Намăс çурчĕ
— Апла пулсан çавăнтах юнашар тире лартса «Морскова» тесе çыр-ха.
— Ку хушамата çырманни çитмĕл çул та çитет пуль. Çырам эппин, — терĕ ватă хĕрарăм кăштах хĕпĕртенĕ туйăмпа.
Юратнă ашшĕн хушамачĕ вĕт-ха. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарта «Морсков лавкки» тесен пĕлмен çын та пулман.
Тĕп хулана таврăнсан Таланов малтан архива çитрĕ, Морсков купцан пурлăхне патшалăх аллине илни çинчен пĕлтерекен актăн копине тутарчĕ. Варвара Филимоновна Иванова-Морскова пирки иккĕленӳ таврашĕ ан пултăр тесе загсран хут илчĕ. Халĕ тата тепĕр шикленӳллĕ самант сиксе тухрĕ. Енчен те Филимон Семенович реабилитаци тунисен шутĕнче пулмасан заявление илмесен те пултараççĕ. Кун пирки вара юстици министерствинче кăна пĕлеççĕ. Савăнта çитмелле. Ку ĕçпе республика прокурорĕн çумĕ ĕçлет иккен. Кашни кунах йышăнмасть. Икĕ кунтан ун патне лекме май килчĕ. Таса ятне тавăрнисен шутĕнче Морсков хушамачĕ те пур иккен. Халĕ вара заявление ăçта кайса памалла-ха? Таланов архивран илнĕ хут çине тепĕр хут тимлĕнрех пăхса илчĕ. Конфискаци комиссине уездри депутатсен совечĕ ячĕпе тунă иккен. Апла пулсан хула советне тăратмалла. Çапла турĕ те.
Заявлени йышăнакан хĕрарăм çак хутсене курсан тĕлĕнсех кайрĕ. «Сирĕм çула яхăн ĕçлетĕп, кун пеккине пĕрремĕш хут куратăп», — терĕ. Икĕ çĕре шăнкăравласа канашласа пăхрĕ те çапах илсе юлчĕ. «Хуравне çырупа ярса паратпăр», — терĕ. Таланов вара хăй адресне парса хăварчĕ.
Пĕрремĕш утăмне тунă ĕнтĕ. Халĕ вара малалли пирки шутламалла: «Енчен те Варук аппаран ыйтса пĕлмелли е унпа пĕрле пĕр-пĕр чиновник патне кĕрсе тухмалли тупăнсан... Каллех яла кайма тивет-ши вара? Тен, хăйне илсе килмелле те республика больницине вырнаçтарса кăштах çăмăллăх памалла. Паллă врачсем ĕçлеççĕ вĕт-ха. Унтан вăхăтлăха хамăр патăрта усрасан та юрать. Анне чарас çук».
Чăнах та, ку таранччен амăшĕпе ывăлĕ хушшинче пĕрне-пĕри ăнланманни пулманччĕ-ха. Халĕ те çаплах. Тимĕркке каласа панине итленĕ хыççăн хуйхи-суйхине пайтах чăтса ирттернĕ Елена Ивановна ывăлĕпе килĕшрĕ. Владимир Таланов вара çăмăл машина тупса Варук аппа патне вĕçтерчĕ...
* * *
Чăваш шăпи темшĕн çапла-çке-ха, пурин те нуша витĕр тухмалла. Пурнăçне майлаштарса çитернĕ тĕле вăйсем те чакаççĕ, сывлăх та хуçăлать. Хĕсĕк пурнăçа пулах ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене пысăк пулăшу параймасть. Тепĕр чух тата ачи-пăчи йышли те чăрмав кӳрет.
