Альберт Кӳльвар (Николаев) 1939 çулта Шупашкар районĕнчи Пăлатка ялĕнче çуралнă. Иккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче (историпе филологи факультечĕ), Ленинфад университетĕнче (журналистика факультечĕ) вĕреннĕ. Тăван Шупашкар енче шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Чăвашрадиора вăй хунă вăхăтра «Ăраскал» программăна пуçарса яракансенчен пĕри пулнă.
1975 çултанпа Сочи хулинче пурăнать, унта учитель, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
А. Кӳльвар сăввисем хăй вăхăтĕнче чылай хаçат-журналта пичетленнĕ.
2004 çулта унăн «Пăлатка çĕршывĕ» ятлă сăвă кĕнеки пичетленсе тухнă. Кĕнекен умсăмахне тĕнчипе паллă чăваш поэчĕ, А. Кӳльварăн тусĕ пулнă Геннадий Айхи çырнă.
«А.Кӳльваршăн Пăлатка çĕршывĕ — сыватакан, вăй-хал парса тăракан çĕр тымарĕ. «Чăваш», «чăвашла» — çак сăмахсем яланах унăн чĕринчен чун ыратăвĕпе пĕрле илтĕнеççĕ», — тет Айхи кĕнекен умсăмахĕнче.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...