Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Кашкӑр Иванӗсен Кӗҫтенттинӗ

Аçтахар Плотников12.01.2015 18:2311730 Пурĕ пăхнă

(псевдонимсене мĕнле çырасси çинчен)

 

Культурăпа илемлĕ сăмахлăхăмăр анинче ĕçленĕ çынсем историре чылай чухне хушма ятсемпе (вырăсла вĕсене «псевдоним», халăх шухăшласа кăларнисене «прозвище» теççĕ) паллă пулса юлаççĕ. Вăл е ку ят çыпăçасси чăваш ялĕнче уйрăм çынран мар, чылай чухне ун таврашĕн (ăрăвĕн) ятĕнчен килет. Манăн тымарсене илсе пăхар-ха. Аннеме ялта «Ăйю Хĕветĕр ывăлĕн Ăртиван хĕрĕ Кайăкка» тесе калатчĕç. Аттене вара «Кукша Макçăм ывăлĕн Матви ывăлĕн Ехрем ывăлĕ Кĕркур» тетчĕç. Кунта «Кукша» тени мăн асаттен çыпăçнă ячĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕне «Ваçли» тесе чĕннĕ. Ытларах чухне ялсенче «çавсен (çав таврашсен) ачи» тенĕ. Аттем енчен эпĕ Кукша Макçăмсен Виталийĕ пулатăп. Кукаçи килĕнче ÿснĕрен хушма ятăма эпĕ унăн ячĕпе çыхăнтарас терĕм: Эртивансен (Ăртивансен) Виталийĕ.

Элкер Çеменĕн вырăсла хушамачĕ «Васильев» пулнă. 1917 çулта «Хыпар» хаçатра вăл чылай статйине «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин», «С.В.Э.», «С.Э.» ятсемпе пичетленĕ (унăн йăхĕ Пысăк Упакассинче «Элхер таврашĕ» ятлă пулнă). Çак хушма ята мĕншĕн улăштарнă пирки сăвăç каярах аса илни пур. Ăна 1917 çулта Г. Тал-Мăрса çакăн пек каланă имĕш: «Эпĕ сана Эльхерин теместĕп, мĕншĕн тесен мана хушамату "херин" тесе вĕçленни килĕшмест. Ăна Эрхель е Элкер темелле. Улăштарас пулать хушаматна…». Георгий Васильевич Зайцев вара хăйĕн псевдонимне XIV-XV ĕмĕрсенче пурăннă ватă аслашшĕ ятне илнĕ (ăна «Тал-Мăрса» тесе чĕннĕ иккен).

Эпир илсе панă тĕслĕхсем çыравçăмăрсен пĕр пайĕ литературăри вăрттăн ята хăйсен ватă аслашшĕсен (таврашсен) ячĕпе çыхăнтарни çинчен калаççĕ. Ун йышши псевдонимсем темĕн чухлех: Иван Лебедев (чăн хушамачĕ Александров, Акăш таврашĕнчен тухнăран çĕнĕ хушамат илнĕ), унăн ывăлĕ Василий Лебедев, Турхан Яккăвĕ, Хĕветĕрĕ, Энтри (вĕсен ватă аслашшĕ чăваш турханĕ пулнă), Тайăр Тимкки (Тимофей Семеновăн йăх пуçĕ Тайăр ятлă пулнă)…

Çыравçăсен тепĕр пайĕ хăйĕн хушаматне тăван ен (ял, вырăн, шыв-шур) ячĕпе çыхăнтарать: Никита Пичуринский (Н.Я. Даниловăн хушамачĕ), И. Оточев (И. Михайловăн тăван ялĕ – Очăкасси), Н.В. Шупуççынни (Шупоç – урам ячĕ), И. Максимов-Кошкинский (вăл Кăнна Кушкинче çуралнă), И. Тукташ (çыравçă Элĕк тăрăхĕнчи Тукташ ялĕнче çуралса çитĕннĕ), Тăваньялсем Сергей (çуралнă ялĕ «Тăваньял» ятлă), Юхма Мишши (Юхма тăрăхĕнче çуралнă)…

