Шăпчăк тейĕн Марине —
Ирхине ирех тăрать.
Пĕчĕкçĕ чĕпĕсене
Вăрттăн чăпăрт! чуптăвать.
— Çирĕп ӳс! Хăвăрт ӳс! —
Якатать тĕкĕсене.
Чĕкеç тейĕн Марине —
Питĕ калаçма ăста.
Пĕчĕкçĕ чĕпĕсене
Йыхăрать вăл апата:
— Чип-чип-чип! Чип-чип-чип!
Килĕрсемĕр ман пата.
Шăнкăрч тейĕн Марине —
Питĕ ырă, тарават.
Çитерет вăл вĕсене
Тутлă вир кĕрпи — апат.
— Пысăк пул! Тутă пул! —
Хăналать тусĕсене.