Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли СӖНӲСЕМ

Аçтахар Плотников25.10.2013 14:4814345 Пурĕ пăхнă

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн ЙЫШӐНӐВНЕ кунта тупма пулать: http://chnk.ru/a/documents/9.html

 

Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн

ЙЫШӐНӐВне кӗртмелли

СӖНӲСЕМ

 

3-мӗш пунктра:

- ачасене чӑвашла воспитани пама пултаракан ӗҫченсене (воспитательсене) вӗрентме тата чӑвашла воспитани памалли меслетлӗхе хатӗрлеме

- вӗренӳ учрежденийӗсенче стендсемпе ытти кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма

3 е 4-мӗш пунктра:

- чӑваш чӗлхине аталанма йывӑрлатнӑран республикӑра сарӑлакан программӑсенче чӑвашла ҫӑмӑллӑн усӑ курмалли майсем туса парас, вӗсене чӑвашлатас тӗлӗшпе ӗҫлеме — Windows, Android операци системисене чӑваш раскладкине хушма производительсем умне сӗнӳсемпе тухма; тӗрлӗ программӑсен чӑвашла интерфейсне хушма

- чӑвашла программӑсене анлӑлатас тата аталантарас; компьютерпа чӑвашла ҫӑмӑллӑн ӗҫлеме майсем туса парас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн йӗркелеме

5-мӗш пунктра:

- кулленхи ӗҫ хучӗсенче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине анлӑлатма

- чӑвашла воспитани паракан ача пахчисене, уйрӑмах хуласемпе район центрӗсенче, хута кӗртме

9-мӗш пунктра:

- сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи кӑтарту хатӗрӗсенче чӑваш чӗлхипе анлӑрах усӑ курма сӗнес

Уйрӑм пунктпа:

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине халӑха турттаракан транспортра кӑтарту хатӗрӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума хистеме ыйтас

 

Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников

25.10.2013

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:18
3 пунктра. Асăннă мероприятисене чăваш ачисемпе чăваш чĕлхипе кăна ирттерме хистемелле.
Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:20
4меш пунктра. Педагогика университетне чăвашлăха аталантарас енĕпе ĕçлекен специалистсене кăларас енĕпе анлă программа кăларса ĕçлеме хистемелле.
Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:21
6 мĕш пунктра. Чваш халăхĕн телеканалне уçма хистемелле.
Владимир // 2182.42.4004
2013.10.25 17:22
7-мĕш пунктра. Ял хуçалăхĕнче юлакан çамрăксене «Уçă алăк» программине туса пама хистемелле: аталанма 20-çуллăх процентсăр кредит, 10 çул хушши налогран хăтарасси, вĕсем туса кăларнă продукцине 5çул хушши патшалăх вăтам хакпа туянасси.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj