Нар Урини (Ираида Алексеевна Петрова) 1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Елбулак-Матвеевка ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Хусанта Чăваш педагогика техникумĕнче, каярахпа Чăваш академи драма театрĕн театр студийĕнче, Мускавра театр искусствисен тĕп техникумĕнче, Ленинградри музыка училищинче вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин хаяр çулĕсенче И.Петрова (Нар) Ленинград госпиталĕсенче медсестра пулса ĕçленĕ. 1943-1946 çулсенче вăл Оренбург хулинче заводри юрăпа ташă ансамбльне ертсе пынă. 1946 çулта Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинчи «Путь к победе» хаçатра ĕçленĕ, литература пурнăçне хутшăннă. И.Петровăн ячĕ пичетре пĕрремĕш хут 1955 çулта курăннă. Вăл чăваш литературине тата театр искусствине пропагандăлас енĕпе хастарлă ĕçленĕ, хăй те илемлĕ хайлавсем çырнă. Вĕсем хушшинче — «Çул юппинче» сăвăллă трагеди. Çак пьеса тăрăх лартнă «Телейпе Илем» спектакль К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче нумай çул пынă.
Çыравçăн пултарулăх еткерĕ шутне «Тятюк» ятлă автобиоргафи повеçĕ кĕрет. И.Петрова (Нар) 1980 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл 1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Унăн çакăн пек кĕнекесем тухнă: «Тятюк» (1969), «Кун-çул юппинче» (1973), «Савпипе Кришна» (1975), «Пурнăç çиппи» (1979).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
В мире, где чистота и здоровье становят...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...