Тетте


Тетте-лашасем


Пĕррехинче мана атте вылямалли теттесем туянса пачĕ. Ахаль теттесем мар — лашасем. Виçĕ лаша. Эпĕ питĕ савăнтăм. Кашни кун вĕсемпе вылятăп. Уçăлма уя илсе тухатăп. Çитеретĕп, шăваратăп. Шăварма ял çывăхĕнчи юханшыв патне илсе çӳретĕп. Пĕр тетти çине утланса ларатăп та ши-и-к! шăхăратăп. Теттесем тӳрех юханшыв патнелле вĕçтереççĕ. Эпĕ савăннипе юрласа яратăп. Юрла-юрла шыв хĕррине çитетпĕр, тăраниччен шыв ĕçетпĕр. Тутлă курăкпа хăналаннă хыççăн киле таврăнатпăр. Çапла кун хыççăн кун иртрĕ.

Пĕр каçхине вуниккĕ çитнĕ чухне эпĕ вăранса кайрăм. Куçа уçрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Пăхатăп: манăн тетте-лашасем чĕрĕлнĕ. Ĕненмесĕр татах пăхатăп, лайăхраххăн сăнатăп, чăнах та чĕрĕлнĕ! Эпĕ шăппăн сăнама пуçларăм: мĕн тăвасшăн-ши кусем? Лашасем манăн ĕçлемелли ĕçсене тăваççĕ! Пĕри чашăк-тирĕк çăвать, тепри урай çăвать, виççĕмĕшĕ пуçтарать.

Ĕçлесе пĕтернĕ хыççăн пĕри ман пата пырса мана утиялпа витсе ячĕ. Тепри портфельтен кĕнекесем кăларчĕ. Вара пĕрле килти ĕçсене тĕрĕслеме пуçларĕç. Вырăс чĕлхипе икĕ йăнăш тупрĕç, тӳрлетрĕç, унтан акăлчан тата чăваш чĕлхипе, математикăпа йăнăшсене тӳрлетрĕç. (Эпĕ япăхах вĕренместĕп-ха, çапах та васканă чухне йăнăшсем сиксе юлкалаççĕ). Ручкăн пасти пĕтнĕччĕ, ăна та улăштарса сумкăна каялла чиксе хучĕç.

Малалла

Лашан çуралнă кунĕ


Аякри пĕр ялта 10 çулти хĕрача пурăннă. Вăл Кĕтерук ятлă пулнă. Унăн тем тĕрлĕ тетте те пулнă, анчах вĕсем тахçанах йăлăхтарса çитернĕ, выляс та килмен. Çапах та унăн пĕр çемçе лаша пулнă. Вăл питĕ çемçе пулнăран ячĕ те Çемçескер ятлă пулнă. Кĕтерук ку лаша тетте çеç пулнине питĕ лайăх ăнланнă. Çапах чĕрĕ чунпа калаçнă пекех калаçнă, çитернĕ ĕçтернĕ, сăвăсем каланă, çывăрма та вырттарнă.

Кĕçех унăн питĕ кĕтнĕ çуралнă кунĕ çитнĕ. Кĕтерукăн чи пысăк ĕмĕчĕ — кам та пулин ăна чăн-чăн чĕрĕ лаша парнелесси. Кĕтерук питĕ хумханса кĕтнĕ çакна.

Ирхине амăшĕ Кĕтерука лаша илме укçа çуккине ăнлантарса панă. Çавăнпа лаша вити халĕ те пушă пулнине палăртса хăварнă. Вĕсем хăйсем малтанхи кун пасарта лаша хакĕпе паллашнине те, вĕсен укçи кушак çури илмеллĕх анчах пулнине те каласа панă. Кĕтерук питĕ хытă куляннă, мĕншĕн тесен ун ĕмĕчĕ çӳлте çутатса ларакан çăлтăр пек аякра пулнă.

Пĕр ирхине Кĕтерук уçăлса çӳреме уя тухнă. Унта пĕр ватă арçын лаша пăхнă. Кĕтерук çав лашапа туслашса кайнă, кашни кунах унпа тĕл пулнă, Машук тесе ят панă. Килне килсен Кĕтерук хăйĕн çыру кĕнекине тусĕпе мĕн калаçнине çыра-çыра хунă. Вăхăт нумай-и сахал-и иртнĕ, Машук хĕрача патне хăй хăнана пырасси çинчен пĕлтернĕ, анчах темле кĕтсен те Кĕтерук хăнине кĕтсе илеймен. Вара вăл ватă лаша хуçи патне вĕçтернĕ. Лешĕ Машук çухални çинчен пĕлтернĕ. Кĕтерук чăтса тăрайман, хăйсем тĕл пулнă вырăна, илемлĕ улăха вĕçтернĕ. Шыра-шыра ывăнсан канма ларнă. Сасартăк хăй хыçĕнче пысăк чĕрчун тăнине туйса илнĕ. Ку Машук пулнă иккен. Çĕтнĕренпе Машук тата чиперленсе кайнă. Вăл Кĕтерука хăй çине ларма пулăшнă, улăх тăрăх ярăнтарса çаврăннă. Хайхи пăхать те Кĕтерук, тĕлĕнмелле япала, Машукăн çунатсем пуррине курах каять. Çапла вара ыттисем куриччен Машук Кĕтерука нихçан пулса курман вырăнсене кайса кăтартнă, тĕрлĕ юханшывсем урлă вĕсем çăмăллăн вĕçе-вĕçе иртнĕ. Хĕрача йăлт тĕлĕнсе кайнă. Епле тĕлĕнмĕн-ха! Кун пеккине нихăçан та курман халиччен. Киле май вĕсем çăлтăрсен хуркайăк çулĕпе вĕçнĕ. Çăлтăрĕсем пĕри тепринчен çутăрах пулнă. Кĕтерукăн ăшри туйăмĕсем те çăлтăрла çуннă.

Малалла

Усал арăслан


Çăмламас çилхи, усал —

Ку вăл вăйлă арăслан.

Питĕ хыттăн харлатать,

Пур çынна та хăратать.

Пурпĕр хăрамап унран:

Çыртаймасть мана, мăран.

Мĕншĕн тесен арăслан

Чĕрĕ мар — тетте çеç ман.