Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
 

Reklamo

Иван Саландаев: «Качакапа специалист мар!»

Иван Саландаев16.01.2023 09:132174 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Аслӑрах ҫулхисем ас тӑваҫҫӗ пулӗ-ха: иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче Шӑмӑршӑ пасарӗ эрнекун редакци ҫумӗнчи лавкка патне пуҫтарӑнатчӗ. Пасар теме те ҫукчӗ пуль ӑна: хальхи пек таҫтан-таҫтан килнӗ сутуҫӑсем кӗпе-тумтир, атӑ-пушмак, ытти ӑпӑр-тапӑр сутман.

Пӗрре ҫапла редакцири ман пӳлӗме самаях ватӑ хӗрарӑм кӗчӗ.

— Качака туянасшӑн та, хӑшне суйласа илмеллине пӗлместӗп. Мана таса ӑратли кирлӗ, кунне 2-3 литр ҫеҫ параканни ан пултӑр. Редакцире ӑслӑ ачасем ӗҫлеҫҫӗ, пулӑшӑр-ха мана.

Мӗн калас кун пек чух? Ял хуҫалӑх пайӗн ертӳҫи Арсений Бараев та ҫухалса кайрӗ: хӑйӗн ӗмӗрӗнче те вӑл качака усраса курман. Тата виҫпӳртсем ҫак выльӑха пачах та хисеплемеҫҫӗ иккен.

Ҫапах та ватӑ ҫыннӑн ыйтӑвне шута илсе ӑна пулӑшмаллах. Редакцин ниҫта та ҫырса хуман ҫак саккунӗ ҫапла. Вара Арсений Васильевич ял хуҫалӑх управленине шӑнкӑравларӗ:

— Эпӗ качакапа специалист мар ҫав, — хуравларӗ тӗп зоотехник. — Ветеринарсенчен ыйтӑр.

Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене сиплекенсем те пулӑшмарӗҫ. Хайхи нушапа килнӗ карчӑка Иван Юманов корреспондент пулӑшма килӗшрӗ. Ахальтен-им вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе зоотехник дипломне илнӗ? Иван Матвеевич пулӑшу ыйтма килнӗ ҫынна лайӑх качака суйласа илме вӗрентрӗ, пасара хӑй те пычӗ.

Ман карчӑк темиҫе эрне иртсен редакцие кӗрсе тав туса хӑварчӗ.

— Редакцире чӑннипех те ҫав тери ӑслӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ ҫав, — чунтан калаҫрӗ ватӑ ҫын. — Ҫавӑнпах сирӗн хаҫатӑра ҫырӑнса илетпӗр те.

 

Иван Саландаев.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2735.35.3842
2023.01.16 19:01
Agabazar
Эх, Салантай, Салантай...
Анонимла // 2086.47.3818
2023.01.17 21:30
Пулӑшма пултарнӑ, лайӑх. Эп те качака усратӑп, качака сӗчӗ усӑллӑ тенӗрен.Чӑнах та, ыратма пуҫланӑ желудок ыратма чарӑнчӗ эрнеренех. Ман качаки литрне те аран парать, кутӑнни те кутӑн-ха, анчах та куҫран юратса пӑхать те, усратӑп-ха. Мӗншӗн усратӑп, сӗчӗ ҫав тери тутлӑ,пачах та качака шӑрши ҫук тата. Мӑйракасӑрри манӑн.
Саландаев питех те интереслӗ сюжетлӑ статьясем ҫырать, тавах ӑна.
Agabazar // 1307.24.2350
2023.01.18 14:26
Agabazar
Пиçихи пек сукмакпа,
Шăккăлт-шăккăлт пушмакпа
Качака килет!

Çапла юрлама вĕрентетчĕç пире шкулта. Сире вĕрентнĕ-и?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj