Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Автобуса кĕрсе ларсан Автуç лăштах сывласа ячĕ: у-ух!.. Шĕкĕр Турра, чĕрех иккен-ха. Атту черетре хĕстерсе лартрĕç те - ни хускалма, ни сывлама. Пыршă-пакарта та ним мар тухĕ кун пек чух, тупата. Вăй пур та, ăс кирлĕ мар теççĕ-и-ха - çамрăксен нихăçан та черете тăрса чăрманмаççĕ. Сĕнтĕрвăрринче темĕнле техникумра е училищĕре вĕренеççĕ пулмалла, Шупашкар автовокзалĕнче час-часах курать вĕсене Автуç. Платформа айккинче пĕр ушкăна пухăнса тăраççĕ те контролер пассажирсене билет тĕрĕслесе кĕртме тытăнсан кар! пырса сĕкĕнеççĕ автобус алăкĕ патне. Хăть асăрхаттар, хăть намăслантар - итлемеççĕ, хăнк та тумаççĕ. Итлеме терĕ-ха, шăртланса каяççĕ, хирĕçме те пăхаççĕ: «Хăвăр ма кĕпĕрленетĕр ир-ирех? Ларасчĕ ăшă килте кут хĕссе. Çук вĕт, таçта вĕтеленетĕр. Вокзала кĕрсе пăхăр-ха - йăлт стариксемпе карчăксем тулса ларнă, ирĕклĕн çул çӳреме çук!»
Хĕрарăм хул пуççине хускатса, çĕклентере-çĕклентере илчĕ: автобуса кĕме тĕркĕшнĕ хушăра самаях тарларĕ вăл, кĕпи ӳт çумне çыпçăнать. Ватăсем пирки, мĕн калăн, тĕрĕсех янăрашаççĕ çав вăрçчансем, тĕрĕсех. Чăнах та, шăкăри ватă çын ларать салонра. Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те. Анчах автобуспа ярăнса киленме тухмастпăр-çке эпир хайхи «ăшă» килтен. Ĕçсĕрленсе çӳреместпĕр. Нумайăшĕ дача-пахчана ĕçлеме каять. Çамрăксем - ачасемпе мăнуксем - пит чакаланасшăнах мар çĕр çинче, ытларах та ытларах ютшăнаççĕ унран. Пирĕн вара, ватăсен, çӳреме тивет çапла. Çитменнине дачи те çывăхра мар, хăямат. Шупашкартан автобуспа пĕр сехете яхăн каймалла. Ĕçĕ вара...
Малалла
 Челпир патшаÇӳллĕ тусем çинчен çул анать,
Атте хапхи тĕлне тӳр тухать.
Атте хапхи тĕлне çитсессĕн.
Çурри хула пекех туйăнатъ.
Атте картишне те кĕрсессĕн,
Пĕтĕм хула пекех туйăнать.
Пӳрт алăкне уçса ярсассăн.
Атте кĕрекере туйăнать.
Атте хăй сăмахне каласассăн,
Патша сăмахĕ пек туйăнать.
Чăваш халăх юрри.
Кăйкăр кайăк — савнă кайăк,
Эс вĕçетĕн тӳпере.
Эс çӳлте чухне пит лайăх,
Вутлă çулăм чĕрере.
Санпала пĕрле вĕçесчĕ,
Çавалтан Атăл таран.
Савнă çĕрĕме пиллесчĕ
Араскал, телей чунран.
Чăваш çĕрĕ питĕ чаплă —
Ăмсанаççĕ тăшмансем.
Пĕлĕр халь: эп Пайтул ятлă,
Сире сутмăп, чăвашсем!..
Чăвашсемшĕн эп кĕрешĕп
Пĕрчĕ юн тумламчченех.
Хампала пĕрле чĕнетĕп
Чи маттур йĕкĕтсене.
Ăнлантаркăч
1937 çулта Марка ялĕнчи Кириле ятлă ватă юрăçран П.П. Юркин тĕпчевçĕ çырса илнĕ.
Мана, ал çырăвĕн редакторне, пĕр поэт, ятлă поэт, çапла каланăччĕ:
— Эсĕ кăтартнисене тӳрлетрĕм, так ну. Эпĕ хирĕçместĕп редакторпа. Хусанкайпа вăт, ачам, пĕр чĕлхе тупаймăн. Йывăр унпа ĕçлеме, так ну...
— Йывăррине-мĕнне пĕлместĕп, ал çырăвне тытса курман, — хуравларăм эпĕ сӳрĕккĕн, ăшра хăйпе килĕшменнине тӳррĕн палăртма хăймасăр.
