Шăхлич
Тупасса ĕнтĕ пĕррехинче Альдоннăпа Роза тупрĕç. Йĕрленĕ пулнă вĕсем мана. Эпĕ пулă сĕрме пуçларăм кăна, вĕсем çыран хĕрне сиксе тухрĕç.
— Пире тытма вĕрент-ха.
— Анăр эппин. Эс, Роза-пузă, пушмакусене хыв. Йĕпететĕн. Алтуни пуллисене хăраттăр.
Хам тăпăрчă хутаççине тытрăм та сĕрме тапратрăм. Бидона самантрах тултартăмăр. Хĕрачасем умĕнче мухтанас килчĕ-ши, бидонри пулăсене кĕперен тунă хутаççа силлерĕм. Тата тепĕр бидон тытрăм. Унтан тепĕрне те тултартăм.
— Кайрăмăр, шăна кăмписем, — терĕм вĕсене. Самаях йывăр кĕпене çурăм хыçне çавăрса хутăм, шăлапир хутаçа тепĕр аллипе йăтрăм. Бидонне вĕсем ылмашăнса йăтса пычĕç.
Хамăр умри пахчара валеçме лартăмăр.
— Мана кирлĕ мар, — терĕ Роза.
— Мĕншĕн?
— Кирлĕ пулсан, атте лавккаран илсе парать. Кун пек вĕттине мар, такана пеккине илет, — мăнкăмăллăн каларĕ хĕр.
Эпĕ тарăхса кайрăм. Манăн ĕçе хисеплемен пек туйăнчĕ. Тăтăм та çупса ятăм. Вăл йĕмерĕ. Кăвак куçĕсемпе çеç пĕр хушă кӳренӳллĕн пăхрĕ, куççуль шăрçаланса тухрĕ.
— Дикарь! — терĕ вăл мана. — Бескультурный! Дурак! Не умеешь обращаться с девочками.
Кăна йăлтах вырăсла каларĕ.
— Парам сана дурак! — терĕм эпĕ.
Анчах тек çапма хăймарăм.
— Ме, Альдонна, ил кĕпе çинчине, пĕтĕмпех ил.
Председатель хĕрĕ пуççаптарса тăмарĕ.
— Эс пирĕн пата ĕмĕрте те ан кил!
— Килместĕп те! — тавăрчĕ Роза.
Альдонна пек витлемерĕ вăл. Çаврăнчĕ те куçне шăлмасăрах çаврăнса утрĕ.
IV
Кĕркунне атте мана вăйпах ФЗУна тытса ячĕ.
Кунта, телее пулчĕ темелле, лепщик ĕçне вĕрентĕм. Халь тăмпа мар, гипспа ĕçле пуçларăм. Ман алра гипс асамлă кĕвĕ пек тĕрленме тытăнчĕ. Чи лайăх çуртсене хитрелетме мана яраççĕ. Специалистсем çитменрен икшер смена ĕçлетĕп. Укçа кĕсье тулли.
Яла курма таврăнтăм. Ялта сассăр кино çавăраççĕ. Хам укçапа хĕрачасене картина курма кĕртетĕп. Роза та пынăччĕ пĕррехинче. Те çупса янине манман, те мăнкăмăллăн çапла тавăрса хучĕ:
— Эп сан укçупа кино курма ыйткалакан мар, — терĕ.
Кур-ха эс ăна, тăххăрмĕш класра вĕренет те, хăйне такам вырăннех хурать. Эпир пуççапас çук. Альдонна ĕнтĕ эп килнĕренпех пирĕн патран тухма пĕлмест, кинона та пĕрлех пырать. Эп ăна хутпа чĕркенĕ кăпăр-кăпăр канфетсемпе хăналатăп, тепрехинче тата, килте асанне кăна чухне, хĕрлĕ эрех те ĕçтертĕм. Вăл пĕр черкке ĕçнипех ӳсĕрĕлсе кайрĕ те ялта кам хĕрĕ кам каччипе çӳренине йăлтах каласа пачĕ.
— Эс тата кампа çӳретĕн? — ыйтрăм эпĕ куларах.
— Эпĕ? Никампа та… Эпĕ саккăрмĕш класа çӳре пуçларăм. Атте вĕренме хушать.
— Прухвессăр пуласшăн апла, — атте евĕрлĕ каласа хутăм эпĕ.
— Çук, врач.
— Вĕрен, вĕрен. Чирлесен сан пата пырăп.
Ялта каннă хыççăн каллех Мускава тухса кайрăм. Вăрçă пуçланас умĕн, тем шухăш пырса кĕнĕ аттене, пӳрт-çуртне сутсах Çĕпĕре куçса кайнă. Çуртне вара Розăсен ашшĕ илсе юлнă.
Пушă вăхăтсенче эпĕ скульптурăпа аппаланма тытăнтăм. Калаçатчĕ ман алра гипс. «Штукатур» тата «Лепщик» скульптурăсем пирки хаçатсенче те çырчĕç, премие те тивĕç пултăм. Малтанхи туйăм сĕвĕрĕлмен пулĕ, çав хаçатсене эп Роза патне ярса патăм. Хыпар-хăнар пулмарĕ. Татах тепĕр икĕ çыру та çырнăччĕ ун патне. Ответ илеймерĕм.
Вăрçă пирĕн шухăш-ĕмĕтсене аркатрĕ. Скульптор та пулаттăмччĕ пулĕ, композитор та, алла пăшал тытма тиврĕ. Çар çынни пулса тăтăм. Атте Мускав çывăхĕнче пуçне хучĕ, хыççăн асанне вилсе кайрĕ, анне те йывăр чиртен сывалаймарĕ. Хам хĕрĕх виçĕ çулта отставкăна тухрăм. Чĕрĕк ĕмĕрĕме çара халалларăм. Канма та юрать пуль. Тăватă çул вăрçăра иртрĕ, вăтăр пиллĕкре çар академинчен вĕренсе тухрăм.
V
Пушă вăхăт халь мăй таранах. Общественность эп ĕçсĕррине сиссе илменрен-и, никамах та ĕç хушакан пулмарĕ. Мăшăрăм ĕçе, ывăлăм вĕренме тухса кайсан, ĕлĕкхисене асилетĕп те больницăна кайса гипс илсе килетĕп. Аптранă енне ача чухнехине асăнса шăхлич тума пикенетĕп. Пулмасть те пулмасть шăхлич. Унтан хула таврашне тухса тăм шыратăп. Эпĕ пурăнакан хула хăйăр çине вырнаçнăран ниçта та тăм çук. Тунсăх пусать чĕрене. Вара куç умĕнче хам ӳснĕ чăваш ялĕ сăнарланать. Унта чĕрĕк ĕмĕр хушши пулманшăн пăшăрханатăп.
Пурăнтăм çавнашкал виçĕ эрне тĕмсĕлсе те, чăтаймарăм: çула пуçтарăнтăм.
Икĕ талăкран тăван станцăна çитрĕм. Юлашки çулсенче ӳссе ларнă ик-виçĕ хутлă çуртсен урамĕпе вăрмана тухрăм. Тӳрĕрен илсе каякан сукмакпа утрăм. Йывăçсен хушшисемпе Çавал кукăрĕ курăнчĕ, чашкăрса ӳсекен курăка тапта-тапта ун хĕрнелле васкарăм.
Пиншер çăлкуçсенчен пуçтарăнса юхать кунти шыв. Çавăнпа вăл тăрна куçĕ пек тăрă. Кунта яланах пулă хĕвĕшет. Авă, халĕ те ырашпăтрисен кĕтĕвĕ, хĕвел çинче аякĕсене йăлтăртаттарса, юхăма хирĕç хăпарать. Иртет, иртет кĕтӳ, вĕçĕ-хĕрри те çуккăн туйăнать. Хăратма та шел вĕсене. Кĕтĕвĕн татăлса юлнă хӳри умран иртсен, чăтаймарăм, чăнкă çырантан шыв хĕрне шуса антăм. Кăшт çӳлерех хăпарса, çӳçен тĕми çине выртса шыв ĕçрĕм те тавраналла тинкертĕм. Хам шуса аннă вырăнта эп тăм асăрхарăм. Такам туртса илесрен хăранăн, пӳрнесене ыраттара-ыраттара, ача пуçĕ пысăкăш тăм муклашки илтĕм, алла çуса хăва хулли касса калак турăм. Тепĕр ик-виçĕ минутран ман алри тăм татăкĕ шăхăртса та ячĕ. Эпĕ васкасах алри тăм пĕтичченех шăхлич турăм, вĕсене хăва тĕмĕсем хушшине типме хутăм. Шăхăрта-шăхăрта манăн тута та вараланса пĕтнĕччĕ, ал-урасем те кăмака ăстинчен кая мар.
Яла кайнă чух чи уçă саслă шăхличне пĕрле илмесĕр чăтаймарăм.
Эп ӳснĕ кил вырăнĕ урам вĕçĕнче, вăрман хĕрринче ларатчĕ. Чылайччен пăхса тăтăм, анчах чĕрене çывăх йăмрасене тупаймарăм. Пирĕн пӳрт вырăнĕнче урамалла тăватă чӳречеллĕ чул çурт ларать. Ун çумĕнче — телевизор антенни. Пӳрт çумĕнчех сăрланă вырăсла хапха, унтан лаç… Лаç умĕнче пахча. Чиесем те ватăлса кайса йăмрапа танах çĕкленнĕ. Картине улăштарнă, лаç тăррисене шиферпа витнĕ. Пахча умĕнче сак. Кăмăл çемçелсе килнипе çав сак çине вырнаçрăм та пирус чĕртсе ятăм.
Сасартăк хапха сасси илтĕнчĕ, урама кĕске çанăллă шап-шурă кĕпе тăхăннă ача вирхĕнсе тухрĕ. Ман çумранах иртсе, вăл хăрах ура çинче тăлтти-талтти сиккелерĕ. Унтан каялла çаврăнчĕ те мана асăрханипе вырăнтах хытса тăчĕ.
Эпĕ тепле кăшкăрса ямарăм. Ман умра каснă-лартнă ача чухнехи Роза тăрать. Пысăк кăвак куçĕсем мăнкăмăллăн та тĕпчерех пăхаççĕ. Манăн çар тумĕ ăна кăштах шиклентерчĕ пулас, вăл кĕрсе кайма хатĕрленчĕ.
— Тăхта-ха, — чартăм эп ăна. — Санăн аннӳ Роза ятлă мар-и?
— Роза Петровна, — терĕ вăл чарăнса.
— Хăв мĕн ятлă тата эс?
— Славик.
— Аннӳ килтех-и?
— Вăл садра çĕр çырли татать, — тесе, ача кĕрсе çухалчĕ.
Çав самантра, ачалăх аса килнипе, типсе çитмен шăхличе çулса тытрăм та «Пирĕн урам анаталла» юрра яра патăм. Кĕвви ача чухнехи пек илемлех тухмарĕ пулин те, сăмахĕсене ăшра каласах кĕвĕлерĕм:
Чĕрипеле чăтаймасăр
Йĕрсе юрласа ярать…
Çĕкленӳ тени мана йăлтах ярса илчĕ, эпĕ ăшри туйăм капланнипе куçăмсене хупсах шăхăртăм. Каласа пĕтернĕ çĕре ман умра Роза тăратчĕ. Çитĕнсе çитсе хĕр пулсассăн эп ăна курман, анчах ун сăнарĕ пирки йăнăшман. Йăрăс пӳллĕ илемлĕ хĕрарăм. Çулсен чуппи ăна хулăнлатайман, хĕр кĕлетки пекех сыхланса юлнă. Пичĕ унăн та манăн та хăмач тĕслĕччĕ. Эп те сăмах хушаймастăп, вăл та. Унтан мана пырса ал пачĕ, ача чухнехи евĕр уçă та илемлĕ сассипе:
Мик! Мик! Микита,
Микитанне шăхличне
Йыт вăрласа кайнă, тет, —
тесе хучĕ. Каларĕ те питех те пысăк вăрттăнлăха уçса панă пек татах хĕрелсе кайрĕ.
— Салам, Роза-пусă, — тавăртăм эпĕ те.
Эпир пӳрте кĕтĕмĕр.
Кĕçех упăшки çитрĕ. Вăл хамăр ялти шкул директорĕ иккен. Роза мана унпа паллаштарсанах, Мефодий Петрович ывăлне хуçалăх сумки йăттарса лавккана чуптарчĕ. Роза апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕре Славик персе те çитрĕ, виçĕ çур литр «столица» эрехĕ илсе килчĕ. Эпĕ те парăмра юлмарăм, «шампански» кăларса лартрăм. Сыпма сыпсах каймастăп пулин те, ăшшăн тĕл пулнă кил-йышра пĕр-икĕ черккине пушатма тиврĕ.
Роза упăшки вĕçĕмсĕрех хăй ĕçĕ çинчен каларĕ: директора халь çав тери йывăр иккен, вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн та канăç çук.
— Çуттисĕр нимĕн тума та çук, — текелесе, вăл çине-çинех ӳпĕнтерчĕ, часах ӳсĕрĕлсе кайрĕ. Хĕрнĕ май татах та ытларах ĕçрĕ, мăшăрĕ асăрхаттарни те пулăшмарĕ. Кĕçех вăл пукан çинчех çывăрса кайрĕ, вара эпир ăна Розăпа иксĕмĕр диван-кравать çине йăтса вырттартăмăр.
— Санăн та çемье пур тенĕ пек илтнĕччĕ, — терĕ Роза, Славик урама тухса чупсан.
— Ывăлăм техникумра вĕренет ĕнтĕ.
— Эсĕ хăть юратнинех илтĕн пулĕ.
Эпĕ ăна юрăри сăмахсемпе хуравларăм:
Савни савнине илет,
Савманнине кам илет.
Роза сасартăк салхуланчĕ, эпĕ вара хам йăнăша тӳрлетес тесе çапла хушса хутăм:
— Чĕререн юратни мана çаврăнса пăхмарĕ, çырусем çине те ответлемерĕ. Юлашкинчен каллех ăна куртăм та чĕрене вунçичĕ çулхи пек юрату çулăмĕ хыпса илчĕ.
Роза ман çине тĕмсĕлсе пăхрĕ. Курман эпĕ халиччен хам çине çапла ăмсанса та тунсăхласа пăхнине! Ачаш та тĕпсĕр куçсенчен пăчăртанса тухнă куççуль тумламĕсем вăрăм куç хăрпăкĕ çинче çиçсе çуталчĕç.
— Эх, Мик! Мик! Пĕлместĕн эсĕ нимĕн те… Пĕлместĕн эс хăвна юратса эпĕ чутах ватă хĕр пулса юлманнине. Альдонна, ав, сана юратса халь те пĕччен пурăнать. Профессор ĕнтĕ вăл, Хусанта медицина институтĕнче ĕçлет. Эх, Мик! Мик! Пĕлесчĕ унăн юратăвĕ мĕнлерех таса пулнине, вăл сана епле кĕтнине. Çар журналĕсенче пичетленекен статьясене те каса-каса хуратчĕ вăл. Çакăн пек таса юрату çинчен эп сана… — каласа пĕтереймесĕр ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ Роза. Пукана ун çумнерех шутарса эп ăна лăплантарма тăрăшрăм, пуçа пырса кĕнĕ айван та кăнттам сăмахсене персе ятăм:
— Пĕлмен эпĕ вăл юратнине, Роза…
Каç сĕмлĕхĕ кĕре пуçланă пӳртре темĕнле пăчă та тăвăр пулса çитрĕ. Эпĕ тăрса килхушшинчи чӳречене уçрăм — тӳрех çĕр çине анакан йăлтăр çутă ялтлатрĕ, унтан тепри çĕре тăрăнчĕ. Вăрăм та хаяр аслати кĕмсĕртетрĕ. Чӳрече кантăкĕсем тăр! тăр! чĕтренчĕç. Чӳречене хупса Роза патне чупса пытăм. Хам айванла хăтланнине пĕлетăркачах, Розăн пуçне сулахай ал туни çине хутăм та юхакан куççулĕпе тăварланнă тутине виçĕ хут чуптурăм. Унтан чăматана пырса çĕклерĕм.
Эпĕ çумăр витĕрех аккасем патне тухса утрăм. Анчах çитеймерĕм, ытлашши йĕпенесрен хăраса, пĕр хапха айне кĕрсе тăтăм.
Ăнланчĕ-ши Роза мана? Ан тив, çав таса юрату кăварĕ сӳнмен пулсан та, эп ют çын çемйине хуйхă-суйхă илсе килме шутламарăм. Тата мĕне кирлĕ-ха çулсен иртсен ăсран тухсах чĕре хыççăн кайни? Пурин те ачалăх пулнă, эпир пурте юратнă, пире те юратнă… Епле пысăк телей вăл — юрату!
Ак халь палламан ют çын хапхи умĕнче тăратăп, талккăшĕпех çумăр шăпăртатать. Манăн ачалăхри, çамрăклăхри пĕрремĕш юрату кăнттам та телейсĕр пулнишĕн манпа пĕрле çанталăк та макăрать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...