Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Ҫул курки ан парӑр...

Виталий Станьял19.12.2018 18:0917796 Пурĕ пăхнă

Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав.

Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ.

Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет.

Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе!

Геннадий Дегтярёв

 

***

Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ,

Шевли килет йӑпӑртлӑха.

Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ

Калать пекех: «Таси паха!»

 

Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ,

Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене,

Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр

Эпир пуҫланӑ ӗҫсене.

 

***

Сывӑ пул ан тейӗр,

чипер кай ан тейӗр,

ҫулу такӑр пултӑр теес ҫук.

Каяс ҫул пурин те

кун пек чух тап-такӑр,

Леш тӗнче сукмакӗн

ыр-усалӗ ҫук.

 

Сывӑ юлӑр тейӗп

сыхӑ пулӑр тейӗп,

хӑваратӑп хам ӗмӗтсене.

Йышлӑн пайӑрланӑр,

ҫирӗп чӑмӑртанӑр

Ҫӗр ҫине хӗвелӗн

ӑшши килнӗ чух.

 

Кашни ҫын тирпейӗ —

Йӑх-ӑру телейӗ

Эрттелпе пӗрле пурнас пулсан.

Несӗлсен еткерӗ

ӗмӗрех упрантӑр

Ҫамрӑк ӑрӑва

Ыр хӑват сунса.

18, ҫурла, 2018

 

 

***

Ҫул курки ан парӑр, ан чӑрманӑр.

Эпӗ пурнӑҫра хӑна пулман.

Кӗрешӳҫӗ чысӗпе пытарӑр —

Салтак пек каятӑп пурнӑҫран.

 

Ӳкӗт

Ты перенесть меня вели в наш сад...

М. Лермонтов. Мцыри.

 

Ан пытарӑр ҫӳлӗ ту тӑрне,

Тӗпсӗр ҫырмана та ан пӑрахӑр.

Сад пахчи тирпейлӗ тутӑрне

Ман валли халь сарса хунӑ капӑр.

   

Ман юласчӗ хамӑр картарах,

Хамӑр йӑмрасем айнех выртасчӗ,

Тӗнче аслӑ, ҫулӗсем тавра —

Вӗсем пурпӗр ҫакӑнтан тухаҫҫӗ.

   

Виҫрӗм утӑмпа Чӑваш ҫӗрне,

Элчӗ пек ҫӳрерӗм пур ҫӗрте те.

Ял ятне ямарӑм ӗмӗрне,

Эп ӑна тӗнче варне кӗртетӗп.

  

Алтса чикӗр хамӑр пахчарах.

Эп кунтан Чӑваш ҫӗрне куратӑп,

Пит-куҫа ҫӑвап Камчаткӑра,

Алӑ-урана чӳхет мӑн Атӑл.

  

Ан пытарӑр ҫӳлӗ сӑрт ҫине,

Сӑрт айне те ҫавӑрса ан чикӗр.

Чӑваш ҫӗрӗн анлӑ тӗнчине

Хамӑр ялтанах йӗркеллӗ ҫитӗп.

11, авӑн, 2018

 

***

Илсе каймастӑп эп хампа пӗрле

Ҫут тӗнчерен пӗр нимӗн япала та.

Пӗлӳ кӗнекисем ман ҫул-йӗре

Шӑлса тикӗслессе кӑна шанатӑп.

 

Пӗлӳ сентри — чи пысӑк пурлӑх ман,

ӑна эп пухрӑм ӳркенми пӗр вӗҫӗм.

Тен, пулӗ-ха тӗпчевҫӗ урӑхран —

ӑна сыппа килинччӗ манӑн ӗҫӗм.

14, авӑн, 2018

***

Пуян та, чухӑн та пурнать,

Хӗвелшӗн пурте пӗр виҫеллӗ.

Вилӗм ҫитет те хак хурать:

ӑсли-ухмахӗ тӗл килеҫҫӗ.

  

Кама — кермен те мавзолей,

Кама окоп тӗпне чикеҫҫӗ.

Чӑваш ҫыннишӗн пӗр телей:

Этем кушак ҫури мар теҫҫӗ.

  

Мана пытарӑр хамӑрла,

Куҫҫульсӗр, шӑппӑн, нӑйкӑшусӑр.

Тупӑк ҫине ялав кӑшт усӑр —

Ӑна сӑмахсӑр ытаклам.

12, авӑн, 2018

 

***

Мӑн Турӑ — пӗлӗт тӳпинче,

Унтах ҫӳрет хӗвел.

Эпир пурнатпӑр ҫӗр ҫинче,

Ҫӗр айӗнче — эсрел.

