
О. Таллеровăна
Курман та пуль эпир ăна хĕлле.
Кĕре вара — ирттернĕччĕ пĕрле.
Вăл — вилнĕ пекчĕ... Эпĕр ун чухне
Туймарăмăр питех вăл пуррине:
Вăл — çук пекехчĕ, эпĕр, этемсем,
«Вил çутçанталăк», терĕмĕр ун чух.
Пурнатпăр-и? — Мăнаçлаймалăх çук,
Пурнатпăр — кунсерен ватăлнăçем.
Хĕл иртрĕ. Мĕн пиллерĕ вăл сана?
Вăй çук. Илем те чакнă. Çав кăна.
Ак, халь куратăп — çавă туратах,
Вăл улшăннă, вăл çитĕннĕ. Анчах,
Вăл çĕнелсе анчах иккен ӳсет!
Вăл ватăлать. Анчах та çĕнелет
Вăл, тин çуралнă пек, çуллен-çулах!
Калать сана: «Тен, эс те çĕнелен?
Тĕн, Çĕнĕлĕх кăшт урăх пуль çынсен.
Анчах та пĕл эс: Çĕнĕлĕх пурах».
Сыв пул, турат. Тавах сана, турат.
Кайран, паллах, çак тĕм типсе хăрать.
Анчах кунтан кайман пек çухалать...
Çĕрте вăл. Сывлăшра — мĕлки ун пур!
(Каллех — хĕвел. Каллех каять ав юр.)
Мĕлке çеç мар. Ак, çĕнĕ тĕм — каллех.
Те урăх тĕм вăл... Те каллех — хăех!..
Шухăшсем
The hint of this terpene shade - https:/...
If you’re looking to optimize your trans...
If you want a smarter way to handle ener...
If you’re looking to optimize your trans...
If you want a smarter way to handle ener...
6...
1...
https://yandex-promocode...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...