Яков Капитонович Рогачев 1926 çулта Чаллăпуç районĕнчи Тилечер ялĕнче (Самар облаçĕ) çуралнă. 1941 çулта тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулах ĕçлеме пуçланă: лашасем пăхнă, вăрман каснă. 1942 çулхи кĕркунне хаçат ĕçне куçнă. 1942-1953 çулсенче Чаллăпуçĕнче «Ленин çулĕпе» хаçатăн яваплă секретарĕ пулса тата ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
1953 çулта Мелекесс хулине пурăнма куçнă, Кунта хула тата район хаçачĕсенче, «Ульяновская правда» хаçатăн собкорĕ пулса ĕçленĕ. 1957 çулта каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухать. 1963 çулта КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Аслă шкулăн куçăн мар уйрăмне пĕтерет. 1989 çулта Çĕнĕ Малăкла районĕнчи «Звезда» хаçата редакциленĕ.
Я. Рогачев вырăсла та, чăвашла та çырнă. СССР Журналисчĕсен союзĕн, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Сăввисемпе калавĕсем тата очеркĕсем хаçат-журналсенче, кĕнеке пуххисенче пичетленнĕ. «Путь большевика» тата «Гигант в степи» вырăсла очерксен кĕнекисене кăларнă. 1993 çулта Чăваш кĕнеке издательстви ача-пăча калавĕсене пухса «Кам аслăрах?» ятлă кĕнеке кăларчĕ.
Я. Рогачев «Канаш» хаçатăн штатра тăракан корреспонденчĕ, каярахпа активлă авторĕсенчен пĕри пулнă, облаçри чăвашлăх ĕçне хастар хутшăннă. Вăл 1995 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Димитровград хулинче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...