Чулпа печĕç — чулланмарăм,
Вута хучĕç — эп çунмарăм.
Шыва ячĕç — эп путмарăм,
Пурăнатăп. Сып-сывах.
Чул катса çурт купалатăп,
Шыв-шура пӳлсе хуратăп,
Çулăмпа эп туслашатăп,
Ӳстеретĕп ывăла.
Чул чĕреллĕ вăл пулмарĕ,
Ывăлра çăлкуç сăнарĕ,
Чĕринче — хĕвел кăварĕ,
Эп телейлĕ çавăнпа.
Ывăлпа сурт купалатпăр,
Пахчара çĕн çăл чаватпăр,
Каннă чух кăвайт хуратпăр,
Ăмсанса ман пурнăçа.
Чулпа печĕç — чулланмарăм,
Çунтарасшăнччĕ — çунмарăм,
Путарасшăнччĕ — путмарăм,
Пурăнасчĕ-ха татах!