Атăл калавĕ
I
Пăрахут хăйпе хăй кăлтăртатса, чĕтĕресе, хуллен таçталла шăвать, — каçа сулăннă, пайракаллă шурă пĕлĕтсемпе тăмаланнă хĕвелрен тарас пек хăтланать. Куçа хупсан, вăл, сăпка пек, унта-кунта силленкеленĕн, пĕр вырăнта тăрса аялтан çӳлелле хăпарма хăтланнăн туйăнать. Ултавлă сĕмленӳ-çке. Чӳрече витĕр кăна пăхса ил — ултав куç умĕнче: тĕксĕм çырма-çармасем, чул купаланчăкĕсем, ешĕл лапсăркка чăрăшсем чупаççĕ. Шыв çинче ташлакан тухья евĕрлĕ бакенсем ялан умлă-хыçлă каялла тараççĕ, Шурă Атăл хĕррисем эшеркеленсе аялалла иртеççĕ. Пăрахут, анлă шыва çурса, вирелле — анатран тăвалла кăпарать.
— Эй, — тăвăр та-çке каюта тенинче! Аннĕ каларĕш, çын пурăнмалли пӳлĕм мар ĕнтĕ. Кăмака çăварĕ, тĕнĕ шăтăкĕ тесен те юрать. Асатте, сывă пулас пулсан, тупăкри пек, тейĕччĕ... Манăн асаттен тупăк пурччĕ, вăл ăна хăй тунăччĕ, — терĕ те шакла пуçлă йĕкĕт çӳçенӳллĕн туртăнкаларĕ, аяк çине çаврăнса выртрĕ, урисене айĕнче лӳчĕркенсе выртакан сăрă шинель аркипе витрĕ, юнашар вырăн çинче кĕнеке вуласа ларакан этем çине пăхрĕ.
Кĕнеке вуласа ларакан этем йĕкĕт сăмахĕсене илтмен пекех пулчĕ, куçлăхне тӳрлеткелерĕ те тата тимлĕ вулама пикенчĕ. Йĕкĕт вулаканăн салхулăхне асăрхайман пек пулчĕ пулас — чĕлхине ĕлĕкхин пекех сӳпĕлтетме чармарĕ.
— Эпĕ сӳре ачи пӳне çитнĕ хутран куртăм çакна: асатте ялан хуп-хăма таврашĕпе муталанать, çĕклем хăмасене мунча кĕнĕ хыççăн ăшă мунча чулĕ çинче типĕтет. Яр хĕвел кунсенче вĕсене уçă сывлăшра куштарать. Мĕн хăна ху чăрмав туса асапланатăн тесен, пике арчи тума пикенетĕп, ĕмĕр çĕрми мул çӳпçи тăвасшăн-çке, ачам, тесе йăпатать.
Асатте хăйĕн йăлипе сăмах вылятать. Вăл ĕнте е чуста чĕресĕ, е лаххан-лакăм тăвасшăн, тесе шухăшлатăп эпĕ. Пĕрре, тĕттĕмленерехпе, хĕрсем патне вăййа кайнă чух, кĕсъене пăрçа тултарса тухам терĕм те шăхăркаласа-юрлакаласа кĕлете вăркăнса кĕтĕм. Кĕтĕм те, каялла епле сиксе ыткăннине те чухласа ĕлкереймерĕм. Пӳлме çинче тупăк ларать, каласа шанмăн, — чăн та чăн этем тупăкĕ. Эпĕ вилес пек хăраса ӳкрĕм... Пилĕк-ултă çул, асатте виличченех, пĕр вырăнта ларчĕ вăл.
— Выртса пăх-ха, асатте, тăвăр мар-и вырăну, тесе виртлешеттĕм.
Асатте вара: выртса ывăнăп-ха, ачам, ирĕкпе улах хĕрĕ улăм çине ӳпĕнмен, этем тени эсрелĕ ĕмĕрне ĕмĕтленмен, тенĕ ваттисем, тетчĕ. Çапла кулăшла калаçатчĕ, шӳтле айкашатчĕ ватă кăркка! Ун тупăкĕ пилĕк-ултă çул тăршшĕпе шкатулкăран та тирпейлĕ ларчĕ. Ниçтан чĕркеленмерĕ, аврăçмарĕ, хăмпăланмарĕ.
Вăрман йывăçĕн хал-хавалне чухлакаланă çав вăл. Вĕренмен пулсан та, материалсен технологипе хирĕçленĕвĕ çинчен калакан теорие тишкĕрмен пулсан та, хăйне кура пĕлкеленĕ пулĕ çав вăл. Да, да, пĕлнĕ-тĕр çав. А, эсĕ мĕнле шутлатăн, Якур Иванчă? Манăн лайăх тупăк тăвакан асатте çавна пĕлнĕ-ши е çук-ши? — тесе йĕкĕлтилле пĕтерчĕ йĕкĕт хăйĕн вăрăм такмакне.
Якур Иванчă, тĕс-питпе вырăс евĕрлĕскер, ум-тумпа нумай вĕреннĕ, пĕчĕк мар вырăнта тăракан этем пек каллех йĕкĕт сăмахĕсене илтмĕш пулчĕ, кĕнекине тата пĕшкĕнерех вулама пуçларĕ.
Йĕкĕт, Якур Ивăнчă ăна итлеме кăмăл туманнине кура пулас, шăлне кăшт йĕрсе илчĕ, сарлака хура пит-куçне сапаланчăк выляткаларĕ, унтан урисемпе вырăн çинче тăпăртăткаларĕ те ачалла сӳпĕлтетме пуçларĕ.
Пăрахут, сулăнкăсăр çулпа пыракан çуна пек, унта-кунта кăшт тайăлкаласа малалла шăвать, урай таçта аялта кăлтăртатакан шăтăрнаксемпе кусатăрансен сиккеленĕвĕпе, шăв-шавĕпе чĕтрет, кĕçĕн каютăра йĕкĕт пӳрте аташса кĕнĕ тĕкĕлтура пек сăрăлтатать.
— Вырăс каларĕш, эх-эх-эх, эрмен каларĕш, — ай-вай-вай, чăваш каларĕш — эй-эй-эй. Вĕçет вара кăмăл çак Атăл çинче чухне. «Атăлăн ахах шывне сисмен — илем курман. Атăл авăрĕсем урлă каçман — тĕнче курман», тесе ахалех каламаççĕ ĕнтĕ. Пирĕн Атăл çыннисем: «Атăл ашман — атă тăхăнман», теççĕ. Теприсем: «Мăн Атăлта пулман — мул тытайман, Чулман шывне чăмман — чап курайман, Шур Атăлпа шуман — шурă пулайман», теççĕ. Çав сăмахсем Энтри бурлакран тухнă, тет. Вăл ĕмĕрне Атăл çинче ĕçлесе ирттернĕ пулать. Мулаххай çинче кашăк çакса çӳретчĕ, тет, яла таврăнсан, ялан эрех ĕçсе хăйĕн çийĕ-пуçне сутса яратчĕ иккен те, çаруран халпа: «Атăл ашман — атă тăхăнман», тесе ташлатчĕ, тет.
Чăн-чăн этем пулнă пулĕ çав бурлак! Ахалех вăл каторга кайса вилмен пуль ентĕ. Майтамал пуяна кĕрĕшсе, вăл пĕрре Ветлуга шывĕнчен сулă антарнă иккен. Сулăçăсен пуçлăхĕ пулнă вăл. Майтамал хуçа та темĕн кăмăл тытса сулă çинчех ларса аннă имĕш. Пĕрре вĕсем сулă çинче ĕçсе ӳсĕрĕлеççĕ те тавлашу тапратаççĕ. Хăшĕсем: кам пуян та кам телейлĕ тесе тавлашнă вĕсем, теççĕ.
Теприсем тата: Майтамал сулă çинче яшка пĕçерсе ларакан тăлăх хĕре тапăннă, çавăншăн тавлашу тухнă, теççĕ. Кирек мĕншĕн пултăр та, тавлашу вĕçĕ çапла пулнă: Энтри бурлак Майтамалă ыталаса чăмăртать те шыва перет, хăй пĕсмĕллесе шыва сикет те, пуçиле, таçта тарать. Майтамал путса вилет. Бурлак Энтри таркăн пулса çӳрет. Юлашки кунне каторгăра ирттернĕ, унтах чирлесе вилнĕ. Эх-эх-эх çав, чăваш каларĕш, бурлак Энтри, саманине кура, этем пулнă ĕнтĕ, вăл, ачам, арăслан чĕреллĕ çын пулнă, тетчĕ асатте. Ăна каторгăран тарнăшăн патакпа ӳт-пĕвĕ ашланиччен, шăмшакки ваниччен хĕненĕ, тет; вăл çаплах пурпĕр таратăп тесе хăтăрнă, тет, пур-пĕр чăваш çĕршывне тарса ӳкетĕп, тесе каласах вилсе кайнă, тет.
