Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина) 1888 çулхи çурлан 28 (авăнăн 11)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупащкар уесĕнчи (халĕ ЧР Куславкка районĕ) Куснар ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн 1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. Вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех хăй çуралса ӳснĕ тăрăхри ялсенче учительте ĕçленĕ, ăна РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне панă, Ленин орденĕпе чысланă.
Трубина Мархви чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм-çыравçăсенчен пĕри. Вăл нумай повесть, калав, юмах, пьеса çырса хăварнă, вĕсенчен паллăрахисем — «Мучар», «Хӳтĕ вырăнта», «Асăнмалăх, савăнмалăх» повеçсем.
Пуçламăш тапхăрта Трубина Мархви поэзире те хастар ĕçленĕ, XX ĕмĕрĕн çулĕсенче чылай сăвă-юрă пичетленĕ. Тĕрĕсрех каласан, литература ĕçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех тытăннă. Уйрăмах ăна ку ĕçре Алексей Кольцов поэзийĕ хавхалантарнă. Унăн ку вăхăтра çырнисенчен сахалăшĕ упранса юлнă. Вырăсла çырнă икĕ сăвви 1917 çулта «Чебоксарская правда» хаçатра пичетленнĕ. Трупина Мархви чăваш халăх юррисене якатса çырнă. фольклор материалĕ чылай пухнă. Шкул ачисемпе пĕрле алçыру журналĕ кăларса тăнă.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...