Çыравçăсем хăйсен хушма ятне чăвашла каласси «Арçури» поэма авторĕнчен пуçланнă. В.К. Магницкий патне янă пĕр çырăвĕнче вăл «Хĕветĕр Михали» тесе алă пуснă. Ун хыççăн «Юркка Иванĕ», «Турхан Яккăвĕ», «Вантер Курийĕ» (Г.И. Комиссаровăн мăн аслашшĕне Вантер тесе чĕннĕ), «Каринкке Кевĕрли» (Г.А. Кореньков), «Ваççа Аниççи» евĕрлĕ псевдонимсем йышланаççĕ. Вĕсем те тăванлăхпа тачă çыхăннăскерсемех. Илер-ха акă П. Хусанкайăн хушма ятне. Поэтăн мăн аслашшĕ Сиктĕрме ялне Хусан майрипе килнĕрен унăн таврашне «Казанковсем» теме пуçланă. Хайхи хушаматран «Хусанкай» псевдоним çуралнă, вăл хула ячĕпе йăх-несĕл ятне пĕрлештерсе тăни иккĕленӳсĕр.

Хăш-пĕр псевдоним таврашпа та, тăван енпе те çыхăнман, вĕсем символла ятсенчен пулнă: Çеçпĕл Мишши, Ахах Иванĕ, Юман Мĕтри. Кусем ытларах совет тапхăрĕнче йĕркеленсе çирĕпленнĕскерсем. Вĕсенче çыравçăсен ĕмĕт-шухăшĕ те лайăх ӳкерĕнсе юлнă. Урăх йышши хушма ятсем те чăн чăвашла тытăмлă: умĕнче хушамат, хыçалта ят тăрать (Хумма Çеменĕ, Трупина Мархви). Шăпах çапла çырнă 1920-мĕш çулсенче. Ун чухне Е. Рожанские «Иван Ермийĕ (Рожанский)», С. Михайлова «Михала Спиритунĕ», Мих. Федорова «Хĕветĕр Михали», Г.А. Коренькова «Каринкке Кевĕрли» тесе каланă. К.В. Иванова вара «Иванюк Ваçинкки Кĕçтенттийĕ» тенĕ.

Репрессисем пуçланнă 1930-мĕш çулсенче псевдонимсене чăн хушамат хыçĕнче çырасси çирĕпленет [И. Ундрицов (Ахах), Н. Полоруссов (Шелепи), М. Данилов-Чалтун]. Тап-таса чăвашла янăракан хушма ятлисене национализмпа айăплаççĕ, националистсен шутне кĕртнисене кăна вырăсла вариантсăр çыраççĕ: Юман, Милли, Вантер. Çак йĕрке 1950-мĕш çулсемчченех сыхланать.

1950-мĕш çулсен иккĕмĕш çурринче репрессиленĕ çыравçăсен ячĕсемпе хайлавĕсене каялла тавăрма тытăнаççĕ. Хрущев «ăшшиччен» литературăна кĕме ĕлкĕрнисем (Г. Ефимов, Г. Орлов, А. Воробьев, А. Артемьев, В. Давыдов («Анатри» тенине сăвăç каярах çыпăçтарса хурать) псевдоним илмеççĕ-ха, вĕсем вăрттăн ятлă çыравçăсене национализмпа айăпланине аван пĕлеççĕ. Политика çанталăкĕ çемçелнĕ вăхăтра 1920-мĕш çулчченхи традици каялла таврăнма пуçлать: Макар Хури, Валентин Урташ, Геннадий Айхи, Геннадий Юмарт, Альберт Канаш… Çав çулсенче тĕпчевçĕсем Хвети юрăç-такмакçа «Чăваш Хвети», С. Михайлова «Спиритун Янтуш» (Янтуш – тавраш пуçĕнчи çын) тесе çырма пуçлаççĕ. Çамрăк çыравçăсем вара символла псевдонимсене кăмăллаççĕ (кунта Çеçпĕл Мишшин витĕмĕ вăйлă пулни сисĕнет).

Тутар литературинче вара пачах та урăхла лару-тăру. «Тукаев» хушаматри вырăсла «ев» аффикса кăларса пăрахсан тап-таса тутарла хушамат пулса тăрать: «Тукай». Пĕтĕм тĕнче шайĕнче те пăтраштараймăн. Православи тĕнне кĕнĕ Атăлçи халăхĕсен «Иванов» хушаматлă çыравçине «Иван» тесе çырсан та унăн тăван халăхне пĕлме çук (ют çĕр-шывсенче вĕсене вырăс вырăнне хураççĕ). Çавăнпа «Иванов» хушма ятлă чăваш çыравçисем хăйсем пурăннă чухне е тап-таса чăвашла псевдоним шыраса тупнă (Вантер Курийĕ, Влас Паймен), е дефис-скопка урлă ăнлантарса панă (Ип. Иванов-Шуртан, Г.Иванов-Таçук). 1920-мĕш çулсенче, каланăччĕ ĕнтĕ, вырăсла хушамата пачах та çырман. К.В. Иванова та «Иванюк Ваçинкки Кĕçтенттийĕ» тенĕ.

Çапла вара, чăваш çыравçисен псевдонимĕсене еплерех калани (тап-таса чăвашла, вырăсла-чăвашла е вырăсла кăна) пĕтемпех политика ларăвĕ-тăрăвĕнчен тата наци ăнĕ еплерех шайра пулнинчен килнĕ. Çав сăлтавсене пула чылай çул пурăннă çыравçа хайĕн ячĕпе хушма ятне тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕрен формăллă çырма пултарнă (М. Дмитриева > Трупина Мархви > Марфа Трубина). Вилнисен яĕсене çырасси те улшăнса пынă [С. Михайлов > Михала Спиритунĕ > Спиридон Михайлов > Спиритун Янтуш (чăвашла), Спиридон Михайлов (Яндуш) - вырăсла].

Халĕ «Нарспи» авторĕ патне таврăнар. Шел пулин те, поэт çырнă хайлавсен оригиналĕсем сыхланса юлайман. Вĕренӳ çулĕсенче çырнă типтер (тетрадь) кăна упранать паян (ăна сăвăç 1906 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче çырма пуçланă та 1907 çул пуçламăшĕнче вĕçленĕ. Унта вырăсла «Константин Иванов» тесе çырни чи малтан шкулти официаллă ятпа хушамата пĕлтерет. Сăмах май каласан, Пелепей уесĕн çар присутствийĕнче Слакпуç каччи мĕн 1912 çулчченех «Николаев» хушаматпа шутланса тăнă. Эппин, Ваçинккасем хăйсен тымарне Микулайран (Николаев) тепĕр икĕ сыпăка çити (Кашкăр Иванĕ Микулайăн аслашшĕ пулнă) тарăнлатнă. Акă поэт хăй аллипе çырса хунă генеалоги тымарĕ: «Кашкăр > Иван > Симун > Никулай > Ваçинкка > Кĕçтюк». Асăрхăр: Консантин мар, Кĕçтюк! Н. Шупуççынни тата Г.И. Ильин аса илнисене чăна хурсан, поэта пĕрле вĕренекенсем шăпах çав ятпа чĕннĕ. Çав хушăрах ашшĕпе амăшĕ сăвă çыракан ывăлне Кĕçтенттин тенĕ. Çав формăпа поэт хăйĕн ватă кукашшĕн ятне çырса хуни пур. Эппин, «Нарспи» поэмăна çыраканĕн ятне «Кĕçтенттин» тени истори чăнлăхĕпе тӳр килет.

Хушамачĕ пирки çапла каламалла: Слакпуç йĕкĕчĕ ытларах Йăван мăн аслашшĕн ашшĕпе (Кашкăрпа) мăнаçланнă, унăн çинчен уйрăмах тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăнпа та вырăсла текстра «Иванов» тесе çеç çырни чăвашла «Кашкăр Иванĕ» текен сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшне туллин уçса параймасть. Эппин, хушамат хыççăн Иван ашшĕн ятне çырмалла (эпĕ ăна скопкăсем лартса çырма сĕнетĕп): «Кэстенттин Иванов (Кашкыр)». Çапла хушса çырни поэт чăваш халăхĕн ывăлĕ пулнине çителĕклех палăртать тесе шутлатăп.

Чăвашла çырасси те ансат мар. Чăн чăвашла «Кашкăр Иванĕн Ваçинкка ывăлĕ Кĕçтенттин» тесе çырмаллаччĕ ĕнтĕ. Тутарсем паянчченех çапла йĕркепе çыраççĕ тата калаççĕ. Балтика тăрăхĕнчи халăхсен тата чăвашсен тепĕр формипе те усă курма май пур-тăр. «Камсен ачи?» тесе ыйтар та «Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ» тесе хуравлар (аса илер-ха: «Яккусен Петĕрĕ»). Хальлĕхе хăнăхман пулсассăн та илемлĕн илтĕнет.

