Лăпкă каç. Шурă юр
Тăкăнать çĕр çине.
Ан калаç. Эсĕ кур
Юр пĕрчи ташшине.
Юр ӳкет пит çине
Çунтарса çулăмпа.
Эс кашни пĕрчĕне
Пуçтарсам тутапа.
Тен, эпир те санпа
Шурă мамăк пулар,
Çак асамлă вăйпа
Пĕрлешсе çаврăнар.
Сан хура куçсенче
Пур илемлĕ хăват.
Шурă юр айĕнче
Эс мана ан çухат.