Ӗнер А. Смолин ҫуралнӑ кунне лекрӗм. Алина чӗннипе ӗнтӗ.
Хӑй А. Смоллинта килӗшрӗ, мероприяти те килӗшрӗ (уйрӑмах урам тӑрӑх юрласа утни).
Питӗ килӗшрӗ:
* чӑваш чӗлхи янрарӗ.
* А. Смолин питӗ чаплӑ хӑйӗн сӑввисене вулать!
* питӗ илемлӗ юрларӗҫ те ташларӗҫ.
Вӑхӑт ҫуккине пула мероприятирен маларах кайрӑм, анчах та хам ӗҫсене туса пӗтерсе таврӑннӑ хушӑра каллех вӗсемпе тӗл пултӑм та, Алина мана каллех пӗрле илсе кайрӗ. Вара килӗнче каллех темиҫе ӳкерчӗк ӳкертӗм. Вӑхӑт ҫуккине пула унта ытла тытӑнса тӑмарӑм, килелле кайрӑм.
Мӑшӑрӗ, Людмила Смолина та, питӗ лайӑх!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Тăван чĕлхе умĕнче пурин те пĕр пек яваплăх пулмалла....
С.Павлов // 4186.57.1361
2014.04.10 09:53
Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.10 14:45
Акапасар,чăвашлăх пирки калаçма юратаканăн чи малтан килте йĕрке туса кăтартмалли куçкĕретех.Кун пирки Тимĕрпе никам та тупăшмĕ.Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.?
Çын пурнăçран уйрăлса кайнă,шел пулин те. Вара нумай калаçас килмест.Çавăнпа та Акасапар ку темăпа нумай ан калаç-ха,тархасшăн. Хам та влаç патĕнче явкаланакан "интеллигенцие" шансах каймастăп-ха.
Атнер:"Генерала ма каçармалла мар вара,е космонавта,е Иван Яковлева.?"
<br>Кунта "каçармалла" е "каçармалла мар" тени, тĕрессипе каласан, çав тери лÿпперрĕн илтĕнет. Йĕркллĕ пуплев унашкал пулма пултараймасть.
Акапасар пĕрмай провокаци тăвать ку сайтра.Админ,курмастăн-им?.Смолин питĕ талантлă поэт пулнине никам та хирĕçлемĕ.Вăл таçта та ĕçленĕ.Тем те курнă,тем те кăтартнă.Анчах уйрăлса кайнă çын çинчен е лайăххине кăна калаççĕ,е нимте.Поэт вăл поэт.Давай хупăпăр ку темăна.
Йăнашатăр, тимер! Смолин çинчен начар калаçаканни чăннипе ак çак çын:<< С.Павлов // 4186.57.1361
2014-04-10 09:53 Мĕн тĕлĕнмелли пур?! Влаç тавра явкаланакан поэтсен шăпи нумай чухне çапла пулнă.>> Темăна хупма пулать, анчах Анатолий Смолина хупаймастăр!
Атнер // 3913.58.4645
2014.04.11 15:57
Акапасар.Смолин çветуй мар.Йăнăшсем те тунă пуль.Такăнни те.Уйрăмах президент пулăшаканĕ пулнă чухне.Çавăнпа,тен вырăнлах мар кунта сÿтсе явни халăх поэтне.