Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Кивӗ Чукал — вырӑссен ялӗ?

Аçтахар Плотников18.07.2011 12:214757 Пурĕ пăхнă
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1232683

Хыпарсем вырнаҫтарас тесе ҫак ял тӑрӑхӗн сайтне кӗтӗм. Ҫӗнӗ хыпар шыраса ӗнтӗ... Утӑн 15-мӗшӗнче ҫырнӑ «Сенокос вступил в права» ятлӑ хыпар куҫ умне тӗл пулчӗ — ытти ял тӑрӑхӗсенчи хыпарсем пушшех те ҫӗртме уйӑхӗнчеччӗ те, кӑна та пулин вырнаҫтарас терӗм.
Эх, мӑнтарӑн ҫыннисем... Копилесе лартма ҫеҫ пултараҫҫӗ!
«В русской деревне считался одной из приятнейших сельских работ, труд сочетался с развлечениями.» — ҫырнине вуланӑ хыҫҫӑн хӑсас килсе кайрӗ... Чӑваш утӑ ҫулмасть иккен, вырӑссем кӑна.
Утӑҫи пирки чӑвашӑнне тупма йывӑр теес килсен — кӗнекисем купипех, сутӑнмасӑр выртаҫҫӗ.
Тӑван халӑха хаклама пӗлместпӗр ҫав... Шав вырӑс ҫаврӗнчен пӑхатпӑр, шав хамӑрӑн йӑла-йӗркене манӑҫа кӑларса вырӑссене мухтатпӑр :(
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj