Манăçми кунсем, çулсем...
Мана, ал çырăвĕн редакторне, пĕр поэт, ятлă поэт, çапла каланăччĕ:
— Эсĕ кăтартнисене тӳрлетрĕм, так ну. Эпĕ хирĕçместĕп редакторпа. Хусанкайпа вăт, ачам, пĕр чĕлхе тупаймăн. Йывăр унпа ĕçлеме, так ну...
— Йывăррине-мĕнне пĕлместĕп, ал çырăвне тытса курман, — хуравларăм эпĕ сӳрĕккĕн, ăшра хăйпе килĕшменнине тӳррĕн палăртма хăймасăр.
Эпĕ ун чухне (1959 çулта) Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлеме тытăннăччĕ кăна, писательсенчен чылайăшне произведенийĕсем тăрăх çех пĕлнĕ. Çапах та Петĕр Хусанкайпа хутра-ситре тĕл пулса калаçкаланăччĕ. Манăн пирвайхи сăвăсенчен пĕрне хăй пухса хатĕрленĕ «Миршĕн» сборнике те кĕртнĕччĕ вăл. «Ăшă кăмăллă, ырă чунлă», — шухăшлаттăм эпĕ Петĕр Хусанкай пирки ялан. «Йывăр унпа ĕçлеме» тенĕ поэтпа пĕртте килĕшес килмерĕ.
Паллах, тепĕр чухне (е сайра хутра анчах мар) редактор сĕнĕвне йышăнмасассăн та пултарать автор. Кун пек чухне автор хăйĕн тĕрĕслĕхне редактора ĕнентерме пĕлни кирлĕ. Редактор та, хăйĕн кăтартăвĕ тĕрĕс тесе шутласан, автора ĕнентерме пултармалла. Авторпа редактор пĕр-пĕринпе хирĕçни ĕçе ăнăçу кӳмест, кăткăслантарать кăна.
Мана чи малтан Петĕр Хусанкайăн «Лирика» ал çырăвне редакцилеме тиврĕ. Ĕçе хăюллăн пуçăнтăм теейместĕп. Пысăк поэт çырнинче çитменлĕхсем шырама пикенни аван мар пек туйăнчĕ те эпĕ хăш-пĕр йĕркесене, начартарах рифмăсене, ритм уксахланă вырăнсене кăранташпа çех палăртса тухрăм, чернилпа тĕкĕнме тăхтарăм: Хусанкай килĕшессе е килĕшес марра кĕтрĕм. Петр Петрович эпĕ кăтартнă вырăнсене пăхкаларĕ те мĕн тӳрлетмеллине ман умрах тӳрлетме тытăнчĕ. «Эсĕ курнă ав, хам асăрхаман, — терĕ вăл кăмăллăн. — Тавта-пуç, Якур шăллăм».
Унăн тепĕр кĕнекине, «Аслă чĕре» ятлине, илемлĕ калăплама темиçе страница çитмерĕ те, Петĕр Хусанкай çĕнĕрен 5 сăвă илсе килчĕ. «Наборласассăн кусене те хамăн вуласчĕ», — терĕ. Вулаймарĕ, Мускава васкавлăн тухса кайрĕ. Пĕр-икĕ кунран вăл ман ятпа Шупашкартах çырса хăварнă çырăва илтĕм.
«Якур шăллăм, — çырнă вăл, — паян тин ăсанма тивет те-ха... Кĕреймерĕм... «Аслă чĕрери» 5 сăвва пăхаймарăм ĕнтĕ. Хăв тĕрĕс-тĕкел вырнаçтарса яр. Оригиналне пăхарах вулама тархаслатăп: тепĕр чух «вак-тĕвек» пĕтĕм кăмăла пăтратса ярать. Килессе 7-8.Х. килетĕп пулĕ. Тен, çавăнталла хыпар тăвăн е хамах çитсе кĕрĕп. Кĕнекем çав 5 сăвăсăр тухмалла марах терĕмĕр ĕнтĕ. Ытти пирки — çитсен...
Салампа П. Хусанкай».
Акă çав çыру оттискĕ:
<кунта ӳкерчĕк>
Кашни автор хăйĕн кĕнекине пĕр йăнăшсăр кăларттарасшăн. Кĕнекере йăнăш кайни автор кăмăлне çех мар, вулаканăн кăмăлне те хуçать, тарăхтарать те. Петĕр Хусанкай хăйĕн кĕнекисен тасалăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн, йăнăшсăрлăхĕшĕн (йăнăшсăрлăхĕшĕн — уйрăмах) хытă тăнă. Редактора, корректора харпăрхăй ĕçĕнче ялан тимлĕ пулма тархаслатчĕ. Унпа ĕçлеме пур пĕр аванччĕ. Чăркăш марччĕ вăл. Хăйне кирек хăçан та сапăр тытнă. Иксĕмĕр хушăра пĕр-пĕрине ăнланманни нихçан та пулман.
Çав çулхинех, 1962 çулта, мана Петĕр Хусанкайăн «Савни» кĕнекин редакторĕ пулма тиврĕ. Титул листинче хăйĕн яш чухнехи сăн ӳкерчĕкне пичетлерĕмĕр.
«Тавтапуç сана, Якур! Мĕн те пулин кунта, тен, пур», — тесе парнелерĕ мана Петр Петрович çав кĕнекене.
«Акă вăл, — шухăшларăм эпĕ, — поэт сăпайлăхĕ!.. «Мĕн те пулин» мар, виçсе виçейми, тулли илемлĕх кунта, чун-чĕре хĕрӳлĕхĕ, шухăш пуянлăхĕ!» Çакăн пек çынччĕ Петĕр Хусанкай, мухтанмастчĕ вăл хăй мĕн çырнипе. Халăх ăна мухтарĕ, халь те мухтать.
Урапа та ялан пĕр йĕрпе чупмасть тенĕ авалхи чăвашсемех. Пĕр йĕрпе кăна мар, пĕрешкел те вăрах хушă пыраймасть: е хăвăрт кусать вăл, е питĕ хуллен; тӳрем вырăнтах е пĕр-пĕр лакăма лекет, е тумхаха...
1967 çулта çу пуçламĕшĕнче «Ялав» редакцине (эпĕ журнал редакторĕччĕ) Петр Петрович Хусанкай «Çĕрте те çĕрместпĕр» поэма илсе килчĕ. «Вуласа пăх-ха, Якур шăллăм, — терĕ, — техĕмĕ пур-и, çук-и?» Вуларăм та пăшăрханса ӳкрĕм: поэма тĕп геройĕн сăнарĕ пулса çитеймен, шупка. Мĕнле калас Хусанкая? Вĕренекенĕ вĕрентекене критикленĕ пек пулать-çке-ха. Пур пĕр калама лекет. Йăвашшăн пĕлтертĕм хамăн шухăша Петр Петровича. Вăл лăпкăн, ним шарламасăр итлесе ларчĕ. Çавах сисрĕм: лайăхмарланчĕ вăл. Хама та аван маррăн туйрăм: унăн чĕрине ыраттартăм-çке, айăпа кĕтĕм.
— Темле çав, — хуравларĕ Петĕр Хусанкай ал çырăвне манран илсен, — тепĕр хут пăхса тухăп-и? Шантармастăп...
Туслăха куçса пынă иксĕмĕр хушăри хутшăнусем сивĕнес енне сулăннăран эпĕ самай кулянтăм, çав вăхăтрах Петр Петровичăн кăмăлĕ çаврăнасса та шанма пăрахмарăм. Эрне хыççăн эрне иртрĕ. Июль вĕçнелле «Ялав» редакцине Хусанкайран ман ятпа бандероль килчĕ — «Çĕрте те çĕрместпĕр» поэмăн çĕнĕ варианчĕ, çыру та пур. «Якур шăллăм, — çырнă Петр Петрович, — хама хам тулласа пурăнни çитет пулĕ. Хальлĕхе калăпланса çитнĕн туйăнать. 800 йĕрке çукрах. Çапах та пĕр номере ярсан аванрах пулмалла пек. Укçи-качкишĕн пулсан — йӳнĕрех тӳлесе йӳнеçтерме пултаратăн. Эпĕ кӳренекенни те, хаклашаканни те мар. Ку ыйту татăклă пултăр. Пурăнатпăр-ха.
Чăвашла машин хампа пулмарĕ. Пичетлеттерсе ил ĕнтĕ тĕлĕ-тĕлĕпе. Малти 3 стр. — алăпа çырни — пĕрремĕш сыпăкĕ умĕн, ячĕ хыççăнах, каймалласкер. Вара тата вун пĕр сыпăкĕ — юрă пекки.
Эпĕ августăн çурринче çитмелли çын. Чиперех пулсан...»
Акă çав çыру оттискĕ:
<кунта ӳкерчĕк>
Савăнтарчĕ мана Хусанкайăн ку çырăвĕ. Поэми те килĕшрĕ: малтанхи варианчĕпе танлаштарсан, ку вариант чылай ăнăçлă пулнă. Ăна, çав варианта, Александр Казаков тăлмачă вырăсла куçарсассăн, Мускав издательстви те хапăлласа йышăннă.
Хусанкай чылай ют çĕршыв писателĕсене аван пĕлетчĕ. Уйрăмах вăл Болгари поэчĕсемпе çирĕп çыхăну тытрĕ, вĕсен илемлĕ литература хаçатне, журналне тăтăш илсе тăчĕ. 1964 çулта пирĕн республикăна килсе кайнă Ангел Тодоров, Болгарин паллă поэчĕ, Чăвашра хăй мĕн курни-пĕлни çинчен «Болгаросоветская дружба» журналта пысăк статья пичетленĕ.
— Кирлĕ статья. Хамăр халăхшăн, туслăхшăн усăллă, — терĕ Хусанкай, Ангел Тодоров статйине «Ялав» редакцине илсе килсен. — Тăлмачă тупăр-ха, куçартăр.
— Пăлхарла сирĕнтен лайăх пĕлекен çук та пуль, Петр Петрович, — терĕм эпĕ. — Хăвăрах куçарăр-ха.
— Халĕ Мускава каймалла та... Юрĕ, шухăшласа пăхăп, — терĕ вăл.
Часах çыру илтĕм. Петр Петрович ăна октябрĕн 21-мĕшĕнче янă. «Асапланас терĕм, — çырнă вăл, «Украина» хăна çуртĕнче пурăнаканскер. — Хама хам редакцикелерĕм. Тен, çĕнĕрен пичетлеттеретĕн машинкăпа? Кĕскетме тиврĕ старик сăмахне. А шел!..»
Акă çав çыру оттискĕ:
[кунта ӳкерчĕк]
Петĕр Хусанкай куçарăвĕ октябрĕн юпашки кунĕнче тин çитрĕ. Çав тĕле «Ялав» журналăн декабрьпе январь номерĕсене те хатĕрлесе çитернĕччĕ те, Ангел Тодоровăн «Советлă Чăваш Çĕршывĕнче» статйи 1965 çулхи февральте кăна тухрĕ. Авторĕн сăн ӳкерчĕкне те пичетлерĕмĕр. Петр Петрович кăмăллă юлчĕ.
Пĕрре каланăччĕ эпĕ, çавнах тепĕр хут калатăп: Петĕр Хусанкай питĕ ĕçчен çынччĕ. Мĕн ыйтнине туса пама, чĕннĕ çĕре кайма-килме вăл нихăçан та ӳркенмен. Редакцие (хаçата-и, журнала-и) сăвă е статья хăвăрт кирлĕ — пуринчен малтан пек Хусанкай пулăшма васкатчĕ, пулăшатчĕ те. Çук, пĕртте йывăр марччĕ, çăмăлччĕ унпа — вашават кăмăллă çынпа, чаплă поэтпа ĕçлеме.
Эпĕ унпа ĕçленĕ кунсене — кĕнекисен редакторĕ пулнă, сăвви-поэмине, статйисене журналта пичетленĕ, пĕр-пĕринпе калаçнă, хутшăннă кунсене — хамшăн усăллă, телейлĕ вăхăт пулнă теме пултаратăп. Хăйĕн кашни кĕнекине пекех (кашнинех те-и, тен?) — Шупашкар-и кăларнă, Мускав-и е урăх çĕршывра тухнă — вăл пур пĕрех парнелетчĕ мана. 1969 çул пуçламăшĕнче Петр Петровичăн виçĕ томпа кăларма йышăннă «Суйласа илнисен» 1-мĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. «Манас мар-ха пĕр-пĕрне» тесе титул листинче çапла çырса парнелерĕ çав кĕнекене, сăвăсен пуххине, Петр Петрович мана. Савăнмаллаччĕ — чуна хуйхă пусрĕ: Хусанкай йывăр чирлĕ, шав начарланса пырать...
Астăватăп: Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 70 çул çитет. «Ялава» статья кирлĕ. Кама çыртарас? Шухăшлатăп, шухăшлатăп — Хусанкайран лайăх автор çук. Вăл Çеçпĕл Мишши пултарулăхне нумай тĕпченĕ, сăввисене вырăсла куçарнă, ăна чунтан юратать. Урăха сĕнсен Хусанкайăн кӳренме сăлтав пулать терĕм. Тульккăш вăл йывăр чирлĕ, çырайĕ-ши? Кансĕрленĕшĕн каçару ыйтса Петр Петрович патнех шăнкăравларăм.
— Юрĕ, — килĕшрĕ вăл. — Мĕнле те пулин пулăшăп.
Августăн 29-мĕшĕнче илсе килнĕ Петр Петрович «Ялав» валли çырнă статйине. Эпĕ редакцире пулман та хут татăкĕ çине кăранташпа вăйсăррăн çапла çырса хăварнă: «Сывă пулса тăр. Кайиччен, тен, кураймăпăр». Хăй калех Мускава тухса кайнă. (Юлашки çулсенче Хусанкай час-часах Мускава çӳретчĕ.) Статйи, «Пин-пин чĕре» ятлăскер, Çеçпĕл Мишшине халалланă номертех пичетленчĕ. Çакă Хусанкайăн «Ялав» валли çырнă юлашки статйи пулчĕ...
Çăмăлччĕ Петр Петрович Хусанкайпа ĕçлеме.
Шел, ытла ир пăрахса кайрĕ вăл пире.
Ячĕ-шывĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ тăван халăхра нихăçан çухалмĕ.
«Тăван Атăл» журналтан /2007, кăрлач/ илнĕ
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...