Çырлара
Çĕртме уйăхĕ. Ăшă çумăрсем хыççăн хĕвеллĕ кунсем пуçланчĕç. Курăк-çарансем сип-симĕс. Сывлăш уçă, тултан кĕрес те килмест. Пĕр ирхине кукамай пире, Петюкпа иксĕмĕре, тĕке-тĕкех вăратрĕ:
— Ну, калăр, камăн çырла çиес килет?
— Манăн! — хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ çывăрма юратакан шăллăм. — Ăçта?
— Мĕн ăçта? — кулкалать кукамай.
— Мĕн пултăр, çырла ара! — Ху каларăн вĕт-ха, — ыйхăллă куçне-пуçне сĕркелерĕ Петюк.
— Çырлан, Петюк тусăм, ури кĕске. Çитеймест вăл кунта хăй тĕллĕн, пирĕн хамăрăн каймалла ун патне, — çемçен, йăвашшăн ăнлантарчĕ кукамай. — Ну, кам манпа вăрмана пырать?
— Эпĕ! — терĕм те васкасах пуçтарăнма тытăнтăм.
— Эс тата... пирĕнпе пырасшăн мар-им, Петюк? — ыйтрĕ кукамай каркаланса тăракан шăллăмран. — Ху тин кăна: «Çырла çиес килет», — терĕн-иç?
— Ман вар ыратать, — хырăмне сăтăркаларĕ Петюк.
— Апла пулсан картишĕнчех çӳре-ха эс паян, чăх чĕпписене курак-çăханран сыхла.
— Çук, ытлашшиех ыратмасть, кукамай, кĕçех иртсе каять, — кĕпи-йĕмне шырама пуçларĕ шăллăм.
— Апла тăк, айта, эпир хирĕç мар, — чеен куç хĕсрĕ мана кукамай.
Ирхи апат çикелерĕмĕр те пураксене суллантарса вăрманалла утрăмăр.
— Ай-яй, çанталăк лайăх паян, шăпах çырла кунĕ! — хĕпĕртесе калаçрĕ кукамай тавралăха сăнанă май.
Кунĕ, чăн та, калама çук илемлĕ. Тăп-тăрă тӳпере, куçа шартарса, кăвар-хĕвел йăлкăшать. Йĕри-тавра, хум хыççăн хум хăваласа, пуç сăхнă ыраш пусси чӳхенет. Лăпкă çил пит-куçран анне алли пек çемçе, ăшă варкăшпа ачашлать. Таçта çӳлте, пуç тăрринче, хура пăнчăн курăнакан тăри тăрлатать. Çывăхри вăрмантан тунсăхлă куккук сасси илтĕнет: ку-кук, ку-кук!
Мĕнле кăна йывăç ӳсмест-ши унта?! Хурăн, çăка, пилеш, вĕрене, ăвăс. Пĕлетелле кармашакан чăрăшсемпе хырсем яштака, çурта пек тӳп-тӳрĕ.
Юмансем еплерех тата! Тунисем темиçе хăлаçа те кĕрейрес çук. Унашкал йывăçа касса вакласан, тупата, хĕл каçипех кăмака хутма çитмелле. Анчах та çĕршер çул ӳсекен йывăç-паттăра çунтарма çылăх: унтан хаклă йышши сĕтел-пукан ăсталаççĕ, аслă стройкăсенче усă кураççĕ. Атте каланă тăрăх, Петĕр патша вăхăтĕнче ăна, карапсем тума, кунтан та — пирĕн вăрмантан — лашасемпе турттарнă пулать.
Акă, çитсе кĕтĕмĕр тĕксĕм-сулхăн чăтлăха. Тавралăх вуншар кайăк сассипе янăрать. Сывлăш çăтса тăранмалла мар тутлă, сиплĕхлĕ. Çăра çулçă-туратсем витĕр хĕвел çути (кукамай ăна «хĕвел ури» тет) вăйсăррăн, именчĕклĕн сăрхăнать.
Шăллăм, çăра курăка сиркелесе, çырла шырама пуçларĕ.
— Кун пек çĕрте çук вăл, — тет кукамай. — Айтăр, шаларах кĕрер...
Татах утатпăр. Кайсан-кайсан пĕр пысăк уçланкăна çитсе тухрăмăр.
Унта та кунта, чĕлĕм туртма ларнă асаттесене аса илтерсе, типĕ тункатасем тĕлĕреççĕ. Вĕсен тавра шерепе çакнă чанккамас вĕлтренпе танлă пиçен, йĕплĕ хулă ашкăраççĕ.
— Ĕлĕкрех хурăнлăхчĕ кунта. Халĕ, ав, çап-çара! — мăкăртатать кукамай. — Касса çĕмĕрме пурте ăста, лартса ӳстерме тесен... никама та кирлĕ мар.
Пире вăл тунката кучĕсене тĕрĕслеме хушрĕ.
— Шырăр, — терĕ. — Кунта, уçă делянкăра, çырла пулма кирлĕ. Кукамай йăнăшмарĕ: кĕçех эпĕ, пĕшкĕннĕ-пĕшкĕнмен, çăмах пысăкăш икĕ çĕр çырли тупрăм. Автан киккирикĕ евĕр хĕп-хĕрлĕ! Кĕрен сĕткенĕ кăшт тĕкĕнсенех чăрт! пĕрхĕнсе тухассăн туйăнать. Тӳсеймерĕм пĕрне астивсе пăхмасăр. Пыл пек тутлă, çăвара хыпнă-хыпман ирĕлсе кайрĕ.
