↑
Eniri
|
Registriĝo
|
Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
Чӑвашла
По-русски
English
+4.3 °C
Reklamo
Аçтахар Плотников: Ытти халӑхсене пурнӑҫ йӗркине вӗрентекен халӑха хисеплеместӗп
Аçтахар Плотников
13.08.2009 13:28
4082
Пурĕ пăхнă
Мӗнле-ха вӑл? Йӑлт хӑйсенле пурӑнтарасшӑн. Енчен те халӑхӗ унашкал пурӑнасшӑн мар пулсан? Хӑй мӗнле пӗлет, ҫавнашкал пурӑнасшӑн пулсан? Ҫу-ук... унашкал вӗсене килӗшмест. Хӑйсен йӗркинех лартасшӑн.
Лукашов каччӑ канашлура сӗнӳ парать: «чӑвашлине мухтама, вырӑссене вӑрҫма пӑрахӑр». Хуратрӑм. Пӗрремӗш — вырӑнсӑр, иккӗмӗш — канашлӑва хутшӑнакансене вӑрҫтарса яма пултарать. Виҫҫӗмӗшӗ — ҫак ҫырӑвӑн пуҫелӗкне пӑхӑр.
Мӗнле ха эпӗ, чӑваш ятпа ҫуралнӑскер, хамӑн халӑха, вӑл тунӑ ӗҫсене, япалисене мухтаймӑп? Чӑвашсем нимӗн те туман тесе пӑхмалла-ши ун шухӑшӗпе? Чунсӑр ҫын пек ни вырӑс ни чӑваш пулса тӑмалла ӗнтӗ. Раҫҫеянин. «Вырӑссене вӑрҫмалла мар» шухӑшпа эп паллах килӗшетӗп. Хӑш-пӗр чухне канашлура вырӑссене самаях лекет пулӗ... Ҫулӑмсӑр тӗтӗм пулмасть текен каларӑша та аса илме вырӑнлӑ кунта. Чӑвашӗ те хӑй вырӑсланассинчен ҫӑлӑнайманнине кура вырӑссене ятлать — вӗсем айӑплӑ... Вӑйсӑршӑн яланах вӑйли айӑплӑ.
Ҫыру шухӑшӗ патне каялла таврӑнар. Мӗншӗн хӑш-пӗр халӑх ытла та ыттисене пурнӑҫ йӗркине вӗрентесшӗн? Мерикансем ав, Иракра хӑйсен йеркине тӑвасшӑн пулчӗҫ. Турӗҫ. Саддам Хусейнӗ хӑй вырӑнӗнче ларнӑ пулсан та пулӗ ун чухлӗ ҫын вилместчӗ... халӑхӑн пурнӑҫӗ асар-писерле арканмӗччӗ. Ну диктатор... Вара? Вӑрҫи таврашӗ халӑха кансӗрлеместчӗ.
Нумай пулмасть Медведев украин президентне уҫӑ ҫыру ячӗ. Вӑл та тепӗр патшалӑха пурнӑҫ йӗркине вӗрентет. Темӗскер пайлаймаҫҫӗ — икӗ патшалӑх хушшинче хирӗҫӳ те хирӗҫӳ. Хӑйсем кӑна вӑрҫмаҫҫӗ — халӑхӗсене те хире-хирӗҫ тӑратаҫҫӗ...
Шухӑша ӗҫлес — кирлӗ мар ытти халӑха хӑвӑнла пурӑнма вӗрентме. Вӗрентес вырӑнне вӗсен пурнӑҫне аркатни кӑна пулса тухать.
Redakcia noto
: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Menuo
Pri la retejo
Novaĵoj
Ĉuvaŝio
Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
Tradicioj
Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
Kulturo
Historio
Literaturo
Ĉuvaŝa lingvo
Forumo
Ligiloj
Ытти чĕлхесем
По-русски
English
Reklamafiŝoj
Kalkuloj