Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Иосиф Дмитриев тупӑкӗ ҫине

Виталий Станьял20.11.2018 13:0112660 Пурĕ пăхнă

За каплю крови, общую с народом,

И малый труд в заслугу мне сочти!

Н. Некрасов. Умру я скоро.

 

Сывпул, тӑван ҫӗршывӑм.

Тӑван ҫӗршыв, сывпул,

Хамӑр ялавӑмӑр пирӗн пуҫ ҫинче

вӗлкӗшнӗ чух

эпир хӑюллӑ та хӑватлӑ.

Юнпа пӗветнӗ ялава йӑх-ях

сутса та сӑхланса,

Миҫе хутчен ҫапса ӳкерчӗ —

сахалччӗ паттӑр йыш —

Кӗрешрӗмӗр ҫапах.

 

Тӑвас ӗҫсем нумайччӗ,

Шухӑш аслӑ,

Ӗмӗтленни вышкайсӑр

пулнӑран

Пире пӗрерӗн касрӗҫ

тӑпӑлтарчӗҫ,

Памарӗҫ ӗҫлемешкӗн пур вӑйран.

Каҫар, тӑван ҫӗршыв,

Айван ачусене

Чӑмӑртанма пӗлменшӗн.

 

Тӑван Чӑваш ҫӗршывӗ,

пирӗн тӳрленейми суран,

Сана чӗре ҫине илсе

мӗнпур инкексемпе

каятпӑр уйрӑлса,

Яш чухнехи пекех —

вӗри савса, хавассӑн,

шанса та ӗненсе,

сӑмах чӗнмесӗр,

пуҫа тайса халӑхӑмӑр

умне.

 

Тарӑн тымарлӑ халӑхӑм,

Ан парӑн, сыхӑ пул, упран.

 

Виталий Станьял

20, чӳк, 2018

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1695.13.7169
2018.11.20 16:25
Agabazar
За каплю крови, общую с народом,

И малый труд в заслугу мне сочти!

Н.Некрасов. Умру я скоро.
===================================

Чăвашла куçармала.

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj