Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Хӗл Мучи ҫӗршывӗ ӑҫта?

Agabazar29.11.2014 23:4414013 Пурĕ пăхнă

Хӑшпӗрисен шучӗпе Хӗл Мучин ҫӗршывӗ Вологда облаҫӗнчи Аслӑ Устюг хулинче.

Анчах та ҫакӑ тӗрӗс мар.

Мӗншӗн тесен асӑннӑ хула Хӗл Мучин мар, Дед Мороз текен персонажӑн тӑван ҫӗршывӗ.

Хӗл Мучи вара Атӑл леш енчи, Йӑлӑмри ӗнтӗ, Северный поҫҫолӑкӗнче. Мӗншӗн тесен ҫак поҫҫолӑк Чӑвашстанӑн чи ҫурҫӗрте вырнаҫнӑ ҫынсемлӗ вырӑнӗ шутланать.

Акӑ вӑл, хайхи поҫҫолӑк

Ку сӑна ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр: http://infojd.ru/28/zavoljskoe-severny.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.04 13:06
Палăксем лартасси Пĕтĕмпех малалла, сирĕн-палăкçăсен кăмăлĕ çеç кирлĕ. Тавар кăларма мар палăксем кăларма пуçламалла.
Agabazar // 4003.4.4680
2014.12.04 16:51
Agabazar
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: хам катертнĕ
Agabazar // 4003.4.4680
2014.12.04 16:54
Agabazar
Палăк та тавар пулма пултарать.
Кун пирки испансенчен, итальянсенчен ыйтса пĕлме пулать.
Сăмах май каласан Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрĕ Морозов та хайхи Ёё палăкне тавар туса хурас шутпах лартнă. Тĕллевĕ пурнăçланнă теме те пулать. Виç тонна таякан чул кĕмеркки пырса хунă та — ак сире хайхи тавар!

Анчах та ку темăра Хĕл Мучи валли, Юрпике валли чул е бронза палăк лартасси пирки мар сăмах пырать.
Agabazar // 3535.5.9304
2014.12.13 22:33
Agabazar

Çĕнĕ Çулччен икĕ эрне ытларах çеç юлать пулмалла

Якур // 1281.57.8824
2014.12.14 20:08
Çĕнĕ Çул кирлĕ-и пире вăл? Вăл ачасене ытларах кирлĕ. Унсăр пуçне тата политиксене. Акапасарпа мана мĕн тума кирлĕ,ăнлантарăр?
Agabazar // 3434.7.3599
2014.12.15 15:20
Agabazar
Кирлĕ-и, кирлĕ мар-и, Çĕнĕ Çул пурпĕрех килет....
Хĕл Мучийĕ те, Юрпики те унпа пĕрле.
Agabazar // 2131.3.3904
2014.12.18 23:49
Agabazar
Хĕл Мучин резиденцийĕ тесе Северный поççолăка аталантарса яма пулать пурăна-киле.
Торф брикечĕ туса кăларма пăрахнăранпа унти пурнăç юхăнмашкăн тытăннă. Ĕç çук. Анчах та çынсем пурăнмашкан пăрахман. Аталану проекчĕ хатĕрлемелле. Хĕл Мучи резиденцийĕ тесе йышанни чăн-чăн мотор пулса тăма пултарать.
Калапăр, ытти ялсенче чылай чухне çынсем ĕç выранĕсем çукрах пулсан та аптрамасăр пурăнма тăрăшаççĕ. Çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ. Анчах та Северныйăнче хăйăрлă çĕрсем. Унта, сăмахран, çĕрулми туса илме кансĕр.
Agabazar // 3611.0.0912
2014.12.21 14:48
Agabazar
Санта-Клаус (Америкăри) — Çурçĕр полюсĕнче пурăнать
Санта-Клаус (Европăри) — Лапландире пуранать
Дед-Мороз — Аслă Устюгра пурăнать
Хĕл Мучи вара Северный поççолăкĕнче пурăнать
Якур // 2596.35.8819
2014.12.21 15:17
Акапасар хăй те сăнÿкерчĕк çинче каснă лартнă Хĕл Мучи,паллă мар камăн сăнÿкерчĕкĕ ши? Акапасар хатĕр çын резиденци хуçи валли.
2014.12.21 17:35
Якур пиччен мăнуксем çук пулас. Ман мăнуксем пур та мана та Çĕнĕ Çул кирлĕ! Мăшăр пÿрте хăйех илемлетет, мана шанмасть, мана капла татах та канлĕрех.Кăçалхи çул маншăн ăнăçлă пулчĕ,Çĕнĕ Çул татах та ăнăçлăрах пулĕ!
Халлĕхе юр çукрах, Çĕнĕ Çул уявĕччен юр çителĕклех çăвать пуль, хайхи Северный поселокĕнчи яшсене Хĕл мучи кÿлепин конкурсне ирттерме сĕнес малтанлăха.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj