«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):
Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!
Атила:
Васпӑти-васпӑти. Хыпар православи хаҫачӗ пулса каяссинчен Аслӑ Киремет хӑтартӑр пире.
Асар:
Никольский портречӗ вырӑнне ку Ҫерҫи Варнава сӑнне ҫакса ан хутӑрах тетпӗр эпир редакцире
Vyacheslavna:
Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп. Хам та йывӑр чухне чуна тасатма чиркӗве каятӑп.Хамӑн та пачӑшкӑ ӗҫе килсен кабинета тасаттармалла-ха, усал-тӗсел ман ҫул ҫинчен тасалтӑр, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем мана ан чӑрмантарччӑр.
Agabazar:
<<Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп.>>
Маншӑн та пурпӗрех. Хуть те Константинопольри Патриарха Варфоломее чӗнсе илтӗр.
Bor1959:
Тинех куртӑм паян телевиденипе Туркайпа Варнава мӗнле редакцинче саркаланнине.Акасапар килӗштереть кун пек утӑмсене,редакцинчи клерксем-килӗштереҫҫӗ.Патшалӑх тахҫанах чиркӳпе пӗрле.Апла пулсан мӗн хумхантаратпӑр сывлӑша?
Тимук:
Хыпар хаҫата православи тӗнӗ ҫӗнӗ хӑват парасса иккӗленместпӗр. Чӑваш халӑхӗ Христос Турӑ чури! Ҫавӑнпа та Туркай Хыпара Христос пек чӗртсе тӑратма килчӗ! Аллилуя! Мухтав Турра! Мухтав пире ҫӑлакана — Туркая!! Редакцире ӗҫлекенсем эпир пурте пуҫ ҫапатпӑр ырӑ малашлӑха шанса! Пире ҫӑлакан вӑхӑтра килчӗ! Аллилуя!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Акасапар хăта, вула-ха!:"С приходом на «АвтоВАЗ» Бу Андерсон провел ряд реформ.В том числе он к началу декабря 2014 года перевел весь служебный автопарк топ-менеджеров завода на автомобили отечественного производства.Импортные авто распроданы"-вăт кама пуççапмалла.Аттун Тимĕр хăта Немцов Борис лаборанта пуç çапать.Кунта Борис близко не родня!
Эп хайхи çавăн пек Хăмпи ятлă пĕр çынна пĕлеттĕмччĕ.
Пĕçернĕ чăх çăмартисене шурататчĕ те пĕрерĕн-пĕрерĕн чăмламасăрах çатса яратчĕ. Ахăртнех, хур çăмартипе те çаплах тума пултаратчĕ пуль. Хăмпи çавăн пекчĕ вăл. Хут çинчи ячĕ — Варфоломей.