Бурлаксем чăвашсенчен йышлă пулнă-ши вара? Авал бурлак халапĕсем, юррисем пулнă тет, çавсене илтесчĕ, Якур Иванчă. А, Якур Иванчă? Эсĕ мĕн шухăшлатăн, илтнĕ-и эсĕ чăвашсен хушшинчи бурлак юмахне? — тесе тĕкĕлтура пек çиллемес сĕрлесе илчĕ те йĕкĕт пĕр саманта шăп пулчĕ, хура мерчен йăлтăркка куçĕсемпе Якур Иванчă çине тăрăнса пăхрĕ, унтан çавăнтах, Якур Иванчă пурпĕр хирĕç нимĕн те чĕнес çуккине пĕлсе пулас, хăйпе хăй такмакласа йăпанассине пăрахмарĕ.
— Эх, таса та-çке пăрахучĕ. Атте пулсан: кунта ниçта сурма çук, тейĕччĕ. Кĕленче алăк, йĕс тăпса, çӳлĕ кĕлет, сар пике, эпĕ епле юрăхлă пулăп-ши (çак сăмахсене йĕкĕт юрă халлĕнрех кĕвĕлесе тăсса каларĕ). Пирĕн баракра та, колхозник пӳртĕнче те çапла пулсан, пирĕн пурнăç чечек пек илемленĕччĕ...
Йĕкĕт çапла каларĕ те ялт сиксе тăчĕ. Каюта тăрăх каллĕ-маллĕ уткаларĕ, унтан Якур Иванчă патне пырса тăчĕ те аллисемпе бокс кĕрешме хатĕрленнĕ пек туса илчĕ.
— Эпĕ акатуйĕнче кĕрешме юрататăп, тутарсен сабантуйĕнче те кĕрешкелесе пăхнă. Ак чухла-ха, Якур Иванчă, манăн чăмăрсем епле шеплĕ? Тытса пăх-ха, ал туни шăшийĕсем мĕнле тĕреклĕ? — терĕ те, сылтăм чăмăрне Якур Иванчăн сăмси веçнех тĕкĕнтерчĕ, ăна кĕнеке вулама чарчĕ.
— Ну, барабана перетĕн те эс, Ахванеç. Сан пеккине: çав вутăшпа хутăш, теççĕ, — терĕ те йăл кулса Якур Иванчă Ахванеçĕн ватă çарăк пек ĕç хăмписемпе витĕннĕ чăмăрне сăмси патĕнчен тĕртсе сирчĕ, кĕнекине хупрĕ те çумри пĕчĕкçĕ сĕтел çине пăрахрĕ.
— Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине йăвалама хушнă, нимĕн тума аптрарăмăр-çке, Якур Иванчă! Çавăнпа çăвара та пулин вылятса йăпанатăп. Часрах çитесчĕ те ĕçе кӳлĕнесчĕ. Йăлăхтарчĕ çул тăрăх сулланса çӳресси. Кузбасра тутар çамрăкĕ Хайрулин бетон хурса рекорд илнĕ, тет. 230 бетон юр-варне панă, тет. Мĕнле пысăк çитĕнӳ! Хастарлă ĕçлет пулмалла, механизмсем те унта пирĕнни пек мар пулĕ. Эпĕ те, малашне 180 куб бетон шĕввине памасан, тĕнчере пурăнмастăп. Малашне анчах капла вербовщик вырăнĕнче ан çӳреттерччĕр... Ĕçĕ те вăл ман алăра ăнмасть, 10 çын вырăнне 8 çын илсе пыратăп, — тесе хыттăн каларĕ те сунарçăсен шăтăкне лекнĕ кайăк пек куçĕсене вылятса çаврăнкаларĕ.
Якур Иванчă тăчĕ те кантраран тунă пĕчĕкçĕ шӳрлĕк çинчен портфельне илчĕ, ăна уçрĕ те пĕр пачка хут кăларса сĕтел çине пăрахрĕ.
Каçхи хĕвел вĕçĕмсĕр аякри çеçенхиртен чӳрече витĕр ӳркенчĕклĕ пăхрĕ, симĕс-кăвак пĕлĕтсем шерепеленсе пĕлĕт тăрринелле туртăнчĕç. Хĕвел урисем шыв çинче выляççĕ. Каютăра хĕвел ачисем стена çинче мулкачланса сиккелерĕç. Чăнкă çыран тӳпинче трактор мĕкĕлтетсе курăнса иртрĕ. Каçхи çил чӳрече витĕр пĕрре ăшă, тепре сулхăн вĕрсе питçăмартисене кăтăкларĕ, çанçурăма уçăлтарчĕ. Аякра ешерекен çурхи тĕнче шăрши сăмсана кĕçĕттерчĕ, пыра хĕртрĕ. Пăрахутпа пĕрле чарлансем кĕтӳленсе йĕрсе вĕçрĕç. Таçта аякра этемсем: «Эй, ухнем», тесе такмакласа тăсни хăлхасенче шавларĕ.
— Ну, Ахванеç, çитĕ сана, ватă çын пек, пӳртре юмах ярса йăпанма. Палубăра хĕрсем йышлă. Ав, кӳршĕ пӳлĕмре те пĕр чечен кулюкка пырать пулас, кулни илтĕнет. Вĕсемпе паллашма хăяймасан (эсĕ вĕт хĕрупраçран хăратăн, пĕлетĕп эпĕ), аяла ан. Хăвăн çыннусемпе калаç, вĕсене вĕрент. Ĕçе çитсен вĕсен бригадирĕ эсех пулан, эсĕ пуçтарнă çак ушкăнран та кам та пулин урăх тĕлелле шума пултарать, çавна ан ман. Эпĕ хамăн ĕçĕмпе муталанас тетĕп, — терĕ те Якур Иванчă сĕтел çумне пĕшкĕнсе ларчĕ, портфелĕнчен кăларнă хутсене сĕтел çине саркаласа хучĕ.
— Хĕрсемпе эпĕ, чăн та, выляса курман-ха. Ăна ăçтан кăна пĕлетĕн эс, Якур Иванчă?.. Ну, хĕрсем вĕсем мĕн-ха, тăхтĕç кăштах, мана эс тимĕр-бетонăн çĕнĕ теорине каласа парсам, çавна эпĕ тишкерейместĕп, — терĕ те Ахванеç Якур Иванчă çумне пырса тăчĕ.
— Ну, ну, тухса кай, йĕкĕт. Нивушлĕ эсĕ мана кансĕрленине чухлаймастăн? — тесе çиллемесех хăтăрчĕ те Якур Иванчă хăрах хулпуççипе Ахванеçе каялла тĕртсе чакарчĕ.
— Э, кансĕрлеп тетĕн? Е эпĕ те çынна кансĕрлеме пултаратăп? Çывăх пристаньре хăшĕ-пĕри анса юлсан? Эх-эх-эх те çав. Тăмпуç эпĕ. Апла пулсан, нимĕçле каласан: ауфвидĕрзейн, французла пуплесен — адьĕ, акăлчанла сăмахласан — гуд бай, пирĕнле каласан — сывă пул, — тесе вĕçкĕнле ывăтрĕ те Ахванеç каютăран вирхĕнсе тухса кайрĕ.
Пĕччен юлнă Якур Иванчă тĕрлĕ таблицăсене, çырусене, тетрадьсене васкаварлă çавăркаласа вуларĕ, вăхăчĕпе нумай шухăша кайса ларчĕ, хут таткисем çине çĕнĕрен темĕнле хисепсем туса çыркаларĕ.
Якур Иванчă — инженер-строитель. Вăл тăмпа, хăйăрпа, чулпа, йывăç таврашĕпе кĕрмешсе пурăнать. Этемсен шухăшĕпе, унăн ĕçĕнчен çăмăл ĕç те çук. Вăл тыткалакан япаласем чунсăр, вĕсене çапла та, капла та касма, çурма, нăчăртама пулать, çапла та, капла та купалама, хума, çыпăçтарма пулать. Этемсем çав япаласене тӳрех вилнĕ çутçанталăк япалисем, теççĕ. Анчах çапла шухăшлани пĕлменлĕхрен килет иккен.
Акă чӳрече умĕнчен пĕр çамрăк иртсе кайрĕ. Пит-куçĕпе Ахванеçе тантăш пулмалла, анчах пĕкĕрĕлсе, авăнса ӳснипе вуникĕ çулхи ача евĕрлĕ çеç. Чăвашсем ун пек çынна асат хуçнă, теççĕ. Ав Атăл хĕрринче ватăлса супнă йывăç кукăрăлса ларать: аçа çапса амантнă-и ăна, çил-тăвăл çĕмĕрнĕ-и? — кам пĕлет. Чĕрĕ япала та тикĕс ӳсмест. Вăл та часах тĕрлĕ деформацисемпе аптраса аталанать. Ав тата чăнкă çыран çамки ишĕлсе аннă. Атăл хĕрринчи тусем хăш чухне тăтăшшăн шывалла шуса анаççĕ. Чĕрĕ мар тĕнче те пĕртте канлĕ выртмасть. Вăл ялан улшăнать. Паллă ĕнтĕ, чĕрĕ тĕнчере, пуринчен ытла этем пурнăçĕнче çав улшăнусем хăвăртрах пулаççĕ, хăвăртрах та, йышлăрах та пулаççĕ.
Якур Иванчă тăм-хăйăрпа кĕрмешнĕ хушăра çут тĕнчене те манмасть. Вăл этем пурнăçне, историне чипер чухлать. Вĕсем мĕнле социаллă çил-тăвăлсемпе кисреннине, мĕнле класлă кĕрешӳсемпе аталаннине тишкĕрет. Вăл, пĕр евĕрлĕ ĕçсемпе çеç тăрмашсан та, техникăран пуçне нимĕн те пĕлмесĕр пурăнасшăн мар. Анчах çавăн пек ытти интереслĕ ыйтусемпе кĕрешме унăн вăхăт сахалтарах. Материе этем уссишĕн кӳлес тесен, ăна чăнтан алла илес тесен, унăн ăш-чикне, вăрттăнлăхри халне-хавалне витĕр пĕлме кирлĕ. Тăм, тимĕр, чул, кăмрăк — пур япала та улшăнми курăнать, анчах çавă — ултав. Вĕсем те вилнĕ, чĕрĕ мар япаласен ятне йышăннăскерсем те тĕк лармаççĕ, ӳсеççĕ, тĕрекленеççĕ, саланаççĕ...
Якур Иванчă цементпа ватнă чул çăрса чуста тутарать те çав чустаран ĕмĕр саланми, кисренми çурт никĕсĕсем, машина урайĕсем, юпасем, стенасем хывтарать. Тимĕртен хытă бетон та тăнă çĕртех ларать, ăслăлăх чĕлхипе каласан — тĕрлĕ енĕпе деформациленет, улшăнать. Якур Иванчă бетон епле ларнине, çьшçăнса хытнине, улшăннине пĕлесшĕн. Çавна пĕлни социализм строительствинче питĕ кирлĕ ĕç. Акă мĕншĕн вăл юлашки вăхăтра ялан бетона тĕпчекен çĕнĕ теорипе пуçне çавăрать, бетон улшăнăвĕн законĕсемпе паллаштаракан формулăсем çинче тирĕнсе ларать.
II
Ахванеç каютăран вăркăнса тухрĕ, йĕс цифрăсемпе «24» тесе паллă тунă алăка хыçĕнчен шатлаттарса хупрĕ, иккĕмĕш класăн залĕ еннелле утрĕ. Тăмпа известь çăрса сарăхайнă пушмакĕсемпе хăравçăрах пускаларĕ. Сап-сарă, çап-çутă урай пушмак йĕрĕсемпе вараланассăн туйăнчĕ. Зала кĕрсен куçĕ-пуçĕ алчăрарĕ. Умра — куçкĕски пек çуталса ларакан чӳречесем, çӳлте-маччара çакăнса ахах хĕлхемĕпе выляса тăракан канделябр, урайĕнче — ылтăнпа укаланă, хĕрлĕ бархатпа витĕннĕ дивансем, тенкелсем.
Кĕтесре кăлкан çӳçлĕ, яштака пӳллĕ хула хĕрĕ кĕнеке вуласа ларать. Хайхи кӳршĕ каютăра пыракан хĕрех çывăхран чиперех курма тиврĕ. Ахванеç хирĕç кĕтессе пырса хĕсĕнчĕ. Елккен дивана çĕмĕресрен, унăн пружинисене пăсасран хăранă пек пулса, ерипен диван çине ларчĕ, хĕр çине вăтануллăн пăхма пуçларĕ. Куçĕпе хĕр çине пăхрĕ, аллисемпе салтак гимнастеркине, кивĕ, саплакаласа юсанă шăлаварне тӳрлеткелерĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр сенкер куçĕсемпе выляса илчĕ, йăл кулса пăхнă пек пулчĕ те диван çурăмĕ çине каялла тĕшĕрĕлчĕ, пĕр урине тепĕр ури çине ыткăнтарчĕ те кĕнекине вуланă пек турĕ.
Ăçтан кăна çуралаççĕ, епле кăна ӳсеççĕ çакăн пек маттур хĕрсем? Ахванеç алчăраса кайнă куçĕсемпе хĕрĕн симĕс кофтăпа витĕннĕ, минтер пек кăпăш çаврака хулпуççисене çупăрларĕ, симĕс юбка айĕнчен вирĕнсе тухакан ура тунисене ачашласшăн кăмăлларĕ. Алă тĕслĕ пурçăн чăлхасем çине тирĕннĕ кĕмĕл çĕмрен сăннисем çине ăмсануллă пăхрĕ. Чĕри сиксе тухасла тапрĕ, пуç тымарĕсем хĕрсе пĕçернĕ пек туйăнчĕç, хăлхи тăррисем чĕпĕтсе кĕçĕтрĕç. Çак самантра темшĕн тăн-пуçне асăх туйăмсем вĕлле хурчĕ пек сырса илчĕç.
...Ахванеç выçлăх çул тăр-пĕччен юлнă. Вара ирĕксĕрех ача çуртĕнче пурăнса ирттерме тĕл килнĕ. Малалла Хусанти строительство материалĕсен хапрăк-савăт шкулне кĕме телей тивнĕ. Ахванеç çапла васкаварлă тĕлĕрчĕ те, ăшра хăйпе хăй калаçса, асăннăран пулас, антăхса ӳсĕрсе ячĕ. Кăлкан çӳçлĕ хĕр шарт сикнĕ пек пулчĕ, кĕнекине сирсе ялт пăхрĕ те каллех унпа хупланчĕ. Ахванеç ӳслĕке пусарчĕ, пĕр хушă каллех асаилӳсемпе сĕмленсе ларчĕ. Куç умĕнче — кирпĕч завочĕ. Ахванеç кирпĕч типĕтекен цехра ĕçлет. Ĕç йывăр. Пĕлӳлĕх çитменнипе, хăнăху çуккипе ăна пушшех йывăр пек туйăнать. Пĕр çултан вăл ударник ятне илчĕ, ăна бригадира суйларĕç. Ун çинчен вырăс хаçачĕсенче те, чăваш хаçачĕсенче те, Мускавра тухакан чăваш рабочисен «Коммунар» хаçатĕнче те çырчĕç, кĕлеткине хаçатсенче пичетлерĕç. Ахванеç, хăй çинчен çырнине вуласан, хăйĕн сăнне хаçатра курсан, темскертен вăтанчĕ. Темшĕн хăранă пек пулчĕ, кĕтмен çĕртен ăна, пĕчĕкçĕ кирпĕч заводĕнче ĕçлекенскере, пысăк строительствăна мобилизацилеççĕ. Пушкăрт çеçенхирĕнче шĕвĕ ылттăн тупнă-мĕн. Нефть чаваласа кăларма тытăннă. Çакăнта вăйлă нефть промыслисем пулмалла, пысăк рабочи хули çуралса аталанмалла. Çав чаплă стройкăра Ахванеçе те ĕçлеме тӳр килчĕ.
Ахванеç нефть ĕçне пĕлсе çитеймен, çĕре пăраланă çĕрте, скважинăсем чаваланă ĕçре, вăл хăйне айван вырăнне хурать. Анчах çуртсем тунă, цемент никĕсĕсем, хуранĕсем хывнă çĕрте вăл хайне чăнтан ăста вырăнне хисеплет. Ахванеçĕн нимĕн енĕпе те кулянмалли çук. Унăн сывлăх пур, алра çителĕклĕ ăсталăх пур. Вăл вĕт хăçан та пулин Якур Иванчă пек инженер пулма ĕмĕтленет, анчах çапах та темĕн çитмен пек, чунĕ темшĕн лăпкă мар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...