Эпĕ ун чухне (1959 çулта) Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме тытăннăччĕ кăна, писательсенчен чылайăшне произведенийĕсем тăрăх çех пĕлнĕ. Çапах та Петĕр Хусанкайпа хутра-ситре тĕл пулса калаçкаланăччĕ. Манăн пирвайхи сăвăсенчен пĕрне хăй пухса хатĕрленĕ «Миршĕн» сборнике те кĕртнĕччĕ вăл. «Ăшă кăмăллă, ырă чунлă», — шухăшлаттăм эпĕ Петĕр Хусанкай пирки ялан. «Йывăр унпа ĕçлеме» тенĕ поэтпа пĕртте килĕшес килмерĕ.
Паллах, тепĕр чухне (е сайра хутра анчах мар) редактор сĕнĕвне йышăнмасассăн та пултарать автор. Кун пек чухне автор хăйĕн тĕрĕслĕхне редактора ĕнентерме пĕлни кирлĕ. Редактор та, хăйĕн кăтартăвĕ тĕрĕс тесе шутласан, автора ĕнентерме пултармалла. Авторпа редактор пĕр-пĕринпе хирĕçни ĕçе ăнăçу кӳмест, кăткăслантарать кăна.
Малалла
1
Таркăн ялĕ пĕчĕкçĕ ял,
ларать варсен хушшинче.
Йĕри-тавра — ешĕл вăрман.
Таркăн - вăрман айĕнче.
Ирхинепе шăпчăк юрлать
ирхи сывлăм типиччен.
Каçпала лăпкă çил вĕрет
хĕвел анса путиччен.
Çакă ялта тăлăх арăм
тертпе виç хĕр ӳстернĕ.
Пĕри, вун саккăра çитсен,
йывăр чирпе чирленĕ.
Педучилищĕре çак хĕр
маттур пулнă яланах,
Йывăр чирне тӳсеймесĕр
выртнă вăл пульницăна.
Çав йывăра чăтма йывăр —
турра çĕр хут асăнăн:
çунан ăшне тӳсеймесĕр
хĕр амăшне асăннă.
Анне, тетĕп, эп выртатăп
пульница койки çинче.
Вăрах ан тăр, час килсе кур
куçра пур чух çут тĕнче.
Аннем, темшĕн юнлă сурчăк
хĕрлĕ сăна шуратать.
Анне, килсен пехилпе кил —
сăн хĕрелми теп кăштах.
Анне, эпĕ çук пулсан та,
маншăн ăшна ан çунтар.
Икĕ куçна ик хĕр юлĕç,
виççĕмĕшсĕр юлсан та.
Малалла
Чăвашсемшĕн тăрăшнă пекрех
Вăл хăйне ялан кăтартнă.
"Автономи тăвăпăр" тесех
Хăть ăçта сăмах çаптарнă.
Етĕрне чăвашĕ пулнăран
Тăрăшнă хăй вирьялсемшĕн.
Чĕмпĕре столица тăвасран
Çав тери хăранă мĕскĕн.
Савандеев — Анатсен асли —
Элмене пит шиклентернĕ.
Чĕмпĕре туман чăваш хули,
Ленин сĕннине сивленĕ.
Илнĕ кĕпĕрне хулисене:
Пушкăрт Ĕпхĕве ал панă,
Тутар тытнă Хусан элемне, —
Уншăн савăнса ташланă.
Пире лекнĕ уес хули çех.
Эпĕр пит нумай çухатнă.
Чăвашсен çурри куçкĕретех
Пирĕнтен уйрăлса кайнă.
Вырăса е тутара тухса
Хăш чăваш пире шар кӳнĕ.
Элмене хăть халĕ ылханса
Лăплантăр-и чăваш чунĕ.
Эсĕ ман пуянлăх, ылтăн,
Тӳпери çут çăлтăрăм.
Эсĕ ман чи çывăх çыннăм —
Чун юратнă мăшăрăм.
«Эсĕ» сăвăран.
Раштав уйăхĕн вĕçĕ. Чи вăрăм, шартлама сивĕ те пĕр çилсĕр каçсем. Çăлтăрсем тӳпере мĕлтлетсе выляççĕ. Уйăх çӳлте хунар пек çакăнса тăнă та таврана таçта çити çутатать.
