Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Таисия Ташней

Чӑвашсем канма юратмаҫҫех-ши?

  26.11.2015 12:18 | 5279 Пурĕ пăхнă

Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.

Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем.

Далее...

 

Кӳршӗсем ҫапӑҫсан ҫӑхавлама ан шиклен

  04.11.2015 16:57 | 4153 Пурĕ пăхнă

Кашни ҫемье хӑйне май пурӑнать. Ҫапӑҫаҫҫӗ те унта, мирлешеҫҫӗ те. Ара, ялан чап-чап уйӑхӗ пулаймасть пуль ҫав. Хӑшӗсен ҫав тӳп-тӳп уйӑхӗ вӗҫӗмех пырать тесен те юрать-тӗр.

Йӗрке хуралҫисем нумаях пулмасть «Чунлӑ кӳршӗ» акци пуҫарчӗҫ. Ку вӑл кӳршӗ-аршӑ епле пурӑнни пирки право хуралҫисене систерме чӗнсе каланине пӗлтерет ӗнтӗ.

Чӑн та, ниҫта кайма ҫуккипе е тата укҫаллӑ арҫынна ҫухатас килменнипе тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсене патак айӗнчен кӑларман арҫынпах пурӑнаҫҫӗ. Юрӗ-ха, савнӑ ҫынтан патак ҫиесси те кӑмӑллӑ пуль, хӑйсенне хӑйсем пӗлеҫҫӗ теме те пулать-тӗр-ха ку лару-тӑрура.

Далее...

 

Укҫалла тара тытнӑ чуниллисем

  28.10.2015 17:09 | 1508 Пурĕ пăхнă

Маларах тӗрлӗ юсавҫӑпа ҫыхланса курманччӗ. Ҫапмалли-шаккамалли-шӑтармалли тупӑнсан ҫывӑх ҫыннӑмсем пулӑшнипе ҫырлахнӑччӗ. Нумаях пулмасть (Турра шӗкӗр темелле ӗнтӗ куншӑн) ҫӗнӗ ҫӗре куҫрӑмӑр. Пысӑках мар ӗҫсене май килнӗ таран хамӑр вӑйпах пурнӑҫларӑмӑр. Анчах пурне те пӗлсе пӗтерме ҫук. Тата ятарлӑ ӗҫ хатӗрӗ те кирлӗ – хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама специалистсене чӗнес терӗмӗр.

Чи малтан сантехниксен пулӑшӑвӗпе усӑ куртӑмӑр. Канализаци тата шыв пӑрӑхӗ каякан тӗп пӑрӑхсенчен кухньӑна, ҫӑвӑнмалли пӳлӗме тата патша ҫуран ҫӳрекен вырӑна пӑрӑхсем хурса тухнишӗн 10 пин тенкӗ ыйтрӗҫ.

Далее...

 

Пахалӑхлӑ пулӑшу ӗмӗтре кӑна-ши?

  13.10.2015 20:51 | 4497 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнмелле отрасль вӑл ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх. Унта ӗҫлекенсен хӑйсен чӑнлӑхӗ, ҫавӑн пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен — хӑйсен.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗ терӗм те, тепӗр ҫурта пырса кӗрсен пулӑшӑвӗ питех курӑнса та каймасть. Тӗслӗх вырӑнне Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта илсе кӑтартас килет. Этем алли унта хӑҫан ҫын алли пырса шӑлни пирки калама йывӑр. Ҫыннисем те тепӗр тесен тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап хутаҫне вӗсенчен хӑшӗсем ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнер патне те йӑтса ҫитермеҫҫӗ.

Далее...

 

Уçă алăксен кунĕнчи хупă алăксем

  17.09.2015 19:17 | 3565 Пурĕ пăхнă

Республикăн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви республикăри пульницăсем Уçă алăксен кунне ирттерни пирки вĕçĕмех хыпарлать. Ку хыпара кашнинчех савăнса йышăнатăп, çынсене тухтăр патне лекме çăмăл тесе хĕпĕртетĕп. Тепĕр тесен, мĕншĕн çынсен кăна кун пек меслетпе усă курмалла-ха? Çывăх çыннăма тахçанах куç тухтăрĕ кăсăклантарать. Вăл та ыттисенчен кая мар-çке – Уçă алкăсен кунĕпе усă куртăр-иç текелесе пĕр виç уйăх каялла та пулĕ Республикăри офтальмологи пульницин регистратурине шăнкăравланăччĕ.

Далее...

 

10 тенкĕпе 20 тенкĕ хушшинче уйрăмлăх пур-и?

