Вуларăм, кăмăла кайре. Анчах-та ку вырос форуменчĕ никам-та вуламанни туйăнать. Вулакансĕм сахал, рекламă параканнисĕм анчах. Тата урăх вырăна, полхарсен сайтне кĕртмелле. Весĕм выросла ăнланаççе.
Атнер // 8568.8.6851
2011.02.14 10:30
Вуласа тухма хал çитмерĕ.Автор историк марри тÿрех курăнать тата чĕлхеçĕ марри.Никольский,Ашмарин,Смирнов питĕ нумай çырнă тăван халăхăн авалхи çул йĕрĕ пирки.Пĕтĕмĕшле илсен çакă паллă:Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче темиçе халăх пурăннă:суварсем,б есермянсем,мăкшăсем,çармăссем тата пăлхарсем.Суварсе 4 пин çул каяллах палăрнă.Кайран пăлхарсемпе хутшăнса кайнă.Çав сувар-пăлхар халăхне 15 ĕмĕрте пĕрремĕш хут вырăссен кĕнекинче ;чуваша; тесе çыраççĕ.Араб,китай е ытти халăхсен кĕнекисенче чуваш халăх çук.Пирĕн несĕлсем -суварсем.Тĕплĕнрех вулама пулать:ЧУВАШИ этническая история и традиционная культура кĕнекере.Тата пур Алмантайăн ;Кто мы-суваро-болгары или чуваши?;вулăр питĕ кăсăклă.
Лексей // 2131.06.7895
2011.02.14 12:28
Пирĕн несĕлсем ма суварсем кăна? Палхарĕсем вара аçта? Тутарсене парасшăн мар пулĕ те? Алмантай кнеки вăл библи мар. Ыттисе те вулас пулать.
Эпир Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчен. Пирĕн предоксем — пăлхар, сăвар, тата ытти йăхсем. Суварсемпе анчах кирлĕ мар аташма.
Тайр // 8568.8.6851
2011.02.14 20:09
Лексей,ма тÿрех аташма.Пирĕн предоксем,тĕрĕс калан,сăвар-пăлхарсем.Пирĕн пурин те тав тумалла Алмантай пек маттур Арсене.Эпир чылайччен çывăрнине кура тутарсем парасса кĕтмен çав-илнĕ тесен те юрать пăлхарсене.Кайса пăх-ха ПĂлхара.Унта тăваççĕ музейсем,гостиницăсем,Атăл хĕрринче порт пулать-пĕтĕмпех тĕнче шайĕнче.Пăлхар тутарсем кăна,чăваш каллех айккинче юлать.Ĕçлес пулать Лексей тиркесе кăна ларсан сăварсене те тепĕр хут çухататпăр.