Ҫӗр айӗнче — атте-анне,

Унтах мамак-маҫак.

Вӗсем мана, ҫил ачине,

Кӗртеҫҫӗ-и-ха ҫак?

   

«Ҫӳрерӗн те унта-кунта

Ют ҫӗрсенче кӑна,

Ҫитрӗн-им-ха пӳкле кунта?» —

Ыйтассӑн туйӑнать.

   

Ӑҫта кайсан та тӑван кил,

Тӑван ҫӗршыв пӗрре!

Ҫул ҫӳремелӗх панӑ пил

Тухман-ха чӗререн.

   

Хамӑр йыша, хамӑр кӗлле

Нихҫан асран яман.

Турри, шуйттанӗ ман тӗле —

Пӗр картари тӑван.

   

Тӑсас килет те ӗмӗре —

Анчах ят тухрӗ ҫав.

Каяс ҫула — ҫӳлти ҫӗре —

Картлать элек-ҫӑхав.

   

Ҫӗрте те тамӑк, те ҫӑтмах...

Ҫӗр айӗнчех пулам —

Тӑвансемпе пӗрле выртсан

Ҫӑмӑлтарах тӑпрам.

***

Тӗнче суранӗ таврӑнать —

ӑҫта кайса кӗрейтӗр вӑл,

Ӑҫта ҫухалтӑр ҫав иртми суран!

Ҫав выҫлӑх, мӑшкӑл, йӗкӗлтӳ асапӗ —

хура пӗлӗт пекех —

пуҫсем ҫинче тӑрать.

 

Вӑрҫа каймасӑр юлнӑ та — мӗн туччӑр —

тӗнче кӑкне тытакансем пулса

Аннесене хӑратнӑ саккунпа,

Тӑлӑхсене фашист пек мӑшкӑлланӑ,

Чӑтмашкӑн тивнӗ —

фронт валли йӑлтах!

   

Ҫав йӗксӗк ачисем кайран, элек сарса,

ӗмӗрӗпех тӑлӑхсене таптарӗҫ.

Чеен, каварлӑн, вӑрттӑн та кӑран!

Вӗсем, иккен, ҫӗршывӑн чыс хуралӗ,

Эпир, иккен, килти хура тӑшман.

Ҫапла вӑл ҫӗленсен каварӗ.

    

Ҫук, тӑранмасть чыса пӗлмен тӑшман!

Вӗреҫӗлен пек явӑнать ҫӳлте вӑл,

Наркӑмӑшпа сапать пире хыҫран,

Ачасене те амантса хӑварчӗ.

Суя сӑмахсемпе куҫран вӑлтать —

Эпир айваннӑн ӗненсе шанатпӑр.

 

Сӑяннӑ куҫ та уҫӑлӗ ҫапах.

Пин хут ылхан ҫӗре ӳксе ҫухалмӗ.

Укҫашӑн та пуянлӑхшӑн кӑна

Ачасене макӑртакан кӑкланӗ.

Тӑванлӑх, танлӑх, тӳрӗлӗх пуртан

Этем тӗрӗслӗхе шанма пӑрахмӗ.

 

***

Ӗмӗр иртет те кун юлать иккен...

Куҫсем сӳнсен кунӗ ӑҫтан юлайтӑр?

Нихҫан та ӗмӗр тӑсӑлмасть икке,

Ӗҫленӗ ӗҫ кӑна хыҫран юлать-тӑр.

 

Ҫӳретпӗр яш чухне тӗпӗртетсе,

Юлан ҫинчен ӳкме те хӑраман пек.

Сисместпӗр те — пырать хыҫран тӗртсе

Тем те пӗрпе тултарнӑ ҫул хурманӗ.

 

Илсе пӑрах хыҫри кутамккуна,

Яш чухнехи пек ярӑнса утсамччӗ!

...Ӗмӗр килет курса юлма кӑна,

Мӗн тунине телей шутне хурсамччӗ!

 

***

Геннадий Дегтярёва

 

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ,

Каллех эп лекрӗм аякка.

Кунти тӗнче хастар та сывӑ,

Кил-ҫурт таса, тум-тир яка...

    

Килте мӗнле? Сывах-и халӑх?

Мӗнле сывлать ялпа хула?

Тӳре-шара мӗнли вӑл паллӑ,

Вӑл ӗмӗрех ҫапла юлать...

   

Чӑтатпӑр. Чӑтмалли нумай-ха.

Ӗҫлесчӗ. Ӗҫлесси пайтах.

Кӗрешмелли те пур ку майӑн,

Кӗрешӳре те пур пайта!

 

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ!