Поэтăн хушаматне çапла улшăнусем кĕртнин тепĕр сăлтавĕ те пур. Чăваш культуринче тепĕр Константин Иванов та пулнă, вăл драма хайлавĕсем çырнă, театрта режиссерта тăрăшнă. Çак сăлтавсене шута илсе «Нарспи» авторĕн çĕр çулне халалланă уявра С.А. Александров (Упаççи) «Иванов-Пăртта» тесе çырма сĕннĕччĕ. Ун чухне эпĕ çав тĕпчевçĕ шухăшĕпе килĕшсех çитереймерĕм, çакна «Пăртта» (Кашкăр Иванĕн арăмне çапла чĕннĕ) хитрех илтĕнменнипе («Пăртта патне пăртлаттарса») тата вăл арăм ячĕ пулнипе (йăх ятне ытларах арçынпа çыхăнтарнă) ăнлантарнăччĕ. Хирĕçлемелли сăлтавсем татах та тупăнаççĕ («Пăртта» хушма ятпа Кĕçтенттин шăллĕ Квинтилиан усă курни, А. Пăртта сăвăç тата драматург пурри).

Поэтăн 120 çулĕ тĕлне эпĕ «Константин Васильевич Иванов (Кашкыр)» ятлă çӳхе кĕнеке кăларнăччĕ. Ку вăл вырăсла çырнă форма. Мускаври, ытти регионсенчи тĕпчевçĕсем хапăлласах йышăнчĕç çакна (мари, удмурт, коми, мордва халăхĕсен те Иванов хушаматлă çыравçăсем йышлă-çке). Чăваш вулавçисенчен те куçранах хирĕçлесе калаканĕ пулмарĕ.

2015 çул – литература тата Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕн çулталăкĕ [год Кэстенттина Иванова (Кашкыра)]. Пирĕн кăçал литература псевдонимĕсене чăвашла тата вырăсла çырас йĕркесене çирĕплетсе çитермелле, чăвашла уçă (ă, ĕ, ӳ) тата хупă (ç), çурма янăравлă сасăсене ытти чĕлхесене куçарнă чухне еплерех паллăсемпе палăртмаллине уçăмлатмалла. Уйрăмах 1940 çултан пуçласа çурма янăравлă сасăсене вырăслатса çырма пуçларĕç пирĕн çыравçăсем: П. Ялгир, Ю. Айдаш, Хв. Агивер, В. Садай… Çĕре кĕнĕ çыравçăсен ячĕсене те чăвашла мар, вырăсла формăпах çырма тăрăшаççĕ: С. Эльгер (е С. Элькер), П. Хузанкай (е П. Хусангай), студентсемпе шкул ачисем «Ç. Мишши», «У. Яккăвĕ» тесе çырнисене те куркаланă.

Шухăшăмсене пуçтарса тепĕр хут палăртса тухам:

1. Чăвашла çырнă чухне псевдонимсене тăван чĕлхемĕр саккунĕсене пăхăнса çырмалла (Хĕветĕр Михали, Çеçпĕл Мишши, Элкер Çеменĕ, Хусанкай Петĕрĕ, Ухсай Яккăвĕ, Митта Ваçлейĕ, Энтип Ваççи…), ыттисене çаплипех хăвармалла (Л. Агаков, Н. Терентьев, А. Воробьев…), е «сен» аффикс хушса çырмалла (Петĕр Яккусен, Леонид Агаковсен, Николай Терентьевсен, Алексей Воробьевсен).

2. Йăх, ăру тымарĕсем паллă çыравçăсен вырăсла хушамачĕсем хыççăн мăн аслашшĕсен ятне лартни илемлĕ [С. Михайлов (Янтуш), Г. Комиссаров (Вантер), К. Иванов (Кашкăр), В. Иванов (Паймен)]. Хушма ята скобка ăшне лартни унăн уçăмлату пĕлтерĕшĕ маларах тăнине кăтартать, çав çыравçă ятне хушма ятсăр та çырма ирĕк пурри çинчен калать. Дефис лартсан вара яланах пĕрле çырмалла (Даниолов-Чалтун, Иванов-Таçук).

3. Вырăсла çырнă чухне: 1) çыравçăсен ячĕсене чăвашла каланă пек çырмалла: Мигала, Кэсьтенттин, Васьлей, Педэр, Якку, Семень; 2) уçă сасăсене сиктерсе хăварма юрамасть, вăл чăваш чĕлхин хăй евĕрлĕхне пĕтернипе танлашать. Çавăнпа та «Тхти», «Тайр» мар, «Тыхти», «Тайыр» тени тĕрĕсрех ( вырăсла çырнă чухне «ă» сасса «ы», «ĕ» сасса «э» лартни вырăнлăрах пек).

Вырăс чĕлхин вăйлансах пыракан витĕмĕ, çавăн пекех чĕлхе культуринчи 1930-мĕш çулсенчи репрессилле тата сăтăрла ĕçсен çирĕп традицийĕ (çыравçăсен хушма ячĕсене чăвашла çырма пăрахтарни) пире, тăван литературăмăрта вăй хуракансене, ятсене чăвашла çырнă ырă традицисене каялла тавăрассишĕн вăй хума, чăвашлăхшăн ытларах тăрăшма хистет. Çыравçăмăрсен ячĕсене чăвашлах упраса-çирĕплетсе хăварас тата çав хамăр евĕрлĕхпе тĕнче умне тухас ыйту халĕ чи малта, чи çивĕч тăрать. Çакна наци туйăмĕллĕ çыравçăсем лайăх туйса тăраççĕ. Ку проблема ниме те тăман, пĕлтерĕшсĕр тесе шухăшлакансем чăнласах йăнăшаççĕ (вĕсем юри çапла хăтланса сăтăрла ĕç тăваççĕ теме чĕлхем çаврăнмасть). Атьăр-ха çак литература çулĕнче çыравçăсен ячĕсене чăваш чĕлхин саккунĕсене пăхăнтарса йĕркелер, тăван чĕлхемĕр правине уйрăм çын ирĕкĕнчен маларах лартар. Кирек мĕнле çыравçăн та ăна çуратнă халăхĕ, ăна калаçма-шухăшлама май паракан тăван чĕлхи пур-çке! Вĕсенчен асли те хакли çыравçăшăн урăх нимĕн те пулма пултараймĕ. Чăн. Чăн. Чăн!

ЭРТИВАНСЕН Виталийĕ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2015.01.14 21:48
Н.В.Шупуҫҫинни "15 ҫултан" статьяра Константин Иванова Кӗҫтук тесе асӑннӑ.Ашшӗ-амӑшӗ те, тӑванӗсем те, ялти тус-тантӑшӗсем те ӑна Кӗҫтенттин тесе юратса чӗннӗ.Ваҫлей Давыдов-Анатри хӑйӗн пӗр сӑввине " Кӗҫтенттин Иванов " ,- тесе ят панӑ.
Документ ҫинче урӑхларах ҫырмалли закон, ӑна эпир калаҫнипе никам та улӑштарма пултараймасть.
2015.01.14 21:55
Василий Лебедев унсӑр пуҫне "Чувашскик предания" (1848), "Симбирские чуваши"(1850), "О чувашском языке"(1852,"Звериная ловля у симбирских чувашей"(1950), "Общественные гулянья и празднества г. Казани"(1883) пичетлесе кӑларнӑ.
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 22:14
Agabazar
Ĕнтĕ Виталий Родионов хыççăн кайса çак В.Лебедев валли те пĕçемтонĕм тупса памалла-ши пирĕн кайри хисеппе, В.Л.-ран хăйĕнчен ыйтмасăрах???

"Чиваш аберъ болдымыръ..." пирки мĕншĕн асăнтăм-ха? Ара, вăл чăваш литературин пайĕ пулса тăрать. Ытти хайлавсем пирки, вырăсла çырнине кура, апла калама çук.
2015.01.15 00:47
Эпӗ Виталий Родионов литература тӗпчевҫи "Хыпар" хаҫатра пичетленӗ "Кам вӑл Василий Лебедев?" статьине хама валли пуҫтарса хурса. Питӗ интереслӗ статья. Ку статья пичетре тухнӑ хыҫҫӑн "Пирӗн телей " сӑвва Максим Федоров мар, Василий Лебедев ҫырнӑ теме пуҫларӗҫ.Ку статьярах Лебедев ҫуралса ӳснӗ ялтах Максим Федоров тиекре ӗҫленине те асӑннӑ.
Agabazar // 4264.40.7711
2015.01.15 09:21
Agabazar
"Максим Фёдоров" ят та хăй вăхăтĕнче Виталий Родионов прахвиссăр тивлечĕпех сиксе тухнă пулнă. Тата — Василий Димитриев прахвиссăр тивлечĕпе.

Сăввăн ячĕ çук. "Ятсăр" шутланакан сăвăсене пĕрремĕш йĕркери сăмахсемпе палăртаççĕ. Унта вара шăпах "Чиваш аберЪ болдымыръ..." тени тăрать. Чăн, сăвă тестĕнче "Пирĕн телей" тени те пур, анчах та вăл пĕрремĕш йĕркере мар.

Авторсен ячĕсене, вĕсен хайлавĕсен ячĕсем пекех, тĕлли-паллисĕр палăртса тухмалла мар теесшĕн эп. Çапларах вăл пĕçемтонĕм мыскари...
Илле // 3035.94.7765
2015.01.24 00:40
Хам айваннишен касару ыйтатап, ниепле те ман сак пелу суйлакан хатер чавашла сас паллисене йышанмасть /терессине пелетеп - эпе хам йышантарма укете куртме пелместеп енте/. Кам та пулин ман сырава ытла асапланмасарах чавашлатма пултарсан тав туна пулаттам.
ЭРТИВАНСЕН Виталийе яланхи пекех аслай уменчи сес мар, петем халахамар уменчи ыйтусене анланмалла шухашлавпа никеслесе хускатать. Тав ана сапла уркенмесер есленешен!
Вал калана шухашра тересси пите нумай пек туйанать. Сакан сине таянса сапла сенусем суралассе.
Илле // 3035.94.7765
2015.01.24 00:40
1.Пирен пурсамаран та тахсанах перле канашласа пирен паянхи ятсен- хушаматсен НАЦИ КАЛАПНЕ туса хатерлеме, сакна патшалах тытамесенче саккунпа сиреплетме ыйтма вахат. Паспортра е ытти хутсенче Иванов Илья Арсентьевич мар, калапар, Клавди Илюше /мана ялта сапла ченне, пер вун сул каялла сес ваттисем сапла сес паллатчес. Ман вахатра та саплачче те-ха, К.В.Иванов вахатенче пушшех те ана К.В.Иванов тенипе ялти ватасем никам та палламан енте. Йах ячепе калана - урахла пулма та пултарайман/. Праски Витти пур, Эртивансен Виталийе пур, ма савна саккунпа сиреплетес мар? Пур хут-хамар япали йалт сав калаппа пултар, ма пирен вал ют халах калапепе пулмалла? Эпир тенчере пусласа мар - Барак Обама, Ангела Меркель... Ик самахран-ятран сес пулсан та, никам та весене патраштарса яман-ха.
Илле3 // 3035.94.7765
2015.01.24 00:41
2.Ма Кашкар Иванесен Кестенттине? Эртивансен Виталийе-ске! КАШКАР Кестенттине!!! Чи нумайран - Кашкарсен Кестенттине. Кашни пичетленурех халлехе сак улшану синчен асилтерсе Кестенттин Иванов тесе хушса катартса пымалла енте, анчах та ку нименле чармав та мар. Ситет хамарлаха хисеплемесер пуранма! Ханаху вал емерлехе мар, ютсене /еврейсене/ Мусса чуралах ханахавенчен пистерме 40 сул пушхирте илсе сурене те, весем чи ирекле халах пулса тана. 40 султан чаваш та ытта калапа манать, чан чаваш калапе сес тарса юлать. 40 сл вал историшен ним те мар, ертсе тухакан Мусса сес кирле!
Agabazar // 3899.82.3587
2015.01.24 12:54
Agabazar
Илле,
Чăвашла сарăм еплерех вырнаçтармаллине ак çакăнта ăнлантарнă: http://comissi.chv.su/ru/node/20

Анчах та астăвăр 32 битлă тата 64 битлă Виндоуссемшĕн тĕрлĕрен программăсем.
Agabazar // 3899.82.3587
2015.01.24 14:57
Agabazar
Ара, ку сайтçă Илле Иванов пулчĕ мар-и? :-)

Тимлĕнрех тепĕр хут вуласа тухмасан тупата туршăн та тавçăрса илеес çукчĕ!!!!

Эх, тĕнче! :-)

Paĝoj: [1], 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj