене ман ирĕке патăр пулсан, эп сире çармăссен çĕршывне илсе кайăп.
— Тархасшăн!
— Йăлăма каçса курăпăр! — шавларĕç хĕрсем.
Шут тунă пекех, Клавьепе Ванюк пĕр енне, икĕ хĕрĕ тепĕр енне вырнаçнă. Моторлă кимĕ Атăла урлă ыткăнать кăна.
— Атьăр юрлатпăр!
— Ванюк, пуçар!
Ванюк вырăсла юрă чылай пĕлет те, чăваш юррисем те ытарма çуккине палăртасшăн астутарчĕ:
— Хаваспах пуçарăттăм, ман юрă сире кăмăла каймасран хăратăп!
Ванюк мĕн пирки çапла каланине çийĕнчех сисрĕ Клавье, вара хаваслăн юрласа ячĕ:
Тăван ялтан тухсассăн,
Пуçларĕ лаша тулхăрма.
Савни, савни, терĕм те,
Пуçларĕ савни хуйхăрма...
Ванюк юрра хутшăнмасăрах ларнипе Клавье чарăнчĕ.
— Ма пулăшмастăр?
— Эсир мана асамларăр. Çавăнпа чĕлхе çухалчĕ. Чăвашла юрă пĕлет тесе шутламан сире.
— Эсир, мĕн, мана чăваш хĕрĕ тесшĕн мар-им?
— Çапах та...
— Пирĕн анне халь те чăвашла юрлать. Вырăс юррисене пĕлмест те вăл. Хамăр тарçăсем юрланине те пайтах илтнĕ эп, — терĕ те Клавье тепĕр хут юрласа ячĕ. Хальхинче ăна Ванюк та пулăшрĕ:
Уя тухрăм уй курма,
Ик сар лаша вăрçаççĕ...
Хусан хĕрĕсем çав тери тĕлĕнчĕç. Вĕсем, Клавье вырăс хĕрĕ мар тенине илтнĕ те, ĕненсех кайман. Тĕрĕсех иккен. Вăл чăвашла калаçма та, юрлама та манман. Чиперех юрлать. Çавăншăн Ванюкпа Клавье чарăнсанах алă çупса ячĕç:
— Браво! Браво!
— Çав тери килĕшрĕ!
— Ĕнтĕ эсир пуçласа парăр! — сĕнчĕ Ванюк. Пĕр хĕрĕ юрласа ячĕ:
Из страны, страны далекой,
С Волги-матушки широкой...
Ăна çавăнтах ыттисем пулăшрĕç:
Ради славного труда,
Ради вольности веселой
Собралися мы сюда...
Çапла юрласа та хавхаланса пынипе вĕсем Ĕнел çĕр общинин йăлăм енчи «Тиреклĕх» сăрчĕ тĕлне çитнине те сисмерĕç. Ванюк куçĕ умне шыв илнĕ çаранта выляни-кулнисем тухса тăчĕç. Унăн çакăнта чарăнса уткаласа çӳрес килчĕ, хĕрсен юррине татма хăяймарĕ. Сăртсем айккипе, пырсем тăрăх пырса, марисен вăрманне кĕчĕç. Атăл тулăххипе кунти ват юмансемпе ăвăссене, хыр-чăрăшсене шыв илнĕ. Йĕри-таврах çуркам вутсем, пĕренесем выртаççĕ. Хăш вырăнтине тĕшмĕртмелле кăна. Вара Кольăпа иккĕшĕ килсе хĕл каçмалăх çеç мар, сутмалăх та пухса кайĕç.
Çурçĕр енчен хура пĕлĕтсем хăпарни курăнчĕ. Çил, çавăрттарса килсе, Атăла хумхатрĕ. Çанталăк пăсăла пуçлани сисĕнет.
— Тусăмсем, эп шăннă пек пултăм-çке!
— Атьăр, çырана тухса, вут хурса ăшăнар! — терĕç хăна хĕрĕсем.
Ку шухăш Ванюка та килĕшрĕ. Анчах ăçта чарăнмалла-ши? Кунта сăрт мар, çыран хĕррине те тупас çук: шыв вăрман ăшне таçта çитиех сарăлнă.
— Акă мĕн... Инçех мар утар пур, çавăнта кайăпăр. Унта мункун ячĕпе сăра ĕçме те пулать. Утарçă пыллă сăра тытаканччĕ.
— Чăнах-и?
— Атьăр эппин пыллă сăра ĕçме!
— Хырăмра Хусан чанĕ çапа пуçларĕ!
— Апатланма вăхăт!
— Апла тесен, пушшех утара кĕмелле. Вĕсен пулă та пулаканччĕ.
Ванюк кăтартса пынипе моторлă кимĕ утрав хĕррине çитсе чарăнчĕ. Çу вăхăтĕнче кунта ытарма çук илемлĕ...
Çамрăксем çырана тухма ĕлкĕрейнĕччĕ — инçех те мар йытăсем вĕрни илтĕнчĕ. Хĕрсем сехĕрленчĕç.
Утар йыттисем хаяррине пĕлет Ванюк. Çаратас шухăшпа килекенсене хуçа сисмен хушăра вĕлересле тулланă тенине те илтнĕ. Ку вăхăтра хуçи утартах пулма кирлипе йăпатма васкарĕ:
— Ан хăрар! — Çавăнтах хыттăн кăшкăрса ячĕ: — Охо-хо-хо-хо!
Ванюк сасси инеетре янласа çухалсан, йытăсем пушшех хаярланчĕç, вĕре-вĕре çывхара пуçларĕç. Икĕ хĕрĕ кимĕ çине тарса кĕчĕç. Каччи умĕнче паттăрланас щутпа пулас, Клавье вырăнтан та еикмерĕ. Вĕтлĕхрен пăру пысăкăш икĕ йытă тухсан тин:
— Ой, Ванюк! — тесе, каччи хыçне пытанчĕ.
— Пашшул! — хыçранах килекен хуçи хăтăрнипе йытăсем лăпланчĕç.
Вĕсем патне аллă çулалла çитнĕ, мăйăхĕпе сухалне ӳстернĕ, вăрăм кунчаллă сăран атă тăхăннă çын хул айне ик кĕпçеллĕ пăшал хĕстерсе пырса тухрĕ.
— Эрхип пичче, çалам! — ялккаçне хывса пуç тайрĕ Ванюк,
— Кам тавраш пултăн çак эс? Хăш ялсем? — ятне пĕлнипе евĕклĕн чĕнчĕ утарçă.
— Энĕщкассисем эпĕ. Куçма Сантăрне паллатăн-и?
— Пит аван пĕлетĕп.
— Çавăн мăнукĕ.
— Юман Паттăр-и?
— Самăй çавă, Эрхип пичче!
— Илтнĕ, илтнĕ! — хăвасланчĕ утарçă.
— Ку, — Клавье çине кăтартрĕ Ванюк, — Янаш Миххи хĕрĕ, Кусем — ун хăнисем.
Утарçă тĕлĕнчĕ. Михха хĕрĕ ун утарне килсе лекессе тĕлленмен те. Вĕсемпе пĕрле Сантăр мăнукĕ тата. Иккĕшне çураçнă тенине аса илчĕ. Сантăран ку енчен те телей-и? Мăнукĕн ашшĕ-амăшне лекмен телей ун арки çине ӳкрĕ-и?.. Сасартăк ним тума аптранипе йыттисене хăтăрса тăкрĕ:
— Пашшул, каяннăйсем! — Йыттисем хӳрисене хĕссе ларсан, Ванюкçем еннелле çаврăнче: — Ман утрава килнĕшĕн пит хавас. Анчах кăмăлăрсене мĕнпе тивĕçтерĕп-ши?
— Пире ытлашши нимех те кирлĕ мар, Эрхип пичче. Сан чĕр пулăпа пыллă сăра пулаканччĕ. Вăт, пулă яшки пĕçерсе çиесшĕн эпир, сăрине астивсе пăхасшăн.
— Тархасшăн. Пулли те, сăри те пур!
Мăн йытăсем, кунта никама та тулламалли çуккине çиссе, ката хушшинеллĕ кĕрсе çухалчĕç.
— Шăннисем, шала кĕрсе ларăр. — Çамрăксене пĕчĕк пӳрт тĕлне çитерсен хушрĕ утарçă. — Унта сирĕн килти пекех тирпейлĕ мар та, ăшă. Халь çеç тимĕр кăмака хутса çунтартăм. Ванюк, эс манпа пĕрле атя-ха!
Клавье самаях ĕнтĕркенĕ. Халь ăшă пӳртрен ыррине шыраса тупаймăн. Анчах каччинчен юлас килмен пирки:
— Тусăмсем, эсир кĕрĕр, эп Ванюкпа пĕрле каятăп, — терĕ.
Юлташĕсем уйрăласшăн марччĕ, Ванюкпа иккĕшне улах туса парасшăн килĕшрĕç.
Ванюкпа Клавье утарçă хыççăн Атăл хĕрринелле утрĕç. Ав кимĕ те курăнчĕ. Аскăн хумсем çыраналла хăпара-хăпара каяççĕ.
Клавье ăнсăртран тенĕ пек Ванюк хулĕнчен çакăнчĕ.
— Çанталăк ытла пăсăлнă-çке!
— Нимех те мар... Каçалапа тӳрленĕ-ха. Хĕвел ларас умĕн çил-тăвăл лăпланаканччĕ.
Кимĕ çинче пулă усрамалли пӳлĕм пур. Утарçă хуп-кăчне уçрĕ, ăскăчпа чавса тăршшĕ виç çĕтĕрлек ăсса кăларчĕ.
— Мĕнле пек?
— Çав тери чаплă! Вăлчи те пур!
Ванюк пулăшăн тӳлеме укçа сахăлтараххишĕн пăшăрханчĕ. Хĕрсенчен ыйтма намăс. Вара Клавье сисиччен хуллен каларĕ:
— Эрхип пичче, пуриншĕн те тӳлеме укçа çитереймесрен хăратăп. Кунта килессе пĕлнĕ пулсан, ытларах чиксе тухаттăм. Ĕнтĕ ним тума. Ыттисенчен ыйтма аван мар. Вырсарникунччен кĕтмĕн-ши?
Утарçăн укçасăр парас килместчĕ. Пуян çын хĕрĕсем укçине шеллемессе шаннăччĕ. Сасартăках тепĕр май шухăшласа илчĕ: хĕрĕ киле таврăнсан ашшĕне хыпарлĕ те, Михха ăна хăçан та пулин асăнса тав тăвĕ. Ку вара укçаран та хаклă.
— Уншăн ан пăлхан. Александр Кузьмич мăнукĕ улталамасса ĕненетĕп.
— Тавтапуç, Эрхип пичче. Нихçан манмăп!
— Юрĕ, тыт. Эяĕ çĕçĕ кайса илем-ха, — тесе хăварчĕ утарçă.
— Ванюк, пуллине кăтарт-ха? — чĕнчĕ Клавье. Лешĕ аскине ун еннелле кăнтарсан: — Ой-йой-йой! — ехлетрĕ тĕлĕнсе. Çав вăхăтра пулă хум çине тухса ӳкрĕ. Çăрттан пулсан — хӳрине кăна курса юлăттăн, Çĕтĕрлек ун йышши мар. Клавье аллипе пусма ĕлкĕрчĕ. — Ванюк, пулă тарать!
Ванюк тытса ăскă çине ячĕ. Тепĕр хумĕ çитиччен тип çĕре тухса тăчĕç. Клавье тин хăй йĕп-йĕпине асăрхарĕ:
— Ой, Ванюк!
— Вăт, сĕреке сĕрме кайнă пекех ĕнтĕ ку! — ахăлтатрĕ Ванюк.
— Кулса тăриччен типĕтме пулăшасчĕ!
— Мĕнле майпа?
— Кĕпе аркине пăр.
Хĕрĕн çемçе алли Ванюк пит-куçне ачашшăн сĕртĕнче, майĕпен янах айне кĕчĕ. Ик чамăркка кăкăрĕ пуç çине лекрĕ. Чĕри васкаса тапни те илтĕнет. Ванюк пĕр хускалмасăр сехечĕ-сехечĕпе тăрĕччĕ çапла... Кĕпе аркине пăрса пĕтерсен, тӳрленсе тăмалла пулчĕ. Хĕр алли ун ĕнси çинче халь. Тăма пулăшасшăн пек пулса, Клавье ăна ыталаса илчĕ, хăй çумнелле чăмăртарĕ. Вара часах тутисем пĕр-пĕрне шыраса тупрĕç.
— Утарçă килсе тухĕ тата! — тăна кĕрсе астутарчĕ Ванюк.
Утарçă паçăртанпах йывăçсем хушшинчен сăнаса пăхать. Пуян Михха хĕрĕ Сантăр мăнукне чуптурĕ. Апла хăйсене çураçнине манман. Сасартăк каччăпа хĕр йĕп çĕре ӳкнĕн куçран çухалчĕç. «Нивушлĕ мункунне те уямаççĕ?» Утарçă чĕри сиксе тухасла тапа пуçларĕ. Умри çăкасене ерипен сирсе çывхарчĕ те — шанманни кăлăхах пулчĕ. Клавье çерем çинче ларать, туфлине хывса силлет. Чăлхисене Ванюка тыттарчĕ. Таса шурă пĕççисемпе чĕр-куççи айсене асăрхасан, утарçăн куçĕ алчăрарĕ. Ванюк типĕтнĕ чăлхисене тавăрса парсан, Клавье урине тăсса тăхăнчĕ. Ĕнтĕ тухмалла та вĕсем патне пымалла. Утарçăн вырăнтан та хускалас килмерĕ...
— Сан халех пӳрте кĕмелле. Чирлеме пултаратăн. Юратакан каччи ун ăраскалĕшĕн канăçсăрланни Клавьене пушшех савăнтарчĕ. Чăннипех те шăна пуçларĕ. Тамалла та каймалла çеçчĕ, татах ачашланас килчĕ.
— Ой, Ванюк! Çара уран мĕнле утас ман! Тип хăмăл шăтарасран хăратăп. Мĕн тумалла-ши?
Ванюк сăмахсăрах тытса тăратрĕ, ал вĕççĕн çеклерĕ. Клавье ăна мăйĕнчен ыталарĕ, пичĕ-куçĕпе, тути-çăварĕпе ун çумне çыпçăнчĕ.
Ванюксем куçран çухалсан, утарçă кимĕ еннелле çул тытрĕ. Хальхи çамрăксем пирки тем каламалла, тăр-кăнтăрлах ыталанса çӳреççĕ. Иккĕленмеляи çук, Ванюк ăскине тата лайăхрах çĕтĕрлек çакланнă. Куна пĕлсен, Сантăр, ахăртнех, сăмсине каçăртĕ. Кимĕ патне çывхараспа утарçă хыпăнса ӳкрĕ. Ăскă Ванюк пăрахнă çĕртех выртать. Пуллисем тухса ӳкнĕ, пысăкки тарма та ĕлкĕрнĕ. Юлашкисене пуçтарса ăска ячĕ, кимĕ çине кĕрсе, ăшне кăлара пуçларĕ.
Ванюк Клавьене пӳртех йăтса кĕчĕ. Юлташĕ çара ураннине, кĕпи аркисем йĕпине асăрхасан, хĕрсем тĕлĕнсех кайрĕç:
— Мĕн пулнă сана?
— Ăçти шыва кĕрсе ӳкнĕ эсĕ?
— Ой, тусăмсем, тем пысăкăш пулă тытрăм! — ахăлтатрĕ Клавье.
Ванюк кимĕ патне çитнĕ çĕре утарçă пулăсене тасатма та ĕлкĕрнĕ.
— Пулчĕ те-и?
— Çĕтĕрлеке тасатма çăмăл. Хуппине шуратас хуйхи çук. Вăлча, кур-ха, кĕрепенкĕрен те кая мар.
— Пит аван... Укçа пирки ним те ан шухăшла. Вырсарникун чиркĕве пымасан, арăмна кĕрсе парăп.
Каларăм-иç... Пулăсене тартнă пулсан, хаклăрах илеттĕм вĕт. Шыв хĕрринех çитнĕ.
Ванюк хĕрелсе кайрĕ. Вĕсем пулă çинчен йăлтах маннă. Ним калама аптранипе шарламасăр ирттерчĕ.
Пĕчĕк пӳрт умне таврăнсан, утарçă вучаха хуранпа шыв çакрĕ, çĕрулми тураса ячĕ, пуллисене чăмтарчĕ.
Яшка часах пиçрĕ. Çак хушăра, каç енне сулăннипе, çил-тăвăл тамалчĕ. Моторист кимĕ çинчен брезент илсе килсе сарчĕ те, пĕр тирĕк шӳрпе антарса лартрĕç. Пуллисене ывăс çиме кăларчĕç. Пурне те хатĕрлесен, утарçă пыллă сăра илсе тухрĕ. Малтан хăй тултарса ĕçрĕ, унтан черетпе ыттисене хăналама тытăнчĕ. Стакан пĕрин аллинчен тепринне куçрĕ. Пурте тĕппипе ĕçрĕç. Çисе тăрансан, тепрер стакан тултарчĕç.
Хĕрсем сасартăках шавлама, кулкалама тытăнчĕç. Киле таврăнма вăхăтне те манчĕç. Моторист аса илтерчĕ:
— Хисеплĕ барышньăсем, хавасланма аван та... Çил тамалнă чухне çула тухар мар-и? Хĕвел ларасси те инçе юлмарĕ. Пирĕн каймалли самаях!
Клавьен халех хускалас килместчĕ. Кунтах юлсан, Ванюкпа иккĕшĕ пĕр-пĕр кĕтесе хĕсĕнĕччĕç те, чĕринче мĕн пуррине пĕтĕмпех каласа парĕччĕ. Халь ав ăсатнă чухнехи пек кăна ыталашма ĕлкĕрчĕç. Анчах ханисене нăхма тивĕççипе тата утарçăпа моторист умĕнче ытлашши айкашни аван маррипе килĕшрĕ.
— Ой, тусăмсем, чăннипех киле таврăнма вăхăт. Аттепе анне кĕтсе хăшкăлчĕç-и, тен?
Утарçăма тав туса уйрăлчĕç.
Моторлă кимĕ Энĕш çыранне çитсе чарăнчĕ. Ванюк тухса юлсан, вăл малалла вĕçтерчĕ. Атăлкассине таврăнакан хĕрсем ăна курăнми пуличченех тутăрпа сулчĕç.
IX
Анахвис пухуран вăхăтсăр таврăнни Улянана тĕлĕнтерчĕ:
— Саланчĕç те-им?
— Саланман...
— Апла ма ир килтĕн?
Халиччен кукамăшне суйман япала, халь мĕнле суяс? Ванюк ăна пăрахса хăварнине, Михха хĕрĕпе кайнине пĕлтерме тата йывăртарах. Куншăн кукамăшĕ те пăшăрханĕ.
— Мĕн унта, ташлани кăна. Тăраниччен куртам та тек тăрас килмерĕ.
Анахвис хăйне тăнăç тыткалама хăтланчĕ те, кукамăшне аташтараймаре. Пĕчĕкрен мĕнле сывланине асăрхаса ӳстернĕ çынран ăшри йӳçеке пытараймăн.
— Ах, анчах, хĕрĕм! — хыпăнса ӳкрĕ Уляна — Пухура инкек сиксе тухрĕ-им? Тӳре-шарасем Кольăпа Ванюка тытса каймарĕç пуль те?..
— Çук, çук, кукамай! Тӳре-шара тавраш урăнмарĕ. Вăйă-кулă ахăрать кăна. Ман темшĕн пуç ыратрĕ те, килтĕм.
— Мĕн пулчĕ-ши? Ирхине шарламастăнччĕ-çке?
— Иртĕ-ха, кукамай, — терĕ те Анахвис, тата тĕпчесен тунма хăват çитереймесрен çенĕке тухрĕ. Капăр кĕпине улăштарса, шăналăк ăшне кĕрсе выртрĕ. Куççулĕ хăй тĕллĕнех шĕпĕртетсе анчĕ. Мĕншĕн макăрнине çеç тавçăраймарĕ. Ванюк йăмăкĕ вырăнне хумасăр пăрахса кайни е Михха хĕрĕ шăллĕ çумне çыпçăнни хурлантарчĕ-ши?
Мăнукĕ сăмахне вĕçлемесĕрех уйрăлни Улянана пушшех канăçсăрлантарчĕ. Тĕплĕрех пĕлсе йăпатас тесе, çенĕке тухрĕ. Шăналăк ăшĕнче ĕсĕклени илтĕнет. Каллех ăна малтанхи шухăш çавăрса илчĕ. Кольăсене тытса кайнине сасартăках хыпарласшăн мар пек туйăнчĕ. Тӳсеймесĕр Уляна шăналăк аркине уçрĕ. Мăнукĕ ӳпне выртать. Вăл пынине сиссе пулмалла ĕсĕклеме пăрахрĕ, хулпуççийĕсем сиккеленине кăна чараймарĕ. Уляна, вырăн хĕррнне ларса, аллине мăнукĕн пуçĕ çине хучĕ.
— Ах, анчах, хĕрĕм, мĕнле инкеке пула çак териех çунатăн?
Анахвис тусеймерĕ — çĕкленсе кукамăшĕн арки çине ӳкрĕ, сасăпах макăрса ячĕ.
— Чăнах... — хăтăрарах чĕнчĕ Уляна. — Мĕн пулнă сана? Тем хушăра Анахвис кăмăлне хытарма ĕлкĕрчĕ. Пуçне çĕклесе, кукамăшĕ çине пăхрĕ.
— Пухура питĕ хаваслăччĕ, Таçти ялтан та пухăннă. Пĕтĕмпех сехмет хĕрĕ пăсрĕ. Ванюк мана тăратса хăварчĕ.
— Мĕнле сехмет хĕрĕ? Ванюк ăçта тăратса хăварчĕ? Мĕн сӳпĕлтететĕн, хĕрĕм?
Анахвис юлашкинчен Энĕш хĕрринче мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Хăвах шухăшла ĕнтĕ, кукамай. Хисеплемесен, мĕншĕн йăмăк тесе чĕнет вăл мана? Йăмăкне кам хур кӳрет-ши? Çынсем мĕн калĕç ĕнтĕ?
Уляна та пăшăрханчĕ. Ванюка ятлас килчĕ. Анчах мăнукне пушшех хурлантарасран хăйне хăй тытса чарчĕ, йăпатма пикенчĕ:
— Ванюкпа иксĕр хушăри сас-хурашăн кама мĕн ĕç? Тата ун пеккишĕн ăссар хĕр çеç макăрĕ!
— Ах, кукамай, ма ним те ăнланмастăн-ши эс!
— Мĕн ăнланмалла тет?
— Юрататăп эп ăна... — пĕчĕкренех чăмăртанса çитĕннĕ туйăмне ним вăтанмасăр кăларса хучĕ Анахвис.
Иккĕшĕ те чĕмсĕрленчĕç. Халичченех тĕшмĕртме хăтланни тĕрĕсех иккен. Ванюк та мăнукне юратасса ĕмĕтленнĕччĕ. Кăлăхах-шим вара? «Эй, турăçăм, ма ним чухлĕ те шеллеместĕн-ши? Ман ачасене ма телейсĕр турăн-ши? Аслине путсĕр çын вăрласа çамрăк ĕмĕрне çирĕ. Вăталăххин ăраскалне сутăнчăк пĕтерчĕ. Мăнукĕн телейне те йыт çисе кайĕ-ши? Амăшĕсем пиллени те вырăна килмерĕ-ши?» Тем пулсан та мăнукĕн чĕрине хуйхă шĕкĕлчесрен упрамалла. Вăл Анахвис пуçне кăкăрĕ çумне чăмăртарĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...