Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ферма хӗрӗсем

Agabazar01.09.2018 23:1111599 Пурĕ пăхнă

Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" колхозри фермӑра. 18, апрель, 2014 ҫ.

Иосиф Дмитриев режиссёр, Трер псевдонимпа та паллӑскер, каласа панинчен:

ГИТИСра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра виҫӗ уйӑхлӑх практикӑра пултӑм. Ку тапхӑрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчӗ. Эпӗ хатӗрлерӗм. «Кӗре кӗрсен» постановкӑна аслӑ ӑрури артистсем паянхи кун та астӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна «Ферма хӗрӗсем валли мар ку» тесе тиркерӗ.

Кам-ха вӗсем, "ферма хӗресем"?

Выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлекен хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен ҫамрӑкраххисене, ҫапла калаҫҫӗ чӑвашсем.

Вӑт ҫавсем тӗлӗшпе эп мухтав сӑмахӗ калама хӑтланса пӑхасшан. Ку ӑнлава илтсенех тӳрех унчченхи саманасенчи ҫамрӑк ӗне сӑвакансем аса килеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, чылай ҫӗрте, унчченхи колхоз фермисем тахҫанах ӗнтӗ юхӑнса выртаҫҫӗ. Е, унта-кунта кӑштах пур пулсан та, ӗҫлекенӗсем нумаях мар. Ҫавӑнпа та ытларах иртнӗ вӑхӑтсем пирки калама тивет. Чӑн та, кунта илсе кӑтартнӑ иллюстрацисем пурте хальхи вӑхӑтран.

Вӑт, аса илӗпӗр колхоз дояркисене, ӗне сӑвакансене. Вӗсем ирех тӑнӑ та, ӗне сунӑ ҫӗре васканӑ. Ирхи сӑвӑм вӗҫленсен каялла киле таврӑнма май пулнӑ. Анчах та таврӑнмасса та пултарнӑ. Уйрӑмах кил ҫывӑхра мар пулсан. Пушӑ вӑхӑта ферма ҫумӗнчи общежитире ирттерме май пулнӑ. Эп хам унашкал общежитисене, паллах, пайтах курнӑ. Халь пур-и всем ялсенче е ҫук-и — кӑна пӗлместӗп.

Кунашкал общежитисенче пульниццари пек тасалӑх тата йӗркелӗх хуҫаланатчӗ. Никам та унта, ют ҫынсенчен, малтанах ятарласа калаҫса татӑлмасӑр, кӗрсе пӑхма хӑяйман.

Тӗрӗссипе, общежитисем те мар ӗнтӗ вӗсем. Кану пӳлӗмӗсем тесен тӗрӗсрех пек. Ҫапах та унашкал пӳлӗмсене чылай чухне "общежити" тетчӗҫ. Унта — кашни хӗр валли ятран койккӑ, тумбочка, тенкел.

Мӗн тунӑ-ха ферма хӗрӗсем общежитире каннӑ чухне? Выртса тӗлӗрсе илме пултарнӑ. Ҫапах та ытларах чухне ал ӗҫӗпе аппаланнӑ: тӗрӗ тӗрленӗ, пански ҫыхнӑ... Тата — кӑна вара уйрӑмах палӑртса каласшӑн! — кӗнеке, хаҫат-журнал вуланӑ. Хӑйсен минтерӗсем айӗнче усраканнисене.

"Ҫилҫунат" агитбригада ҫынни (Борисов Г.А.) ферма ӗҫлевҫисем патӗнче. Елчӗк районӗ. Патреккел

Вӑт ҫак тӗлтен тӗплӗнреххӗн каласа пама тивет! Мӗншӗн тесех хайхи Иосиф Трер асӑрхавӗсемпе те ку питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ!

Вӑт эпир "чӑваш литератури" тетпӗр, писсаччӗлсене, уйрамах ун чухнехисене, ҫав тери хытӑ мухтатпӑр.

Чӑннипе вара чӑн малтанах хайхи ферма хӗрӗсене хытӑ мухтамалла. (Паллах, уни-куни идеализацилемесӗр). Мӗншӗн тесен мухтавлӑ чӑваш литературине вулакансем чӑн малтанах ҫавсем пулнӑ. Урӑх никам та мар! Ну тата шкул ачисем ӗнтӗ. Анчах та шкул ачи вӑл ҫапах та ача кӑна, ҫитӗннӗ ҫын мар.

Хулара вӗренекен студентсем чӑваш литературине вуланӑ-ши? Темӗн. Ҫук пулӗ. Тен, чӑваш литературипе чӗлхин уйрӑмӗнчисем кӑштах вулакаланӑ пуль ентӗ. Анчах та унашкаллисем пирки ятарласа калаҫмалах та ҫук пулӗ. А ферма хӗрӗсем текен социаллӑ ушкӑн пирки ятарласа калаҫма май пур.

Кунта ӗҫ вуланинче ҫеҫ мар-ха. Вуланӑ хыҫҫӑн мӗн ӑша хывни пирки пӗр-пӗринпе сӳтсе те явнӑ мар-и? Ия ҫав.

Вӑт ҫавӑн пек йӗркеленсе пынӑ та литература процесӗ. Ӑна ун чухнехи писсаччӗлсем те аван ӑнланнӑ теес пулать. Чӑн малтан ҫакнашкал вулакана шута илнӗ те вӗсем. Ҫавсем пурри писсаччӗлсене тар кӑларса ӗҫлеме хистенӗ. Ҫавсене юрас тесе тертленнӗ.

Ҫулла ӗнесем ялтан самаях аякра вырнаҫнӑ лакӑрсенче. Ӗҫлекенсем валли — ятарлӑ быттовккӑсем. Кунта каллех хӑйне майлӑ пӗрлӗх, ушкӑн йӗркеленет. Ялти киле колхоз ятарласа уйӑрнӑ машшинапа кайкаласа килме май пур. Е лаша кӳлсе урапапа та ...

Муркаш районӗ. 2015-мӗш ҫул. Ферма ӗҫлевҫисем канашлӑва пухӑннӑ

Калас пулать, колхоз фермисенче ӗҫлекен хӗрсен ӗҫӗ ҫӑмӑл пулман. Мӗнле калаҫҫӗ-ха, ураран реҫын атӑ кайман, кану кунӗсем пулман, отпуск пирки те чылай чухне калаҫмалли те ҫук. Ку ҫыруллӑ хыпара эпир унашкал самантсем ҫинче чакаланса мар, хӗрсен ӑс-хакӑл тӗнчи тӗлӗшпе пусӑмласа тимлерӗмӗр.

Тепӗр тесен, ферма хӗрӗсен экономикӑри кулленхи пурнӑҫӗ пирки хай вӑхатӗнче яланах нумай калаҫнӑ. Район хаҫачӗсенче, кашнин ятне палартса, тӗрлӗрен сводкӑсем пичетленсех тӑнӑ: миҫе ӗне, миҫе литр сӗт суса илнӗ тата ытти те. Сысна, сурӑх, пӑру, чӑх-чӗп пӑхакансем тӗлӗшпе те ҫавах.

Ҫав ферма хӗрӗсем пурана-киоле качча тухнӑ, йышлӑ ача-пӑчаллӑ пулнӑ. (Вӑхӑт иртнӗҫемӗн те вӗсене "ферма хӗрӗ" теме пӑрахман пурпӗрех, — ара, хальхи вырӑс чӗлхинче те ҫавнашкал вӗт: карчӑксем те пӗрне-пӗри "девочки" теҫҫӗ.... :-)) Май килнӗ таран хайсен ачи-пӑчине те чӑваш культурине юратма, хисеплеме вӗрентнӗ. Шӑпах ҫав ферма хӗрӗсен ывӑлӗ-хӗрӗ ӗнтӗ Шупашкара килсе чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ факультетсене вырнаҫнӑ.

Шел, хальхи вӑхӑтра ялсенче чӑвашлӑха малалла тӗртме пулӑшакан социаллӑ сийсем пӗтсе те пыраҫҫӗ пулмалла.

Хама илес пулсан, ман анне ферма хӗрӗ пулман. Анчах та атте пӗр вӑхӑт ӗне фермин пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ те, ҫавӑнпа кунта ҫырса кӑтартнӑ самантсене аванах чухлатӑп темелле. Хайхи ӗне сӑвакансен "общежити" текен кану ҫурт-йӗрӗнче, пӗр тӑрӑ айӗнче, аттен кабинет пекки те пурччӗ пулас. Хӑлтӑр-халтӑр пӗр пӗчӗк пӳлӗм.

