Тулли тулса, йывăрланса
Шырав ĕçне хатĕрленме —
Эс кирлĕ мар. Шăла çыртса
Шăнăрсене çирĕплетме,
Мĕн пур ӳт-пĕвĕме йăлтах
Пĕр сулăмпа тĕреклетме —
Мана эс кирлĕ мар. Кунта —
Эп хам кăна, ман вăй кăна.
Анчах ак халь, сан çутуна
Хамра туйса çӳренĕ чух, —
Хама пĕр хам çеç ăнланма,
Хама пĕр хам çеç упрама
Хавал та, пултару та çук.
Сан çутупа илемленсе
Вăйланнă çынсене аван
Пĕлетĕп эпĕ те. Вĕсем
Пулăшупа меслет ыйтман
Санран... Весемшĕн сан çуту —
Шыва ярсан медузăна
Тĕс кĕнĕ пек... Шăпах кăна —
Картне лармалăх... Айăп ту —
Анчах та калама ан чар.
Пĕлетĕп — маншăн та ют мар
Манра çĕкленекен таса
Çуту... Анчах тунсăхласа,
Хама хам тасатса хуллен
Хам ялтрама пуçлайиччен —
Вăл канăç параймасть чуна.
Сăн кӳчĕ сан çуту мана
Эп тунсăх саккунне юнра
Туйса ăнкарнă вăхăтра.
Вăл, тунсăх, маншăн ун чухне
Хам юнăмран, пур шăнăрсен
Тымарĕсем туйăннинчен
Çывăхарахчĕ... Ун вăйне
Çĕнсе, хам вăйăма тупса,
Ăс-хакăл вăйĕпе çунса
Çуталмаллаччĕ ман... Анчах
Ху çутупа мана йăлтах
Сăн патăн та — мана пĕччен
Хăвартăн эс... Пĕчченлĕхрен
Хăтарнă пек туса... Мана
Калатăн эс: «Вăйсăррисем
Канаш ыйтаççĕ. Вăйлисем —
Вĕсем ялан — хăйсем кăна...»
Эп — çурма вăйсăр, эс мана
Пĕчченлĕхрен çăлса каллех
Хампа кăна хăварнăран...
Канаш ыйтмастăп эп санран,
Хампа хам калаçатăп çех...