Тимĕркке ашшĕ çемьере тăваттăмĕш ача пулнă. Пĕртен-пĕр ывăл. Ыттисем пурте хĕрсем. Вăл авланнă тĕле пĕри качча кайнă. Иккĕшĕ килтех пурăннă. Ватă хĕр шутĕнче тесен те юрать. Ĕлĕкхи йăлапа ывăлĕн ашшĕ килĕнчех пурăнмалла. Кăмака умĕ те, кĕлет уççи те майĕпен ун арăмĕн аллине куçмалла. Анчах килте хĕрарăм нумай чухне кин шăпи йăлана лараймасть. Сакна упăшки те асăрханă ĕнтĕ. Ахальтен мар тепĕр чухне тавлашусем сике-сике тухнă. Арăмĕ ача амăшĕ пулма хатĕрленнине пĕлсен ăна çăмăллăх парас тесе килкартине пĕчĕк пӳрт лартма шутлать. Вăрман кăларма тытăнаççĕ. Анчах пĕренисене турттарса килнĕ чухне авари пулать. Прицеп уçăлса каять те пĕренесем ишĕлсе анаççĕ. Сӳлте ларса пынă упăшки аяла пулса вилмеллех аманать. Çапла вара пирĕн герой çураличченех ашшĕсĕр тăрса юлать.
Ывăлĕ хăй тĕллĕн апат çиме хăнăхса çитсен Лена Шупашкара тухса кайрĕ, стройкăна вырнаçрĕ. Ятарлă пĕлӳсĕр çыннăн шăпи çапларах ĕнтĕ. Ăна ытларах хура ĕç тивет. Юрать-ха, чăваш ĕçрен хăрамасть, уяса тăмасть — тытать те тăвать. Общежити те пачĕç. Пĕр пӳлĕмре виççĕн. Иккĕшĕ хĕрупраçсем. Каччисем те пыркаласа çӳреççĕ. Юрать-ха, питĕ каçа юличчен ларма ирĕк памаççĕ. Вахтер аса илтерсех тăрать. Вăл хушнине итлемесен тепĕр чух лешмене кĕртмесен те пултарать. Пăхăнма тиветех çав.
Лена вара кашни канмалли кунах яла çӳрерĕ. Ывăлне курас килет. Савă пуçран тухмасть. Самрăк хĕрарăма арçын е каччă куç хывасси пулатех çав. Килĕштернине палăртакансем те çук мар. Анчах ывăл сăнарĕ туйăма вылявлă яма памасть. Савна ура çине тăратмалла, çын тумалла.Стройкăра пурте тенĕ пекех чăвашсем ĕçлеççĕ. Пуçлăхĕсем кăна вырăссем. Бухгалтеринчисем те çавсемех. Ытти ĕç вара чăвашла шăкăл-шăкăл калаçсах пулса пырать. Штукатурсем патĕнче ав юрлани те илтĕнет. Ма юрлас мар, хисеплĕреххисен шутĕнче вĕсем, укçине те лайăхрах илеççĕ. Лена вĕсене кăштах ăмсанать те. Кунĕпех кирпĕч е раствор йăтнипех çырлахмалла мар ĕнтĕ. Мĕн те пулин шутласа тупмаллах.
Пĕрре çапла Лена штукатурсем мĕнлерех ĕçленине чылайччен пăхса тăчĕ те маçтăр патне кайрĕ, хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Ун штукатур ĕçне вĕренес килет. Лешĕ кун пирки аслисемпе калаçса пăхма пулчĕ. Хăй сăмахне тытрĕ. Кĕçех ăна вĕренме ячĕç. Икĕ уйăха яхăн вĕренӳ комбинатне çӳрерĕ. Тăрăшрĕ. Экзамен тытнă хыççăн свидетельство пачĕç. Сакă вăл ялтан килнĕ хĕрарăмшăн самай пысăк çитĕнӳ, хăй тĕллĕн тунă хăюллă утăм. Кĕçех хваттер черетне тăчĕ. Шанчăкĕ пысăках мар-та-ха, пĕр вунă çултан, тен, май килĕ. Тĕлĕнмелле япала, хваттер пайланă чухне çуртне тăвакансем пачах та хисепре мар иккен. Вĕсенчен чылайăшĕ вĕт хăмаран тунă пĕчĕк пӳртре кăна пурăнать. Лена пĕрисем патĕнче хăнара та пулса курчĕ. Хĕвелтухăç поселокĕнче çавăн пек ял пур, хăйсем ăна Шанхай теççĕ.
Тултан пăхма пӳрчĕ пĕртте илемлĕ мар, шалта вара йĕркеллех. Хĕрарăм ăсталăхне кура ĕнтĕ. Тĕрĕсем те, чечексем те пур. Телевизор та пăхаççĕ. Ялти пекех кăмака хутса ăшăтаççĕ. Апатне газпа пĕçереççĕ. Пурăнма пулать, хула пуçлăхне пуç таймасăрах. «Енчен те çакăн пек пӳрт тупăнсан ывăлăма та илсе килнĕ пулăттăм, — шутласа илчĕ Лена. — Тен, манăн та тапалашса пăхмалла мар-ши?»
Хăй ĕмĕтне пĕлтерсен пĕрле ĕçлекенсем те пулăшма сăмах пачĕç. Хатĕрленӳ ĕçĕ пуçланчĕ. Мĕн кирлине пурне те тупса пĕтерсен тин тытăнмалла иккен. Вырăнĕ пирки... Малтан Шанхайри авторитетсемпе калаçса татăлмалла иккен. Паллах, ахаль мар. Сĕрмелле. Типĕ кашăк тутана хырать теççĕ вĕт.
Çине тăраканĕ вара бригадир пулчĕ, Ленăран пĕр çич-сакăр çул аслăрах арçын. Лавккаран мĕн-мĕн илмеллине çырса пачĕ. Хăмипе кирпĕчне, вĕтĕ турпаспа пăчкă кĕрпине укçасăрах тупма май килчĕ. Бригадирсем, прорабсем ăçта мĕн пуррине пĕлеççĕ вĕсем. Акă юнашар çурта туса пĕтерсен йĕри-тавра тытнă хӳмене сӳтрĕç те хăмисене Ленăна пачĕç. Çапла майĕпен тупнă япалисене пулас кӳршĕсем патне кая-кая хума тиврĕ. Чи пысăк тĕлĕнтермĕш вара урăххи пулчĕ. Пӳртпе çенĕке пĕр кунта туса лартрĕç, кăмакине те хутса пăхрĕç. Йĕри-тавра карта тытрĕç, йăрансем тумалăх çĕр те тупăнчĕ. Кил хуçишĕн çакă юмахри пекех туйăнчĕ. Мĕнле-ха капла, паянтан хăй аллипе уçса кĕмелли йăва пур. Самай пысăкскерех. Шыв пирки кăна йывăртарах, тарăн çырмаран ăсаççĕ иккен. Ытти... Сынсем чăтнине чăтма пулать ĕнтĕ.
Паллах, ĕçлекен çынсене пăхма та пĕлмелле. Юрласа ташласах тухса кайрĕç. Бригадир вара уйрăлас умĕн: «Пулăшу кирлĕ пулсан систер», — терĕ.
Ак тамаша, ырă хыпар та часах сарăлать иккен. Хăнана пырас текен арçынсем тупăнма пуçларĕç. Семьеллисем те йăлăнаççĕ. Чĕнмесĕрех пырса кĕрекенсем те тупăнчĕç. Питĕ тĕлĕнмелле çынсем иккен вĕсем арçынсем. Кашнин хăйне майлă тĕллев. Пĕри ав, общежитинче пурăнаканскер, хăйне валли йăва шырать пулас. Сăнран та, ӳтрен те паман, тумĕ те япăх, укçаран та хĕсĕк — хăй вара пĕрле пурăнасси пирки пуплешет. Ячĕ кăна арçын ĕнтĕ. Семьешĕн усăллă çын пулассăн туйăнмасть. Тепри тата ялта пĕчĕк ача пурри çинчен пĕлсенех пăрăнчĕ, кĕрсе тухма пăрахрĕ. Пĕччен ĕçме хăнăхман тесе эрех йăтса килекенсем те тупăнчĕç. Хуçалăхра пулăшма хатĕррисем те пулчĕç, вутă хумалли сарай тата туалет туса пачĕç. Кунта, паллах, бригадир тăрăшни сисĕнет. Ун хăйĕн тĕллевĕ паллă ĕнтĕ, эрнере пĕрре пырса урăхларах çимĕç тутанса пăхасси... Ку çеç те мар-ха, кĕвĕççисем те, хăратаканнисем те курăнкаларĕç. Сакăн пек пурнăç унчченхинчен канăçсăртарах та пек туйăна пуçларĕ. Мĕн тумалла-ха? Качча тухма сĕнекенсенех итлемелле-ши? Пĕри ав, Пимен ятлăскер, ачуна хулана илсе кил-ха тесе йăлăнать. Кун пирки Лена хăй те шутланăччĕ-ха. Ачан амăшĕпех пурăнмалла ĕнтĕ. Кĕçех ак шкула кайма та вăхăт çитĕ. Хатĕрленмелле. Вырăсла вĕрентĕр. Унсăрăн хула шкулĕнче йывăр теççĕ. Чăвашла вĕрентекен шкул та пур теççĕ-ха, анчах та Шанхай çывăхĕнче мар, çӳреме инçе.
Пĕр пĕчĕк чунах пурнăçа тепĕр майлă çавăрса яма пултарать иккен. Ача сассипе пӳрт тулать. Амăшĕ çумĕнче ăшăнса çывăрнă чухне тапкалашса илни те савăнăç вырăнне кăна. Текех пĕччен мар ĕнтĕ. Халĕ тата çамрăк Пимен та кунталлах туртăнать. Арçын темерĕн, пĕчĕк Тимĕркке те унтан хăпма пĕлмест. Курнă-курманах выляма, вăй виçме тытăнаççĕ. Енчен те Пимена парăнтарсан вара лешĕ ниçта кайса кĕрейми савăнать, çĕнтертĕм! тесе кăшкăрать. Пимен кайнă хыççăн тунсăхлама пуçлать, вăл килессе кĕтет.
Пĕрре çапла пĕчĕкçĕ Таланов кӳршĕ ачисемпе урамра выляса çӳренĕ хыççăн пӳрте кĕчĕ те: «Ман кăна атте çуккă, — терĕ пăшăрханса. — Анне, атя-ха Пимен пиччене кунтах хăварар. Ман атте пултăр вăл».
Сакна илтсен Лена аптрасах ӳкрĕ, сăмах та тупăнмасть. Лешĕ хăйĕннех перет. «Тепре килсен алăка питĕретĕп те... »
Сак сăмахсене илтсен Пимен питĕ хĕпĕртенĕ пулĕччĕ. Ма тесен, кун пирки вăл хăй те тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăнать. Калама кăна хăяймасть. Юрать-ха, пĕчĕкçĕ пепке пулăшрĕ. Пимен пырсан каллех хăй шухăшне пĕлтерчĕ, ăна «атте» тесе чĕнме пуçларĕ. Мĕн тери кăмăллă иккен çак сăмаха илтме. Хăлхана ачашлать, ырă туйăм çуратать. Сак паха ята тивĕçтермеллех вĕт. Пимен ăна лайăх ăнланать. Ленăн вара темле шикленӳ пур пек. Чи шутлаттараканни, паллах, Пимен хăйĕнчен чылай çамрăк каччă пулни. Пĕрлешме ыйтать вĕт-ха. Ачисем çуралаççех ĕнтĕ. Енчен те каярах Лена ватăлса пыни куçа курăнма пуçласан... Сав хушăрах илĕртекен сăлтав та пур. Сакă вăл Пименпа Тимĕркке пĕр чĕлхе тупни. Тепĕр тесен тата ача хăйне телейлĕ туйнине мĕн çиттĕр-ха! Каччи те аптрамасть темелле. Сăнран та, ĕçлессипе те ыттисенчен япăх мар. Шалу илнĕ хыççăн юлташĕсемпе эрехне сыпкалани пулкалать те-ха, йăли çапларан ĕнтĕ. Есĕрĕ вара пачах та усал мар. Синçерех сасăпа хурлăхлăрах юрăсем юрлама юратать, тепĕр чух макăрса та илет. Кăмăлĕ çемçерен ĕнтĕ.
