Анатолий Ыхра (Анатолий Александрович Тимофеев) Чăваш Республикин Вăрмар тăрăхĕнчи Ыхраçырма ялĕнче 1948 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Шăплатри пуçламăш, Урнарти вăтам шкулсенче, Баутинăри (Казахстан) 54-мĕш техника училищинче тата Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнче вĕреннĕ, салтакра пулнă (1967-1969). 1970-1983 çулсенче Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» производство пĕрлешĕвĕнче электромонтерта ĕçленĕ. 1983 çулхи çурла уйăхĕнче вăл пичет ĕçне куçать. Республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче, Сĕнтĕрвăрринчи «Ленийское знамя» хаçатра тата «Путене» журналта вăй хурать. 1994 çултанпа пĕр вăхăт — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакторĕ. Каярахпа «Тăван Атăл» журналта тĕп редактор çӳмĕ пулса ĕçленĕ.
А.Ыхран малтанхи сăвви хăй шкулта вĕреннĕ чухнех кун çути курнă. Унăн «Эс кăçал шкула каятăн» (1980), «Пăрчăкан пек хĕрача» (1987), «Тĕнче илемĕ» (1988), «Ял хыçĕнчи пусма» (1991), «Сăпат» (1994), «Звездный ливень» (1994), «Сире юратрăм...» (1998) тата «Песни за околицей» (1998) кĕнекисем пичетленнĕ.
А.Ыхра 1989 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ пулнă.
Поэт 2004 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...