Шап та лăп çакăн пек илемлĕ каç, вăтăр виçĕ çул каялла, эрешленĕ хыçлă çунапа тăпăр-тăпăр ташласа тăракан ăйăр кӳлсе эпĕ сана качча илес шутпа кӳршĕ яла пынăччĕ. Эсĕ, тин çеç вун çиччĕ тултарнă çап-çамрăк хĕр, палăртнă вăхăтра ман пата тухрăн, калаçса тăтăн, анчах çав каçах манпа пыма килĕшесшĕн пулмарăн. Питĕ витĕмлĕ сăлтав та пурччĕ санăн: çав кунсенче иккĕмĕш сыпăкри пĕр аппу вилнĕччĕ, хĕрĕх кунĕ те иртменччĕ-ха, çитменнине, аçу та килте марччĕ. Сочие çитиех канма кайнăччĕ. Паллах, эпĕ те пĕлеттĕм çакна, анчах темшĕн пĕр кун кая юлсан та чун савнине çухатасран, кам-тăр урăххи сана илсе кайма пултарасран шикленеттĕм. Пурччĕ, пурччĕ-ха пĕр каччă сирĕн ялта сан хыççăн чупаканни. Салтакра чухне те çыру çырса тăнă вăл, сана çуралнă кун ячĕпе те чаплă парне — хунар — парнеленĕ. Çав хунара паян кун та манран пытармасăрах упратăн, усă курнă чухне ăна аса илетĕн пулĕ. Ют каччă парнине кăларса ывăтманшăн çилленместĕп. Хунар — хуçалăхра кирлĕ япала, пултăрах.
Малалла
Тăшман пире хăратмасть,
Унран эпир тармастпăр.
Çутă хĕçе çĕклетпĕр,
Тăшман айне пулмастпăр.
Тăвăл пире тивеймест,
Сĕм вăрманта ларнă чух.
Тăшман пире çĕнеймест
Эпир туслă пулнă чух.
Пурччĕ манăи икĕ çунат,
Икĕ улăпла çунат:
Пĕр çуначĕ — Чăваш çĕрĕ,
Тепĕр çунат — Чăваш хĕрĕ —
Савнă тусăм Минисса.
Вĕçрĕм çилтăвăл касса...
Касса татрĕç çуната,
Чĕрем панчи çуната.
Çилхăван пек утăм пур,
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Çутă хĕçĕм ялтăратăр,
Тăшман пуçĕ çук пултăр.
Ăнлантаркăч
Ку юрра 1916 çулта Кирук юрăçă Палтай Упи ялĕнчи Каляк Минккинчен çырса илнĕ.
Минисса — Пайтулăн арăмĕ е савнă хĕрĕ пулма пултаратъ.
Пĕр вăхăтра кĕрĕк тăхăнасси модăна кĕрсе кайрĕ. Лавккара пурри пурне те лекместчĕ. Пĕлĕш-тăвансене çеç хыçапти алăкран тыттарса яратчĕç, пултаруллăраххисем сурăх тирĕ пуçтарса кĕрĕк çĕлеттерме пикенчĕç. Эпĕ мĕнрен кая, çичĕ-сакăр тир пуçтараймастăп-и? Ним мар пуçтаратăп, кĕрĕк çĕлеттеретĕп.
Пĕр кунхине, ĕçрен пушансан, миххе сурăх тирĕсене тултарса автобуспа ларса Шупашкаралла вĕçтертĕм. Тĕп хулара тир тăвакансем пур тенине илтнĕччĕ. Паллах, тĕп хулара лайăх çĕлесе парĕç-ха терĕм. Кӳршё ялта та ун пек ăста пурччĕ те, Шупашкар Шупашкарах çав. Çапла шутлатпăр эпир яланах. Хулара тир кăна тумаççĕ, кĕрĕкне те çĕлесех параççĕ. Килĕшрĕм, авансне тӳлесе хăвартăм. Тата тепĕр эрнерен кĕрĕкне килсе илме каларĕç.
Урамра сивĕсем пуçлансан çынсем кĕрĕк тăхăнчĕç. Кӳршĕллĕ пурăнакан Митя та кĕрĕк тăхăннă. Хăй ӳстернĕ сурăх тирĕсенченех тутарнă, пĕрре те патшалăхăннинчен кая мар. Аптрамăп, часах манăн та чаплă кĕрĕк пулать.
Кайса илтĕм Шупашкартан кĕрĕке. Укçине те аванах тӳлесе хăвартăм.
— Çĕр çул тăхăн ку кĕрĕке, çавах та кивелмĕ,— çурăмран шаплаттарса мухтать кĕрĕк çĕлекен. — Хăвăн çинче те епле аван ларать, тепре кил, юлташусене кала,— тесе ăсатрĕ мана ăста.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 786 787 788 789 790 791 792 793 794 ... 796
|
Шухăшсем
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Explore Parimatch Canada in one place wi...
Looking for Parimatch Canada information...
Stop paying for broad, unfocused visitor...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Explore Olympcasino login information al...
Find detailed information about Olymp Ca...
Looking for traffic that actually fits y...