Кармал паттăр хĕçĕ евĕр çиçрĕ çиçĕм
Витререн тăкать çĕре тӳпе маччи, —
Çумăр çунине мĕнле виçепе виçĕн,
Çаруран чупса çӳрет ачи-пăчи.
Çуллахи ăш çумăр пит сипетлĕ теççĕ,
Манăн та ташлас килет ун айĕнче.
Те чăнах та ачасем мана кĕтеççĕ
Хăйсемпе пĕрле чупмашкăн çумăр айĕнче.
Вĕсене курса-ши таврăнчĕ ачалăх,
Эп чупса тухатăп ăш çумăр айне.
Ал çупать кулса таврари пĕтĕм халăх,
Маннă, тет, писатель хăйĕн ватлăхне.
16.07.2007