  13.09.2015 11:31 | 2879 Пурĕ пăхнă

Паллах, пур. Сăмахăм - çул укçи пирки. Кÿкеçрен Шупашкара маларах 162-мĕш маршрут кăна турттаратчĕ. Унсăр пуçне Лапсар урлă 153-мĕш автобус тата пушар хуралĕ вырнаçнă тăрăхран 325-мĕш маршрут çÿренине район центрĕнче пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. 162-мĕш маршрутпа пĕрлех кайран тепĕр маршрут хутлама тытăнчĕ. Вăл 162-мĕш маршрутран хакĕпе уйрăлса тăратчĕ: лешĕ 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух 10 тенкĕпе, лешĕ 20 тенкĕпе турттарнă чух 15 тенкĕпе илсе çÿретчĕ.

Укçа шутне ирĕксĕртен шутлама тивекен, ĕçе кунсерен Шупашкара çÿрекен çынсемшĕн йÿнĕ маршрут тупăнни питĕ мелли каламасăрах паллă.

Далее...

 

Ача пахчине камăн тумалла?

  01.09.2015 18:37 | 3452 Пурĕ пăхнă

Шупашкар хула администрацийĕ çĕнĕ микрорайонсем тунă чух ача пахчисемпе шкулсем тăвассине строительсем çине тиесшĕн. Урăхларах каласан, çакна хулари тӳре-шара строительсене хăйсен шучĕпе тутарасшăн.

Иртнĕ эрнере Шупашкар хула администрацийĕнче иртнĕ канашлура хула администрацийĕн архитектура тата градостроительство енĕпе ĕçлекен пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Павлов Хусанпа Чулхула тĕслĕхĕсемпе усă курас шухăшлине пĕлтернĕ. Унта пĕр-пĕр микрорайона тăвакан ача пахчине хăй шучĕпе тăвать, шкула — инвесткилĕшӳ тăрăх.

Далее...

 

"Мана ăна ĕçе илме хушнă..."

  22.08.2015 07:29 | 2859 Пурĕ пăхнă

Хамăн ĕçĕмпе çак кунсенче пысăк мар шайри тÿре-шара патĕнче пулма тиврĕ. Ĕç хыççăн ĕлкĕрейместĕп тесе пĕрремĕш хутĕнче тусăма епле хутсем кирли пирки ыйтса пĕлме ыйтрăм. "Кăмăллă калаçмасть, ăнлантарасшăнах мар", - шăнкăравласа систерчĕ тусăм. Юрĕ, хамах кĕрсе тухам-ха тесе тепĕр кунхине хам вĕçтертĕм.

Пасарти сутуçăсене те сывлăх сунатăп та, этем ретлĕ сывлăх сунсах хайхи специалист патне вирхĕнсе кĕтĕм. "Çапла-çапла, - тетĕп, - çапла-çапла тăвасшăн.

Далее...

 

Ăçта çитĕпĕр, чĕкеç?

  12.08.2015 20:13 | 4445 Пурĕ пăхнă

«Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç?» – йĕркесемлĕ тунсăх юрă савнă çын пирки чуна ыраттарса ĕсĕклесе ларнă май аса килмерĕ-ха. Сăмахĕ – шкул çулне çитмен ачасем валли уçнă «Чĕкеç» ушкăн пирки. Ăна Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнчи вăтам шкулта çурлан 6-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçни пирки Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕччĕ.

Чăваш Енĕн влаç органĕсен официаллă порталĕнче ку мероприятие çутатакан хыпара сăнӳкерчĕксемпе те илемлетнĕ.

Далее...

 

Кÿкеçре çăтмахри пек: Шупашкартан унта 5 тенкĕпе çитме пулать

  02.08.2015 11:12 | 3257 Пурĕ пăхнă

Кÿкеçре пурăнакансемшĕн ĕнертенпе, çурлан 1-мĕшĕнченпе, çынсем хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленнĕ коммунизм вăхăчĕ çитрĕ тейĕн.

Пĕлменнисене пĕлтерер. Кÿкеçĕн Советски урамĕнчи чарăнăва Шупашкартан 162-мĕш маршрутпа пĕрлех эконом-класлă шутланакан маршрут турттарать. 162-мĕш 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух çĕнĕ маршрут 10 тенкĕпе илсе çÿреме тытăнчĕ. Маларах çынсем тĕлĕнсе пăхатчĕç, хăшĕсем ку ултав мар-ши тенĕн шăтарасла пăхатчĕç те ларма шикленнĕн пăрăнса утатчĕç. Кайран çынсем вăл маршрута хăнăхрĕç – ялан унпа çÿрекенсем йышланчĕç.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)