Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлÇăлтăрчăксемЙĕрсем çухалмаççĕĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томҪавраҫилВăрман ачисемКулăшла калавсем

Сунас


Сунас ерчĕ такамран

Сăрт çамки çеремленсен,

Эп апчху! апчху! тусан:

"Сывлăха", - терĕç çемçен.

 

"Сывлăха", - темессерен

Сунас савăнчĕ чунран.

Каç енне кĕтмен çĕртен

Лап ӳкерчĕ ураран.

Сутнă пӳртри юлашки каç


Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»

Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.

Степан кантăк патĕнчен пăрăнчĕ. Сутаканни мар, туянаканни хăй пулнăн, пӳрт ăшчиккине тĕсерĕ: пиçĕхсе ларнă пĕренесем, анăç енне самай сулăннă хĕвелĕн кантăкран карăнса ӳкен хĕрлĕрех çутинче вĕсем хĕмленсе тăнăн йăлтăртатаççĕ, çуттăн, тасан - Çарахви аппăш хăйăрпах сăтăрса çурăм терĕ; Кăмакине шуратнă, типсе çитичченех хутнă пулмалла та, тĕл-тĕл çуркаланнă; кантăк каррисем, турăш кĕтесне çакнă алшăлли чăлт-шурă, хĕррисене вĕттĕн-вĕттĕн тĕрленĕ, — Степан хăйсен кун пеккисем пуррине астумасть: Çарахви аппăш хăйĕннех илсе килнĕ-тĕр; йывăç кравать, пуçелĕк тĕлне эрешленĕ, ашшĕ ăсталанăскерех; çаптарккă çивитти; урайне кивĕ пир-пусма таврашĕнчен килте тĕртсе тунă палас пекки сарнă.

Малалла

Пурнăç лавĕ


"Çут тĕнче хĕрне санпа

Хатĕр эп кайма", —

Терĕн эс хавас саспа

Те хăпартланма.

 

Хăпартлантăм ачалла

Çав тери чунран.

Тапса сикрĕ малалла

Пурнăç вырăнтан.

 

Пурнăç лавĕ ман енне

Илчĕ сулăнса.

Ун енне эс ун çумне

Лартăн вăрт куçса.

Тăри


Пĕлет тенĕрен, юри:

"Тăри, - терĕм, - эй, тăри!

Юратать пулсан савни

Эс çӳле-е-е кай. Илтрĕн-и?"

 

Тăри тем çӳллĕшĕнче

Юрлать янкăр тӳпере

Ун юрри ытамĕнче

Савăнса тапать чĕре.

Çунса шăтнă чĕре


"Чĕрӳ сивĕ", - ӳпкелен

Пĕрле чух пĕрмай мана.

Мана мĕн йăлăхиччен

Пăхăнтартăн эс хăвна.

 

Пăхăнтарнă çем чĕре

Саншăн çунчĕ çав тери.

Çунса шăтнă чĕрере

Ăçтан пултăр-ха вĕри.

Ашшĕпе ывăлĕ


Шурă йăмрасем кăшт та хускалми лараççĕ, пас пĕрчисене - пĕрне те - ӳкересшĕн мар пек. Пӳрт мăрйисенчен мăкăрланакан тĕтĕм юписем тӳпене кармашнă. Сивĕ.

Кăчăрт-кăчăрт, кăчăрт-кăчăрт! кăчăртатать ура айĕнчи юр. Пĕр урамра çын утни тепĕр урама илтĕнет.

Ашшĕпе юнашарах танкăлтатать Юра. Çапах та унăн пĕчĕк çех хура çăматтисен айĕнчи юр пĕртте кăчăртатмасть, çемçен нăтăртатать кăна. Йĕрĕ те палăрмасть. Ашшĕн аттисем çул хыттинех шăтара-шăтара кĕреççĕ. Пысăк çав Юра ашшĕ. Унран çӳллĕ те тĕреклĕ çын Юра курман-ха. Юра çакна та лайăх пĕлет: ашшĕ ун уçă кăмăллă.

Вăл лăпкăн калаçать. Хирĕçме юратмасть. Паян та акă, пӳртрен тухас умĕн, ĕçе çӳренĕ чухнехи пекех çăм свитерĕпе кĕске кĕрĕкне тăхăнасшăнччĕ вăл. Юра амăшĕ çакна асăрхарĕ те: «Сан, - терĕ, - мĕн, урăх ним те çук-и? Клуба каятăн пуль»... Юра ашшĕ пĕр сăмахсăрах вара чăн-чăн уява пуçтарăннă пек тумланчĕ.

Пуçĕнче унăн хура çăм çĕлĕк, çийĕнче йăлтăркка хăмăр çухаллă тĕксĕм пальто. Пальто айĕнчи шурă йăрăмлă костюмĕ те, хĕрлĕ шарфĕ те, шурă кĕпи те -пурте халь унăн вĕр çĕнĕ.

- Чаплă пухăва лайăх çи-пуçпа пынине ним те çитмест, - терĕ Юра амăшĕ вĕсене ăсатнă чух. - Эп те пырăттăм та, шкула каймалла. Питĕ итлес килетчĕ...

Малалла

Ан ман


Эп каятăп. Эс юлатăн.

Ан хĕрет йĕрсе куçна.

Сан питри куççуль пылаккăн

Темшĕн туйăнчĕ мана.

 

Аякра чух сенкер тунсăх

Вылĕ час-часах чунпа.

Юрату епле-ха унсăр? —

Юрату хитре унпа.

 

Шантарса сана калатăп:

Тухас çук эс ман асран.

Аякри çултан мана та

Эс кĕтсе илме ан ман.

Ачалăх


Ĕçлеттерес тесе те мар,

Выçсассăн, çăкăр ыйтнăран,

Мана анне çурла тытма

Вĕрентнĕ, эп вунна пуссан.

 

Ята çурла аври çине

Эп çырнăччĕ хитре касса,

Уйра тупсан, Кам çурлине,

Такам та пĕлнĕ, вуласа.

 

Пăхмастчĕç эс камне.

Ана Виçсе паратчĕç — упален.

Выраттăмччĕ, Хыçри çынна

Хамран эп пур пĕр ирттермен.

 

Кашни пучах — çăкăр чĕлли,

Çакна эп пĕлнĕ пĕчĕкрен.

Пурне çине вырма палли

Çурла лартман пуль ахальтен.

 

Эп тунă сар кĕлтесенчен

Çавра çĕмел ӳссе ларсан,

Çут тĕнчере маншăн, ĕнен,

Унран пахи нимскер пулман...

 

Çиме ларсан, ĕшеннине

Туяттăмччĕ кĕлеткере.

Ачалăха эп хăш чухне

Куратăп халь те тĕлĕкре.

Ма уйрăлмалла пулчĕ-ши?


"Пĕр-пĕрне эпир юратсах чунран,

Мăшăрлантăмăр", - терĕн-çке.

Хăвăн шухăшна пытарса манран

Вăрттăн туйăмпа ан чĕрке.

 

Маншăн эс мĕнли уйрăмах паян

Паллă унсăрах чĕрене.

Аш çу кунĕнче урамри йăмран

Çулçи тăкăнать кил умне.

 

Макăрсассăн та пирĕн çук текех

Пĕр-пĕрин валли чун ăшши.

Пĕр-пĕрне савса пурнас çĕртенех

Ма уйрăлмалла пулчĕ-ши?

Илтмен-и


"Эй, итле-ха, — тет пĕри, —

Эс Карай çинчен темех

Илтмен-и çак кунсенче?"

"Илтнĕ! Илтнĕ! — тет тепри, —

Ăна палăк лартас пек

Калаçаççĕ ялĕнче.

■ Страницăсем: 1... 781 782 783 784 785 786 787 788 789 ... 796

Шухăшсем