"ь. Мĕншĕн пирĕн халăха чăваш тесе ят панă? Çак сăмахăн этимологийĕ мĕнлерех-ши? М.Р.Федотова ĕненес пулсан чăвашсене марисем ят панă пулать. Анчах та ку шухăшпа питех килĕшес килмест. П.Хусанкай йĕркисем пуçран тухмаççĕ: «Ят хума пултарнă хамăр, хĕвеле, çăлтăрсене…» Вара эпир хамăр халăха ят пама пултарайман-ши?"
Акулина // 3192.71.3292
2011.08.29 17:06
Мана сăвар текен чăвашсем хăйсем чăваш пулнишĕн кулянни тĕлĕнтерет. Мĕншĕн чăвашла калаçаççĕ-ши вĕсем? Сăвар чĕлхипе пуплемелле мар-ши вĕсен?
Тайр // 5574.4.5423
2011.08.30 21:36
Сăвар-пăлхар чĕпхипе пуплет паянхи кун тăван халăхăмăр.Тĕнчери чи ватă та аслă чĕлхемĕр 15мĕш ĕмĕрте кăна чăвашланнă.
Илья // 5043.2.1941
2011.08.30 23:34
"Сăвар-пăлхар чĕпхипе пуплет паянхи кун тăван халăхăмăр"
Сир шутпа ун пек пуль. Эп чăвашла пуплеп. Кÿренсен те, сăварла мар. Сăвар- пăлхарсем пирĕн предоксем, эпир темле пулсан та халь чăвашсем. Ман атте-анне чăваш, эп хам чăваш.
Илья // 5043.2.1941
2011.08.30 23:38
"Эпир вара СĂВАРСЕМ.Эпир нумайăн"
Ăнланмасп. Каллех пайланасшăн, каллех уйрăмланасшăн. Ма пĕрле пулмалла мар вара?
Атл // 3820.62.0861
2011.08.31 12:28
"Тайр2011-08-16 11:13Эпир вара СĂВАРСЕМ.Эпир нумайăн"
Эсир нумай пуль-эпир, чăвашсем,пить сахал!4/5 мĕш пирĕнне аркатнă
Акулина // 1298.57.4088
2011.09.01 22:07
Мĕншĕн чăваш аталанăвĕ курăнмасть? Пĕрисем армана, теприсем вăрмана кайнипе ĕç тухмасть. Çавăн пекех, чăвашсем те икке пайланса пĕр ĕç тăваймĕç. Турисемпе анатрисем те хăш чух пĕр-пĕрне ăнлансах каймаççĕ те (чĕлхе енчен мар)...
Атнер // 3949.34.3163
2011.09.02 10:51
Кыпчаксем аркатнă сăвар-пăлхарсене. Питĕ тискеррĕн. Хăвна СĂВАР теме те хăрушă пулнă. Мĕн тăвас? Пурăнмала вĕт-ха.Вара майĕпен ирĕксĕрех ЧУВАШИ пулма лекнĕ.
Тайр // 3949.34.3163
2011.09.02 11:00
Илья. Никам та пайласшăн мар. Хуннсем. Пăлхар-суварсем. Чăвашсем. Пурте пĕр халăх. Сăварсем ĕмĕрĕпех кĕрешнĕ. Чăвашланса кайсан хамăра хисеплеме пăрахрăмăр.
Атл // 6867.2.4647
2011.09.03 14:43
"Чăвашланса кайсан хамăра хисеплеме пăрахрăмăр."
Питĕ тискеррĕн 4/5- мĕш аркатнă унижени хыççăн?
1/5 чĕльхене упранă.