Халĕ ĕнтĕ, хавхаланса кайнăскер, тăрăшсах шырама пуçларăм. Ун-кун пăхкаласа темиçе утăм тунăччĕ кăна — шăкăрин ларакан хĕрлĕ «пӳрнескесем» патне пырса тухрăм. Йĕри-таврах вĕсем, чăн-чăн çырла вăййи! Васкасах, хыпалансах тататăп: пурака пуринчен маларах тултарас килет.
— Çеру-уш! — илтĕнет шăллăм сасси. — Ăçта эс?
Шарламастăп.
— Чӗн, хирĕç сас пар, — хушать манран инçех мар çӳрекен кукамай, — унсăрăн аташса кайма пултаратăр.
— Кунта-а! — тетĕп тĕмсем чăштăртатнă еннелле пăхса. — Ху ӑçта эс?
Хальхинче Петюк чĕнмест. Куратăп: кукленсе ларнă та — пуçне те ҫĕклемест. «Эп пырасран хăрать» — çийĕнчех тавçăрса илтĕм эпĕ.
Юриех ун патнелле утатăп. Тӳсеймест шăллăм, сиксе тăрать:
— Ан кил, хам тупнă лаптăкра хам хуçа!
— Кирлех пуль сан çырлу, — кӳренереххĕн тавăратăп эпĕ. — Ман хамăн та — çавапа çулмалăх!
...Татнă май кăнтăрла çитнине те сисмен эпир. Пуç тăрринчи хĕвел хытăран та хытăрах хĕртет. Кĕпесем, лачкам тарпа исленсе, çурăм çине çыпăçнă. Тӳсме çук ĕçес килет. Пуш кĕленчене кĕсьерен кăларса çăваралла ӳпĕнтеретĕп — çук, пĕр тумлам та юлман.
— Петюк, сан кăштах шыв çук-и? — типсе кушăрханă тутана чĕлхе вĕçĕпе йĕпететĕп эпĕ.
— Эс мĕн, ман çăл тухать пуль тетĕн-им! — кăмăлсăррăн тавăрать шăллăм.
Çăвара кăшт та пулин йĕпетес тесе çырла хыпатăп, анчах пулăшмасть — пушшех ĕçес килет.
— Тип вара анса пăхар-ха, тен, унта мĕн те пулин тупăпăр, — тути-çăварне тутăр вĕçĕпе шăлать кукамай — унăн та ăшĕ хыпнă пулмалла.
Антăмăр. Çырма тĕпĕнче нӳрлĕ, анчах та шыв-мĕн курăнмасть. Хăяхсем хушшипе анаталла утатпăр.
— Таçта çакăнта çăл пур пек астăватăп. Нивушлĕ вăл та типсе ларнă-ши? — патаккипе çăра курăка сиркелет кукамай.
— Ку çырмара ăçтан шыв пултăр! — мăкăртатать шăллăм. — Ывăнтăм эп, айтăр килелле.
— Каятпăр, тӳс кăштах, — йăпатать кукамай Петюка.
Çӳресен-çӳресен сип-симĕс хăмăшлăхра çĕлĕк пысăкăш çăлкуç курăнса кайрĕ. Шывĕ сăн курăнмалла тăрă. Çитменнине, хурăн хуппинчен тунă курка та пур.
— Тавах ку ырă çынна, ĕмĕр-ĕмĕр пархатар куртăр, — хĕпĕртерĕ кукамай. — Пăхăр-ха, хăйшĕн кăна мар, пирĕншĕн те тăрăшнă!
Пĕр сывламасăр пушатрăм куркари шыва. Шăла шăнтмалла сивĕ, тутлă. Татах ĕçесшĕнчĕ те — кукамай чарчĕ:
— Тăруках нумай ĕçме юрамасть, Çеруш, чирлеме пултаратăн, — терĕ.
Хăй те ĕçрĕ. Пĕчĕккĕн, васкамасăр. Çакăн хыççăн айккинерех тăракан шăллăма тултарса пачĕ. Петюк тулли курка еннелле аллине вăраххăн тăсрĕ. Ĕçессе те вăл ытахальтен çеç, «выляса» ĕçрĕ.
— Сан мĕн, ăшу хыпман-им? — тĕлĕнереххĕн ыйтрĕ кукамай.
— Çук, — пуçне сулкаларĕ шăллăм.
— Апла тăк, кĕленчӳне тултар хăть. Кайран, çул çинче ĕçме...
Петюк кĕленчине кăларчĕ. Çавăнтах хĕрелсе, аванмарланса кайрĕ: савăтĕнче — çуррине яхăн! — шыв.
— Ман кунта... кăштах юлнă иккен, — терĕ вăл пире куçран пăхма хăяймасăр. — Мансах кайнă...
— Ӳлĕмрен ан ман, мăнукăм, — лăпкăн, вĕрентсе каларĕ кукамай. — Юрать-ха, ку çăла тупрăмăр. Унсăрăн... Çеруш та, вăн, вăйран-халтан кайнăччĕ, хăв та... чиксе тухнă шывна каялла йăтса таврăнаттăн.
— Манмасп, кукамай, — терӗ те Петюк хуллен тăкса пушатнă кĕленчине тăп-тăрă та сип-сивĕ шывпа тултарма пуçларĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...