Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Суту-илӳре сутаканӗ е илекенӗ аслӑрах?

  07.02.2019 17:09 | 8908 Пурĕ пăхнă

Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать.

Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет.

Далее...

 

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши?

  21.01.2019 15:25 | 9779 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.».

Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать.

Далее...

 

Пурне те ӑнланмалла е хамӑрла?

  21.02.2018 18:28 | 11820 Пурĕ пăхнă

Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.

Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.

Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ.

Далее...

 

Халӑхӑмӑра чӑвашӑн ылтӑн мӗлки ҫӑлса хӑварӗ

  25.12.2017 11:51 | 5175 Пурĕ пăхнă

 

Пӗрремӗш ҫавра. Кам эс – политика проститутки е хан?..

 

«Ҫынри ҫынна тупасси» тесе палӑртнӑ хӑйӗн умӗнчи тӗллеве Ф. М. Достоевский. «Ҫынри ҫын, – тенӗ вӑл, – чи хакли, сӑваплӑран та сӑвапли». «Ҫын шухӑшӗ, идея диалогра кӑна пурӑннине Достоевский пит тарӑн ӑнланнӑ. Ҫакна вӑл уҫма, курма тата кӑтартса пама пултарнӑ. Идея, уйрӑм ҫын ӑнӗнче (сознанийӗнче) кӑна пуранать пулсан, хӑйӗн вӑйне, пӗлтерӗшне ҫухатать, вилет. Ытти ют идейӑсемпе пӗлтерӗшлӗ хутшӑнӑва кӗрсен кӑна идея тӗвӗленет, аталанать, хӑйӗн чӗлхине тупать, ӑна ҫӗнетсе пырать.

Далее...

 

Йышпа ӗҫлеме лайӑх...

  01.05.2017 21:38 | 5154 Пурĕ пăхнă

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ те чакса пырать-ши? Паян ҫак ыйту тавра нумай шухӑшларӑм. Халӗ йӑлтах техника пурнӑҫлать: кӗпе-йӗм ҫумалли машина та, апат пӗҫӗрекен мультиварка та пур. Этем пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Анчах чунри ырӑлӑхпа ӑшӑлӑх чакса пынӑн туйӑнать.

Ӗлӗк кӳршӗ кӳрше пӗрмай пулӑшнӑ. Ун чухне ҫӗрулмине алӑпа е лашапа лартнӑ. Ку ӗҫ хресченшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ара, ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать вӗт. Ҫемье пахчана ҫӗрулми лартма тухсан кӳршисем те каҫнӑ.

Далее...

 

Матери тыткӑнне лекнӗ паянхи чӑваша вырӑсла кӗвӗ, тен, ирӗке тухма пулӑшӗ…

  24.04.2017 11:19 | 6191 Пурĕ пăхнă

«Алӑри тӗкӗрпе те, «Эп вӑл эп пулатӑп» теекен Фихте майлӑ философ пулса та ҫын ҫуралмасть, ҫавӑнпа вӑл малтан, тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек, тепӗр ҫын ҫине пӑхать. Павӗл ҫын хӑй пек ҫын пулнине йышӑнсан кӑна Петӗр ҫын хӑйне хӑй ҫын пек йышӑнма пуҫлать. Ҫакӑнпа пӗрлех Павӗл хӑй те, пӗтӗм ун ӳчӗ-пӗвӗпе этем хапин (формин) палӑрӑмӗ пулса тӑрать» [Маркс К., Энгельс Ф. Соч. Т. 23. С. 62.].

Чӑваша ӑнланас ӗҫри танлаштару меслечӗ пирки йӗплесе ҫырнӑ хайлавне Aqabazar (йӗкӗлти, мӑшкӑлҫӑ, ҫынтан кулакан-тӑрӑхлакан… тролль-арҫури хӑраххи) «Кам — Ху?

Далее...

 

Пӗр пуссӑрах тӑшман чапа кӑларать

  11.03.2017 07:23 | 3738 Пурĕ пăхнă

Сӑпайлӑ мар пулин те ҫак статьяна хам ҫинчен ҫырас килет. Ку тарана ҫитиччен хама ҫак тӗнчери пӗр пӗчӗк кӑпшанкӑ вырӑнне ҫеҫ хураттӑм та мана ыттисен ӑмсанмалли, кӗвӗҫмелли, тарӑхмалли сӑлтав ҫук пек туйӑнатчӗ. Анчах ҫак кунсенче пулса иртекен пулӑмсем хамӑн хака самантрах ӳстерчӗҫ. Ҫапла-ҫапла, ӳстерчӗҫ.

Тӑшман чапа кӑларать тесе нихӑҫан та шутламан, анчах вӑл ҫӗр ҫинче питех те кирлӗ иккен. Юрӗ, йӗркипе каласа кӑтартам-ха.

Ҫак ҫула ҫитсе ҫемҫе пукан енне нихӑҫан та тӗмсӗлмен.

Далее...

 

Йӗркеллӗ арҫын ӳтне сутакан патне каять-и?

  19.11.2016 14:05 | 4749 Пурĕ пăхнă

Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур.

Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать.

Далее...

 

Хамӑр куҫпа пӑхар чӑвашсем

  27.06.2016 17:04 | 8429 Пурĕ пăхнă

Хамӑр куҫӗпе тӗнче ҫине пӑхар чӑвашсем. Хӑмӑра мӗн кирлине шухӑшласа пурӑнӑҫлар. Раҫҫей Патшалӑхӗ хӑй куҫӗпе курать, хӑйне мӗн кирлине тӑвать. Пире чӑвашсене мӗн кирлине пӗлмест вӑл, унӑн пӗлес килмест пирӗн ҫинчен. Уншӑн пурте вырӑсла калаҫсан тата лайӑх. Налук тӳлетӗр те, шӑпӑрт пултӑр — ҫав кирлӗ влаҫа. Хамӑр кар тӑрса хамӑр ҫинчен тӑрӑшмасан эпир никама кирлӗ мар.

 

Чӗлхесӗр янавартан пахи ҫук

  10.04.2016 16:50 | 4832 Пурĕ пăхнă

Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.

 

Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.

Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен

Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.

Далее...

 
Paĝoj: 1, [2], 3
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)