Намăс çурчĕ
Вырсарникун Ира хуралпа сăнчăрти йытăсăр пуçне никамах та асăрхамарĕ, хăйĕн ĕç пӳлĕмне кĕчĕ те компьютерпа пичетлеме ларчĕ, чăрмантаракансем çук чухне ĕç самай кал-кал пычĕ. Шăплăха телефон сасси хускатрĕ, директор шăнкăравларĕ, кам та пулин ыйтсассăн тепĕр çур сехетрен килет теме хушрĕ. Чăнах та, вăхăт нумай та иртмерĕ директор çитрĕ те.
— Пичетлеме пăрах, хăнасем килеççĕ, мунча кĕртсе ямалла. Атя, вĕсем çитиччен сĕтел хатĕрлер, — терĕ хуçа хăй пӳлĕмне уçса.
Вара вĕсем леш пĕчĕк пӳлĕмри апат-çимĕçе, ĕçмеллисене икĕ пысăк сумкăна тултарчĕç те тухрĕç.
Мунчи кунтах иккен, сĕтел-пукан тăвакан цехпа юнашар çуртра, тепĕр енчи уйрăм алăкран кĕмелле. Вĕсене хирĕç хуралçă тухрĕ те мунча хатĕррине пĕлтерсен хăй патнелле кайрĕ.
Кĕрсессĕнех хывăнмалли вырăн, унтан шаларах икĕ алăк. Пĕри уçах. Кунта ятарласа тунă вăрăм сĕтелпе касса илемлетнĕ икĕ йывăç диван, айккинерех пукансем, пĕчĕк сĕтел. Холодильник те пур, ун çинче телевизор, çӳлерех йăлкăшса тăракан пысăк сехет. Пӳлĕмĕн тепĕр вĕçĕнче çын йывăрăшне тĕрĕслемелли шурă тараса, стена варринче диван çине хывăнса выртнă çамрăк хĕрарăм ӳкерчĕкĕ, ăна пĕр арçын çăварĕнчен виноград хыптарать. Сакăнтах тата юнашар пӳлĕме кĕмелли алăк пур.
— Атя-ха кĕрсе пăхар, тасалăх пирки мĕнлерех-ши унта? — терĕ директор.
Сакă вара Ирăшăн экскурси пекех пулчĕ: сылтăм енче душпа çăвăнмалли виçĕ вырăн, тепĕр енче йывăç саксем, пысăк чашăксем, умра пысăках мар бассейн иккен, унта пусмапа хăпармалла. Директор тепĕр алăкне уçса пăхрĕ, унтан питĕ вĕри сывлăш капланса тухрĕ. Пурте йĕркеллех пулас.
— Ира, раздевалкăри шкапра таса простыньсем пулмалла, çакăнта кĕртсе хур-ха, — хушрĕ хуçа.
Еçмелли-çимелли майлаштарса лартнă хушăра Кадеров Ирăна хăнасем умĕнче хăйне савăнăçлăрах тытма, кулкаласа калаçма ыйтрĕ. Кăмăлсем паян пурин те лайăх пулмалла.
Акă лешсем те çитрĕç, калаçни, ихĕлтетни илтĕнсе кайрĕ. Тăваттăн кĕрсе тăчĕç: вăтам çулалла çывхарнă икĕ арçынпа çап-çамрăк икĕ хĕрача.
— «О-о! Мĕнле çынсем килчĕç! — тесе хуçа арçынсене алă парса ыталаса илчĕ, хĕрсене пуç тайрĕ. — Ну, мĕнле çитрĕр. Хывăнăр та — сĕтел хушшине... Астуман та, паллашăр: ку Ирина, Ира тесессĕн те юрать».
Лешсем хывăнма кайсассăн хуçа Ирăна сăмавар лартма хушрĕ, хăй холодильнике уçса унта мĕн пуррине тепĕр хут пăхса илчĕ. Ира пушă сăмавара тултарас тесе кран патне çывхарнăччĕ кăна, директор чарчĕ, кĕтесре ларакан шурă витререн çăл шывĕ яма хушрĕ. Кунта та çавах, хăй патĕнчи пекех çăл шывĕ кăна вĕретмелле иккен.
Акă хăнасем пĕрин хыççăн тепри кĕрсе сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Хăйсем вара ар хатĕрне хуплакан тумпа кăна, хĕрсен кăкăрĕсем те уçах. Урисенче мунчара тăхăнмалли резин пушмаксем. Пĕр арçыннин, лутра та сарлакаскерĕн, ӳчĕ хуп-хура çăмпа витĕннĕ, кăкăрĕ çинче кăтралансах тăрать. Кунпа танлаштарсан теприне çап-çара теме те юрать, хыткан та вăрăмскер хуппине сĕвнĕ çăка вулли пекех курăнса ларать, сарă çӳçĕ кăштах сайраланнине пула çамки ыттисенчен пысăк-рах пек туйăнать. Юнашар ларакан хĕрĕ тĕксĕмрех ӳтлĕ, куçĕ вара кăн-кăвак. Кĕске çӳçĕ мĕн тĕслине пĕлме çук, паянлăха хăмăр тĕспе сăрланă пек. Самай пысăк кăкăрĕ кăшт усăнчăкрах, çинçе пилĕклĕ, купарчи тепринпе танлаштарсан тачкарах. Лешĕ вара балерина пекех, пĕр грамм ытлашши ӳт те çук пулас, ытлашши мар, çитмест те пек: кăкри те кăшт кăна палăрать. Учĕ вара шурă мрамортан якатса тунă пекех туйăнать, çӳхе туталлă, йăл кулнă чухне савăш путăкĕ палăрать.
Хĕрсем мĕн тумаллине лайăх пĕлеççĕ курăнать, ларнă-ларманах апельсин тасатса пайăн-пайăн уйăрса арçыннисем умĕнчи пĕчĕк турилкке çине хурса пачĕç, панулмие касса варрине çĕçĕ вĕçĕпе чакаласа кăларчĕç. Малтанхи черккене тĕлпулушăн тесе ĕçрĕç. Ирăна та ярса пачĕç, анчах вăл черккине тута патне тытрĕ те лартрĕ. Унтан Кадеров тепре тултарса тухрĕ те черккине йăтса: «Атьăр-ха халĕ сумлă хăна-шăн, Фирс Карповичшăн ĕçсе парар, ăна çирĕп сывлăх сунар. Тавах ăна пирĕн пата килсе курма вăхăт тупнăшăн», — терĕ те çăмлă кăкăрлипе шаккаса тĕппипе ĕçсе пачĕ, черккине сылтăм аллипе вылятса кăтартрĕ. — Пурте ман пек пушатăр!»
Ыттисем те çапла турĕç. Ира каллех ĕçмерĕ. Сакна сумлă хăна асăрхарĕ те: «Хăш-пĕрисем ман сывлăхшăн ĕçесшĕн пулмарĕç», — терĕ йăл кулса. Директор Ира çине тимлĕн пăхса пуçĕпе сулласа илчĕ, ĕçмеллине пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Практикантка тавçăрса илчĕ, эпĕ минерал шывĕ юрататăп тесе тултарса ĕçсе пачĕ.
— Халлĕхе çитет пуль. Мунчу хатĕр-и вара сан? — ыйтрĕ сарă çӳçли.
— Пурте хатĕр, ăшши те çителĕклех, — терĕ хуçа. Вара вĕсем пĕтĕмпех хывăнса тараса çине тăра-тăра хăйсене виçсе пăхрĕç те кĕрсе кайрĕç.
— Халĕ хамăрăн та кĕмелле ĕнтĕ. Атя, хывăнар, — терĕ те пуçлăх тухрĕ.Ира аптраса ӳкрĕ, мĕн тумаллине ниепле те тавçăрса илеймест. Сакă пач палламан çынсем умĕнче çапла тăриччен... Вăл директор патне пычĕ те каçару ыйтрĕ, пуç ыратма пуçларĕ тесе киле яма тархасларĕ. Лешĕ çакна пачах та кĕтменччĕ пулас, сасартăках сăнран улшăнчĕ.
— Мĕскер эсĕ, мана подводить тăвас тетĕн-им? Пĕлетĕн-и мĕнле çынсем килнине? Фирс Карпович вăл... Налук пухас ĕç пĕтĕмпех унăн аллинче. Кăштах çăмăллăх пултăр тесе чĕнтĕм ĕнтĕ. Эсĕ мĕскер, вăл кашни çĕрех çӳрет тетĕн-им? Юрать-ха Игорь пулăшрĕ.