Те эс манра, те эп санра...

Кун-ҫулӑм иртӗ, вӑхӑт шӑвӗ —

Пире эс упрӑн ытамрах!

 

ХУРАВ*

Чӑваш чӗлхи пӗтсен тӑпрам ҫине

Вӗлтрен шӑтни шӑпах сӑваплӑ пулӗ:

Ӗҫленӗ ӗҫӗм ӳкрӗ кӗл ҫине,

Пуҫӑм ҫине пӑрахрӗҫ мӑшкӑл чулӗ.

    

Камсем пӑрахрӗҫ. Хамӑн пӗлӗшсем,

Хамах чунтан вӗрентнӗ йӑкӑл-якӑл,

Укҫашӑн та мухтавшӑн кӗрӗшсе

Пылчӑк ӑшне хӑварчӗ хӑй ӗҫне вӑл!

 

Чӗлхемӗрччен пӗтеҫҫӗ хӑйсемех —

Сутӑнчӑксен пысӑках мар-ха хакӗ.

Шалчи тулать пӗрех элекҫӗсен —

Йӑх-яхсене хуҫийӗ хӑй тасатӗ.

   

Патша тарҫи те мӗскӗн ҫын — чура,

Сутать хӑй амӑшне те вӑтанмасӑр!

Сире сирсе, хаяр ҫапӑҫура

Пуҫа хуратӑп каялла чакмасӑр.

     

Халӑх пӗтсен кӑна чӗлхе пӗтет.

Чӗлхемӗре таптаймӗ йӗксӗк ҫарӗ.

...Антив, мана вӗлтрен кӑна витет,

Сире вара халех ылхан хупларӗ!

 

Тата мӗн кирлӗ?

Микула Аҫтахара

 

Умра йӑлтах! Тӗнчен реххет мӗн чухлӗ!

Чечеклӗ улӑх, тӑвайкки те сывлӑм,

Хӗвел ҫути те уйӑх йӑлтӑркки,

Умра чупать хӳреллӗ Пӑлтӑркки,

Каҫ сӗмӗнче вылять Хуркайӑк ҫулӗ,

Рехмет сана, юратнӑ ман ҫӗршывӑм!

     

— Тата мӗн кирлӗ? Мӗн пӑшӑрханатӑн?

— Ҫӗре-шыва вайӑклама шутланӑ,

Чӗлхе ҫине сурать тӳре-шара!

Сирме шутлатӑп нӗрсӗр типшара,

Асаттесен пилне татса калатӑп:

Ҫын хыҫҫӑн каякан шывра путланнӑ!

   

Хӑй ӑсӗпех пурнать-ха савнӑ халӑх,

Мана та ҫав рете, ҫӗршывӑм, йышӑн,

Вӗсем тӑван ҫӗре сутса илмеҫҫӗ,

Чӗлхе ҫине тӑлаварри витмеҫҫӗ,

Умра йӑлтах — иртни, хальхи, малашлӑх,

Мухтав сана, пуҫа усман ял-йышӑм!

____________________________________

* Чӑваш вӗрентекенӗсен пӗр ушкӑнӗ «Хыпар» хаҫатра (2014 ҫ. нарӑсӑн 20-мӗшӗ) Виталий Петрович Станьяла хирӗҫле статья кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ сӑвӑ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1446.5.5801
2018.12.22 13:23
Agabazar
Владимир Хоспочына чăвашла калаçма такки вĕрентетпĕрех!
2018.12.22 16:49
Владимир Изачак
Ҫул курки ан парӑр, ан чӑрманӑр.
Эпӗ пурнӑҫра хӑна пулман.
Кӗрешӳҫӗ чысӗпе пытарӑр —
Салтак пек каятӑп пурнӑҫран.
* * *
«Посошок» мне наливать не надо,
Не в гостях я был здесь, просто жил.
Схороните лучше как солдата,
Я боец, и честью дорожил.
Кукшапусь // 3177.87.2081
2018.12.22 20:43
Ачак ачи Владимир Иванович чăвашла пĕлет. Çавăнпа сăвăсене лайăх куçарать. Ахалех пăшăрханатăн, Акапасар! эс хăв авантарах куçарса пăх=ха, пултарăн=и?
2018.12.23 08:09
Владимир Изачак
Ан пытарӑр ҫӳлӗ ту тӑрне,
Тӗпсӗр ҫырмана ....

* * *
Не хочу могилы на горе,
И на дне оврага не желаю.
Сад наш люб мне при любой поре,
Словно ждет меня, красу вбирая...

