Намăс çурчĕ
Унччен кунти ĕçсем, чăнах та, пит чаплах пыман. Чылай çĕрте продотрядсем пухнă тырра партизансем каялла туртса илнĕ те халăха валеçсе панă. Тен, çавна пулах кунта пурăнакан хакассемпе казаксем партизансене пулăшса тăнă, ăçта пытаннине кăтартман. Голиков хăй çыннисемпе ялтан-яла çӳренĕ чухне хакассем: «Хайдар-Голик килет! Сыхланăр, пытанăр!» — тесе кăшкăрнă. Пулас писатель хакасла пĕртен-пĕр «хайдар» (ăçталла) сăмаха кăна вĕреннĕ. Ăçталла каймаллине пĕлме ĕнтĕ. Гайдар суя хушамат çавăнтан тухса кайнă та.
— Пĕччен мĕнле пурăнкаларăн вара?
— Тăвансем пулăшнипе ĕнтĕ. Унти çынсем кунтисемпе танлаштарсан туслăрах та пек туйăнаççĕ.
— Аçу вара мĕнле?
— Малтанхи вăхăтра тĕттĕм каçсенче вăрттăн килкелесе каятчĕ. Кайран çухалчĕ. Çапăçура вилнĕ терĕç. Инçетри сĕм вăрманта пытарса хăварнă ăна.
— Филимон Семенович çинчен калакан хутсем е сăнӳкерчĕксем упранса юлман-и вара?
— Ун чухне ытларах пуçа çăлса хăварасси çинчен шутланă. Эпĕ Филимон Морсков хĕрĕ пулнине пĕлсен-и? Иванова хушаматпа çӳренĕ эпĕ. Юлашки хут тĕл пулнă чух атте мана пĕр хут листи тыттарчĕ те: «Çакна пытарса упраса хăвар. Хăçан та пулсан вуласа пăхĕç те пире ăнланĕç», — терĕ.
— Мĕнле хут вара вăл?
— Хăрушă хут. Çак тарана çити никама та кăтартман.
— Мĕн çинчен вара вăл? Хăв вуласа пăхнă-и?
— Темиçе хутчен те вуланă. Паллах, пытарса хунă самантсенче.
— Кăтартма пултараймăн-ши, Варук аппа.
— Ах, çак чĕлхене... Темме каларăм-çке, — вăрçса илчĕ хăйне ватă хĕрарăм. — Пуçăм та шĕвелчĕ пулас. Ухмах эпĕ.
— Апла мар ĕнтĕ. Çав хут пирки никама та шарламăп. Сăмах паратăп.
— Çук, çук. Пĕлсен мана çакăнтан ыранах кăларса ярĕç. Халĕ ав совет влаçĕ мана та вырăн пачĕ, апат та çитереççĕ.
— Варук аппа, халь влаç улшăннă вĕт. Калаçнăшăн çынна хупмаççĕ. Коммунистсенчен те хăрама кирлĕ мар. «Çак хута хăçан та пулин вуласа пăхĕç», — тесе Филимон Семенович хăй каласа хăварчĕ терĕн мар-и-ха.
— Вăл çапла та-ха. Анчах вăхăчĕ çитрĕ-ши?
— Çитмесĕр вара. Унтанпа çитмĕл çул та иртнĕ вĕт. Хăв та ваттисен шутĕнче. Мĕн хăраса тăмалли пур. Каларăм вĕт халь никама та хĕсĕрлемеççĕ тесе.
— Юрĕ эппин. Хам вилсен тата вулакан та тупăнмĕ, — тесе Варук аппа пăта çинче çакăнса тăракан кивĕрех сукна пиншака илчĕ те Таланова тыттарчĕ. — Шал енчи саплăка куратăн-и?
— Куратăп.
— Çавна сӳтсе уç. Хамран пулас çук. Куç япăх курать. Сахăр чирĕ çиет.
Таланов йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Анчах çĕçĕ таврашĕ асăрхамарĕ. Çиппине татас тесе шăлпа çыртса пăхрĕ.
— Ав çавăнта, кантăк сакки çинче, хачă пулмаллаччĕ, — терĕ Варук аппа.
Таланов пĕтĕмпех сӳтсе тăмарĕ. Пӳрнисемпе хыпаласа темиçе хуçлатса чикнĕ хут таткине туртса кăларчĕ. Сарăхса кайнăскерне васкамасăр саркаласа пăхрĕ. Самай пысăкскерех иккен. Хура чернилпа çырнă. Хуçлатнă вырăнсенчи сасă паллисем çухалнă пулсан та вулама пулать. Акă мĕн çырнă унта:
Пĕтĕм халăха!
Совет влаçĕ партизансене калама çук хăрушă хаярлăхпа хăратас тесе çĕнĕлле мелсемпе усă курма тытăнчĕ. Влаç партизансен тăванĕсене тыта-тыта персе пăрахать. Эпир яланах жидсемпе коммунистсен влаçĕ хăюллă, çав хушăрах вăйсăр тесе шутланă. Эпир яланах çак влаç халăха ултавпа хаярлăхсăр тата юн тăкнисĕр пуçне нимĕн те пама пултарайманнине уççăнах пĕлсе тăнă. Çапах та правительство хаяр çынсенчен тăрать пулсан та ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă çынсенченех пуль тенĕ. Халĕ ĕнтĕ çакна калама çук. Паянхи влаç мĕн тунине курсан унта ăс-тăн енчен сывă çынсемех ĕçлеççĕ теме хĕн. Аслисен ĕçĕсемшĕн пĕчĕк ачасене явап тыттарас шухăш психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ çын пуçĕнче çуралас çук. Влаç партизансен тăванĕсене çичĕ çулхи ачасенчен пуçласах арестлет. Хĕрĕх çулхи арçын ĕçĕшĕн çичĕ çулхи ачана айăплас шухăш йĕркеллĕ çын пуçне нихăçан та пырса кĕрес çук. Влаç вара ним айăпсăр ачасене вĕлерет. Çак совет влаçĕ тăвакан ĕçрен тискерри урăх нимĕн те пулас çук.
Граждансем, сире ухмаха ернĕ идиотсем ертсе пынине, сирĕн пурнăç урса кайнă çынсен аллинче пулнине хăвăрах куратăр ĕнтĕ. Енчен те вĕсем паян пире пĕтерессишĕн вăй хураççĕ пулсан, ыран вара черет сирĕн пата та çитĕ. Çăлăнса юлас тетĕр пулсан сирĕн алла пăшал тытмалла та пирĕн пата пымалла. Эпир, шурă партизансем, юн юхтарассине сивĕлетпĕр, усал совет влаçне тавăрас тесе вĕсен çулĕпе каяс теместпĕр. Ухмаха тухнă ашшĕсем çын юнне тăкма юратнăшăн коммунистсен ачисене тĕкĕнместпĕр. Хамăр кĕрешĕве эпир пĕтĕмпех коммунистсене хирĕç кăна туса пыратпăр.
Вĕсене эпир политикăри тăшман тесе кăна мар, Раççей тăшманĕ, пĕтĕм халăх тăшманĕ тесе пере-пере вĕлеретпĕр.
Совет влаçĕ çынсене шурă партизансем вĕсем халăха сиен кӳрекенсем тесе ĕнентересшĕн. Влаç вырăнти вак халăхсене пăшал тыттарса партизансемпе çапăçакан отрядсем йĕркелет. Халăх юнне тинĕс пек юхтарнă коммунистсем халĕ халăх хыçне пытанасшăн. Çапла майпа халăх умĕнчи яваплăхран пăрăнасшăн.
Партизансем халăхшăн çапăçаççĕ. Вĕсем коммунистсем пуçарса янă хăрушă ĕçсене, çынсене персе пăрахассине, пурлăха çаратассине, продразверсткăна пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа та партизансене хирĕç алă çĕклени вăл халăха хирĕç тăниех пулать.
Хĕрлĕармеецсем, сире чĕнсе калатăп, коммунистсене пăрахăр та партизансем патне килĕр, халăхшăн çапăçăр.
Соловъев есаул, 1922 çул.
Таланов ним шарламасăр тепĕр хут пăхса тухрĕ.
— Ку Соловьев текенни кам-ши вара?
— Партизансен командирĕ шăпах çавă пулнă та ĕнтĕ.
— Варук аппа, ман çак хута Шупашкара кайса ӳкерсе илмелле. Пĕр-ик кунлăха параймăр-ши? Тавăрса пама турăш умĕнче тупа тăватăп, — терĕ Таланов.
— Питĕ кирлĕ пулсан ил эппин... Камран илнине каламасан, тавăрса памасан та юрĕ.
Мĕн тери савăнăç! Тĕпчев ĕçне пĕлмен çын çакна нихăçан та ăнланса илеес çук. Тепĕр чух пĕр пĕчĕк хут таткиех калама çук пысăк пулăшу парать. Халĕ ĕнтĕ диплом ĕçĕн пахалăхĕ пирки нимĕнле иккĕленӳ те пулас çук. Çулталăк хушши тăрăшса ĕçлени уссăр пулмарĕ. Паллах, Таланов хăй те самаях улшăнса пычĕ. Семинарсенче те хăюллăрах калаçма тытăнчĕ, кивĕлле вĕрентекен профессорсемпе тавлашма та хăюллăх çитерчĕ. Чечековран тĕслĕх илсе пырать ĕнтĕ. Лешĕ вара чылай ыйтусене пач çĕнĕлле çутатса пама тăрăшать. Хальхи тапхăр çынни тейĕпĕр. Тен, çавна пула Таланов çырнă диплом ĕçĕ ыттисемпе танлаштарсан самай урăхларах пулса тухрĕ?
Пур япалан та йĕрки пур теççĕ вĕт. Диплом хӳтĕленĕ çĕрте те çаплах ĕнтĕ. Студент çырса пĕтернĕ хыççăн наука ертӳçи заключени çырать те диплом ĕçне кафедрăна тăратать. Унтан ăна рецензентсене параççĕ. Ку çеç те мар-ха, каярах çав ĕçе студентăн комисси умĕнче хӳтĕлемелле. Мĕнле паллă лартассине çавсем татса параççĕ.
Талановпа çапла пулса иртрĕ. Пурте йĕркеллехчĕ, рецензентсем те аванах çырса панăччĕ, анчах такăнтаракан тупăнчĕ. Кафедра пуçлăхĕ Калашкин профессор çине тăчĕ. Ăна совет влаçĕ пуçлансан Морсковсене Çĕпĕре янине ытлашши тĕплĕ çырса кăтартни килĕшмен иккен.
— Енчен те калаçу купца ĕçĕ пирки пырать пулсан, ытларах суту-илӳ мелĕсене уçса памаллаччĕ, мĕнле тавар тата ăна ăçтан турттарнине кăтартмалла. Кунта вара ытларах Морсков пурлăхне туртса илсе ăна хĕстерни çинче чарăнса тăнă. Дипломник çырнине ĕненсен болыпевиксем япăх çынсем иккен. Кунпа ниепле те килĕшме çук, — терĕ профессор.
— Ман шутпа, суту-илӳ ĕçне, экономикăна политикăран уйăрма çук. Вунçиччĕмĕш çул хыççăнхи йывăрлăхсем, уйрăмах çăкăр-тăварлă Украинăри выçлăхсем, пĕтĕмпех большевиксен политикине пула сиксе тухнă пулăмсем, — хуравларĕ Таланов дипломник. — Хуть те мĕнле политикăра та экономика тĕллевĕ пур. Анчах çакă вăл пурне те курăнмасть. Тепĕр чухне политиксем хăйсем те асăрхаймаççĕ, ĕçĕ ăçта илсе тухассине те ăнкартаймаççĕ. Калăпăр, купцасене, пуянрах хресченсене класс тăшманĕ тесе çапса хуçасси большевиксен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулни пирки кунта ларакансен иккĕленӳ çуккă пуль тетĕп. Çакна вĕсем хавхалансах тунă. Философ каланă пек, таканари шывĕпе пĕрле ачине тухса сирпĕтнĕ. Ачи вара пурлăх тытăмĕ, экономика. Çавна пулах паянхи куна çити те ура çине тăраймастпăр вĕт-ха.
«Маттур, Таланов. Шухăшлаври диалектика мелне аванах ярса илнĕ иккен. Теори тĕлĕшĕнчен те аптрамастăн», — ырласа илчĕ Чечеков ăшĕнче хăй дипломникĕ çине ăшшăн пăхса.
— Хальхи çамрăксем эсир яланах унчченхи пурнăçа хурлатăр. Большевиксемсĕр хăвăртан аслă пĕлӳ илесси те пулас çукчĕ, — чарăнмарĕ кафедра пуçлăхĕ.
— Каçарăр та, тĕп ыйтуран пăрăнас марччĕ, — асăрхаттарчĕ Чечеков. — Ман шутпа дипломник планпа палăртнă ыйтусене йĕркеллех уçса панă. Рецензентсем те çаплах çыраççĕ, паянхи куншăн питĕ актуаллă тема теççĕ.
— Хисеплĕ профессор тунă асăрхаттару вăл диплом теминчен пит инçех тăмасть, — пуçларĕ тепри, хăйне Калашкин ĕçе илнĕ пенсионер. — Парти пĕлтерĕшне пĕчĕклетмелле мар. Вăл ертсе пынипех ĕнтĕ революци тунă, иртнĕ вăрçăра та çĕнтернĕ.
— Каçарăр та, çапла тӳрремĕн каланипе килĕшме пултараймастăп. Тимлĕнрех пăхсан урăххине те курма пулать, — терĕ Таланов. — Тен, вун çиччĕмĕш çулта нимĕçсене кутран тапса кăларса янă-тăк, хĕрĕх пĕрремĕш çулхи вăрçă пулмастчĕ те. «Салтаксем, пăшалсене пăрахăр! Раççей вăрçăра парăнтăр!» — тесе кăшкăракансем шăпах большевиксем иккенне халĕ пурне те паллă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене власть кирлĕ пулнă. Большевизм вăл чи малтан власть — пурлăх туртса илмелли, хăйсене хирĕçле шухăшлакансене пĕтермелли аппарат. Раççейре ăслă та пултаруллă çынсем яланах пулнă. Анчах вĕсене ĕçлеме паман. Филимон Семенович Морсков шăпах çавсенчен пĕри. Пурлăхне те туртса илнĕ, йăхне те çапса хуçнă.
— Çын вăйĕпе пуйнă вăл, эксплуататор, — каласа хучĕ Калашкин профессор.
— Каçарăр та, социализм вăхăтĕнче вара пусмăрласа ĕçлеттерес йăла пулман-им тата? Морсков купца хăй патĕнче ĕçлекенсене йĕркеллех тӳлесе тăнă, кил-çурт лартнă чух пулăшу панă. Колхозниксем ав вуншар çул хушши ним тӳлевсĕр ĕçлесе пурăннă. Ку вара мĕне пĕлтерет?
— Вĕсем çĕршывшăн ĕçленĕ, — хуравларĕ Калашкин майли.
— Апла пулсан большевиксен влаçĕ те эксплуататор. Миллион çынна тӳлевсĕр ĕçлеттернĕ. Тĕрмесене те çавăнпах йышлантарса янă, — парăнма шутламарĕ Таланов.
— Атьăр-ха, ĕç çинчен калаçар, — пăрса яма пикенчĕ калаçăва Чечеков.
Пĕри чăнах та Морсковсен çурчĕсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Дипломник вара хаваслансах каласа пачĕ. Шупашкарта пĕр çурчĕ упранса юлнă иккен. Теприне Атăла пĕвеленĕ чухне динамитпа сирпĕтсе янă. Çав вырăнта халь залив. Питĕ хĕнпе сирпĕтнĕ тет. Икĕ хутлă чул çурт айне динамит хунă та шнурне чĕртсе янă. Вăйлă взрыв маччипе кантăксене илсе перет, анчах хулăн стенисем çаплипех ларса юлаççĕ. Пилĕк кунтан тин ватса пĕтереççĕ. Ун чух вара хулара çав çурта тунă чухне кирпĕчсем пĕр-пĕринпе лайăх çыпçăнччăр тесе Морсков хушнипе раствора чăх çăмарти те янă текен сăмах çӳретчĕ. Тен, чăнах та çаплах. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл аркатакансене парăнасшăн пулман.
— Нивушлĕ çав илемлĕ çуртсене сыхласа хăварма май килмен. Атăл шывне çӳллĕ дамбăпа пӳлсе лартнă пулсан, тен, кивĕ хула та упранса юлатчĕ, — вĕçлерĕ сăмахне дипломник.
— Калама кăна çăмăл. Ун чухнехи йĕркесене пĕлесчĕ, мускаврисем сирпĕтме хушсан сирпĕтмелле пулнă, — кăштах хута кĕчĕ пĕри. — Кунтисем вĕсем нимле ыйтăва та хăйсем тĕллĕн татса пама пултарайман, марионеткăсем кăна шутланнă.
— Аркадий Петрович Гайдар пирки çырни те ун авторитетне чакарас шутпа тунă ĕç пек курăнать, — тăрăнчĕ каллех Калашкин тусĕ. — Миллионшар ача ун кĕнекисене вуласа чăн-чăн патриот пулса ӳснĕ. Дипломник вара ăна çын вĕлерекен пек кăтартма тăрăшни куçкĕретех.
— Коммунистсен вĕсен яланах икĕ моральпе пурăнас йăла çирĕп. Гайдар та çавах. Юнлă алăпах калавсем çырнă. Унта вара ырă çын пек курăнма тăрăшнă. Гайдара ăна хакассем хушшинче паян кун та усалпа кăна асăнаççĕ, халăх тăшманĕ вырăнне хурсах, — терĕ Таланов.
— Диплом ĕçĕнче усă курнă Соловьев есаул хучĕ пирки те иккĕленӳ пур. Ăçтан тупнă-ха ăна? Мĕншĕн архивне кăтартман? — каллех сас пачĕ Калашкин профессор.
Талановăн вара Варук аппаран илнĕ хута кăтартма тиврĕ. Кам панине шарламарĕ. «Енчен те оригинал пирки иккĕленетĕр пулсан, экспертизăна ярса тĕрĕслесе пăхăр эппин. Пĕр-пĕр хута хăçан çырнине пĕлесси паян пит йывăр ĕçех пулас çук», — сĕнчĕ дипломник.
Çапла вара комисси членĕсем студент тухсан та лăпланаймарĕç, чылайччен тавлашса ларчĕç. Чечеков рецензентсен сĕнĕвĕсене шута илсе «пиллĕк» лартма сĕнчĕ. Анчах Калашкин майлисем хирĕç пулчĕç, ыйтăва сасăласа татса пама сĕнчĕç. «Виççĕ» кăна лартса пачĕç. Чечеков тарăхнипе ним каламасăр тухса кайрĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, чăтмалла. Киввинче хаярлăх нумай. Тепĕр чухне вăл çĕннине, çамрăккине хăйпе пĕрле тупăка илсе кайма та хатĕр. Апла пулин те пирĕн герой пуçне усмарĕ, пĕр пуçăннă ĕçе малалла тăсма шутларĕ. Паллах, Чечеков доцентпа канашласа пăхмасăр мар ĕнтĕ. Пĕрре пуçра вырăн тупнă шухăш аса илтерсех тăрать çав. Таланов каллех Варук аппа патне кайрĕ. Ку хутĕнче вара вăл ытларах Çĕпĕрти пурнăç пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ.
Партизансене парăнтарсан чекистсем кашни çынна тĕрĕслесе тухнă. Варвара Иванова Морсков партизан хĕрĕ пулнине пĕлсен вара çак çамрăкăн пуласлăхĕ ĕмĕрлĕхех пăчланса ларнă. Вĕренме каясси пирки калаçу та пулма пултарайман. Ĕçе те вăрман каснă çĕре е торф кăларма кăна илнĕ. Каярах вара пĕтĕм пурнăçĕ колхоз ферминче иртнĕ. Пĕччен пулнине кура çавăнтах выртса тăнă. Хулана кайма та, тăван яла тавăрăнма та ирĕк пулман. Ссылкăра пурăннă ĕнтĕ. Ватлăхра кăна çавăрăнса çитнĕ. Кунта та савăнăçĕ пит пысăках пулман.
Колхоз тунă вăхăтра аслашшĕпе асламăшне кулаксем тесе килтен хăваласа янă. Ултă кĕтеслĕ пӳрчĕ халĕ те ял варринче ларать. Малтан унта ял совечĕ пулнă, халĕ вара — библиотека. Кĕлетсене колхоз валли куçарса кайнă. Морсков Çеменпе арăмĕ ватлăхне мунча пек пĕчĕк çуртра пурăнса ирттернĕ.
— Асатте вара туя тытса кашни кунах хăй лартнă çил арманне пăхса килетчĕ тет, ял варринчи пӳрчĕ тавра утса çавăрăнатчĕ тет.
— Чунĕ ыратнă ĕнтĕ унăн... Апла эппин эсĕ килнĕ çĕре аслаçу килĕ хупăннă иккен. Ăçта пурăнкаларăн вара?
— Тăвансем, атте аппăшĕн ачисем лайăх пулчĕç. Çавсем пăхрĕç. Халĕ вара кунта.
— Варук аппа, Çĕпĕртен килнĕ хыççăн Шупашкарта пулнă-и вара эсĕ?
— Çук, пулман. Çӳрейместĕп çав, урасем сураççĕ. Куç та япăх курать.
— Енчен те хăвăр пурăннă çурта курсан палласа илĕттĕн-ши?
— Палламасăр. Анчах вăл çуртсене çĕмĕрсе пĕтернĕ теççĕ вĕт. Кивĕ хула пĕтнĕ тет.
— Сирĕн çурт упранса юлнă.
— Хăшĕ вара?
— Леш, çӳллĕрех вырăнта лараканни. Енчен те çав çурта хăвна тавăрса парас пулсан?..
— Кирлĕ мара ан калаç-ха. Кам патăр ăна? Парсассăн та мĕн тăвăп-ха эпĕ унпа.
— Варук аппа, итле мана. Вара, тен, Шупашкара куçма май килĕ. Ăстарах тухтăрсем пулăшнипе сывлăхна та тӳрлетĕпĕр. Акă сан ятупа заявлени çырса хатĕрлерĕм. Алă пус çакăнта, — терĕ Таланов Варук аппа умне хутпа ручка хурса.
— Мĕн пирки вара ку?
— Аçу çуртне тавăрса пама ыйтса ĕнтĕ. Атя-ха, тытăнса пăхар. Алă кăна пусмалла. Ыттине веçех хам тăрăшăп.
— Юрĕ эппин, — тесе Варук аппа чĕтрекен аллипе «Иванова» тесе çырса хучĕ.
— Мĕншĕн Морскова мар вара, — ыйтрĕ Таланов.
— Паспорт çинче çапла.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...