Хальччен ку мыскара çинчен
Пĕр никама та каламанччĕ...
Çапла, лараттăм пĕринче
Чун савнă хĕрпеле аван çеç.
Тӳлек те тĕпсĕр Атăла
Çурхи çут çăлтăрсем чăматчĕç.
Анчах эп çамрăкчĕ ытла,
Çавна пулах, тен, кăшт айванччĕ.
Хайхи çак чиперкке хĕре
Мĕскер калассине пĕлмесĕр,
Ишеттĕм эп теорире,
Чăлах çын пек, аран та мелсĕр.
Тем хăямачĕ пĕлнĕ пек,
Хама тытаттăм пит мăнаçлăн.
Çав каçхине эп çĕрĕнех
Гемоглобин çинчен калаçрам.
«Гемоглобин вăл пит аван,
Гемоглобин вăл питĕ кирлĕ...»
Эп хамăн çак юратăва
Чĕртсе ярасшан пултăм вирлĕ.
Анчах ĕç тухрĕ урлă-пирлĕ...
Куçран вăл пăхрĕ те мана,
Хуллен каларĕ: «Тăмана!..»