Кĕçех Пименпа Лена ЗАГСа кайса çырăнчĕç. Вара вăл килти çынах пулса тăчĕ, япалисене те илсе килчĕ, мотоциклне те кунтах лартрĕ. Виççĕшĕ пĕрле ларса тухсан вара пĕчĕк ача мĕнле савăннине çырса пама сăмах та çитес çук. Пурнăç майлашăнса кайрĕ. Телевизор илме те вăй çитерчĕç. Лена сĕннипе пӳрте çурмалла пӳлсе икĕ пӳлĕмлĕ турĕç. Пименăн çывăрмалли вырăнĕ диван пулчĕ. Лешсен — уйрăм пӳлĕмри койка çинче. Çырăнни те чылай пулать ĕнтĕ, анчах чуп-чуп уйăхĕ ниепле те пуçланса каяймасть-ха. Пимен нимех те шарламасть, диван çине чĕнмест. Тимĕркке çывăрса кайсан ун патне пырса выртма пулать-те-ха... Çук ĕнтĕ, юрату ĕçĕнче упăшкинех хăюллăрах пулмалла. Çутçанталăкра та çаплах вĕт. Автан хастарлăхне курсан хăшĕ-пĕрисен ăмсанмалли кăна юлать. Е йытăсене илер-ха. Мĕнле кĕрешеççĕ вĕсем. Тепĕр чух тата пĕчĕкреххиех хуçаланма тытăнать. Юнланса пĕтнĕ пулсассăн та ыттисене хăй тусĕ патне çывхарма памасть. Вăйлăраххисем те пăхăнаççĕ.
«Вăтанать ĕнтĕ вăл, — шутласа илчĕ Лена, — хамăн хăюллăрах пулмалла пуль». Акă паян вĕсем иккĕшех. Тимĕркке урамра. Чĕнмесĕр те кĕрес çук. Саманчĕ самай меллĕскер. Лена шăпах Пименăн ĕнер çуса типĕтнĕ кĕпине утюглать. Тавçăрса илчĕ: кĕпен чи çӳлти тӳмине çĕçĕпе татса илчĕ те айккинерех хучĕ, юлнă çипписене кăларса печĕ. Вара майкăпах çӳрекен Пимен патне пычĕ те: «Кил-ха, тытса пăхам, тӳмине хăш тĕлерех лартмалла-ши?» — терĕ. Кĕпине хăех тăхăнтарчĕ те çуха патĕнчен тыта-тыта пăхрĕ. Сав хушăра Пимена чуп туса илчĕ, ун çумне сĕртĕнсе ачашланчĕ. Анчах Пимен ыталамарĕ. Шикленерех: «Тимĕркке курсан аван мар», — терĕ. Кĕпине хывса пачĕ те килкартине тухрĕ. «Юратмасть вăл мана. Апла пулсан мĕншĕн авланчĕ-ха. Нивушлĕ çак лутра çуртра пурăнассишĕн вара. Ун пек пулсан лайăх хваттерлĕ хĕрарăмсем те пур вĕт-ха», — ӳпкелешсе илчĕ Лена.
Тепĕр темиçе кунтан ачи çывăрса кайсан арăмĕ упăшки патне пырса выртрĕ, ыталарĕ, чуптурĕ... Кăкăрĕнчен шăлса аллине кăвапа патнелле ярсан Пимен сиксе тăчĕ те Тимĕркке патне кайса выртрĕ. Ирхине вара Лена хăй мĕн шутланине уççăнах каларĕ:
— Юратмастăн эсĕ мана. Ма тесен, урăх хĕрарăм пур сан. Савăнпа вăйна пĕтеретĕн те...
— Ан ухмахлан-ха эсĕ. Ача умĕнче çапла юрать-и вара?
— Мĕн, эсĕ мана нимĕн те чухламасть тетĕн-им. Чим-ха, тепĕр чух мĕншĕн-ха кая юлса килетĕн тата? Кама ыталатăн?
— Каланă вĕт сана пăшал пенĕ çĕре çӳретĕп тесе. Ман разряд пур. Ăмăртăва хатĕрленетпĕр.
— Вăт, вăт, савăшмалли мишене те çавăнтах тупрăн пулас. Мана вара чунсăр çын вырăнне хуратăн.
Пимен тумланчĕ те ним шарламасăрах ĕçе тухса кайрĕ.
«Атте лайăх вăл. Мана шкула çӳреме ранец илсе паратăп терĕ», — пĕлтерчĕ хăй шухăшне мĕн пулса иртнине тавçăрса илеймен Тимĕркке.
Каçпала самаях ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ Пимена юлташĕсем леçсе ячĕç. Лешĕ вара кĕнĕ-кĕменех диван çине тăсăлса ӳкрĕ те харлаттарма тытăнчĕ. Иĕркеллех çывăртăр-ха тесе Лена курткине хыврĕ, унтан чĕн пиçиххине вĕçертсе шăлавар пĕççисенчен туртрĕ. Шăлаварĕ хывăннăçемĕн трусси те чĕркуççи патне çитиех анса ларчĕ. Ак тамаша!? Ар хатĕрĕн пуçĕ çук иккен. Аяларах вара мăйăр пек пĕчĕк чăмăрккасем кăна. Аманнă пулас, çĕввисем те паллă. Вăл хăйне мĕншĕн çапла тытни пирки текех нимле вăрттăнлăх та çук ĕнтĕ. Сакă вăл çамрăк арçыншăн калама çук пысăк хуйхă вĕт-ха. Хĕрхенмелли кăна юлать.
Мĕн пулса иртнĕ-ши вара унпала? Тен, аварие лекнĕ? Салтакра амантман пуль те? Тен, çакна пулах салтакри пирки калаçасшăн мар? Чечняра пулнă вĕт-ха. Ахальтен пенси памаççĕ пуль ĕнтĕ.
Пимен тумтирне майлаштарса çакрĕ те Лена шухăша путрĕ. Мĕн тумалла-ха? Мĕнле пурăнмалла? Тепĕр тесен тата юрату çимĕçне тутанмасăр пурăнакан хĕрарăм Лена çеç мар вĕт. Еçке ярăннă арçынсен автанлăхĕ тахçанах сӳнсе ларнă. Ячĕшĕн кăна упăшкипе арăмĕ шутланаççĕ. Хĕрарăм чăтăмлă вăл. «Ывăла çын тăвасчĕ. Ытти вăл нимех те мар», — турĕ пĕтĕмлетӳ Лена. Суранĕ пирки те ыйтса пĕлес килет те, анчах калаçăвне мĕнле пуçарса ярăн-ха. Тен, хăçан та пулин хăех каласа парĕ-ха тесе Лена кăштах лăпланчĕ. Ирхине хăйне ĕнер нимĕн те пулса иртмен пек тытма тăрăшрĕ. Симеллисем хатĕрлесен Пимена вăратрĕ. Лешĕ тăнă-тăманах:
— Енер хамах хывăнса выртнă-и вара эпĕ? — терĕ.
— Хăвах, хăвах, — лăплантарчĕ Лена. — Кăшт ытларах ĕçнĕ пулмалла.
— Урăх ун пек пулмĕ. Каçарăр мана.
Вара виççĕшĕ те мотоцикл çине ларчĕç те хуланалла çул тытрĕç. Каçхине çумăр çунине пула чутах лачакана кĕрсе ларатчĕç. Виççĕн пĕрле тĕксе кăларчĕç. Асфальт çине тухиччен çулĕ япăх çав. Никам та тăрăшмасть. Хула пуçлăхĕсем аса та илмеççĕ. Тимĕрккене ача пахчине леçсе хăварчĕç те ĕçе васкарĕç...
Пименăн пĕр лайăх йăла пур: Лена каланине итлет. Тепĕр чух хăйĕнчен аслăрах хĕрарăма амăшĕ вырăнне хунă пек те туйăнса каять. Асламăшпе кăна ӳснĕрен мар-ши? Сакă Ленăна хăйне те килĕшме пуçларĕ. Ĕçленĕ чух вара: «Эй, арçынсем... » — тени кăна илтĕнет. Хуçалăхра вара, чăнах та, чылай пысăк улшăнусем пулчĕç. Пимен сарайне пысăклатса нӳхреп чавса пачĕ. Халĕ ĕнтĕ мунча та пур. Пысăках мар та, çапах та хăйсен. Кăмакине питĕ мăнтăр тимĕр пăрăхран тунă. Аялта вут хутмалли, çӳлерех яка чулсем купаланă. Хĕртнĕ чул çине шыв сапсан мунча пĕр самантра вĕриленсе каять. Сапăнма кăна ан ӳркен. Милĕкне те хăйсемех хатĕрлеççĕ. Мотоцикл çине лараççĕ те — вăрмана. Пимен вара пĕччен кĕме юратать. Енчен те Тимĕркке пĕрле пырсан плавкипех çăвăнать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...