Кам тата ăçта вырăс пулма хушнине курнă эсĕ,Акпасар.Тĕрĕс калаççĕ.Раççейре нимĕç,е француз пулмалла -им?.Пул чăваш.Кам чарать сана?.Мана тата манăн ачасене никам та ,тав турра,чармасть.
Андреевпа Петровăн (1971)"Вырăсла чăвашла словарĕнче" площадь сăмаха 3 тĕрлĕ куçарнă: 1. площадь, лаптăк, хутлăх, тăваткăл 2. (пространство земли) лапкăш, вырăн, çĕр, талккăш, лаптăк
3 мат. лаптăкăш
Скворцовăн (2002) словарĕнче : 1. площадь(хулари уçă вырăн 2. лаптăк, лаптăкăш
Манăн ыйту çапларах: Шупашкарти Хĕрлĕ Лапам сăмах ăçтан тупăннă?
Малтан Хĕрлĕ площадь пулса-ха вăл, законсене улăштарчĕç - Мĕншĕн Хĕрлĕ лаптăк тес мар, сăмахран, енчен те Хĕрлĕ площадь килĕшмест тĕк.
Акапасар Раççейре папуас та пулма пултарать.Халăх ,пĕтĕмĕшле илсен,паллах вырăсланса пырать.Глобализацине хирĕç кĕрешме Кибеч тете вĕрентнĕ пек кам пуларайĕ-ши?.Кама кирлĕ?.
Исли // 3913.58.4645
2014.04.17 17:25
Кипеч пĕтĕмпех тĕрĕс калать.
Вихтăр // 1111.05.9106
2014.04.20 18:41
Паллах,Станьял та, Кипеч те тĕрĕс калаçаççĕ те,çыраççĕ те.Вĕсем куймăрланмаççĕ, чĕре ыратнипе калаçаççĕ. Куймăрланаканнисем ыттисем, пиар хăвалаканнисем. Анчах та асăннă аксакалсене никамах итлесшĕн мар,вырăна хумаççĕ.Эпĕ астăватăп Кипечпе Станьял çав позиципех пĕр 12 çул каялларах конгрессра сăмах каланине.Вĕсене хирĕç Хрущев ООНра пушмакпа сĕтел çине шакканă пек тапăртаттарма пуçларĕç. Вроде пурте çитĕнсе çитнĕ çынсемччĕ ун чухне те.
Васса // 4168.22.3213
2014.04.21 21:19
"Куймăрланакансем"текен самаха словарьте пăхрăм -çук, мене пелтерет-ши,вирьял туссем,çырса ăнлантарăр-ха.