— Вăл кам тата? Мĕнле шишкă? — чăтса тăраймарĕ Ира хуçа хĕрсе кайнине курсассăн.
— Вăл-и?.. Вăл хулари чи пысăк супермаркет хуçи. Унăнни пек пуян лавккасене шутласа кăларма пĕр алăри пӳрнесем те çитеççĕ пулĕ.
— Мунча кĕрейместĕп эпĕ, давлени хăпарса кайĕ те...
— Апла-тăк кунтах лар, чей хатĕрле. Кайран тата кам пуçтарса хăварĕ.
Килĕшме тиврĕ. Кадеров мунча алăкне уçсанах кулни, кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Ира сиксе вĕрекен сăмавара сӳнтерчĕ те тепĕр алăкне уçса пăхрĕ. Выртса канмалли пӳлĕм иккен...
Кăшт вăхăт иртсессĕн лешсем кĕпĕртетсе тухрĕç, кăкăртан аялалла простыньпе чĕркеннĕ, ахлата-ахлата сывласа сĕтел хушшине ларчĕç. Аванах çапăннă пулмалла, хĕрелнĕ ӳтсенчен ăшă пенине юнашар тăракан Ира аванах туйса илчĕ.
— Ира, эсĕ мĕншĕн кĕместĕн тата? — ыйтрĕ çутă çамкалли. — Ну эсĕ те вара, хăвна валли мĕнле чиперккесене суйласа илмеллине аванах пĕлетĕн, — терĕ директора çурăмĕнчен çемçен çапса илсе.
— Практикăра-ха вăл. Вĕренсе пĕтерсен унта куç курĕ, — пачĕ пĕчĕкçĕ шанчăк Ира çине кăмăллăн пăхса.
— Апла-тăк пушшех, практиканткăн пурне те вĕренсе юлмалла, çав хушăрах мунчара мĕнле массаж тумаллине те, — печĕ хăйĕннех арçын куркана сăра тултарса.
Ку хутĕнче вара эрехне пĕрер черкке кăна ĕçрĕç, ăш хыпнине пусарма сăра меллĕрех пулчĕ курăнать. Ира асăрхаман та, леш йăкăлтисем иккĕшĕ те Фирс Карпович çумĕнче иккен, çимеллисем хура-хура параççĕ, ĕçсе пынăçемĕн сăра тултараççĕ.
— Мĕн сăрапа çеç, эсир ăна массаж туса ярăр-ха, — сĕнчĕ куларах чаплă лавкка хуçи.
— Кун пек çурăма пĕччен çĕнтерес çук, футболла вылямалăх та пур, — терĕ тĕксĕмрех сăнли. — Атя пĕрле, — чĕнчĕ теприне.
Вара вĕсем виççĕшĕ те канмалли пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Кусем вара тӳрех ĕç пирки калаçма тытăнчĕç. Мунчара та канăç çук иккен. Пăхма çеç савăннă пек тыткалаççĕ, ăшра кăткăс ыйтусем хĕвĕшеççĕ иккен. Укçа канăç памасть.
— Коттеджне кăçал лартса пĕтерет ĕнтĕ вăл, шалти ĕçсем кăна юлнă, — пĕлтерчĕ хăна.
— Кала ăна, сĕтел-пуканне пĕтĕмпех хам çине илетĕп, — хушрĕ директор хăйĕн шанчăклă тусне.
Сав хушăра тĕксĕмрех сăнли тухрĕ те мунчаналла утрĕ, ун хыççăн кусем те кĕрсе çухалчĕç. Канмалли пӳлĕмрен сăрхăнса тухакан сасса итлесе ларас мар-ха тесе Ира хывăнмалли пӳлĕме куçса ларчĕ...
Курмалли, тĕлĕнмелли Ирăшăн ун чухне темĕн чухлех пулчĕ. Енчен те ĕçе çакăн пек арçынсем патне лексен мĕскер кĕтет-ха ăна. Пичетлеме, компьютерпа ĕçлеме пĕлни çеç çителĕксĕр иккен, чыса та шеллемелле мар.
— Практика кĕçех вĕçленет ĕнтĕ, малалли пирки мĕн шутлатăн тата? — Ира шухăшне пĕлнĕ пекех ыйтрĕ Таланов троллейбусран тухсан.
— Халлĕхе нимĕн те пĕлместĕп-ха. Савăнтах юлма та май пур пек те. Анчах... — иккĕленĕвне каласшăн пулмарĕ вăл.
— Ĕç пирки, тен, хамăн калаçса пăхмалла мар-и?
— Пулăшас текенни пур-ха, анчах хăратăп.
— Мĕн пулчĕ вара?
— Качча тухма ыйтать вăл, — персе ячĕ пач кĕтмен çĕртен Ира. Хăй сăмахĕнчен хăй те хăраса ӳкрĕ. Ăçтан сиксе тухрĕ çак сăмах?
Таланов сасартăк Ира умне пырса тăчĕ те ăна икĕ аллинчен ярса тытрĕ. Аллисем хăйĕн кăштах чĕтреççĕ те пек. Акă куçĕсем те пĕр-пĕрин çине шăтарас пек пăхса илчĕç.
— Ира, мĕн калаçатăн эсĕ? Е шӳтлесе çеç каларăн?
— Мĕн пирки çак эсĕ?
— Качча тухасси пирки. Нивушлĕ çавăн пек çăмăлттайсем те пур вара, тӳрех качча илме хатĕр. Ира... Итле мана, çак шухăша пуçунтан кăларса пăрах. Качча тухма юрату кирлĕ. Эпĕ çакна эсĕ алла диплом илсессĕн калас тенĕччĕ: юрататăп эпĕ сана, Ирина; хирĕç мар пулсан авланма та хатĕр.
— Эпĕ те юрататăп, — терĕ те Ира пуçне Улатимĕр кăкăрĕ çине хучĕ. Лешĕ ăна ыталаса илчĕ те çепĕççĕн чăмăртарĕ. Пĕр самантлăха нимĕн шарламасăр тăчĕç. Ира хăлхинче каччă чĕри тапни чи хаклă юрă евĕрлех янăрать: ю-ра-та-тăп, ю-ра-та-тăп тесе тапнă пекех илтĕнет.
Кĕçех кивелсе хуралнă кĕпе сăнлă лутра çуртсем пуç-ланчĕç, шавласа тăракан хула куçран тухса ӳкрĕ. Кунта пачах урăхла тĕнче. Вара вĕсем хурал пӳртне кĕрсе паян каçпала кунта камсем лармаллине пăхрĕç те тухрĕç, урасем хăйсем тĕллĕнех Талановсем патнелле илсе кайрĕç, Улатимĕрĕн хăй амăшне Ирăпа лайăхрах паллаштарас шухăш çуралчĕ...
* * *
Чылай шухăша ăслă çынсем тахçанах каласа е çырса хăварнă иккен. Пире валлиех ĕнтĕ, пурăнма çăмăллăх пултăр тесе. Çеçпĕл сăмахĕсем те çавах, паян каланă пекех вырăнлă. Тĕлĕнмелли кăна юлать генисен пысăк ăс-тăнĕнчен. Тепри ав Çеçпĕл çулĕнче ача шутĕнче кăна сиккелесе çӳрет. Ку вара халăх чунне, наци туйăмне хускатакан сăвăсем хайлать, Чăваш патшалăхĕ мĕнлерех пулмалли çинчен «Пирĕн вăй» ятлă манифест çырса пичетлет. Çеçпĕл шучĕпе, чăвашсенчен тăракан правительство, укçа-тенкĕне пĕр çĕрте тытса йĕркеллĕ усă курма — наци банкĕ, хастар чăвашсене пĕрлештерсе тăракан парти, хамăр ирĕклĕхе, патшалăха сыхлама — çар пулмалла иккен пирĕн. Чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхи ирĕклĕн аталанса янрамалла.
Çапла, Çеçпĕл çырнисене вуласа пынăçемĕн Таланов пуçĕнче ирĕксĕрех тепĕр сăнар тухса тăчĕ. Вăл — Иван Яковлев. Çамрăк тĕпчевçĕ хăйне тахçантанпах канăç паман ыйту çине хуравлама май тупăннăшăн Архимед хăй саккунне уçнă чухнехинчен те ытларах савăнчĕ пуль. Ав мĕншĕн вырăссем пире Яковлев çулĕпе ярасшăн, ав мĕншĕн пуçлăхсем, уйрăмах унчченхи парти ертӳçисем, Çеçпĕл çинчен калаçнă чухне ăна поэт вырăнне хурса кăна ырласшăн. Çеçпĕл патшалăх çынни, хальхи наци юхăмĕн никĕсне хываканĕ пулни пирки шарламастчĕç. «Хăй патшалăхне тăвайман халăх чыса, сума тивĕç пулаяс çук», — турĕ пĕтĕмлетӳ Таланов Çеçпĕлĕн хăюллă сăмахĕсене чĕре патне илнĕ май. Апла-тăк, «Пăлхар» пĕрлешĕве хавхалантарса пыраканĕ, урăхларах каласан, унăн ялавĕ шăпах Çеçпĕл пулмалла та.
Чăнах та, мĕншĕн-ха Çеçпĕл калани пурнăçа кĕрсе пымасть: министра лартма Мускаврисене сĕтĕре-сĕтĕре килеççĕ, пуçлăхĕ те вĕсен чăваш мар. Намăс! Хамăртан култарни çеç. Мĕнле ĕçре кăна пултарулăх кăтартмаççĕ пулĕ чăвашсем, министра лартма тивĕççи çук. Юри лартмаççĕ, чăвашсем хăй ăсĕпе пурăнасран хăраççĕ.
Тепĕр чухне тата чăваш хăй те айăплă пулас: ытлашши сăпайли чăрмантарать, хăюллисем сахалрах. Акă халĕ те хулара ун пуçлăхне суйламалли кун çывхарнă май лару-тăру хĕрсе пыни сисĕнет.
Хальхи мэр, Талановăн «тусĕ», суйлав умĕнхи ĕçне тахçанах пуçланă ĕнтĕ: вăл лавккана е шкула кĕрсе тухать-и, çурт лартнă çĕрте пулать-и, Атăл леш енне кайса курать-и — кашни утăмнех радиопа, телевиденипе пĕлтереççĕ, хаçатра та çырсах тăраççĕ. Тепĕр чухне вара радиопа пыракан вунă минутлăх передачăра мэр ятне ырласа вунă-вунпилĕк хутчен аса илеççĕ. Унтан ăслă, унтан лайăх, унтан пултаруллă çын хулара урăх çук та тейĕн. Хăш-пĕр журналистсем президент çине тăнипе тунă ĕçсене те мэр тунă пек кăтартма тăрăшаççĕ.
Юрать-ха, пĕр хăюллă чăваш тупăнчĕ, хула пуçлăхне суйланă çĕре хутшăнма килĕшрĕ. Хушамачĕ вара Ефремов, ĕлĕкхи Ехрем хуçасенни пекех. Ун тавра чăн-чăн чăвашсем чăмăртаннине курсассăн Таланов та çавăнталла туртăнчĕ, пухусене, тĕлпулусене çӳреме тытăнчĕ. Лешне кандидата тăратнă чухнехи пуху хăех пысăк хавхалану пачĕ. Хулари чи чаплă керменте ларма-тăма вырăн çук, ытларах ахаль çынсем, рабочисемпе пенсионерсем пухăннă. Тухса калаçакансем те чылайăн пулчĕç, Чечеков профессор та сăмах илчĕ, чăвашла калаçрĕ. Малтан вăл хальхи мэр команди тунă лайăх ĕçсене асăнчĕ, тасалăхпа илем çине тимлĕнрех пăхма пуçланине палăртрĕ, çав хушăрах çитменлĕхсене, тума пултарнă ĕçсене кăтартрĕ, хула айккинчи урамсенче, уйрăм çуртсенче пурăнакансемшĕн нимĕнле ырă улшăнусем те çуккишĕн пăшăрханчĕ, чăвашлăха хĕснĕ тĕслĕхсене те манмарĕ. «Пире пуянсен мэрĕ мар, халăх мэрĕ кирлĕ», — тесе вĕçлерĕ сăмахне. Юлашки шухăшне вăл тепĕр хут вырăсла каларĕ. Чечековпа пĕр майлă пулнине çынсем тăвăллăн алă çупса палăртрĕç. Унтан сăмах мэр пулма тăратнă Ефремова хăйне пачĕç. Илемлĕ те сăпайлă, икĕ çĕрте аслă пĕлӳ илнĕ вăйпитти арçын, Патшалăх Канаш депутачĕ, ахаль çынсен нушине, хуйхи-суйхине лайăх ăнланакан чăваш. Программи ун уçăмлă, хула хыснине мĕнле меллĕ усă курассине те чухлать. Тĕп тĕллевĕ — ĕççыннине, ваттисене, ачасене пулăшасси, хула пурлăхне, кунти заводсене таçти пуянсен аллине лекесрен упраса хăварасси, пурăнмалли çуртсене юсасси.
Çакăнта пулнă хыççăн Таланов тепĕр куннех «Пăлхар» пĕрлешĕвĕн кĕрекине пухрĕ. Калаçу самай хĕрӳллĕ иртрĕ, тавлашса кайнă самантсем те пулчĕç. Пĕрин шучĕпе хăшĕ вăйлăрах, хăшĕ выляса илме пултарать, çавăн майлă ĕçлемелле. Çавăн пекки хальхи мэрах ĕнтĕ, ун патне каймалла та хăйне пулăшнăшăн мĕн те пулин ыйтмалла, тен, укçа та парĕ, тен, хамăра валли пӳлĕм уйăрса пама пулĕ. Теприсем ав тĕп хула пуçлăхне чăвашах лартмалла теççĕ. «Шупашкарта çитмĕл процента яхăн чăвашсем. Пурте пĕр шухăшлă пулса сасăласан çĕнтерӳ вăл кĕсьерех», — терĕ пĕри.
Çапла вĕсем хула пуçлăхĕ пулма тăратнă чăваша пулăшас тĕллевпе çамрăксемпе студентсем хушшинче ĕçлеме калаçса татăлчĕç, çакăн пирки лешĕн штабне пĕлтерме Таланова хушрĕç. Ку çеç те мар-ха, ăнăçлă ĕçлес тесессĕн Ефремов çинчен тĕплĕнрех каласа пама пĕлмелле, листовкăсем кирлĕ пулаççĕ.
Улатимĕр кĕнĕ-кĕменех штаб пуçлăхĕн кăмăлĕ унчченхи пек маррине асăрхарĕ, çамрăксем мĕнле йышăну туни çинчен пĕлтерсен тин кăштах улшăннă пек туйăнчĕ. Каярах вара сăлтавĕ те паллă пулчĕ.
Ефремов майлисен малтанхи пухăвĕсем самай йышлăн иртетчĕç. Кам кăна çукчĕ пуль унта — предпринимательсем те, лавкка хуçисем те, ентешлĕх ертӳçисем те, учительсем те, профессорсем те, милицире ĕçлекенсем те, артистсем те, писательсем те... Пĕр сутăнчăкĕ юлашки ларура мĕн калаçнине диктофонпа вăрттăн çырса илнĕ те хула пуçлăхне кайса панă. Ку çеç те мар-ха, камсем пуçтарăннине те пĕлтернĕ. Пуçланă вара лешĕ пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илсе савалама, пĕрне лавкка çуртне туртса илессипе хăратать, теприн патне ыранах налук инспекцинчен пыма пултарассине асăрхаттарать, профессорсемпе доцентсем пирки ректорсем патне шăнкăравлать. Çапла вара уçăмлăн ĕçлекенсен шучĕ самаях чакма тытăнать. Кун пек чухне ăçтан савăнăçлă ларăн-ха? Çапах та шанчăка çухатмалла мар, çак ĕçе «пăлхарçăсем» хутшăнни те самай пысăк пулăшу. Студентсем хулара сахалăн мар вĕт. Тен, çавна пулах штаб пуçлăхĕ çамрăк активиста ăнăçу сунчĕ, мĕнле ĕçлемелле пирки те калаçрĕ, ытларах общежитисене çӳреме сĕнчĕ. «Чăрмав кӳрекенсем те тупăнĕç, анчах парăнмалла мар. Астăвăр: ректорсене, декансене вĕсене Ефремова хирĕçле ĕçлеме хушнă», — терĕ суйлавçăсемпе тĕл пулнă чухне кирлĕ хутсене чĕркесе парса.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...