Александр Спиридонович Артемьев Элĕк районĕнчи Тури Вылă ялĕнче 1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Тăван çĕршывăн аслă вăрçине лекнĕ, малтан ахаль салтак, кайран кĕçĕн командир пулнă, фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн Инçет Хĕвел тухăçĕнче Япони самурайĕсемпе çапăçнă, темиçе хутчен те аманнă.
1947-1948 çулсенче А.Артемьев «Ялав» журналпа «Тăван Атăл» альманах редакцийĕсенче ĕçленĕ, унтан литература ĕçĕпе пурăннă. Çав хушăрах писатель Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă.
1951 çултанпа — СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Писателĕн «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ» ятлă пĕрремĕш калавĕ «Ялав» журналта 1947 çулхи чӳк уйăхĕнче пичетленнĕ. Ун хыççăн вăл «Ан авăн, шĕшкĕ» (1950), «Хĕрлĕ çăлтăр» (1952), «Юрату юррисем» (1953), «Атăл калавĕсем» (1956), «Салампи» (1956), «Улма йывăç авăнать» (1958), «Çунатлă çуралнисем» (1965),' «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Тăвăл умĕн» (1975), «Юлашки юрă» (1981), «Сăвăсем» (1989) тата ытти кĕнекесем кăларнă.
А.Артемьев произведенийĕсене ытти чĕлхесене те нумай куçарнă. Писатель хăй тв куçару енĕпе нумай ĕçленĕ, литература тĕпчевĕнче те тĕплĕн тимленĕ.
А.Артемьева Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ, «Хисеп Палли», Халăхсен туслăхĕн орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Вăл Элĕк районĕнчи «Молния» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ пулнă. 1980 çулта ăна Чăваш АССР халăх писателĕ ятне панă.
А.Артемьев 1998 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...