Валерий Клементьев. "Чӑваш хӗрӗсем" юрӑ

Трак енчи Нимӗчкассинче пурнакан 88 ҫулхи Акулина Степанова аса илет:

Каҫсерен пӗчӗк ачасене килте пӑрахса хӑварса клуба мӗн чуль чупман-ши? Ҫамрӑксем алӑк умӗнче кӗпӗрленетчӗҫ, клуб уҫасса кӗтетчӗҫ... Колхоз тӳпе паратчӗ тата, ыттисемпе танах кӑшман та ҫумланӑ. Мӗнле кӑна мероприяти ирттермен-ши? Вӑрманкасран, Супартан халӑх килетчӗ. Ларма мар, тӑма та вырӑн юлмастчӗ. Спектакль, концерт хатӗрлеттӗмӗр. Вӑт пурӑннӑ тӑк пурӑннӑ! Ферма хӗрӗсем, дояркӑсем, уйрӑмах хастарччӗ. Вӗсем нихӑш мероприятирен те юлман, тем чухлех пулӑшнӑ. Ҫӑварни чупса миҫе алшӑлли пӗтермен-ши тата? Пӗр ӑйӑр алшӑлли вӗҫне чӑмласах янӑччӗ", - клуб ишӗлчӗкӗсем умӗнче тӑнӑ май сӳтӗлчӗ асаилӳ ҫӑмхи. "Хура кӗрӗк, ҫӳҫеллӗ тутӑр пӗрмай ыйтатчӗҫ. Сар кӗрӗк те пурччӗ, ҫакӑнса тӑчӗ-тӑчӗ, никама та кирлӗ пулмарӗ, кӗве ҫисех ячӗ. Ӗлӗк вӑл чаплӑ ҫи-пуҫ шутланнӑ", -
Акулина аппа та савӑк вӑхӑтсене манман-ха. Вӑл клуб пуҫлахӗ пулнӑ тахҫан.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Конми // 1088.5.2431
2018.09.09 23:41
Ҫерҫиллле сиккелее поста вуласа ӑнланмасӑрах тавлашма хӑтланни тӗлӗнтерет. Вуласа ӑнланма хӑнӑхма ҫӑмӑл мар. Уйрӑмах ху тӗллӗн пулсан. Вӗрентӳ ӗҫӗнче 60 ҫул ытла. Пить йывӑр пулчӗҫ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те. Тӑлӑх, вӗренмен ача-пӑча, хура пӳртсем, ачаллӑ тӑлӑх арӑмсем юхӑнчӑк туртӑм савӑйӗсӗр колхозсем, тёрккӑ икерчи... МӗН КАЛАССИ ПУР! Хыттса кайнӑ, шӑйрӑклӑ уйсенче пулнӑ тырпул патшалӑха парса вӑрлӑх хывма та аран-аран ҫиткеленӗ. Ачасене шкулта вӗрентме педкадрсем, шкул ачисене тумлантарма тумтир кирлӗ.Халӑха тӑрантарма патшалӑхӑн ҫӑкӑр, сӗт-ҫу, ашпӑш ҫитмен. Продовольстви, Хурамар ҫӗрлӗ тӑрӑха аталантарас, Обязательно йӗркепе кашни ачана тулли мар вӑтам шкул пӗтерттерес прогаммасене ҫыхӑнуллӑн пурнӑҫларӗ ҫӗршыв 60мӗш ҫулсенче.
Конми // 1088.5.2431
2018.09.10 01:22
Сысналла хӑтлантӑн, хуийӗркеллӗ темасем тупаймастӑн.Иксехет прер саспаллин аран пухнӑ поста мӑшкӑласа хуратса хутӑн. Тӑнна тыт.
Конми // 1088.5.2431
2018.09.10 02:50
Фермари хӗрсен класне 1966 ҫулхи хӗллле Тракенти Кӗҫӗн Шетмӗре тӗрӗслевпе кайсан куртӑм. Питӗ хӑтлӑ хӗрлӗ кӗтес, мал шухӑшлӑ тирпейпӗ хӗрсем. Колхоза тритсячитысячник Кузьмин, кунти Тулли мар вӑтам шкул директорӗ пулнӑ Кузьмин ертсе пыратчӗ. Питӗ пултаруллӑ ҫынччӗ. Пӗрле пынӑ Пӗрлештернӗ Ҫӗрпӳ районен радио ертӳҫи магнитофонпа репортаж хатӗрлерӗ. Кайран Шупашкар та усӑ курнӑ пуль хатӗр материалпа. Ҫаплаа- ҫамрӑк халӑхаӳстерсе, вӗрентсе Агропромышлӗллӗ хуҫалӑх пулма тӑрӑшрӗ республика 60-мӗш ҫулсенче. Мускавра та чӑваш ашкомбиначӗ тунӑ тултармӑш-клпассие хаклатчӗҫ.
сСтанислав Убасси // 1940.38.5810
2018.09.10 11:56
ТӖЛӖТЕРМӖШ:

"ФЕРМА" сӑмахран "ФЕРМЕР" ҫуралчӗ. Уйра кӑна ӗҫлет пулсан та...
2018.09.10 18:02
Акапасар, илемлĕ литература кĕнекинче темĕн те çырма пулать, пуласлăха та уççăн кăтартса çырма май пур (фантастика), ыттине те. Эпĕ вара, ухмах, шанса ларатăп, Акапасар хăй куçĕпе курнă тесе
Agabazar // 2775.87.2449
2018.09.10 19:31
Agabazar
Илемлĕхлĕ литературăна нарративлă çăлкуç теççĕ ăславçăсем. Писссаччĕл хăй мĕн курса пĕлни çине таянса çырать.
"Шуркел" роман тухнă. Тишкернĕ. Хак панă. Никам та "элек" тесе каламан унта çырни пирки. Авторне те, Владимир Ухлие, персе пăрахман.
2018.09.10 21:37
Акапасар, писаччĕл сăмах чăваш чĕлхинче çук, пур ÇЫРАВÇĂ! Апла илемлĕ кино пур "Иван Васильевич меняет профессию". Кино режиссёрĕ пожалуй хăй кайса килнĕ вун çиччĕмĕш ĕмĕре,ара, мĕнле урăх майпа ÿкерме пулать, хăв куçупа курмасăр? Кинова вара тĕплĕн тишкернĕ, хак панă, элек тесе калакан пулман)))) Е эпĕ йăнăшатăп-и?
Ну юрататăр эсир ача-пăчалла ларма... Тен, Акапасара куншăн шалу тÿлеççĕ?
Agabazar // 2775.87.2449
2018.09.10 21:54
Agabazar
Админ хоспочын, "Ферма хĕрĕсем" статья хыççăнхи форумра комментарисем пухăнса мар, ÿксе пыраççĕ.
Ытти статьясем хыççăн апла мар. Тахăш механизмĕ йăнăш ĕçлет пулмалла.

Юлташсем, тархасшăн халлĕхе ним те ан çырăр-ха кунта. Админ юсасса кĕтсе тăрăр. Атту авă хăшпĕр комментарисем (симĕссисем) курăнмасăрах куçран çухалма пуçлĕç.
Конми // 2834.76.9953
2018.09.10 22:17
Акмаллиҫӗр лаптӑкӗн ҫурри майлах парка выотать. Ҫур гана ҫити хушса панӑ пахчасем пурте тенӗ пекех приватизациленмен, сухалама, акма, ҫулма пӑрахнӑ вӗсене, килти пахчаснче те ытларах ҫумкурӑк кашлать, канада вӗрени,ҫӗмӗрт шӑтса хунать Гигант пултран пур ҫӗрелле вӑрӑ сапса шыв юхипе те юхтарса таҫта та вӑй илет. Мускав облаҫӗ 500 миллион тенкӗ уйӑрнӑ ӑна пӗтерме 2019 ҫул бюджетне Эпир епле пӗтерӗпӗр ҫӑмӑлттай.подитиксем республикӑна ҫарамаслантарнӑ хыҫҫӑн?
Пирӗн бюджет енчӗкӗ тахҫанах шӑтӑк.масенеВатма часах, тума час мар Фермасене аса илетпӗр те ӗненместпӗр: юмах! Халӑхран мӑшкӑласа ҫӗртенВыльӑхран пистертӗмӗр. Юлашки килти ӗнесене ҫур хакпа аша параҫӗ ватӑсем халь васкаса. Типӗ ҫул, ут-улӑм валли укҫа туман сӗте 11-13 тенке сутса.
Agabazar // 2875.98.1533
2018.09.11 12:54
Agabazar
сСтанислав Убасси // 1940.38.5810
2018-09-10 11:56
ТӖЛӖТЕРМӖШ:

"ФЕРМА" сӑмахран "ФЕРМЕР" ҫуралчӗ. Уйра кӑна ӗҫлет пулсан та...
"Фермер" сăмах пирĕн чĕлхере мар çуралнă. Акăлчан чĕлхинче пулас. farmer. Унтан вырăс чĕлхине, чăваш чĕлхине кĕнĕ. Тымарта — farm. Акăлчанла-вырăсла сăмахсарта — <<ферма хозяйство крестьянское хозяйство>> тенĕ.
"Ферма" тата "Фермер" тенисем чĕлхене уйрăммăн кĕнĕ.

Paĝoj: [1], 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj