Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Галина Никитина

Ҫул ҫӳрев пире мӗне вӗрентет?

  14.05.2014 21:01 | 4393 Пурĕ пăхнă

Хӑйсем тӗллӗн ҫул ҫӳрекенсем ҫакӑ туризм путевкипе тухса кайнинчен самай уйрӑлса тӑнине палӑртаҫҫӗ. Пӗр хуларан тепӗр хулана, пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва хӑй тӗллӗн ҫӳрени хӑйне евӗр урок парать. Акӑ вӗсем:

1. Ҫул ҫӳревре чи йывӑрри – килтен тухасси

Килте чухне ҫӗр тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулассӑн туйӑнать. Сирӗн кашни кунах ӑҫта выртса тӑрасси, мӗн ҫиесси пирки пуҫ ватмалла. Чӗлхе пӗлменни е укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗ те шиклентерме те пултарать. и, кун пек шикленме сӑлтав ҫук.

Далее...

 

Саккӑрти ача автобус чӗртсе тарнӑ

  08.05.2014 20:28 | 899 Пурĕ пăхнă

Аслӑ Новгородри сакӑр ача ҫулхи паян автобус чӗртсе тарнӑ. Тарнӑ тени те тӗрӗс мар пуль.

Пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла иртни 2 сехет те 15 минут тӗлӗнче пулнӑ. Хулари автопассажир предприятийӗсенчен пӗрин водителӗ кӑнтӑрлахи апата хӑйӗн автобусӗпе киле кайнӑ. Уҫҫа вӑл чӗртмелли ҫӑрара хӑварнӑ та киле кӗнӗ. Автобус патӗнчен пыракан саккӑрти арҫын ача алӑка уҫса унта кӗрсе кайнӑ. Уҫӑпа вӑл мотора чӗртнӗ те юнашарти Питӗр урамне ҫити кайнӑ. Унта вӑл симӗс курӑк ҫинче автобуса чарса лартнӑ. Юрать-ха, ҫынсем шар курман.

«Харсӑр» ачана часах тупнӑ.

Далее...

 

Паром путнишӗн премьер-министр отставкӑна кайнӑ

  28.04.2014 20:57 | 921 Пурĕ пăхнă

Кӑнтӑр Корейӑн премьер-министрӗ Чон Хон Вон ӗнер отставкӑна кайма заявлени ҫырса панӑ. Ҫакна вӑл «Sewol» паром шыва путнӑ хыҫҫӑн тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем правительствӑна хурлама тытӑннӑ.

 

Паром ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче птунӑ. Борт ҫинче 475 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен 174-шне кӑна ҫӑлма май килнӗ. 187 ҫыннӑн виллине шывран кӑларнӑ. 115 ҫынна халӗ те тупайман – вӗсем хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ.

 

Паром капитанне тата экипажӑн мӗнпур членне арестленӗ. Вӗсене ӳрӗк-сӳрлӗхшӗн тата ҫынсене тинӗсре тата юханшывра пулӑшмалли пӗтӗм тӗнчери сккуна пӑснӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)