Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Victor: Нарспи темăллă логотип

Victor27.05.2015 10:3311857 Пурĕ пăхнă

 

Сайт валли (http://vulacv.wordpress.com) Нарспи эпизодне кăтартакан эмблемă тăвас терĕм те, пĕрремĕш ÿкерчĕклĕ Нарспи истанийĕ тупăнчĕ.

Ÿкерекенĕ - Александр Мясников.

 

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Victor // 3060.05.3730
2015.06.05 12:35
Victor
Ăçта тарса каяс-ха
Пуян атте-аннерен?
Атте-анне ухмах çав,
Мĕн каласа кăнтарас?
Мĕн тăвар-ха, кала-ха,
Мĕнле пирĕн май тупас?
...
Сетнер, Сетнер, кала-ха,
Ăçта каяс, мĕн тăвас?
...

Анчах сана та паян
Туртса илен тăшман пур,
Вăл тăшмана пĕтерме
Икĕ вăйлă аллăм пур,
Анчах, ăна пĕтерсен,
Унран усал тĕнче пур.
Хăвăн кăмăлу пулсан
Лашам çине лартăттăм,
Аяккаллах ку ялтан
Вĕçĕттĕм те кайăттăм».
...
Çамрăк чун та пĕчĕк чун,
Чунĕ ытла çемçе çав.
Кайăк чунĕ пулсассăн
Йĕрĕччĕ те кулĕччĕ;
Çуначĕсем пулсассăн
Вĕçĕччĕ те кайĕччĕ.

...
Тĕттĕм вăрман ăшĕпе
Пĕр юланут кустарать.
Лаша пырать тулхăрса,
Вăрман ăшне янтратса,
Иккĕн ларнă утланса,
Лаша çитет ывăнса.
Йывăç ларать улăп пек,
Тĕттĕм çĕрте кашласа:
«Чипер кайăр!» — теет те
Пуçне таять çул парса.


Victor // 3060.05.3730
2015.06.05 12:43
Victor
Усалтан, çылăхран тараççĕ - таса, илĕмлĕ пурнăç патне. Чунĕсене çăласшăн.
Çавăнпа мана уйрăмах çак хуплашка килĕшнипе суйларăм та Мясниковăнне.
Кĕнеке, литтераттурă - çунатлантарать, çула уçать.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.08 16:05
Атте-анне ухмах ҫав-тет иккен Нарспи.Ҫапла ҫав ачана ачаш ҫитӗнтерсен темте илтӗн.А шӑпаран таримастӑн.Йӑла-йӗркене ҫирӗп тытнӑ ӗлӗкхи ҫынсам.Вӑрламан.ЗАГСсӑрах пӗрлешнӗ.Разводсам полман.Торри мӗнле ҫырнинчен тата ати-апи пилӗнчен иртекеннисен поласлӑхӗ иккӗленӳӳли пирки каласшӑн полнӑ тен Кӗҫтентин.
Victor // 4069.09.0268
2015.06.09 09:48
Victor
Йăлине кура ашшĕ-амăшĕн те хĕрне хайхи килĕшмесĕр качча пама юраман. Нарспи поэмăра Сенттисĕр пуçне пур те çылăхра - тĕп геройсем те, фонри персонажсем те, хайхи сирĕн "йăлана çирĕп тытакансем" - туя эрех ĕçме, хырăм тăрантарма каяççĕ, ĕçнипе мухтанаççĕ.

Атте-анне ÿсĕрпе
Хĕрне итлес темерĕ,
Каччи пуян тенипе
Хĕрĕн чунне пĕлмерĕ.


Хапсăнчăк, укçашăн, вĕтĕ чунсем ун чухне те пулнă, халĕ те пур.
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.09 22:31
Ҫук ҫав.Йӑла-йӗрке тӑрӑх ун чух ашшӗ-амӑшсем калаҫса татӑлнӑ та хӗрне качча панӑ.Пӗтӗмӗшле йӗркеллех пурӑннӑ кайран арӑмӗпе упӑшки.Ватӑсене пӑрахман.Йӗркеллӗ ҫемьесемех пӳрт тулли ачасене ӳстернӗ.Эпӗ астӑвасса та ялта развод тени пулман.Халь пурте юратса пӗрлешеҫ.Уйрӑлакансем вара нумай.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.10 18:49
"Атте-анне ӳсӗрпе хӗрне итлес темерӗ".Ку мӗн?.Нарспин ашшӗ-амӑшӗ алкаголиксам полнӑ-и?.Тата хӗрне качча парас ыйтӑва пӗр самантра,ӳссӗр полнӑ чохне татса панӑ-и?.Йоратнӑ хӗрне вара пит телейсӗр тосшӑн полнӑ-и?.Полма полтаримас поль.
Agabazar // 3768.69.5559
2015.06.11 08:19
Agabazar
Чăн малтанах, Атила, оригиналта чăнах та çапла-и, çапла мар-и, çавна тĕрĕслес пулать. Тепĕр енчен, пĕр-пĕр самантра ÿсĕр пулни çын алкоголик иккенне пĕлтермест.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.11 09:46
Хӗрне качча парасси пирки пӗр-пӗр самантра ӳссӗрле йышӑнма полат-и?.Качча парас пирки ашшӗ-амӑш хӗр ҫоралсанах ӳссе ҫитичченех пӗр май шотлат.Йӗркеллӗ ҫына парса йоратнӑ хӗрӗ ачасам,мӑнуксам ҫоратса парса йӑха татах та пойса-вӑйлатса пырасси пирки шотанӑ ватӑсам.Урӑхла полма полтарман.Халь кӑна йоратса пӗрлешеччӗ те тепр ҫор ҫолтан уйрӑлачӗ.Проблемӑ ҫок.
Vk // 1142.92.1789
2015.06.11 10:01
Силпи ялĕ йĕри-тавра вăрман.

Victor // 2352.48.8289
2015.06.11 11:32
Victor
Йышăнма пултарнă çав Михетерпе карчăкки - пĕр самантрах, ÿсĕр пуçпалах. Хĕр ыйтнине те итлемен - кун пирки çырать те Кĕçтентин. Пĕтĕмпех хăвăра кура кăна виçсе курни - çылăх.

Нарспи вырăнĕнче эсир качча кайăттăрах пулĕ - ватă пултăр, хаяр пултăр, анчах укçи нумай-çке.

Çĕнĕ кĕрÿ Тăхтаман.
Лаптак сăмса, хĕсĕк куç,

...
Пичĕ-куçĕ пит усал.

Туя кĕтсе, ват пуçăн
Чунĕ вăр-вăр тăвать-çке.


«Асту, Нарспи, йĕвенÿ
Ман алăра малашне! —...


....
Куллен-кунах саламат
Анать-ĕçке пăтаран;
Хытă тытать пулмалла
Хăй арăмне Тăхтаман.


...
Ухмах упăшка хĕнет
Мĕн пуласне пĕлмесĕр.


...
Хăна тухса кайсанах
Саламачĕ вĕрентет:
«Эсĕ апла хĕр иккен,


Хĕнет, хĕнет Тăхтаман,
Тĕрлĕ асап кăтартать.


Хĕне, хĕне, Тăхтаман,
Чунне кăлар унăнне!
Асаплантар, Тăхтаман,
Хурсам йытă вырăнне!
Хĕне, хĕне, Тăхтаман,
Санран çамрăк ан култăр!
Асаплантар, Тăхтаман,
Нарспи часрах ватăлтăр!

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj