Урхамах
Инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек, Хĕлип мучи сасартăках чирлесе ӳкрĕ. Колхоз лашисене вăл çирĕм çул ытла пăхнă, витерен пĕр кунлăха та татăлман, халь акă ме сана, тăлăп айĕнче ахлатса вырт. Шăнтать, вĕрилентерет, унтан каллех пăрлă шыва пăрахнă евĕр силлет.
«Хамшăн пулсан — çăва патне-ха, — шухăшлать Хĕлип мучи, — лашасем... янаварсем мĕн курĕç?.. Асамата кам пăхĕ?»
Асамат — çамрăк урхамах. Ăна Хĕлип мучи тихаран пăхса ӳстернĕ. Кăтрашка çилхеллĕ пĕчĕк тихашкăран. Ача пек артакланă. Ятне те хăй тупса хунă. Асамат! Тиха чухнех йăл та йăл çиçетчĕ унăн тĕм-хура çăмĕ. Хĕвел çинче асамат кĕперĕ пек ялкăшатчĕ. Малтанхи хут мучи ăна йĕвен пăхăнтарнă. Малтанхи хут ун çине мăнукне утлантарса, каçан кăтăкне тӳсме хăнăхтарнă. Малтанхи хут турта хушшине тăратнă.
«Ах, Асаматăм, — ахлатса илет Хĕлип мучи, — сана хыркăчласа тасатакан та пулмĕ çав. Ачашлакан та пулмĕ...»
Ним калама та аптрамалла ĕнтĕ. Тен, Хĕлип мучи кăлăхах пăшăрханать?! Сăлтавсăрах?!
Мучи чирлесе ӳксен, халиччен вăл пăхнă Асамата ытти вунпĕр лашапа пĕрлех Каяхов конюх аллине пачĕç. Çапла хушрĕ колхоз председателĕ. Мĕнех вара, Каяхов — вăйпитти арçын. Вăхăтлăха тӳсĕ. Анчах... Çав кунран пуçланчĕ те ĕнтĕ пĕтĕм мыскара.
Тĕлĕнмелле чĕрчун иккен лаша. Паллах, вăл этем пек шухăшлама пĕлмест-ха. Апла пулин те, унăн сисĕм-туйăм тени питĕ вăйлă. Лайăх лаша хăйне пăхакан çынна таçтанах паллать. Шăршă-маршă витĕрех сисет. Ырă шăрша усал шăршăран тӳрех уйăрать. Ку тĕлĕшпе вăл, тен, этемрен те сисĕмлĕрех. Лайăх лаша нихăçан та çулран аташмасть, тăван килĕ тĕлĕнчен иртсе каймасть. Ваттисем каланă-çке-ха: ырă утăн курăнми çунат пур, тенĕ. Халăхăн юмахри çилçунатлă учĕ те ĕнтĕ ахальтен тухман. Аса илĕр-ха авалхи такмака: «Çитмĕл çухрăм çеçенхир урлă килнĕ чух эпир çилçунатлă урхамах куртăмăр — пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест, утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет, пĕр ури пуссан — вут тухать, тепри пуссан — çăлкуç тапать».
Пирăн Асамат малтанхи кун ăна-кăна нимех те палăртмарĕ-ха. Анчах иккĕмĕш кунĕнче тем тавçăрса илчĕ пулас. Ăна пăхакан Хĕлип мучи çук... Урăххи сĕлĕ парать ăна, урăххи шăварать. Асамат сисĕнмеллех йăвашланчĕ, шăпланчĕ. Тунсăха ӳкрĕ темелле-и ĕнтĕ, мĕн-и?! Ахаль чухне сăвар пек çунса тăракан куçĕ салхуланчĕ, тĕтреленчĕ. Хуп кунтăкпа виçсе паракан сĕлĕ те кункăра тĕпĕнче çаплипех юлакан пулчĕ. Шăварнă чухне çеç вара вăл, пĕр сывлăш çавăрмасăр, витри-витрипе шыв ĕçсе ярать. Ăшĕ хыпать пулас мăнтаррăн.
«Ăçта кайнă-ши Хĕлип мучи? — çапла ыйтнă пулĕччĕ Асамат, шухăшлама пĕлес пулсан. — Мĕншĕн мана урăх çын пăхать? Каланă пеккĕн, Хĕлип мучипе кунсем хаваслăрах иртетчĕç. Вăл манпа яланах кăмăллăн сăмахлатчĕ: — Асаматăм, Асамат, — тетчĕ. Çамкаран ачашлатчĕ, кукăрăлса-хытса ларнă пӳрнисемпе янах айĕнчен кăтăклатчĕ».
Çук, лаша унашкал шухăшлама пултараймасть-ха. Çапах та мĕн тери ырăччĕ Асамата Хĕлип мучипе çула тухма! Мучин пĕтĕм чĕре ăшши чĕн тилхепе тăрăх Асамат чĕри патне тĕлкĕшсе пынăн туйăнатчĕ... Мучи нихăçан та аллине чăпăркка тытмасть. Тилхепине те тăрлавсăр турткаламасть. Юртас килнĕ чухне чун каниччен киленсе юртатăн. Асаматăн сарлака ăмăрне шухă çил çеç пыра-пыра çапăнать. Сывлăш çавăрас тесен, тархасшăн, пĕр вăхăт меллĕн утакан.
Хĕлип мучи тем мăкăртатать, хушăран çинçерех чĕрпĕк сассипе юрласа та илет:
Урхамахсем урпа çиеççĕ,
Ай-хай, шăл шанасса пĕлмеççĕ.
Çунатлă та çуна кӳлсе тухсан,
Çулăм саптарайса, ай, вĕçеççĕ...
Ан та калăр, питĕ ырă, питĕ ырă Хĕлип мучипе çӳреме!.. Йывăр çул та çăмăлланать, инçе çул та кĕскелет, вăхăт иртни те сисĕнмест.
Пĕлетпĕр-çке çав, ачашланине мĕнпур чĕрчун юратать. Илĕм-тилĕм ирсерен Хĕлип мучи, эхлетсе-мехлетсе, пĕр ытам утă йăтса кĕрет-и, — Асамат ăна ачашшăн кĕçенсе кĕтсе илет. Типĕтнĕ утă шăршипе пĕрле çамрăк урхамах куçĕ умне вĕçĕ-хĕррисĕр ешĕл улăх тухса выртать. Асамат çав улăхра ирĕккĕн юртса çӳрет пек, — куçĕ чăнах та пĕлĕте тивмест, ури çĕре лекмест. Çăра та çӳллĕ курăкран вĕри ăмăра ирхи уçă сывлăм сирпĕнет.
Асамат ăмри вара ĕнчĕ те ахах яраписем çакнă пек йăлтăртатма тытăнать. Мĕн тери ырă! Асамат, савăннипе ниçта кайса кĕре пĕлмесĕр, кĕçенсе ярать. Ешĕл улăх çурмаллах çурăлать тейĕн, ян-н-н янăраса каять тавралăх. Асаматăн йĕс шăнкăрав пек сассине илтсе, сенкер тӳпери тăрисем те самантлăха шăпланаççĕ. Пурте юратаççĕ Асамата, хисеплеççĕ, ăмсанаççĕ, — кăтрашка çилхеллĕ юпах тихасем те, хусахлатнă лашасем те... Пĕрин патне пырать Асамат, теприн патне — нихăшĕ те унран ютшăнмасть. Асамат вара çамрăк юпахсемпе ăмăртмалла чупса пăхать. Юртăпа та юртать вăл, сиккипе те сиктерет. Юпахсем кун пеккине уйрăмах юратаççĕ — Асамат хăй пуçне ытлашши каçăртманнишĕн хĕпĕртеççĕ тейĕн.
Хĕвел питĕнче тĕкĕр пек çуталса тăракан йĕпкĕн хура урхамах, урисене çăмăллăн вылятса, çаран варрине тухать. Ĕнтĕ ăмăрту пуçланмалла. Акă Асамат малалла ăнтăлать. Анчах ытлашши йăлттамланса мар. Малтан вăл юриех юпах тихасенчен юлса пынă пек кăтартать хăйне. Лешсем, лешсем вара!.. Эх, вăркăнаççĕ! Çилхе витĕр çил кăна шăхăрса пырать. Хайхи çав самантрах Асаматăн таçтан курăнми çунат ӳссе ларать тейĕн. Вăл хăйĕн вăрăм пĕвĕпе чăнласах сывлăша çĕкленет. Ури курăнмасть. Çуначĕ те курăнмасть. Анчах вĕçет вăл, вĕçет! Куçĕ кăвар пек ялкăшать. Сăмса çунаттисем сывлăшпа карăнаççĕ, çук, ун сăмсинчен те сывлăш мар, çулăм пĕрхĕнет. Икĕ енĕпе ăмăртса чупакан юпахсене çил-тăвăл хумĕ çеç çапса хăварать.
Мĕн каласси ĕнтĕ!
Е тата Хĕлип мучи кăнтăрла тĕлне хуп кунтăкпа сĕлĕ йăтса кĕрет-и, — вара Асамат куçĕ умне вĕçĕ хĕррисĕр хумханакан тырпул тинĕсĕ тухса выртать.
Анчах мĕн пулнă-ха Хĕлип мучие? Пĕр ирхине вите алăкĕ сасартăк уçăлса кайрĕ те, çамрăк урхамах хăлхине пачах ют сасă пырса кĕчĕ.
«Асаматăм, Асамат, шалить нелçе», — текенччĕ Хĕлип мучи ачашшăн кăна.
Ку вара йăлтах урăхла:
— Эй, ашапатман, мĕн тапăртатан! — тесе кăшкăрчĕ тӳрккессĕн.
Тыткаласса та урăхла тыткалать. Алли кăнттам та хытă. Сасси хаяр та хăрăлти. Ачашласси-мĕнĕ, янах айĕнчен кăтăкласси асĕнче те çук. Турта хушшине питĕ кăмăлсăррăн кĕрсе тăчĕ çав
Асамат. Анчах ăна леш эсреметле этем, темĕнле пăхаматла сăмахсем кала-кала, ирĕксĕр çăварлăхларĕ. Сивĕ тимĕр малтан чĕлхе çумне çыпçăнсах ларчĕ. Хытă чĕпĕтрĕ. Чунĕ кӳтнипе Асамат пĕрре шартлаттарсах тапасшăнччĕ. Тӳсрĕ. Çиллине палăртмарĕ.
Хыçлă çуна турти хушшине кӳлсе тăратнă Асамат, чĕн тилхепене пăхăнса, ут картинчен урамалла тухрĕ те кĕçех Хĕлип мучи килĕ тĕлне çитсе тăчĕ. Кунта унăн кăмăлĕ нăшт уçăлнă пек пулчĕ. «Çапах та, ытла таçтах мар, Хĕлип мучи хапхи умне илсе килчĕç-ха», — тен, çапларах шухăшларĕ пулĕччĕ Асамат, шухăшлама пĕлес пулсан?!
Хапха умĕнче чылайччен кĕтсе тăма тиврĕ ăна. Анчах калинккерен урамалла виç-тăватă çын тухсан, Асамат аптăрарĕ — хăйĕн юратнă хуçине ниепле те уйăрса илеймерĕ. Хăшĕ кунта Хĕлип мучи? Э-э, лешĕ, тăлăп пĕркенни мар-ши? Мĕн пулнă-ха ăна? Шăпăрт та шарламасть. Йывăррăн ахлаткалать кăна. Асамат, хăй ăшĕнче тенĕ пек, шăппăн кĕçенсе илчĕ. Вара тин тăлăп çухи айĕнчен Хĕлип мучи сасси илтĕнчĕ.
— Ах, Асамат... Çилçуна-а-атăм! Чирлесе ӳкрĕм-çке!..
Чăнах та, мĕн пулнă-ха Хĕлип мучие? Сасси вăйсăр. Хăйне пĕр енчен — карчăкĕ, тепĕр енчен леш тӳрккес çын тытнă. Вĕсем мучие çуна çине вырттарчĕç. Тепĕр самантранах тахăшĕ чĕн тилхепене кăрт-карт турткаларĕ. Çук, çук, ку Хĕлип мучи алли мар! Мучин нихăçан та лашана кунашкал чăрсăр тыткаламасть. Мучи аллинче тилхепене тӳрех чун кĕрет. Ăшă чун. Тилхепе вара çынпа лашана пĕрлештерекен, пĕрпĕрин кăмăлне хăвăрт систерекен чĕрĕ хĕлĕх пулса тăрать.
Района çитиччен Хĕлип мучи тилхепе тытма мар, сасă та кăлармарĕ. Кĕçех Асамата пĕр пысăк чул çурт умне пырса тăратрĕç. Хĕлип мучи хыçлă çуна çинчен ахлата-ахлата анчĕ те, сулăна-сулăна кайса, Асамат пуçĕ патне пычĕ. Ачашларĕ, янах айĕнчен кăтăклама пăхрĕ. Анчах яланхи пек мар. Алли питĕ вăйсăр унăн, чĕтрет тата.
— Асама-а-ат, — терĕ пулас мучи. Анчах те каларĕ вăл çак сăмаха, те унăн тути мăна мăкăлтатса илчĕ. Асамат ăна-кăна уйăрса илеймерĕ.
Унтанпа ĕнтĕ чылай вăхăт иртрĕ. Хĕлип мучи пурпĕрех çук.
Халĕ, Асамат çакăн пек сĕмленсе тăнă самантра, ун патне сĕлĕ витри йăтнă Каяхов пырса кĕчĕ. Асамат ентĕ ку çынна лайăх паллать. Ку хайхи — Хĕлип мучие ăсатаканни. Йăлтах урăх çын. Хĕлип мучи сĕлле хуп кунтăкпа илсе килекенччĕ. Ку — тимĕр витрепе. Хуп кунтăк — сасăсăр. Тимĕр витре чанклатни таçтанах илтĕнет. Чĕренех пырса тивет...
Каяхов кĕрсен, Асамат пуçне çĕклерĕ те лешин çине сиввĕн пăхса илчĕ. Асамат паçăрхи сĕлле те çисе яман-ха, ăна çак чурăс çын татах сĕлĕ парасшăн. Каяхов ăйăра пуçĕнчен ачашлама хăтланчĕ.
— Ну, Асамат, ма тиркетĕн-ха эс чипер сĕлле? — терĕ вăл.
Асамата çак тӳрккес этем ачашлани килĕшмерĕ. Тата этемĕнчен темĕнле усал шăршă перет. Асамат ăна-кăна чухлаймасть, эрех шăрши мĕнлине те пĕлмест. Анчах ырă шăрша усал шăршран питĕ аван уйăрать. Утă шăрши, сĕлĕ шăрши... Эрем шăрши, силос шăрши. Ку этемрен шăпах çĕрĕк силос шăрши кĕнĕ пек туйăнать. Тен, унтан та усалтарах?! Шăмарас кăмăлĕ капланса килнипе, Асамат конюхăн чукмар пек йывăр аллине пĕррех сирсе ывăтрĕ.
— Эс мĕскер? — карланки çурăласлах кăшкăрса ячĕ лешĕ. — Кикенек çирĕн-им?
Вара урхамаха тутинчен чышкăпа пĕррех хаплаттарчĕ.
«Ай, мăшкăл! Мĕн тери мăшкăл! — çавăн пекрех кӳреннĕ туйăм çиçсе илчĕ Асамат куçĕнче. — Ĕмĕрне курман мăшкăл!»
Асамат хайхи Каяхова тумтир çухинчен çыртрĕ те пĕррех алăк патнелле вăркăтрĕ. Лешĕ ĕнсипе алăк янаххине пырса çапăнчĕ.
Çу-ук! Каяхов кун пек мăшкăла халиччен курман. Анра-сухра пуçне силле-силле вăл вăрт-варт ура çине сиксе тăчĕ. Ним тума аптранипе вите алкумне чупса тухрĕ, пăтаран чĕн пушă илчĕ. Йăмăкĕ патĕнче ача ячĕ хунă май сыпнă эрех ун çиллине тата хытăрах уртарчĕ. Анчах вăл ăйăр тăракан пӳлмеке каялла кĕме шикленчĕ, вара чăрсăр урхамаха алăк сăлăпĕ урлах чĕн пушăпа çунтарма тытăнчĕ.
Сехĕрленсе ӳкнĕ Асамат ниçта кайса кĕре пĕлмест. Чĕн пушă сывлăшра шăхăрса кăна тăрать, урхамаха çурăмĕнчен те, пуçĕнчен те, уринчен те пыра-пыра лекет. Асаматăн ӳчĕ-пĕвĕ вутпа çунтарнă пек вĕтеленме тытăнчĕ. Тапăртатать урхамах, арçури ташши ташлать, чĕвен тăрать, пуçĕпе сайхалăх каштине пырса çапăнать. Лешĕ çаплах чарăнмасть, усал çиллине шăнараймасть.
— Ак сана! Ме сана! Ан ашкăн! Ан алхас! Шуйттан! Эсремет! Çĕлен!
Каяхов çăварĕнчен тата темĕнле усал сăмахсем вăркăна-вăркăна тухаççĕ. Кашни сăмахпа пĕрле урхамаха чĕн пушă вĕçĕ пыра-пыра тивет. Тата — усал шăршă. Эрех шăрши... Тĕрĕссипе, эрех мĕн иккенне пĕлмест-ха урхамах. Анчах вăл Каяхов çăварĕнчен усал сăмахпа пĕрле усал шăршă кӳлетсе килнине питĕ лайăх сисет. Çĕрĕк шăршă, йĕрĕнчĕк шăршă...
Каç сĕмлĕхĕнче тапраннă пăтăрмах витери мĕнпур лашана шуйхатса ячĕ. Янаварсем хăйсен пӳлмекĕсенче канăçсăррăн тĕпĕртете пуçларĕç. Хăшĕсем кĕçене-кĕçене илеççĕ, тулхăраççĕ.
Тахçанччен çунтарнă пӳлĕччĕ-ха Каяхов çамрăк урхамаха, — калама хĕн. Юрать-ха, ун аллинчи чăпăркка аври хуçăлса кайрĕ. Вăл вара, сура-сура ятлаçса, витерен тухса сулăнчĕ.
Мĕн тери мăшкăл Асамата! Ун куçĕнчен шăпăртатса вĕри куççуль юхса анчĕ. Çук, ку мăшкăла, Каяховран кĕрекен усал шăрша нихăçан та манаймĕ Асамат! Темле манас тесен те...
Выльăх-чĕрлĕхĕн тавăру кăмăлĕ пулма пултарассине çирĕплетсе калама çук-ха. Çапах та çав каçран Асамат йăлтах улшăнчĕ. Вăл пусăрăнчĕ, шăпланчĕ, салхуланчĕ.
Каяхов тесен, вăл хăйĕн киревсĕр ĕçĕшĕн ӳкĕнес вырăнне савăнчĕ кăна. Каскăн ăйăра лăплантарчĕ имĕш.
— Çапла вĕрентмелле ăна, выльăха! — текелет вăл хăй ăссĕн. — Ача-пăчана та ытлашши ачашлама юрамасть. Пăсăлаççĕ. Чăпăркка кирлĕ! Чăпăркка! Пире те ĕлĕк атте-анне патакпа вĕрентнĕ. Пуçтах ачашăн патак — чи лайăх апат!..
Кун хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, пирĕн «лăпланнă» Асамат тепĕр мыскара кăтартрĕ.
...Пĕр ирхине Талбаров завхоз çамрăк урхамаха кӳлет те района тухса каять. Колхоз председателĕ ăна, çула май, больницăна — Хĕлип мучи патне те кĕрсе тухма хушать.
— Сывлăхĕ еплерех — ыйтса пĕл. Тен, пĕрлех лартса килĕн, — тет вăл. — Тухтăрсем çак кунсенчех кăларас пек каланăччĕ.
Район центрне çитсен, Талбаров Асамата райĕçтăвком карти çумне кăкарать те хăй тĕрлĕ ĕçпе унта-кунта кайса çухалать. Тарланă лашана пĕр-пĕр çĕтĕк ашăкпа та пулин витсе хăвармасть, иçмасса.
Хытă юртса килнипе ăшăрханă урхамах малтан нимĕнех те сисмест-ха. Анчах тăрсан-тăрсан, çилтăман тапранать. Урам тăрăх йăпăрка типĕ юр тилĕ хӳри пек явăна-явăна юха пуçлать. Асамат хайхи пуçĕпе çиле хирĕç çаврăнса тăрать. Капла çил ытла хытах кастарман пек туйăнать ăна.
Тĕлĕнмелле Асаматран! Çуркунне е кĕркунне, сивĕ çумăр чашкăртса çунă чух, ытти лашасем çумăра май çаврăнса тăраççĕ. Кутăн, эппин. Асамат вара яланах çумăра хирĕç тăрать. Кун пек лашана ваттисем — çунатлă, теççĕ.
Халĕ те çамрăк урхамах хĕллехи каскăн çиле хирĕç çаврăнса тăчĕ. Анчах хăçанччен тăмалла-ши унăн?..
Хĕлип мучи пулсан, вăл Асамата яланах райĕçтăвком картишĕнчи лупасайне кĕртсе тăратаканччĕ, çурăмĕ çине хăйĕн аçамне витекенччĕ. Умне калемпĕр шăрши кĕрекен типĕ утă хурса параканччĕ. Ун пек чух тем вăхăт кĕтмелле пулсан та — ырă. Питĕ ырă!.. Канатăн, киле таврăнма вăй пухатăн!..
Халь акă Асамат тарăхмаллипех тарăха пуçларĕ. Пĕр-икĕ хутчен вăл чĕлпĕре те, шăлĕпе çыртса, çилĕллĕн турта-турта пăхрĕ. Чĕн чĕлпĕре çăмăлах татма çук. Сивĕ çил таçта шăмă варринех витет, чĕрене пырса тивет. Талбаров çаплах таврăнмасть.
Çук, халиччен кун пек никам та хăтланман. Асамат такампа та çӳресе курнă, пĕри те кунашкал кӳрентермен.
Питĕ шăннипе, чунĕ тăвăннипе чĕтремех пуçларĕ Асамат. Мĕн тумалла? Вăл иртнĕ кунсене аса илсе те пулин ăшăнма тăрăшать. Завхоз килмест-ши тесе, канăçсăррăн çаврăна-çаврăна пăхать. Çук, Талбаровăн шăрши те сисĕнмест. Урхамах умĕнчен тумтир çухине тăратнă çынсем васкавлăн ирте-ирте каяççĕ. Хăшĕ-пĕрисем:
— Мĕскĕн янавар, — текелеççĕ. — Хуçи кам-ши?
— Чăпăрккаччĕ çавнашкал çынна!
— Ха эс, çил çинех тăратса хăварнă лашана!
— Ăнман этем!
Паллах, Асамат ку сăмахсене ăнланаймасть. Çапах та хăйне хĕрхенсе каланăн туйăнаççĕ вĕсем ăна.
Çав вăхăтра Талбаров хăй ĕçне туса пĕтернĕ те столовăйне вĕри шӳрпе сыпма кĕрсе ларнă иккен. Кунта вăл ăнсăртран пуçанăшне тĕл пулать. Çав ятпа хайхи вĕсем — «ик пуçана — пĕр çуна» — пĕрер черкке ӳпĕнтереççĕ. Ара, авалхи йăли çапла-çке-ха!.. Ăшă çуртра, уйрăмах пĕсехене эрех пăсĕ хĕртсен, вăхăт иртни сисĕнмест. Сăмах хыççăн сăмах, черкке хыççăн черкке — кайрĕ вара «пирĕн урам анаталла»...
Теплерех пĕр палламан çын пырса асăрхаттарман пулсан, Талбаров тата тем вăхăт ларатчĕ-ха.
— Итле-ха, Талбаров, — терĕ ку çынни. — Çул çинче санăн çуну сулнăка ан кайтăрччĕ...
Тулта çил-тăман татах та вăйланнă иккен, ураранах çапса ӳкерме хăтланать. Уçă сывлăшра Талбаров сасартăк аса илчĕ: ара, вăл лашана урамрах тăратса хăварнă-çке! Унăн тата больницăна — Хĕлип мучи патне кĕрсе тухмалла. Каланă пеккĕн, унта вăл паçăрах кĕрсе пăхнăччĕ-ха, тухтăрпа та сăмахласа илнĕччĕ. Хĕлип мучие паян киле кайма юрать тенĕччĕ тухтăрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...