Мне в свою ограду быть бы вхожь,
Чтоб свои же ветлы стали сенью.
Мир велик, вокруг дороги сплошь -
Все они отсюда, с первой тени...

Мерил я шагами Край Чуваш,
Как посланник побывал повсюду.
Чести края был я верный страж -
«Центр мира» исходил отсюда.

Схороните в нашем же саду,
Чтоб смотреть мне на родную землю.
И с Камчатки я сюда приду
К Волге..., край другой я не приемлю.

На горе лежать я не хочу,
Под горой бы тоже не хотелось.
Землю я, чувашской, получу -
Чтоб душа в своей деревне грелась.
Армути // 2074.37.9775
2018.12.23 08:43
Славно, Изачак! Переводы добрые, адекватные, Стихи не упаднические, жизнеутверждающие! Дай бог силы тебе положить Станьяла на лопатки!
2018.12.24 13:21
Владимир Изачак
ХУРАВ*

Уйдет язык наш, растеряв следы -
Крапивой зарасти моей могиле...
Покрыты прахом, значит, все труды;
На холм могильный, камень положили.

Кто положил-то! Земляки свои!
Знать, сам же и учил их легковесно...
За деньгами, за славой погнались,
Труды все наши им неинтересны.

Да, за века уходят языки,
А торгаши не слишком-то их ценят.
Клеветники к возмездию близки –
Еще придется им просить прощенья.

Подлец, он раб, хоть будь слуга царя -
И мать свою продаст он, не стесняясь.
Сражаясь с вами, я умру не зря,
Борцом за справедливость представляюсь.

Уйдет народ и с ним язык уйдет,
Но подлецы язык наш не затопчут;
Пусть надо мной крапива прорастет,
На вас опять нашлет Проклятье, порчу...
Хотельщик // 3019.40.2335
2018.12.25 02:19
Язык умрет, когда народ умрет,
Не затоптать его паршивой своре.
...Пусть надо мной крапива зарастет,
А вы уже - в проклятье и позоре.
2018.12.25 11:46
Владимир Изачак
Илсе каймастӑп эп хампа пӗрле
Ҫут тӗнчерен пӗр нимӗн япала та.
Пӗлӳ кӗнекисем ман ҫул-йӗре
Шӑлса тикӗслессе кӑна шанатӑп.

Пӗлӳ сентри — чи пысӑк пурлӑх ман,
ӑна эп пухрӑм ӳркенми пӗр вӗҫӗм.
Тен, пулӗ-ха тӗпчевҫӗ урӑхран —
ӑна сыппа килинччӗ манӑн ӗҫӗм.
14, авӑн, 2018

С собой я ничего не заберу
Все остается здесь, на Белом свете.
А Книги знаний мне, когда умру,
Душе моей помогут путь расцветить.

Богатство все – научные труды,
Всю жизнь я собирал их повседневно.
Другой найдет, трудов моих следы –
И будет развивать их постепенно.
2018.12.25 12:15
Владимир Изачак
Пуян та, чухӑн та пурнать,
Хӗвелшӗн пурте пӗр виҫеллӗ.
Вилӗм ҫитет те хак хурать:
ӑсли-ухмахӗ тӗл килеҫҫӗ.

Кама — кермен те мавзолей,
Кама окоп тӗпне чикеҫҫӗ.
Чӑваш ҫыннишӗн пӗр телей:
Этем кушак ҫури мар теҫҫӗ.

Мана пытарӑр хамӑрла,
Куҫҫульсӗр, шӑппӑн, нӑйкӑшусӑр.
Тупӑк ҫине ялав кӑшт усӑр —
Ӑна сӑмахсӑр ытаклам.
12, авӑн, 2018


Живет богач, живет бедняк,
А солнце их не разделяет.
И смерть придет, увидит всяк,
Мудрец-глупец..., не разбирает.

Кому – дворец, да мавзолей,
Кого-то, просто закопают...
Ну а чувашам что милей –
"Мы не котята", только бают.

Меня похороните так -
Без слез, без шума, без стенаний.
Кладите мне на гроб наш флаг,
Его, считайте, обнимаю.
Армути // 2417.74.3619
2018.12.25 13:24
Владимир Иванович! Твои стихи и поэмы мне нравятся. Пишешь просто, понятно, злободневно.
Переводы стихов Станьяла тоже хороши. Потом их неспеша можно будет причесать местами. Нпр, смерть мудреца-глупца не РАЗБИРАЕТ, о "не котятах" - по-чувашски, любой человек достоин почести похорон ("Арçури": кушак çури мар тесе тирпейлесе пытарĕç). У Станьяла везде есть такие ньюансы, которые нужно бы сохранить в переводах.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj