Çĕр
Ирхи сулхăн çулпа
Хире тухрĕ бригада.
Çăмăл çил
Хирĕç çитрĕ таçтан аякран.
Аслă çĕр анаслать
Тĕтре витĕр хăватлăн,
Вăранать çĕр çапла
Çĕрлехи ыйхăран.
Вăранăть çĕр çапла.
Ялтан тухрĕ, ав, трактор.
Вăл васкать хирелле
Хĕвелпе ĕлкĕрме.
Ак эпир плугсене
Тĕрĕслетпĕр, лартатпăр,
Майлашсан,
Пулăшатпăр часрах пĕр-пĕрне.
Майлашсан,
Ĕçри çирĕп юлташлăх та пирĕн
Плуг тĕренĕ пек
Çивĕч те çутă, таса.
Аслă çĕр!
Эпир юрă пуçларăмăр вирлĕн,
Юра кайрĕ хир тăрăх
Çилпе выляса.
Юрă кайрĕ çилпе.
Трактор çитрĕ вăр-варрăн.
Вăл пуçларĕ
Çĕре хускатма тĕпĕнчен.
Çĕр вĕрет, хумханатъ
Сарлакан та пит тарăн.
Трактористка кулать,
Çут хĕвел — питĕнче.
Трактористка кулать.
Плугсем пирĕн те харăс
Тутăхми хурçăпа
Касса кĕчĕç çĕре.
Лашасем пĕр кавар
Тракторпа пĕрле кайрĕç,
Хурçăпа лаша пулчĕç
Пĕр вăй тĕнчере.
Çĕр вăранчĕ йăлтах,
Кăкăрне карăнтарчĕ, —
Аслă Çĕр,
Юнпа çăвăннă ирĕклĕ çĕр,
Тăвăлпа, çулăмпа
Витĕр хĕртĕннĕ çĕр,
Ĕмĕрхи ыйхăран
Вăл мăнаçлăн вăранчĕ,
Вăл паян
Тутă вăрлăхпала пĕтĕçет.
Çĕр мăнаçлă паян.
Вăл этем савăнмалăх
Чечекленĕ, тулса
Хĕвелпе, юрăпа,
Тулса тăкăнĕ
Ăшă çурхи кулăпа,
Эп ун чух,
Трактористкăпала алла-аллăн
Тытăнса,
кайăп çутă та лăпкă çулпа.
Шухăшсем
Your site's next 10,000 visitors are alr...
I've noticed that your chuvash...
I've recently checked out online casinos...
Imagine a system that gets smarter every...
The AI behind Vantovo never stops learni...
Если вы ищете надежный сервис VPN, обрат...
Real-time keyword scoring...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Save on marketing with our AI-optimized ...
I've noticed that your chuvash...