Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аксар Чунтупай: Валери Туркая хăйне намăс мар-ши?

Аксар Чунтупай23.01.2015 20:3117340 Пурĕ пăхнă

Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Мучи // 4117.51.7078
2015.02.03 20:40
Сӑввине пичетле-ха, хисеплӗ Админ.
Agabazar // 2980.74.2661
2015.02.03 21:45
Agabazar
Админ хăй те пĕлмест вăл "сăвва". Ку темăна кам уçнине пĕлместĕр-им? Кам тема "хуçи" — çавăнтан ыйтас пулать.
Пелеш // 2849.5.4967
2015.02.04 17:14
Сӑввине питӗ вуласа пӑхас килет. Тӗрӗсрех каласан, пӗрре те иккеленместӗп, Туркайшӑн чӗлхине ирӗке ярасси ҫӗнӗлӗх мар... Турринчен те вӑтанмасть... Поэта каҫарма та пулӗ, Республикӑн тӗп хаҫат редакторне?... Сума суса лартнӑ К.В. Ивановпа П.Хусанкай палӑкӗсене куҫарас шухӑш килсе ҫапнӑ тата ун пуҫне. Ҫуралнӑ ялӗнче турӑшсен палӑкне туса хунипе лӑпланаймарим-ха вӑл?
Пĕр хĕрарăм // 2997.26.4820
2015.02.04 18:51
Çеçпĕл Мишшин вил тăприне куçарса килчĕç ĕнтĕ....
Пĕр хĕрарăм // 2997.26.4820
2015.02.04 19:28
Çак сăвви мар-и:
Чун каниччен туса курас килет сана ман!
Чун каниччен туса курас килет сана ман
Ырă!
Уçсам куçна!
куçна уссам,телейĕм,
Хавна чунтан юратнине тинех эс курăн!
Agabazar // 1790.19.2502
2015.02.04 21:14
Agabazar
Енчен те çак япала чăнах та çав сăввăн фрагменчĕ пулсан, кунта эп нимĕнле поэзи таврашĕ те курсах каймастăп. Унта уни-куни "намăслăх пекки те" чăннипе каласан çукрах. Ниме тăман япала теес пулать. Тута-маса тенин палăрăмĕ пачах та çук.

Çеçпĕл Мишши. Вилтăприне илсе килме çук. Шăмми-шаккине илсе килме пулать. Анчах апла тума кирлĕ мар.
Мучи // 4117.51.7078
2015.02.05 11:57
Поэзи ҫук, намӑссӑрлӑх виҫесӗр.
Agabazar // 2786-3706
2015.02.05 19:33
Agabazar

Намăссăрлăхĕ те çук, поэзийĕ те çук

Ара, намăссăрлăхĕ пур тесе ма пустуй савăнтарас çынна?
Мучи // 4117.51.7078
2015.02.05 20:53
Акапасар, санпа килӗшетӗп, намӑс сӑмах вӑл - сакраль сӑмсах, унпа выляма кирлӗ мар.
Мучи // 4117.51.7078
2015.02.06 09:42
Каҫарӑр, СӐМСАХ мар, СӐМАХ темеллеччӗ. Хушса хурам: Пушкинӑн та пур намӑс сӑмахсемлӗ хайлавсем. Анчах вӗсем - ПО-Э-ЗИ. ку ачан вара - пасар мушикӗн сӑмах купи. Кунашкал поэзие пирӗнтен кашниех хайлаять. Анчах эпир хайламастпӑр. Пире намӑс пулӗччӗ. Ҫак сӑмахӑн чӑн тӗшшипе.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj