Ку вырăн шăп тесе ик кăвакарчăн
Заставăра йăва-мĕн çавăрать.
Пĕр тăрă тӳпене вĕçсе хăпарчĕç,
Кăлтăртатса пĕр ларчĕç йăвара.
Çак мăшăр канăвĕ – постри салтакăн,
ĕçеççĕ шыв чикке пăха-пăха,
Турат çине сисмесĕр пус е такăн, –
Темччен тăнлаççĕ шиклĕ шăплăха.
Мир-кайăксен пире ӳпкев пур, ахăр.
Салтак сыхланă чух çак кĕтесе
Çĕн йăвана нихçан та ан пăрахăр,
Вĕçсе ан кайăр лăпкă мар тесе.