Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Йӑнӑшсӑр ҫыраймаҫҫӗ...

Аçтахар Плотников22.01.2011 22:2416230 Пурĕ пăхнă

Тиркесе мар ӗнтӗ, ҫапах та.
Культура центрӗ пулин те ҫак пӗлтерӳ хутне йӑнӑшсӑр ҫырайман :(
«культурӐ учрежденийӗнче» (орфографипе килӗшӳллӗн «культурА»)
«ҫЕнсе» (кунта «ҫӖнсе» пулмалла, тӑррине маннӑ).

Пысӑках та мар хучӗ — шкул ачине кун чухлӗ йӑнӑш тусан «иккӗ» лартӗччӗҫ пулӗ...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимур // 8568.8.6851
2011.02.05 22:13
Ачасем тăван чĕлхене пĕлменни вăл хăрушла трагеди.Пĕтĕмĕшле илсен ун пек çынсене хăйсене хисеплекен халăхра хисеплесех каймаççĕ.Паллах айăплама çук.Анчах чăваш халăх писателĕн артисчĕн профессорĕн тата министерствăпа конгресра ларакансен-пуринте тенĕ пекех ачисем тăван чĕлхене пĕлменни питĕ тĕлĕнтереть.Çав вăхăтрах Марина Карягинăн,Илле Ивановăн,Микуç Балтайĕн,Вячеслав Тимофеевăн,Петĕр Пупинăн ачисен ячĕсемте авалхи ятсем тата чăвашла та калаçаççĕ.Вăт вĕсене эпĕ ĕненетĕп чăвашлăх пирки калаçнă чухне.Тепĕр тесен ,вĕсем президиумран е трибунăран калаçмаççĕ те.Ĕçлеççĕ чăнахта чунтан чăвашлăха упраса хăварас тесе.
Акулина // 7193.9.7013
2011.02.06 00:05
Эпĕ ялти шкулта чăваш чĕлхи вĕрентетĕп. Çыравçăсем, чĕлхеçĕсем, чăваш халăхĕшĕн ĕçлетпĕр текенсем çине тăрсах пире шкул ачисене тăван чĕлхене юратма вĕрентмелле тесе çыраççĕ, калаçаççĕ,хушаççĕ. Чунĕсем тăван чĕлхешĕн çунннине пĕлтереççĕ. Манăн вара яланах сирĕнни пек шухăш çуралать: вĕсем чăнах та çĕр çинче тăван чĕлхене, тăван халăха упраса хăварас тесе шутлаççĕ пулсан - чи малтан хăйсен ачисене чăвашла калаçтармалла. Миçен-ши вĕсем чунĕпе, ĕçĕпе, çемйипех тăван халăхшăн тăрăшакансем? Карма çăварсем анчах нумай пек туйăнать. Çавăнпа шутлатăп та - пирĕн пеккисем, сирĕн пеккисем пулмасан тата миçе çул пурăнать-ши чăваш халăхĕ çĕр çинче?
Тимур // 8568.8.6851
2011.02.06 12:05
Хулара мар ялсенче те халь папа-мама кăна тата ачасене темшĕн вырăсла капаçтараç.Телевидени чăвашла çук,наци элитин ачисем тăван чĕлхене пĕлмеççĕ.Тĕрĕссипе каласан пурте шанаççĕ:ял пулсан чĕлхе пĕтместь тесе.Кун пекех пурăнсан ЮНЕСКО калани пурнăçланать пулĕ пĕр 60-80 çултан.Чĕлхемĕр таçти çырмаллă-çатраллă ялсенче кăна тен юлĕ.
Акулина // 2550.83.6089
2011.02.06 14:19
Ял пулсан чĕлхе пĕтмест тени тĕрĕс мар вăл. Малтан çырнăччĕ-çке эпĕ: пирĕн пысăках мар ялта та ачисемпе халĕ пĕчĕкренех вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Пирĕн шкулта халь 9 класс çеç, малалла район центрне вĕренме çÿреççĕ - унта вара чăваш литературине те вырăсла вĕрентеççĕ. Папа-мама тени вара чăннипех те чуна ыраттарать. Манăн ачасем анне теççĕ-ха, тепĕр çемьере анне пур,ыттисен пурин те мами-паппи. Аслă хĕр ачисене чăвашла калаçтарать, анчах упăшки килĕнче мама-папа пулнипе мăнуксен те атте-анне çук, мама-папа çеç. Нумай пулмасть тухнă "Грамматика вăййисем" кĕнекере (авторĕ Л.Сергеев) папа сăмах çĕнĕ сăмахсен шутне кĕртнĕ. Тÿнсе каймалла! Сирĕн юлашки предложенипе килĕшмех тивет пулĕ: çырма-çатраллă ялсем çеç чăваш чĕлхине упрĕç малашлăхра. Анчах ун пек пултарас килмест вĕт-ха! Мĕн тумалла?!
Пер херарам // 2491.19.5351
2011.02.06 19:01
Мĕн тăвар ĕнтĕ? Хамăрăн туссемпе, тăвансемпе, чăвашсемпе чăвашла кăна калаçмалла.Вара пăхăпăр та хамăрах курăпăр:мĕнлерех халăх эпир.
Акулина // 2550.83.6089
2011.02.06 19:28
Эх эпир çеç калаçсан тăван чĕлхе сыхланса юлас пулсан ... Эпĕ вырăспа та чăвашла çеç калаçмалла...
Пер херарам // 2491.19.5351
2011.02.06 21:45
Вырăссем чăвашла калаçасса шанса пĕтересех килмест, хамăр манмасан та юрĕччĕ!!!!
Тимур // 8568.8.6851
2011.02.07 10:50
Çапла пултăр!
Аида* // 1094.43.5064
2011.02.19 19:44
МАМА - МАМАК СĂМАХРАН... АННЕ - ПУРИНЧЕН ХИТРЕ СĂМАХ..
ВЫРĂСЛА КАЛАÇАКАН ЧĂВАШСЕНЕ ТЕ ПИТ ТИРКЕМЕЛЛЕ МАР - СИВĔТМЕЛЛЕ МАР ХАЛĂХРАН...
КАМ АЙĂПЛĂ ЯЛСЕНЧЕ ШКУЛСЕНЕ ХУПНĂШĂН - ТĂВАН ЧĔЛЬХЕ 4 КЛАСС ТАРАН КĂНА ПУЛНĂШĂН, Е ПУЛМАНШĂН ТА ПАЧАХ - АННЕСЕН ВЫХОДНОЙ ТА ПУЛМАНШĂН...
СĂМАХСЕМ УЛШĂНАÇÇĔ - УРАШ ШУМЕРИНЧЕ -БОГ ПЛОДОРОДИЯ...ЫРАШ
Акулина // 2478.10.7365
2011.02.20 18:11
Мама мамакран пултăр тейĕпĕр, папа папакран-и? Мами-папи мĕнле сăмахран-ши? Вырăсла калаçакан чăвашсене тиркемĕттĕм, анчах та вĕсем ятарласах чăвашла калаçма вĕренмеççĕ е вĕрентмеççĕ. Кунта ялсенчи шкулсене хупни те мар, аннесен канмалли кун пулманни те мар - тăван чĕлхене хисеплеменни курăнать. Вырăсла калаçакан хĕр ачан амăшĕ пĕрмаях ачи чăвашла сăмахсене ăнланманнишĕн тарăхни çинчен каласа парать. Савăнса, кулса... Йывăр-им вĕсене килте ачине чăвашла калаçма вĕрентме? Ачи текех вырăсла калаçма манмасть ĕнтĕ.

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj