Пĕрремĕш курăну
Кĕр кунне. Пӳлерхун çурчĕ. Хуçа арăмĕн пӳлĕмĕ. Унта вăл пĕчченех. Йывăр çын. Инçетре вăрçă шавĕ илтĕнет.
Хăрхăм (кĕрсе):
Савтепи пикеслу, Пӳлер çунать!
(Савтепи чĕнменнине кура тухса каять)
Савтепи:
Пӳлерхун мăшăрăма
миçе талăк курман,
пуçĕ çеç сывă юлтăрччĕ унăн.
Тухса кайнă чухне чуп туса
варти ывăлăма куриччен
вилес марччĕ тесе сыв пуллашрĕ.
Хăçан пĕтĕ-ши çак ахăр самана
е çĕр çурăлса йĕп тухĕ-ши,
çак çут тĕнчене çĕр çăтĕ-ши?
Ах-тур-тур, хăçан хăпĕ-ши
пирĕн халăхран çакă синкер?
Аллаха тен юраймарăмăр пуль,
асаттесен тĕнне уянипе
Аслă Кăвака кӳрентертĕмĕр пуль?
(хыттăнраххăн, кăнтăр еннелле пăхса)
Мĕншĕн чĕнместĕн эсĕ, Аллах!
Е юри курмăш туса тăратăн,
Пăлхар ĕмпӳлĕхĕ пĕтни
çамка çине çырни тесе шутлатăн?
Каçар пире, айвансене, Аллах,
пире эс хӳттӳне илсем.
Авал хасарсенчен хăтарнă пек
Патту хурĕнчен хăтарсам.
Пĕтме парсан, Кепе çине
тĕнче талайĕ йăтăнтăр.
Апла пулсан, хура чулна
шап-шурă лĕкĕ сырăнтăр!
(алăк еннелле çаврăнать)
Е, асаттесен аслашшĕ, Аслă Турă!
Каçар пире, пилсĕрсене!
Тĕрлĕ вăрçăсене çӳрерĕмĕр,
тип шар чӳкĕсене тумарăмăр,
сана шурă вăкăр памарăмăр.
Кĕр ĕçкисенче кĕрлерĕмĕр,
чӳклемесем чӳклемерĕмĕр,
çĕнĕ çимĕçпе витĕнмерĕмĕр.
Уçсам куçна, Аслă Аттемĕр!
Курсам телейсĕр ачăрсене,
каçарсам вĕсен çылăхĕсене,
хăтарсам вĕсене инкекрен.
(хун арăмĕ, варĕ пăрса илнĕрен, кукленсе ларать, сывлăш çавăрса илсессĕн вăл арчаран йĕрĕх кăларать)
Пӳлерхуна качча килсен
атте килне асра тытма,
ун йăхĕн хăватне илме
мана пилленĕччĕ аннем
çак пĕчĕк, ырă йĕрĕхе.
Юратнă йĕрĕхĕм, йăх управĕ,
илтетĕн-и эсĕ мана, Савтепине?
Эпĕ сана çак кунчченех
кĕмĕл укçа парса чысларăм,
Аллах ывăлĕнчен,
Пӳлерхунтан пытартăм,
куç шăрçи пек сыхласа упрарăм.
Эс йывăр самана çитсен
Эскел йăхне пĕтме памастăнччĕ,
пĕр папкаран хунав ярса,
пĕр хĕлхемрен кăвайт чĕртсе
ламран лама усраттăнччĕ.
Юратнă йĕрĕхĕм!
Паян Эскел йăхĕн хĕрне,
Пăлхар ĕмпĕвĕн мăшăрне
чи пысăк хуйхă çыпăçрĕ:
тискер Патту лашийĕсем
асаттесен хирне таптаççĕ,
хаяр Патту нӳкерĕсем
маттур яшсен пуçне касаççĕ.
Хăтар пире, ырă йĕрĕхĕм,
çак мăшкăла тӳсме ан пар,
хăвăн йăхна пĕтме ан пар.
Хам ятпа мар,
варти пепкем ячĕпеле
чĕркуçленсе ыйтатăп.
(ĕсĕклесе йĕрет. Варĕ пăрса килнĕрен каллех кукленсе ларать)
Хăрхăм (чупса кĕрет):
Савтепи Пикеслу, инкек!
(ӳкнĕ Савтепине курать, ун патне васкаса пырса ерипен çĕкленме пулăшать, вырăн çине вырттарать. Аяккарах кайса хăй тĕллĕн калаçать.)
Епле вăй çитерем-ши пĕлтерме,
чĕри тӳсейĕ-ши çак хыпара?
Савтепи (вăйне пухса):
Селиме, Пӳлерхун ĕмпӳрен хыпар çук-и?
Е тăшман хулара?
Хăрхăм:
Лăплансамччĕ, пикеслуçăм. Лăплан.
Кăшт сывлăш çавăрĕç те пирĕннисем
тăшмана каллех хӳтерĕç.
Хыçри тусанне çеç курса юлăпăр.
(вăйпах савăнăçлăн курăнма тăрăшать).
Савтепи (хыттăнраххăн):
Селиме, темле усал хыпар пĕлетĕн эс,
ан пытар хуçунтан, кала!
Хăрхăм:
Эпĕ... Эпĕ, Савтепи пикеслуçăм,
тухса кĕрем-ха…
Тен, чăн та, пĕлĕп çĕн хыпар...
Кайма тăрать. ăна хирĕç Эпи карчăк кĕрет. Вăл хăрхăма пуçĕпе Савтепи енне ыйтуллăн кăтартать. Лешĕ пуçне енчен еннелле сулса питне хуплать, хăвăрттăн тухса каять.
Эпи:
Ыйтмасăрах кĕретĕп, Савтепи хĕрĕм,
айăп ан ту.
ăнсăртран килнĕ вăйлă çил
патрак турата хуçса хăварать,
пиçĕ турат пулсамччĕ, хĕрĕм.
Эсĕ ĕмпӳ ăшшине упракан,
ĕмпӳлĕх кăмăлне тăвакан
пĕртен пĕр çын.
Халĕ пирĕн ĕмпӳлĕхе
чул пек çирĕп кăмăл кирлĕ,
чул пек хытă чĕре кирлĕ,
хытарсам чĕрӳне, хĕрĕм.
Хуйха куççульпе çуса тасатаймăн,
ăна куçран чăрр! пăхмалла.
Сан хуйху – халăх инкекĕ,
халăх хуйхи – сан инкекӳ.
Пĕччен мар эс, хĕрĕм,
пуçтар вăй-хална.
Савтепин хырăмне тытса пăхать, хăрхăма чĕнсе темĕн калать. Лешĕ тухса каять.
Савтепи:
Пӳлерхун-и?..
Кай, кай, ĕненместĕп!
Эпи:
Пирĕн халь иртнинчен ытла
пулассишĕн кулянмалла,
ун пирки шухăшламалла.
Савтепи:
Иртнисĕр пуласлăх çук…
Ах, Пӳлерхун!
Йĕме пуçланăскер, Эпи пăхнине туйса, шăлне çыртса лăпланать.
Эпи:
Иртнишĕн ик çĕр хуйхă,
пулассишĕн пин хуйхă, хĕрĕм.
Халăха,
ĕмпӳ юнне упраса хăвармалла.
Санăн тумалла çаксене, хĕрĕм.
Савтепи вырăн çинче хутланса выртать, пĕр сасă та кăлармасть. Хăрхăм ача чĕркемелли, тирĕкпе шыв илсе кĕрет.
Пĕрремĕш йывăрлăх саншăн, хĕрĕм,
çăмăлланасси пулĕ.
ăнăçлă çуратсассăн
пин хуйхăран шăпах пĕри катăлĕ.
(Алăк еннелле пăхса)
Е, Аслă Туррăмăр!
Пӳлер ĕмпӳлĕхĕн тӳпинчи
çутă хĕвел пек ывăл çуратма пар,
çамки çинче çăлтăр çуталтăр,
куçĕсенче кăвар çунтартăр,
пĕр пичĕ хĕвел,
тепĕр пичĕ уйăх пек пултăр.
Карăнмассерен пĕр шит ӳстĕр,
сикмессерен пĕр йӳнчĕк хуçтăр.
Амăшĕн пепкин çытмине
тăхăр вун тăхăр антан çĕлемелле пултăр.
Е, Туррăмăр!
Хунав хушакан хĕрарăма
тӳсĕм-чăтăм пар,
хупăннисене уçма пар,
çеçкисене тухма пар
(асапланакан Савтепи патне пырса вырăн каррине карса хурать).
Санăн ыратни, хĕрĕм,
пуш хирти хăйăр пĕрчи пек.
Пуш хирĕ – халăхăмăр ыратăвĕ.
Тӳссем, хĕрĕм.
Санăн ыратни, хĕрĕм,
тинĕсри шыв тумламĕ пек.
Тинĕсĕ – халăх ыратăвĕ.
Тӳссем, хĕрĕм.
Шăп. Сасартăк ача макăрни илтĕнсе каять. Хăрхăм япалисене йăтса чаршав хыçне кĕрсе çухалать.
Е, пĕсмĕлле!
Турă чун вырăнне чун пачĕ,
Пӳлер халăхне пĕтесрен хăтарчĕ,
ĕмпӳ вырăнне ларма ывăл пачĕ.
Тăшман пуçне ваклама,
халăх тăнăçне сыхлама
харсăр паттăр пачĕ.
Кăвапине ашшĕн хĕçĕпе касатăп,
тăшмана хĕçпе тавăракан пултăр,
халăха упраса хăваракан пултăр.
Урамра хĕçсем чанклатни, лашасем тулхăрни çывăхрах илтĕнме пуçлать. Çынсем çапла кăшкăрса калаçаççĕ:
- Савтепи пикеслуна хăтарăр!
- Эпи карчăк кĕртмест ун патне.
- Пӳлерхунăн ывăл çуралчĕ!
- Утăрья, нӳкерсем, малалла!
Пире Турă çĕнĕ ĕмпӳ пачĕ.
Ун ячĕпе – юлашки тытăçăва.
Утăрья!
Шав майĕпен инçетелле кайса пырать, чӳречерен Пӳлер çунни курăнать. Эпи пиеленĕ пепкене йăтса тухать. Хăрхăм тухса Пӳлерхун калпакне илсе кĕрет.
Эпи:
Ачам, паян кунтан пуçласа
куççуль мĕнне манса кай,
йĕрес килсен шăлна çырт,
ĕсĕклес килсен чĕлхӳне çырт.
Куççулĕ тăшманна çеç савăнтарĕ.
Куçна уç, пепкем, пиллем сана.
Мана тăнла, ачам, калам сана.
Аçу пилĕпе эпи пехилне,
вĕсенчен те ытла
халăхăмăрăн халалне калам.
Эй, çĕнĕ чун,
аçу чунĕ тухнă кун килтĕн,
аçу ĕмĕрне тăсаканĕ пул.
Эй, ывăлăм,
Пӳлер хули пĕтнĕ кун килтĕн.
Унăн пурнăçне тăсаканĕ пул.
Тăхăн, Пӳлер паттăр,
аçун ылтăн калпакне,
çакса яр унăн пăлат хĕçне,
итле пирĕн Аслă Халала:
Çеçен хир варринче лаштра юман,
çав юманăн тымарĕ çич çĕр хăлаç,
вуллийĕ çич çĕр чике.
Ларать вăл çич çĕр те çичĕ çул.
Çав юман пек патвар пул, ывăлăм.
Çарăмсан вăрманĕнче
этем ури пусман вырăн пур,
çав чăтлăхра
çич çĕр çул ашкăнакан арăслан пур.
Сиксен çич çĕр чикĕ сикет,
кăшкăрсан çĕре чĕтретет.
Çав арăслан пек паттăр пул, ывăлăм.
Тĕнче хĕрринче тăлăх чул тĕме пур.
Çав тĕме çӳллĕшĕ çич çĕр хăлаç,
урлăшĕ улт çĕр хăлаç.
ун тăрринче ăмăрт кайăк йăви пур,
йăвара çич хăлаç çунатлă ăмăрт кайăк пур.
Вăл вĕçсен тĕнчен тепĕр хĕрне çитет,
пăхсан тĕнче тĕпне курать.
Çав кайăк пек пул, ывăлăм.
Утнă чухне
малалла пĕрре, каялла иккĕ пăх,
Вăй çитсессĕн, вăйпа çĕнтер,
вăю çитмесессĕн ăспа çĕнтер.
Паянтан санăн халăхушăн
асаплă та тертлĕ самана пуçланать,
паянтан вĕсем кĕтӳçĕсĕр кĕтӳ пек
саланса, çухалса çӳрĕç.
Тискер кайăкран хӳтлĕх тупаймасăр
ĕмĕрсем хушши аспланĕç,
вăрман чăтлăхĕсенче пытанса пурăнĕç.
Эсĕ, ывăлăм,
халăх шанчăкĕ пулăн,
халăх чунĕ-хавалĕ пулăн.
Халал сана.
Пĕр валĕрен çĕре çитер,
çĕр валĕрен пине çитер.
Муллă пул та хунавлă пул.
Халал сана.
Хăвăнтан аслисене пичче те,
хăвăнтан кĕçĕннисене шăллăм те.
Килте килти пек,
халăхра халăхри пек пул.
Çĕнĕ йăла ан кăлар,
асаттесемĕр йăлисене ан пăрах,
ватă çынна яланах сума су.
Халал та пил сана, ывăлăм.
Ютă çын юлташ тесен тăван те,
çывăх çын усал тусан тăшман те.
Çывăх çынран пулнă тăшман
çичĕ ютран çичĕ хут усалрахне пĕлсе тăр.
Усалпа ырра уйăрма пĕл, ывăлăм.
Усала хаярпа хирĕç тăр,
хаяра ырăпа хирĕç тăр.
Выçă çӳрекене çитерсе яр,
шăнса çӳрекене ăшăтса яр.
Халал та пил сана, ывăлăм.
Ял çинче тăвансене хисепле,
халăх çинче яла-йыша хисепле,
çут тĕнчере тăван халăхна хисепле.
Вĕсенчен хакли саншăн çĕр çинче
нимĕн те ан пултăр.
Халал сана, ывăлăм.
Пăхăртан кĕмĕл хаклăрах,
кĕмĕлтен ылтăн хаклăрах,
ылтăнран тăван çĕр хаклăрах.
Ылтăнна çухатăн – кĕлмĕçе тухăн,
тăван çĕрна çухатăн – тăлăха юлăн.
Тăшманна пĕр купа ылтăн пар та
тăван çĕрна пĕр ывăç та ан пар.
Халал сана, ывăлăм.
Пӳлĕхçĕ сана
асаплă та пархатарлă шăпа пӳрнĕ:
тăван халăхна хунатса хăварăсăнччĕ,
йăли-йĕркине упраса хăварăсăнччĕ,
çепĕç чĕлхине чĕм парса хăварăсăнччĕ,
сăвви-юррине йышлатса хăварăсăнччĕ.
Пил сана, ывăлăм;
халал сана, ывăлăм!
Халал!
Халал!
Халал!
Çав вăхăтра çапăçу шавĕ каллех çывхарать, çывăхри çурт-йĕр çунни курăнать. Сасăсем илтĕнеççĕ:
- Пĕтрĕмĕр, атьсемĕр! Çĕнĕ ĕмпӳшĕн пуçăмăрсене хурар!
- Халăхăмăр ирĕклĕхĕшĕн çĕре кĕретпĕр!
- ĕмпӳ мăшăрĕпе пепкине çăлса хăварассишĕн!..
Эпи (Савтепи еннелле пăхса):
Хĕрĕм, васкарах пуçтарăнсамччĕ.
Сана иккĕмĕш йывăрлăху кĕтет:
Пӳлер вутĕнчен хăтăлса
тăшман аллинчен тармалла,
ăна хӳтерме çĕнĕ вăй пухмалла.
Васка, хĕрĕм, васка!
Иккĕмĕш курăну
Кĕрхи сивĕ те асар-писер çанталăк. Кĕпер. Тăшманран таракан Савтепи чупса тухать. Хыçалта Пӳлер çунни курăнать. Ачи йĕрет. Савтепи кĕпер айне пытанать, йĕрекен ачине кăкăр парса лăплантарать. Кĕçех тăшман нӳкерĕсем кĕпер урлă каçаççĕ, тавралла тинкерсе Савтепипе унăн ачине шыраççĕ. Иккĕшĕ сцена çине юлаççĕ.
1 мĕш нӳкер:
ăçта кайса çухалчĕ-ха ку арăм?
Тытатпăрах тесе шутланăччĕ ăна.
2-мĕш нӳкер:
Виллисене пулсан та тупăр терĕ-и Патту?
Апла чыса мĕскершĕн тивĕçнĕ вĕсем?
1-мĕш нӳкер:
Айван!
Пăлхар ĕмпĕвĕн арăмĕ пулсан,
ун кипкери сар ывăлĕ юлсан
иртет-и çирĕм çул, иртмеç-и –
çав паттăр касĕ пуçăмăрсене!
2-мĕш нӳкер (пуçне тытса):
Апай! Часрах каяр.
Кунта никам та çук.
1-мĕш нӳкер:
Эх-хех, кĕске хӳре. Тăхта.
Вилес килмест пулсассăн ху вĕлер.
Эп лерелле каям-ха шыраса,
эс пăх анса кĕпер айне (каять).
2-мĕш нӳкер
(кĕпер айнелле анма пуçлать те анса çитмесĕрех каялла çаврăнать):
Унта никам та çук. Йăлтах шырарăм.
1-мĕш нӳкер (кĕрсе):
Ас ту, тухатмăш пĕлĕ арăм ăçтине.
Кайран Патту çич хут тирна ан сӳтĕр.
2-мĕш нӳкер:
Ачи йĕни те илтĕнет унта пулсан…
1-мĕш нӳкер:
Ку чăн. Атя, ыттисене хуса çитер (тухса каяççĕ).
Савтепи (кĕпер айĕнчен тухса):
Рахмат сана, хĕрарăм кăкăрĕ!
Сана пула халь чĕрĕ юлтăмăр.
Пире çеç мар хăтартăн вилĕмрен,
хăвартăн пĕтесрен халăхăма,
ун телейне, пуласлăхне…
Васкар, пепкеçĕм, сĕм вăрманалла,
Меша çине, ар çыннисем патне.
Унта тăшман çитмен çĕрсем пур теççĕ,
унта ĕмпӳ юлташĕсем пур теççĕ
(каялла çаврăнса).
Сыв пул, Пӳлер, тăван кĕтесĕм,
кĕл пулнă çуртăм, Пӳлерхун…
Каятпăр тăлăх акăшăн йĕрсе,
тăшман çĕмренĕнчен таратпăр.
Хула вырнне мăян та пусса илĕ,
вăрман та ӳсĕ пирĕнсĕр унта.
Çапах та килĕпĕр тăван енех,
Чăваш ятпа хунайăпăр тепре!
Кăкăр сĕтне Пӳлер еннелле виçĕ хут «чăн пултăр, чăна килтĕр!» тесе сирпĕтет те пепкине çупăрласа çурçĕр еннелле утса каять. Çутă сӳнет. Çуталса пынă майăн сцена çине чăваш çи-пуçлă, тухья-хушпуллă хĕрсемпе арăмсем, каччăсемпе вăй питти арсем юрласа тухаççĕ. Сăмахĕсем çапларах:
Шав-шав вăрман, ай, шав вăрман.
Мĕншĕн шавлать çав вăрман?
Çулран çулах çулçă сарасшăн,
турат çумне турат хушасшăн.
Шав-шав халăх, ай, шав чăваш.
Мĕншĕн шавлать çав чăваш? –
Ыттисемпе пĕр тан пуласшăн,
Аслă Халалпала пурнасшăн.